Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w20 февраль 26—30 с.
  • Лайӑх тӗслӗхсенчен вӗренме тӑрӑшни мана нумай пиллӗх пачӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Лайӑх тӗслӗхсенчен вӗренме тӑрӑшни мана нумай пиллӗх пачӗ
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • СӐВАПЛӐ ӖҪЕ ЮРАТМА ПУҪЛАТӐП
  • ЯТАРЛӐ ПИОНЕРСЕМ ПУЛСА ӖҪЛЕМЕ КВЕБЕКА ТАВРӐНАТПӐР
  • ҪУЛҪӲРЕКЕН НАДЗИРАТЕЛӖН ӖҪНЕ ШАНСА ПАРАҪҪӖ
  • ПЫСӐК ПӖЛТЕРӖШЛӖ ҪУЛ
  • УРӐХ ЧӖЛХЕПЕ КАЛАҪАКАН ТЕРРИТОРИЕ КУҪСА КАЯТПӐР
  • Ыттисемпе чун-чӗререн интересленни нумай усӑ кӳрет
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • «Суд хамӑр ӗҫе Квебекра туса тӑма ирӗк парать»
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
  • Эпӗ нихӑҫан та алла усман
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӗртте кичем пулмарӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
w20 февраль 26—30 с.

БИОГРАФИ

Лайӑх тӗслӗхсенчен вӗренме тӑрӑшни мана нумай пиллӗх пачӗ

КАЛАСА ПАРАКАНӖ ЛЕОНС КРЕПО

Ҫамрӑк Леонс Крепо.

ҪАМРӐК чухне мана ырӑ хыпар пӗлтерме йывӑрччӗ. Ҫитӗнсе ҫитсен вара мана тивӗҫсем шанса пама пуҫларӗҫ, анчах вӗсене туса тӑма пултараймастӑп пек туйӑнатчӗ мана. Хам хӑранине ҫӗнтерме тата сӑваплӑ ӗҫе 58 ҫул хушши тулли вӑхӑтпа савӑнса туса тӑма мана тӑвансен лайӑх тӗслӗхӗсем пулӑшрӗҫ. Сире ҫакӑн ҫинчен ытларах каласа парам-ха.

Эпӗ Канадӑри Квебек хулинче ҫуралнӑ, вӑл французла калаҫакан ҫынсем пурӑнакан Квебек провинцине кӗрет. Манӑн аттепе анне, Луипе Зелия, мана юратса пӑхса ӳстернӗ. Атте вӑтанчӑк ҫынччӗ, вулама юрататчӗ. Эпӗ вара ҫырма юрататтӑмччӗ, журналист пулма ӗмӗтленеттӗмччӗ.

Эпӗ 12 ҫулта чухне аттепе пӗрле ӗҫлекен арҫын, Родольф Суси ятлӑскер, хӑйӗн юлташӗпе пӗрле пирӗн пата килчӗҫ. Вӗсем Иегова Свидетелӗсем пулнӑ. Эпӗ Иегова Свидетелӗсем ҫинчен сахал мӗн пӗлнӗ, вӗсем мӗне ӗненни мана ытлашши интереслентермен те. Анчах та вӗсем Библипе усӑ курса пирӗн ыйтусем ҫине ыррӑн та ӑнланмалла хуравлани мана питӗ килӗшрӗ. Ҫакӑ аттепе аннен кӑмӑлне те кайрӗ, вара эпир Библи вӗренме килӗшрӗмӗр.

Ҫавӑн чухне эпӗ католиксен шкулне ҫӳренӗ. Хушӑран-хушӑран эпӗ пӗр класри ачасене Библи вӗреннӗ чухне мӗн пӗлни ҫинчен каласа параттӑм. Кайран ҫакӑн ҫинчен вӗрентекенсем илтнӗ, вӗсем вара священниксем пулнӑ. Вӗсенчен пӗри эпӗ мӗн калани тӗрӗс пулманнине Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх кӑтартас вырӑнне мана класс умне кӑларса тӑратрӗ те пӑлхав тума хӗтӗртетӗн тесе айӑпларӗ. Ун чухне мана йывӑр килчӗ пулин те, ҫав лару-тӑру усӑ та пачӗ — ҫак шкулта мӗне вӗрентни Библипе килӗшсе тӑманнине куртӑм. Эпӗ манӑн унта ҫӳремелле маррине ӑнланса илтӗм. Вара атте-анне ирӗк панипе урӑх шкула куҫрӑм.

