Ырӑ хыпар сарма йӗркеленӗ тӗлпулусем усӑллӑ
Турӑ халӑхӗн сӑваплӑ ӗҫри хастарлӑхӗ ҫулсерен ӳсет. Ҫакӑ усӑ парать, сӑмахран, эпир ырӑ хыпара ыттисене ӑнӑҫлӑрах епле пӗлтермеллине пӗр вӗҫӗмсӗр вӗренсе пыратпӑр. Ырӑ хыпар сармалли усӑллӑ тӗлпулусем ҫакӑн пек вӗренӗвӗн питӗ кирлӗ пайӗ шутланаҫҫӗ.
Ҫак тӗлпулусен тӑвансен ӑс-тӑнӗпе чӗрине ырӑ хыпар сарма хатӗрлемелле. Тӗлпулусенче ырӑ хыпара ӑста пӗлтерме пулӑшакан усӑллӑ канашсем пани хыпарҫӑсене килӗшет.
Килнисемшӗн тӗлпулу усӑллӑ пултӑр тата вӗсем сӑваплӑ ӗҫе тума лайӑхрах хатӗрленччӗр тесен, ертсе пыраканӑн ӑна интереслӗ тата усӑллӑ мӗнле тумаллине маларах шухӑшламалла. Сӑмахран, «Рассуждение с помощью Писаний» кӗнекери шухӑшсене сӳтсе явма пулать. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑвӑн кӗске пулмалла — 15 минутран ытла мар.
Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулу усӑллӑ пултӑр тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать? Тӗлпулура мӗн сӳтсе явассине маларах пӗлетпӗр пулсан, ыттисемшӗн усӑллӑ пулакан шухӑшсем пирки маларах шухӑшлама пулать. Сӑмахран, сӑваплӑ ӗҫе тӑвассипе ҫыхӑннӑ мӗнле те пулин канашсемпе эсир ӑнӑҫлӑ усӑ куратӑр пулсан, вӗсене ыттисене каласа пама юрать.
Вӗҫӗнче кӗлӗ тӑвиччен тӗлпулӑва ирттерекенӗн пӗлмелле: кампа тата ӑҫта ырӑ хыпар сарассине кашниех пӗлет-и, ҫавӑн пекех сӑваплӑ ӗҫе тума мӗн чухлӗ вӑхӑт палӑртнӑ, ҫав вӑхӑт валли территори кашнийӗнех ҫителӗклӗ-и. Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курас тесен, кӗлӗ хыҫҫӑн пурин те тӳрех участока каймалла.
Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва лайӑх шухӑшласа йӗркелени пире шухӑшсемпе пуҫтарӑнма тата ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑрах пӗлтерме пулӑшать. Нумайӑшӗ палӑртать: ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем питӗ усӑллӑ пулнӑран вӗсем сӑваплӑ ӗҫе тума ытларах вӑхӑт уйӑрма тата ырӑ хыпара хастарлӑрах сарма пуҫланӑ.