ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Суд хамӑр ӗҫе Квебекра туса тӑма ирӗк парать»
Павела суд тунӑ чухне вӑл «мана кесарь сучӗ пултӑр» тенӗ. Рим гражданинӗн правипе усӑ курнипе вӑл ҫавнашкал лару-тӑрусенче пирӗн мӗн тумаллине кӑтартнӑ. «Суд хамӑр ӗҫе Квебекра туса тӑма ирӗк парать» видеоролика пӑхӑр та Квебек провинцийӗнчи тӑвансем ырӑ хыпар сарас правӑшӑн мӗнле кӗрешнине пӗлӗр. Унтан ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑр:
Квебекри тӑвансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?
Тӑвансем мӗнле ятарлӑ буклет салатнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?
Эме Буше тӑванпа мӗн пулса тухнӑ?
Канадӑри Аслӑ суд Буше тӑван пирки мӗнле йышӑну тунӑ?
Тӑвансем Канадӑри мӗнле саккунпа усӑ курас тенӗ, вара Суд мӗнле йышӑну тунӑ?
Священник ыйтнипе полици ҫыннисем пуху ирттерме чӑрмантарнӑ хыҫҫӑн ҫак ӗҫ мӗнпе ҫаврӑнса тухнӑ?