Ырӑ хыпара пур ҫынна та пӗлтерӗр
1. Лайӑх ӑстаҫӑн тата пирӗн, хыпарҫӑсен, мӗнле пӗрпеклӗх пур?
1 Лайӑх ӑстаҫӑн кирлӗ хатӗр чылай, вӑл кашнинпе хӑҫан тата мӗнле усӑ курмаллине пӗлет. Пирӗн те, Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисен, ырӑ хыпар сарас ӗҫе туса тӑма пулӑшакан хатӗр сахал мар. Сӑмахран, пирӗн тӗрлӗрен брошюра пур, вӗсем пире ырӑ хыпара «пурин» патне те ҫитерме пулӑшаҫҫӗ (1 Кор. 9:22). Хӑш-пӗрин ҫинчен вкладышра каланӑ: кам валли вӗсем тата вӗсене мӗнле сӗнме пулать.
2. Брошюрӑсемпе хӑҫан усӑ курма пулать?
2 Брошюрӑсемпе хӑҫан усӑ курмалла. Ӑстаҫӑ кашни хатӗрпе вӑл кирлӗ пулнӑ чухне усӑ курать. Ҫавӑн пекех эпир те, пирӗн ҫак уйӑхра брошюрӑсем салатмалла-и е ҫук, кирлӗ пулсан вӗсене парса хӑварма пултаратпӑр. Сӑмахран, христиан тӗнне тытса тӑман вырӑнсенче Библи вӗренӗвӗ пӗрремӗш хут килсенех сӗннӗ чухне, унти ҫынсем Библипе сахал интересленнӗрен, малтан пӗр-пӗр брошюра хӑварни аванрах, каярахпа вара, ҫын интересленме пуҫласан, ӑна Библие вӗренмелли пособи сӗнме пулать.
3. Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсемпе мӗншӗн лайӑх усӑ курма вӗренмелле?
3 Хӑйӗн ӗҫне ӑстайлӑн тӑвакан пирки Библире ырласа каланӑ (Ытар. 22:29). Паян «Туррӑн Ырӑ Хыпарне сарассинчен» кирлӗрех ӗҫ ҫук (Рим 15:16). Лайӑх ӗҫлекен пулас тесен хамӑрӑн хатӗрсемпе пуринпе те ӑста усӑ курма вӗренмелле (2 Тим. 2:15).