Вӗрентме пулӑшакан хатӗрсем
1. Ырӑ хыпар пӗлтерекен христиансене мӗншӗн ӑстаҫӑсемпе танлаштарма пулать?
1 Ӑстаҫӑсем тӗрлӗ хатӗрсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пӗр-пӗр ятарлӑ ӗҫе тума кирлӗ, тепӗрисемпе вара пӗрмаях усӑ кураҫҫӗ. Опытлӑ ӑстаҫӑсем тӗп хатӗрсене яланах хӑйсемпе юнашар тытаҫҫӗ, тата вӗсем ҫак хатӗрсемпе питӗ лайӑх ӗҫлеме пӗлеҫҫӗ. Библи кашни христианина хӑй тунӑ ӗҫӗнчен вӑтанмалла ан пултӑр тесе сӑваплӑ ӗҫе тӑрӑшса тума хавхалантарать (2 Тим. 2:15). Пирӗн хатӗрсенчен хӑшӗ чи кирли? Ҫак хатӗр — Турӑ Сӑмахӗ, эпир вӗренекенсене хатӗрленӗ чухне яланах унпа усӑ куратпӑр (Матф. 28:19, 20). Ҫавӑнпа та пирӗн ҫак хатӗрпе ӑста усӑ курма тата чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс ӑнлантарса вӗрентекен пулма тӑрӑшмалла. Анчах та эпир ытти хатӗрсемпе те час-часах усӑ куратпӑр, христиансен пурин те вӗсемпе ӑста усӑ курма вӗренмелле (Ытар. 22:29).
2. Вӗрентме пулӑшакан мӗнле тӗп хатӗрсем пирӗн пур?
2 Вӗрентме пулӑшакан тӗп хатӗрсем. Библисӗр пуҫне пирӗн тата мӗнле хатӗрсемпе усӑ курмалла? Пирӗн темиҫе хатӗр пур, сӑмахран, Библие сӳтсе явмалли плансем. Тӗп хатӗрсем шутне хӑш-пӗр брошюрӑсем те кӗреҫҫӗ. Библи вӗренӗвӗ пуҫлама пулӑшакан пӗр хатӗр вӑл — «Первое знакомство со Словом Бога» брошюра. Вӗренекене Библири принципсемпе кулленхи пурнӑҫра усӑ курма вӗрентес тесе эпир унпа малалла «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекене вӗренетпӗр. Ҫак публикацисемпе пирӗн ӑста усӑ курмалла. Тен, зпир пурӑнакан вырӑнта япӑх вулакан е урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, анчах та вӗсен чӗлхипе публикацисем сахал е пачах та ҫук. Ҫавӑн пек чухне «Турра итле» е «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑсемпе усӑ курма пулать. Вӗренекенсене организацие килме пулӑшакан тепӗр питӗ кирлӗ хатӗр — «Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?» брошюра. Вӗренекенсене хатӗрлеме пулӑшакан хатӗрсен шутне «Мӗншӗн Библи вӗренмелле?» тата «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» видеороликсем кӗреҫҫӗ. Пирӗн вӗсемпе те усӑ курма вӗренмелле.
3. «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» кӑларӑмӗсем пире мӗнле пулӑшӗҫ?
3 «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн» ҫитес кӑларӑмӗсенче вӗрентме пулӑшакан ҫак тӗп хатӗрсемпе лайӑхрах мӗнле усӑ курмаллине сӳтсе явӗҫ. Ҫав канашсемпе усӑ курма тӑрӑшсан эпир Павел Тимофее каланӑ сӑмахсемпе килӗшӳллӗ тӑвӑпӑр. Вӑл каланӑ: «Хӑвна ху та, мӗн вӗрентнине те асӑрхаса тӑр; ҫакна яланах ҫирӗп тытса пыр, ҫапла пурӑнсассӑн эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлӑн» (1 Тим. 4:16).