Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb18 март 7 с.
  • «Сыхӑ тӑрӑр»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Сыхӑ тӑрӑр»
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
  • Ҫавнашкал материал
  • Эсир сыхӑ тӑрӑр-ши?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Вунӑ хӗр ҫинчен калакан тӗслӗх
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Эсир асӑрхаттарнине итлетӗр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • «Йӗркесӗр ҫын уҫҫӑн курӑнӗ»
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
mwb18 март 7 с.
Иисусӑн ытарӑшӗнчи вунӑ хӗр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | МАТФЕЙ 25

«Сыхӑ тӑрӑр»

25:1—12

Иисус вунӑ хӗр ҫинчен каланӑ ытарӑша святой сывлӑшпа суйласа лартнисене каласа панӑ пулсан та, ҫак ытарӑш ытти христиансемшӗн те усӑллӑ (bw556 12—16 с.). «Сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр»,— тенӗ Иисус (Мф 25:13). Эсир ҫак ытарӑша ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?

  • Кӗрӳ каччӑ (1-мӗш сӑвӑ йӗрки): Иисус

  • Ӑслӑ хӗрсем (2-мӗш сӑвӑ йӗрки): святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем, вӗсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе туса тӑма хатӗр, вӗсем мӗн вӗҫне ҫитичченех ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек ҫутатса тӑраҫҫӗ (Фп 2:15, 16)

  • «Кӗрӳ каччӑ килет» тесе кӑшкӑрни (6-мӗш сӑвӑ йӗрки): Иисус патшара ларнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем

  • Ӑссӑр хӗрсем (8-мӗш сӑвӑ йӗрки): святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем, вӗсем кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухаҫҫӗ, анчах сыхӑ тӑма пӑрахнипе шанчӑклӑ тӑрса юлмаҫҫӗ

  • Ӑслӑ хӗрсем хӑйсен ҫӑвне пама килӗшмен (9-мӗш сӑвӑ йӗрки): святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫине юлашки хут яланлӑхах пичет лартнӑ хыҫҫӑн вӗсем шанчӑклӑ пулманнисене тек пулӑшма пултараймаҫҫӗ

  • «Кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ» (10-мӗш сӑвӑ йӗрки): Иисус хӑрушла асап вӑхӑчӗ вӗҫлениччен суд тума килет

  • Ӑслӑ хӗрсем кӗрӳ каччӑпа пӗрле туя кӗнӗ, вара алӑкӗ хупӑннӑ (10-мӗш сӑвӑ йӗрки): Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансене тӳпене пуҫтарать, шанчӑклӑ тӑрса юлманнисем вара ҫак шанчӑка ҫухатаҫҫӗ

Ытарӑшра святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен нумайӑшӗ шанчӑклӑ тӑрса юлмӗ тата вӗсене теприсемпе улӑштарӗҫ тесе каламан. Ҫак ытарӑш святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене асӑрхаттарать ҫеҫ. Вӗт хатӗр пулассипе сыхӑ тӑрасси вӗсенчен хӑйсенчен килет. Иисус каланӑ: «Хатӗр тӑрӑр» (Мф 24:44). Вӑл пире пурне те — пирӗн тӳпере пурӑнас шанчӑк-и е ҫӗр ҫинче-и — Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑма тата сыхӑ тӑма хӑвӑр чӗрене хатӗрлӗр тет.

Сыхӑ тӑнине эпӗ мӗнле кӑтартма пултаратӑп?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр