Эсӗ ҫак майпа усӑ курӑн-и?
Ҫывхарса килекен Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ — пархатарлӑха кӑтартмалли вӑхӑт
1. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ мӗнле питӗ лайӑх май парать?
1 Апрелӗн 14-мӗшӗнче иртекен Каҫхи апат уявӗ — Иеговӑн ырӑлӑхӗшӗн пархатарлӑха аталантармалли тата ӑна ӗҫсемпе кӑтартмалли питӗ лайӑх вӑхӑт. Пархатарлӑх кӑтартни ҫине Иеговӑпа Иисус мӗнле пӑхни Лука 17:11—18-мӗшӗсенчен курӑнать. Шел пулин те юхан-суранран сывалнӑ вунӑ ҫынран пӗри кӑна пархатарлӑх кӑтартмалли майпа усӑ курнӑ. Тӳлесе илнине пула пуласлӑхра ҫынсем пур чир-чӗртен те пӗтӗмпех сывалӗҫ тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек пиллӗхсемшӗн эпир Иеговӑна кашни кун тав тӑвӑпӑр. Анчах та ҫитес темиҫе эрнере эпир пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартӑпӑр?
2. Тӳлесе илнӗшӗн пархатарлӑха аталантарас тесен мӗн тумалла?
2 Пархатарлӑха аталантар. Пархатарлӑха аталантарас тесен шухӑшлани питӗ кирлӗ. Тӳлесе илнӗшӗн пархатарлӑха аталантарма пулӑшас тесе Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче Библи вуламалли график туса панӑ. Ӑна, тӗслӗхрен, календарьте тата «Исследовать Писания каждый день» брошюрӑра тупма пулать. Библири ҫав сыпӑксене мӗншӗн ҫемьепе пӗрле вулас мар-ха? Ҫапла эпир тӳлесе илнӗшӗн пархатарлӑрах пулӑпӑр. Ҫакӑ вара пирӗн ӗҫсенче курӑнӗ (2 Кор. 5:14, 15; 1 Иоанн 4:11).
3. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
3 Пархатарлӑ пулнине кӑтарт. Пархатарлӑ пулни ӗҫсенче курӑнать (Кол. 3:15). Пархатарлӑ юхан-суранлӑ ҫын Иисуса тупса тав сӑмахӗ калама вӑй хунӑ. Паллах ӗнтӗ, Иисус хӑйшӗн мӗн туни ҫинчен те вӑл ыттисене хавхалануллӑн каласа панӑ (Лука 6:45). Тӳлесе илнӗшӗн пархатарлӑ пулни пире Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампанинче хастарлӑ хутшӑнма хавхалантарӗ-и? Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче пархатарлӑха кӑтартмалли тепӗр май вӑл — сӑваплӑ ӗҫре ытларах хутшӑнасси, тен, пулӑшакан пионер пулса ӗҫлесси. Каҫхи апат уявӗнче вара пархатарлӑ чӗре пире хӑнасене ӑшшӑн кӗтсе илме тата вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хаваспах хуравлама хавхалантарӗ.
4. Каҫхи апат уявӗ тапхӑрӗнчи майпа усӑ курмасӑр юлас мар тесен мӗн тумалла?
4 Ҫитес Каҫхи апат уявӗ юлашки хут пулӗ-и? (1 Кор. 11:26.) Эпир пӗлместпӗр. Анчах та уяв иртсен унпа пӗрле хамӑрӑн пархатарлӑха уйрӑмах кӑтартмалли вӑхӑт та иртсе каяссине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ ҫак майпа усӑ курӑн-и? Пирӗн пархатарлӑхпа тулнӑ сӑмахсем тата чӗрери шухӑшсем Иеговӑн кӑмӑлне кайччӑр, вӑл пире питӗ хаклӑ парне панӑ — тӳлесе илнӗ (Пс. 18:15).