ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Буклетпа усӑ курса калаҫӑва мӗнле пуҫламалла?
2018 ҫулхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрадӗнче пӗрремӗш страницӑра калаҫмалли майсем пичетлеҫҫӗ. Мӗнле тӗллевпе? Пирӗн ҫынсене публикацисене сӗнмелле кӑна мар, вӗсемпе калаҫмалла. Хыпарҫӑсене ҫакна тума пулӑшас тесе видеороликсем кӑлараҫҫӗ. Унта Библипе ҫеҫ усӑ курса калаҫӑва мӗнле пуҫламаллине кӑтартаҫҫӗ. Ҫакӑ килрен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне публикацисемпе, ҫав шутрах электронлӑ публикацисемпе те, пачах та усӑ курмалла маррине пӗлтерет-и? Паллах, пӗлтермест. Тӗслӗхрен, калаҫӑва пуҫлама буклетсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Кирек мӗнле буклета суйласа илсен те, ҫак йӗркене тытса тӑма пулать:
Пӗрремӗш страницӑри ыйтӑва пар та илсе панӑ хуравсене вуласа пар.
Иккӗмӗш страница пуҫламӑшӗнче илсе панӑ Библири сӑвӑ йӗркине вуласа пар. Вырӑнлӑ пулсан, 2-мӗшпе 3-мӗш страницӑри хӑш-пӗр шухӑшсене вуласа пар та сӳтсе яв.
Каяс умӗн ҫынна юлашки страницӑри «Шухӑшласа пӑхӑр-ха» подзаголовок айӗнчи ыйту ҫине тимлеттер те Библи мӗнле хуравланине тепрехинче сӳтсе явма калаҫса татӑл.
Ҫынпа иккӗмӗш хут калаҫнӑ чухне хуравне сӳтсе яв та тепре килсен мӗнле ыйтӑва сӳтсе явассине кала. Пирӗн сайтра тата ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем шутне кӗрекен публикацисенче лайӑх ыйтусем пур. Меллӗ вӑхӑтра «Туррӑн ырӑ хыпарӗ» брошюрӑпа е ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем шутне кӗрекен урӑх вӗренмелли пособипе усӑ кур.