ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 109—117 ПСАЛОМСЕМ
«Ҫӳлхуҫана мӗнле тав тӑвам-ши?»
Псалом юрлакан Иегова ӑна «вилӗм чирӗсенчен» хӑтарнӑшӑн питӗ пархатарлӑ пулнӑ (Пс 114:3). Вӑл хӑйӗн тивӗҫӗсене тата сӑмах панисене пурне те пурнӑҫланипе Иеговӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартасшӑн пулнӑ.
Ҫак эрнере Иеговӑна пархатарлӑ пулма манӑн мӗнле сӑлтавсем пур?
Эпӗ Иеговӑна пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратӑп?