ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Лару-тӑру улшӑнсан сыхӑ тӑрӑр тата сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулӑр
Пурнӑҫра улшӑнусем пулаҫҫех, уйрӑмах ҫак юлашки кунсенче (1Кр 7:31). Ҫак улшӑнусене эпир кӗтнӗ-и е ҫук, килӗшеҫҫӗ-и вӗсем пире е килӗшмеҫҫӗ, вӗсем Турра пуҫҫапма чӑрмантарма тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене хавшатма пултараҫҫӗ. Лару-тӑру улшӑнсан сыхӑ тӑма тата сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулма пире мӗн пулӑшӗ? «Урӑх вырӑна куҫса кайнӑ чухне Турӑпа ҫывӑх пулнипе пулманни тӗрӗсленет» видеоролик пӑхӑр та ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑр:
Ҫемье пуҫне пӗр арҫын тӑванпа калаҫни мӗнле пулӑшнӑ?
Ҫемье Матфей 7:25-мӗшӗнчи принциппа мӗнле усӑ курнӑ?
Ҫемье урӑх вырӑна куҫса каяс умӗн мӗн тунӑ тата ҫакӑ вӗсене мӗнле пулӑшнӑ?
Ҫемьене ҫӗнӗ пухӑва хӑнӑхма тата ҫӗнӗ вырӑнта ырӑ хыпар сарма мӗн пулӑшнӑ?
Нумаях пулмасть манӑн пурнӑҫра мӗнле улшӑнусем пулса иртнӗ?
Ҫак видеороликри шухӑшсем мана мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?