Хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлакан ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем
1. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене мӗнле тӗллевпе ирттереҫҫӗ?
1 Пӗррехинче Иисус хӑйӗн 70 вӗренекенне ырӑ хыпар сарма ярас умӗн вӗсемпе пӗрле пухӑннӑ (Лука 10:1—11). Вӑл вӗсене хавхалантарнӑ: вӗсем пӗччен пулмӗҫ, вӗсене «вырма ани Хуҫи», Иегова, ертсе пырӗ тесе аса илтернӗ. Унсӑр пуҫне вӑл вӗсене ҫак ӗҫе мӗнле тумаллине вӗрентнӗ тата «икшерӗн-икшерӗн» янӑ. Паян та ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусен тӗллевӗ ҫавнашкалах — вӗсем пире хавхалантараҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ тата йӗркелеҫҫӗ.
2. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулу мӗн чухлӗ вӑхӑт пымалла?
2 Халӗ ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем 10—15 минут хушши пыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче хыпарҫӑсене икшерӗн-икшерӗн пайлаҫҫӗ, участоксем параҫҫӗ тата кӗлтӑваҫҫӗ. Ҫак йӗрке халӗ улшӑнать. Апрельтен пуҫласа ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем 5—7 минут хушши пырӗҫ. Анчах та ӑна пухӑвӑн тӗлпулӑвӗ хыҫҫӑнах ирттереҫҫӗ пулсан, вӑл тата кӗскерех пулмалла, мӗншӗн тесен унта юлнисем Библири хавхалантаракан шухӑшсене илтнӗ ӗнтӗ. Ырӑ хыпар сармалли кӗске тӗлпулусем пурне те сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнма май параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пионерсем е хыпарҫӑсем ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва киличчен маларах ырӑ хыпар пӗлтерме пуҫланӑ пулсан, вӗсен сӑваплӑ ӗҫе нумай вӑхӑта чарма кирлӗ пулмӗччӗ.
3. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусенчен хыпарҫӑсем ытларах усӑ илччӗр тесен вӗсене мӗнле йӗркелемелле?
3 Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене йӗркеленӗ чухне хыпарҫӑсемшӗн мӗн усӑллӑрах пулассине шута илмелле. Ытларах чухне, кашни ушкӑн хӑйӗн тӗлпулӑвне урӑх ушкӑнпа пӗрле мар, уйрӑммӑн ирттерни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Ҫапла тусан, тен, хыпарҫӑсене ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва тата участока ҫитме ҫӑмӑлрах пулӗ. Унсӑр пуҫне, хыпарҫӑсене икшерӗн-икшерӗн пайлама ҫӑмӑлрах пулать тата надзиратель хӑйӗн ушкӑнӗнчи хыпарҫӑсемшӗн ытларах тӑрӑшма пултарӗ. Старейшинӑсен совечӗ вырӑнти лару-тӑрӑва шута илсе мӗнле тусан лайӑхрах пуласси пирки йышӑну тӑвӗ. Тӗлпулу кӗске кӗлӗпе вӗҫлениччен пурин те кампа тата ӑҫта каяссине пӗлмелле.
4. Мӗншӗн ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем, ытти тӗлпулусемпе танлаштарсан, пӗлтерӗшлех мар тесе шутламалла мар?
4 Пухӑвӑн ытти тӗлпулӑвӗсем пекех пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене ырӑ хыпар пӗлтерме каяс текенсем валли ирттереҫҫӗ, ҫавӑнпа та унта пурте килмеҫҫӗ пулӗ. Анчах та ҫакӑ вӗсем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмаллине тата вӗсем, ытти тӗлпулусемпе танлаштарсан, пӗлтерӗшлех маррине пӗлтермест. Ытти тӗлпулусем пекех, ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене Иегова йӗркеленӗ, унта эпир пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантаратпӑр (Евр. 10:24, 25). Ҫавӑнпа та ертсе пыраканӑн, хӑй мӗн сӳтсе явни Иеговӑна чыс кӳтӗр тата килнисене усӑ патӑр тесе, лайӑх хатӗрленмелле. Ырӑ хыпар сарма каяс текен хыпарҫӑсен ҫак тӗлпулусене, май килнӗ таран, килме тӑрӑшмалла.
Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар, вӗсем пухӑвӑн ытти тӗлпулӑвӗсем пекех пӗлтерӗшлӗ
5. а) Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗн ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене мӗнле йӗркелемелле? ӑ) Хӗрарӑм тӑванӑн ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене мӗнле ирттермелле?
5 Ертсе пыракан мӗнле хатӗрленет. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗнчи пункта лайӑх туса парас тесен арҫын тӑванӑн задание маларах илмелле. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем пирки те ҫавнах калама пулать. Паллах ӗнтӗ, ушкӑнсем хӑйсен тӗлпулӑвӗсене уйрӑммӑн ирттернӗ чухне вӗсене ушкӑн надзирателӗ е ӑна пулӑшаканӗ ирттерет. Анчах та темиҫе ушкӑн пӗрле пуҫтарӑнать пулсан, ертсе пыракана сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ лартать. Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ертсе пыракансене тӗлпулусен графикне параҫҫӗ тата ӑна пӗлтерӳсен хӑми ҫине ҫакса хураҫҫӗ. Ертсе пыракансене лартнӑ чухне сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла, мӗншӗн тесен тӗлпулусем лайӑх иртесси ертсе пыраканӑн вӗрентес тата йӗркелес ӑсталӑхӗсенчен килет. Пӗр-пӗр кун тӗлпулӑва старейшина, пулӑшакан ӗҫчен е шыва кӗнӗ юрӑхлӑ арҫын тӑван ирттерме пултараймасть пулсан, сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ шыва кӗнӗ пултаруллӑ хӗрарӑм тӑвана лартма пултарать. («Хӗрарӑм тӑван ирттернӗ чухне» статьяна пӑхӑр.)
6. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене ирттерме лартнӑ тӑванӑн мӗншӗн лайӑх хатӗрленмелле?
6 Теократи ӗҫӗн шкулӗнче е сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче задани тума пачӗҫ пулсан, эпир ун ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмастпӑр тата лайӑх хатӗрленетпӗр. Паллах, эпир пухӑва кайма тухсан кӑна хатӗрленме тытӑнмастпӑр. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ирттересси ҫине те ҫавӑн пекех пӑхмалла. Халӗ ҫав тӗлпулусем кӗскерех пулӗҫ, ҫавӑнпа та лайӑх хатӗрленни уйрӑмах кирлӗ: ҫавна пула тӗлпулусем усӑллӑ пулӗҫ тата вӑхӑтра вӗҫленӗҫ. Лайӑх хатӗрленни участоксене маларах хатӗрлесе хумаллине те пӗлтерет.
7. Ертсе пыракан мӗн сӳтсе явма пултарать?
7 Мӗн сӳтсе явмалла. Пӗр вырӑнти лару-тӑру тепӗр вырӑнти лару-тӑруран улшӑнса тӑма пултарать, ҫавӑнпа та шанчӑклӑ чура кашни тӗлпулу валли план хатӗрлесе памасть. «Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулура мӗн сӳтсе явма пулать» рамкӑра хӑш-пӗр майсене ҫырса панӑ. Ялан тенӗ пекех, тӗлпулусене сӳтсе явни пек ирттермелле. Хӑш-пӗр чухне лайӑх хатӗрленӗ демонстраци е вырӑнлӑ видеоролика кӑтартма пулать. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва хатӗрленнӗ чухне ертсе пыраканӑн хыпарҫӑсене мӗн хавхалантарма пултарасси ҫинчен тата сӑваплӑ ӗҫре ҫав кун вӗсемшӗн мӗн усӑллӑ пуласси ҫинчен шухӑшламалла.
Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва хатӗрленнӗ чухне ертсе пыраканӑн хыпарҫӑсене мӗн хавхалантарма пултарасси ҫинчен тата сӑваплӑ ӗҫре ҫав кун вӗсемшӗн мӗн усӑллӑ пуласси ҫинчен шухӑшламалла
8. Шӑматкунпа вырсарникун ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусенче мӗн сӳтсе явни усӑллӑ пулӗччӗ?
8 Сӑмахран, хыпарҫӑсенчен чылайӑшӗ шӑматкун ҫав уйӑхри брошюрӑсене сӗнет. Ҫав кун ырӑ хыпар саракансенчен нумайӑшӗ эрне варринче ырӑ хыпар пӗлтерме каймасть, ҫавӑнпа та вӗсене ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ каҫра хатӗрленӗ калаҫӑва пуҫламалли мая аса илме йывӑртарах пулма пултарать. Ҫавна шута илсе ертсе пыракан «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗ ҫинчи юлашки страницӑри калаҫӑва пуҫламалли майсенчен пӗрне аса илни усӑллӑ пулӗ тесе шутлама пултарать. Ҫавӑн пекех брошюрӑсене сӗнмелли майсемпе усӑ курнӑ чухне вырӑнти хыпарсене, пулса иртнӗ ӗҫсене тата уявсене мӗнле шута илмеллине е ҫын брошюрӑсене илчӗ пулсан ун патне тепӗр хут килме мӗнле калаҫса татӑлмаллине кӑтартма пулать. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва килнисенчен кам та пулин ҫав уйӑхри брошюрӑсене сӗннӗ пулсан, ертсе пыракан вӗсем ҫакна мӗнле тунине е пулса иртнӗ хавхалантаракан тӗслӗхсене кӗскен каласа пама ыйтма пултарать. Вырсарникун ертсе пыракан, тен, ҫав уйӑхра сӗнмелли публикацисем тӗлӗшӗнчен те ҫавнашкалах тӑвӗ. Библи вӗренмелли пособисене кирек хӑш кун та сӗнме пулать, ҫавӑнпа та ертсе пыракан вӗсенчен пӗрне мӗнле сӗнмеллине кӗскен кӑтартма пултарать.
9. Пуху ятарлӑ кампание хутшӑнать пулсан, канмалли кунсенче мӗн сӳтсе явма пулать?
9 Пуху ятарлӑ кампание хутшӑнать пулсан, ертсе пыракан канмалли кунсенче брошюрӑсене чӗнӳ хучӗпе е буклетпа пӗрле мӗнле сӗнмеллине е ҫын чӑнлӑхпа интересленсен мӗн тумаллине сӳтсе явма пултарать. Унсӑр пуҫне, ҫавнашкал кампанисем пысӑк усӑ панине кӑтартакан тӗслӗхсем каласа пама пулать.
10, 11. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем ӑнӑҫлӑ пуласси мӗншӗн хыпарҫӑсенчен те килет?
10 Хыпарҫӑсем мӗнле хатӗрленеҫҫӗ. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем ӑнӑҫлӑ иртесси хыпарҫӑсенчен те килет. Вӗсем маларах, сӑмахран, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне хатӗрленеҫҫӗ пулсан, ытти хыпарҫӑсене усӑллӑ шухӑшсем каласа пама пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех, хатӗр пулас тесен, кирлӗ брошюрӑсемпе ытти публикацисене ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва киличчен маларах хатӗрлесе хумалла. Ҫапла тусан пурте ырӑ хыпар сарма тӳрех кайма пултараҫҫӗ.
11 Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва темиҫе минут маларах килме тӑрӑшмалла. Паллах, эпир пур тӗлпулӑва та вӑхӑтра килме тӑрӑшатпӑр. Анчах та ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва кая юлса килни хӑйне майлӑ йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Мӗншӗн? Ушкӑнри хыпарҫӑсене йӗркелесе ярас умӗн ертсе пыракан темиҫе япалана шута илет. Хыпарҫӑсем нумай мар пулсан, вӑл ушкӑна ырӑ хыпар пӗлтерме пуҫланӑ участока яма пултарать. Тӗлпулӑва ҫуран килнӗ хыпарҫӑсене, участок аякра пулсан, машинӑллӑ хыпарҫӑсемпе пӗрле яма пултарать. Участок ҫӳреме хӑрушӑ вырӑнта пулсан, вӑл арҫын тӑвансене хӗрарӑм тӑвансемпе пӗрле е юнашар ырӑ хыпар сарма ыйтма пултарать. Камӑн сывлӑхӗ япӑх, ҫавсене тӑвалла хӑпармалла мар урамсенче е картлашкасем тӑрӑх нумай ҫӳремелле мар ҫуртсенче ырӑ хыпар сарма ыйтма пултарать. Ҫӗнӗ хыпарҫӑсене опытлӑрах тӑвансемпе яма пултарать. Анчах та хыпарҫӑсем кая юлса килеҫҫӗ пулсан, час-часах мӗн те пулин улӑштарма е пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тума тивет. Паллах ӗнтӗ, эпир витӗмлӗ сӑлтава пула кая юлса килме пултаратпӑр. Апла пулин те, эпир час-часах кая юлса килетпӗр пулсан, сӑлтавсене тӗрӗслесе пӑхсан лайӑх пулӗччӗ: тен, пирӗн ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусемшӗн пархатарлӑх ҫитмест е хамӑр ӗҫсене лайӑх йӗркелеме пӗлместпӗр.
12. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва киличчен маларах калаҫса татӑлакансем хӑйсен умне мӗнле тӗллевсем лартма пултараҫҫӗ?
12 Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва килекен хыпарҫӑсем кампа каясси пирки хӑйсем маларах калаҫса татӑлма пултараҫҫӗ е ҫавӑн пирки тӗлпулура ертсе пыракан калама пултарать. Эсӗ ытларах чухне малтанах калаҫса татӑлатӑн пулсан, ҫывӑх тусусемпе кӑна мар, ыттисемпе те ырӑ хыпар сарас тесе хӑвӑн чӗрӳне уҫма пултаратӑн-и? (2 Кор. 6:11—13.) Нумай пулмасть кӑна хыпарҫӑ пулса тӑнисене вӗрентес ӑсталӑха аталантарма пулӑшас тесе вӑхӑтран вӑхӑта вӗсемпе ырӑ хыпар сарма пултаратӑн-и? (1 Кор. 10:24; 1 Тим. 4:13, 15.) Хушусем панӑ чухне, сӑмахран, ырӑ хыпара ӑҫта пӗлтерме пуҫламаллине каланӑ чухне, тимлӗ итле. Тӗлпулу вӗҫленсен, кампа е ӑҫта каймаллине ан улӑштар тата тӑхтаса тӑмасӑр ырӑ хыпар сарма кай.
13. Эпир хамӑр енчен мӗн тумаллине пурне те тӑрӑшса тӑватпӑр пулсан ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем мӗнле усӑ парӗҫ?
13 Иисус ырӑ хыпар сарма янӑ 70 вӗренекен «савӑнса таврӑннӑ» (Лука 10:17). Ырӑ хыпар сарма каяс умӗн Иисус вӗрентсе каланӑ сӑмахсем, паллах ӗнтӗ, вӗсене ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшнӑ. Паян та ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем ҫавӑн пекех усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ. Эпир хамӑр енчен мӗн тумаллине пурне те тӑрӑшса тӑватпӑр пулсан, ҫак тӗлпулусем пире ырӑ хыпара «пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе» тухма хавхалантарӗҫ, вӗрентӗҫ тата йӗркелӗҫ (Матф. 24:14).