Сӑваплӑ ӗҫре jw.org сайтпа усӑ кур
Пирӗн jw.org сайт ырӑ хыпара «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» сарма пулӑшакан питӗ лайӑх хатӗр (Ап. ӗҫ. 1:8). Ытларах чухне ҫынсем ҫак сайта хӑйсем тӗллӗн тупаймаҫҫӗ. Ялан тенӗ пекех вӗсем ун ҫинчен хыпарҫӑ ҫак сайт ҫине тимлеттернӗ хыҫҫӑн кӑна пӗлеҫҫӗ.
Пӗр ҫулҫӳрекен надзиратель хӑйӗн телефонӗ ҫине «Мӗншӗн Библи вӗренмелле?» видеона уҫласа илнӗ те май пулнӑ чухне ӑна кашнинчех кӑтартать. Тӗслӗхрен, килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӑл калать: «Эпӗ ҫынсемпе кӗскен калаҫса питӗ кирлӗ виҫӗ ыйту ҫине хурав тупма пулӑшатӑп: „Мӗншӗн тӗнчере нумай йывӑрлӑх? Турӑ вӗсене мӗнле татса парӗ? Эпир ҫак йывӑрлӑхсене паян мӗнле ҫӗнтерме пултаратпӑр?“ Ҫак кӗске видео ҫак ыйтусем ҫине хуравлать». Ун хыҫҫӑн вӑл видеона тӳрех ярать те ҫын хӑйне мӗнле тытнине тимлет. Видео питӗ интереслӗ те илемлӗ пулнӑран ҫынсем чылӑйӑшӗ куҫне илмесӗр ӑна вӗҫне ҫитичченех пӑхаҫҫӗ. Унтан ҫулҫӳрекен надзиратель калать: «Эсир пирӗн сайтра Библие тӳлевсӗр вӗренме ыйтма пулни пирки илтрӗр. Халӗ вара кунта пулнӑран ҫак вӗренӳ мӗнле иртнине кӗскен кӑтартма пултаратӑп». Ҫын килӗшрӗ пулсан, вӑл «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» буклетпа Библи вӗренӗвӗ пуҫлать. Ҫыннӑн вӑхӑчӗ ҫук пулсан вӑл тепрехинче тӗл пулма калаҫса татӑлать. Тӑхтав вӑхӑтӗнче кафене кӗрсен юнашар ларакан ҫынпа ӑшӑ-кӑмӑллӑ калаҫма пуҫласа ҫав меслетпех усӑ курать. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эсӗ jw.org сайтпа усӑ куратӑн-и?