Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 14/4 6—7 с.
  • Ҫӗнӗ буклетсене ҫӗнӗлле илемлетни

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫӗнӗ буклетсене ҫӗнӗлле илемлетни
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
  • Ҫавнашкал материал
  • Трактатсемпе усӑ курса ырӑ хыпар сарӑр
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Буклетпа усӑ курса калаҫӑва мӗнле пуҫламалла?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2020
  • Туррӑн чӗрӗ Сӑмахӗпе усӑ курӑр!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Публикацисене сӗнмелли майсем
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
Ытларах пӗлӗр
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
km 14/4 6—7 с.

Ҫӗнӗ буклетсене ҫӗнӗлле илемлетни

1. Мӗнле публикацисене ҫӗнӗлле илемлетнӗ?

1 «Туррӑн Сӑмахӗ — чӑнлӑх!» ятлӑ 2013 ҫулхи область конгресӗнче ҫӗнӗ пилӗк буклет кӑларни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Вӗсен ҫумне тата улттӑмӗшне — «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпар» (38 №) буклет, унӑн ячӗ «Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?» — хушнӑ. Ултӑ буклета пурне те ҫӗнӗлле илемлетнӗ. Мӗншӗн вӗсене ҫапла улӑштарнӑ? Килрен киле ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне буклетсен ҫак уйрӑмлӑхӗсене мӗнле шута илме пулать?

2. Мӗнле тӗллеве пула буклетсене ҫӗнӗллетнӗ?

2 Ҫӗнӗлле илемлетнин сӑлтавӗ. Килрен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне малтан калакан сӑмахсем ӑнӑҫлӑ пулччӑр тесен тӑватӑ утӑм тумалла: 1) калаҫӑва пуҫлас тесен эпир ҫынран вӑл хӑй мӗн шутлани пирки ыйту паратпӑр; 2) Библири сӑвӑ йӗрки вуласа паратпӑр; 3) Хамӑрпа калаҫакана литература сӗнетпӗр. 4) Тепӗр чухне килсен мӗнле ыйту ҫине хуравлассине калатпӑр та хӑҫан килесси пирки калаҫса татӑлатпӑр. Ҫӗнӗлле илемлетнӗ буклет пире ҫак тӑватӑ утӑма ҫӑмӑллӑн тума пулӑшать.

3. Ҫӗнӗ буклетсене мӗнле сӗнмелле?

3 Вӗсемпе мӗнле усӑ курмалла. 1) Ҫынна сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн буклетӑн пӗрремӗш страницӑри интереслӗ ыйтӑва тата виҫӗ тӗрлӗ хурава кӑтарт та вӑл ҫакӑн пирки мӗн шутлани пирки ыйт. 2) Буклета уҫ та «Библи мӗн калать» подзаголовока пӑхса тух. Вырӑнлӑ пулсан Библири сӑвӑ йӗркине Библиренех вуласа пар. Хамӑрпа калаҫаканӑн вӑхӑчӗ пур пулсан «Ҫакӑ сире мӗнле усӑ пама пултарать» подзаголовока сӳтсе яв. 3) Буклета сӗн те ӑна килте вуласа тухма хавхалантар. 4) Каяс умӗн ӑна юлашки страницӑри «Шухӑшласа пӑхӑр-ха» подзаголовок айӗнчи ыйту ҫине тимлеттер те тепӗр чухне ӑна Библи тӑрӑх сӳтсе явма калаҫса татӑл.

4. Тепӗр хут килнӗ чухне ҫӗнӗ буклетсемпе мӗнле усӑ курма пулать?

4 Ҫынсем патне тепӗр хут каяссине тума та ҫӑмӑл. Пӗрремӗш хут килнӗ чухне уҫӑ хӑварнӑ ыйту ҫине хуравлас тесе буклетӑн юлашки страницинче илсе панӑ Библири сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курма пулать. Каяс умӗн хӑвӑрпа калаҫакана юлашки страницӑри купон ҫине тимлеттерӗр те ӑна публикацие тата ҫав темӑна уҫса паракан абзаца кӑтарт та ӑна ҫав публикацие сӗн. Вӑл ӑна илчӗ пулсан ҫав урока тепӗр чухне сӳтсе явма калаҫса татӑл. Эсӗ Библи вӗренӗвӗ пуҫланӑ тесе шутла! Е ӑна урӑх буклет сӗн тата ҫав буклета тепӗр чухне сӳтсе явма калаҫса татӑл.

5. Буклетсем сӑваплӑ ӗҫре мӗнле вырӑн йышӑнаҫҫӗ?

5 Эпир буклетсемпе сӑваплӑ ӗҫре 130 ҫул ытла усӑ куратпӑр ӗнтӗ. Буклетсен размерӗ е формачӗ вӑхӑт иртнӗҫемӗн улшӑнса пынӑ пулсан та вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫре яланах пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Буклетсене ҫӗнетни Библири пӗлӳсене пур ҫӗрте те салатма пулӑшса тӑтӑр (Ытар. 15:7а).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр