Журналсемпе брошюрӑсен кивӗ кӑларӑмӗсемпе усӑ курӑр
Кивӗ журналсемпе брошюрӑсене пухса пырсан е вӗсене пӑрахсан ним усси те пулмӗ, ҫавӑнпа та вӗсене салатма тӑрӑшмалла. Пӗр журнал е брошюра кӑна ҫынна чӑнлӑха йышӑнса Иеговӑн ятне асӑнма, е чӗнме, хавхалантарма пултарать (Рим 10:13, 14). Аяларах кивӗ кӑларӑмсемпе мӗнле усӑ курмаллине кӑтартакан темиҫе канаш илсе панӑ.
Ырӑ хыпара час-часах сарман территорисенче килте никам та пулмасан пӗр журнал е брошюра хӑварма юрать, анчах та ӑна иртсе ҫӳрекенсене тӳрех курӑнмалла мар хумалла.
Нумай ҫын пулакан вырӑнта, тӗслӗхрен, ҫынсем транспорт кӗтсе тӑнӑ ҫӗрте — чарӑну вырӑнӗсемпе вокзалсенче — ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӗсенчен сирӗн мӗн те пулин вулас килмест-и тесе ыйт, унтан кивӗ кӑларӑмсене кӑтарт та хӑйсене килӗшекен журнала е брошюрӑна илме сӗн.
Кивӗ кӑларӑмсенчен хӑшӗ-пӗрисене прачечнӑйсенче, ваттисен ҫурчӗсенче, клиника больницисенче тата сирӗн пуху территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫавнашкал вырӑнсенче хӑварма пулать. Яланхи пекех, ҫав вырӑнти йӗркешӗн яваплӑ ҫын хӑйӗн вырӑнӗнче пулсан, малтан унран ирӗк ыйтмалла. Публикацисене унччен хӑварнӑ вырӑнсенче тепӗр хут ан хӑварӑр.
Ҫынсем патне тепӗр хут каяс умӗн кашни ҫын мӗнпе интересленни ҫинчен шухӑшла. Унӑн ҫемье пур-и? Ӑна ҫул ҫӳреме килӗшет-и? Вӑл мӗн те пулин лартса ӳстерет-и? Кивӗ кӑларӑмсенче кирлӗ статьясем пур-ши тесе пӑхса тухӑр та ҫын патне тепӗр хут кайсан ӑна сӗнӗр.
Чӑнлӑхпа интересленекен ҫынна килӗнче нумай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн кӑна тепӗр хут тӗл пултӑр пулсан, ӑна иртнӗ уйӑхсенче тухнӑ журналсемпе брошюрӑсен пӗр-пӗр кӑларӑмне сӗн.