ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 2 ФЕССАЛОНИКА 1—3
«Йӗркесӗр ҫын уҫҫӑн курӑнӗ»
Ҫак сӑвӑ йӗркисенче Павел кам ҫинчен тата мӗн ҫинчен каланӑ?
«Мӗн чарса тӑни» (6-мӗш). Кунта апостолсем ҫинчен каланӑ пулас.
«Уҫҫӑн курӑнӗ» (8-мӗш). Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ христиансем пухура суяна вӗрентме пуҫланӑ тата хӑйсене икӗпитлӗн тытнӑ.
«Йӗркесӗр ӗҫе вӑрттӑн тума пуҫланӑ ӗнтӗ» (7-мӗш). Павел пурӑннӑ чухне «йӗркесӗр ҫын» кам пулнине христиансем пӗлмен.
«Йӗркесӗр ҫын» (8-мӗш). Паянхи тӗн пуҫлӑхӗсем.
«Хӑй килнӗ кун Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ӑна [йӗркесӗр ҫынна] ...Хӑйӗн мухтавлӑ ҫутипе тӗп тӑвӗ» (8-мӗш). Ҫак усал тӗнче пирки, ҫав шутрах «йӗркесӗр ҫын» пирки, йышӑннӑ приговора пурнӑҫлама пуҫласан Иисус пӗлӗтри Патша пулни уҫҫӑн курӑнӗ.
Ҫак сӑвӑ йӗркисем сана ырӑ хыпара вӑраха ямасӑр тата хастарлӑн сарма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?