СӐВАПЛӐ ӖҪЕ ЮРАТМА ПУҪЛАТӐП

Эпӗ Библи вӗренеттӗмччӗ, анчах ӳсӗмсем тумастӑмччӗ теме пулать, мӗншӗн тесен эпӗ килтен киле ырӑ хыпар сарма хӑранӑ. Ҫав вӑхӑтра католиксен чиркӗвӗн витӗмӗ вӑйлӑ пулнӑ, вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫе хаяррӑн хирӗҫ тӑнӑ. Чиркӳ Квебек премьер-министрӗпе, Морис Дюплессипе, тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Морис Дюплесси витӗмне пула халӑх Свидетельсене хурланӑ тата вӗсем ҫине тапӑннӑ та. Ҫав вӑхӑтра ырӑ хыпар калама самаях хӑюлӑх кирлӗччӗ.

Хам хӑранине ҫӗнтерме мана Джон Рей, Галаад Шкулӗн тӑххӑрмӗш класӗнче вӗреннӗ тӑван, пулӑшрӗ. Джон питӗ опытлӑ тӑван пулнӑ пулин те йӑваш та сӑпайлӑччӗ. Вӑл мана хутран-ситрен ҫеҫ тӳррӗн канаш паратчӗ, анчах унӑн тӗслӗхӗнчен эпӗ нумай мӗне вӗрентӗм. Джона французла калаҫма йывӑртарахчӗ, ҫавӑнпа эпир час-часах пӗрле ырӑ хыпар сарма каяттӑмӑрччӗ, эпӗ вара ӑна пулӑшаттӑм. Джонпа хутшӑнни мана чӑнлӑх майлӑ ҫирӗп тӑма пулӑшрӗ. Вара эпӗ 1951 ҫулхи майӑн 26-мӗшӗнче, Свидетельсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн 10 ҫул иртсен, шыва кӗтӗм.

Леонс Крепо тата Джон Рей хӑйсен тусӗсемпе пӗрле.

Джон Рейӑн (А) тӗслӗхӗ мана (Ӑ) ырӑ хыпара килтен киле сарас ӗҫе хӑрамасӑр тума пулӑшрӗ

Квебекра пирӗн пӗчӗк пухура нумайӑшӗ пионер пулса ӗҫленӗ. Вӗсен тӗслӗхӗ мана та пионер пулса тӑма хавхалантарчӗ. Ҫав вӑхӑтра ырӑ хыпара килтен киле пӗлтернӗ чухне эпир Библипе ҫеҫ усӑ курнӑ. Литературӑпа усӑ курманнине пула пирӗн Библипе ӑста усӑ курма вӗренмеллеччӗ. Чӑнлӑха хӳтӗлеме хатӗр пулас тесе эпӗ Библири сӑвӑ йӗркисене лайӑхрах пӗлме тӑрӑшрӑм. Анчах Библире католиксен чиркӗвӗ ырланине кӑтартакан паллӑ пулман пулсан ҫынсенчен нумайӑшӗ ӑна та вулама килӗшмен.

1952 ҫулта эпӗ пирӗн пухури Симона Патри ятлӑ шанчӑклӑ хӗрарӑм тӑвана качча илтӗм. Эпир Монреаль хулине пурӑнма куҫса кайрӑмӑр. Тепӗр ҫултан пирӗн хӗр ҫуралчӗ, хамӑрӑн савнӑ хӗр пӗрчине Лиза ят хутӑмӑр. Эпӗ авланас умӗн кӑшт маларах пионер пулса ӗҫлеме пӑрахрӑм, анчах пирӗн ҫемье тӗлпулусене тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе туллин хутшӑнма пултартӑр тесе эпир Симонӑпа ансат пурнӑҫпа пурӑнма тӑрӑшрӑмӑр.

Вунӑ ҫул иртсен эпӗ каллех пионер пулса ӗҫлесси ҫинчен шутлама пуҫларӑм. 1962 ҫулта Канадӑри Вефильте старейшинӑсем валли йӗркеленӗ Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулне пӗр уйӑхлӑха вӗренме кайсан, мана Камилль Уэллетт тӑванпа пӗр пӳлӗме вырнаҫтарчӗҫ. Камилль ачаллӑ пулнӑ пулсан та сӑваплӑ ӗҫшӗн ҫунса тӑратчӗ. Ҫакӑ мана тӗлӗнтерсех ячӗ. Ҫав ҫулсенче Квебекра ачаллӑ тӑван пионер пулса ӗҫлени пулманпа пӗрехчӗ, анчах та Камиллӗн ҫакӑн пек тӗллев пулнӑ. Вӑл мана та хамӑн лару-тӑрура мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхма хавхалантаратчӗ. Темиҫе уйӑхран эпӗ каллех пионер пулса ӗҫлеме пултарнине ӑнланса илтӗм. Эсӗ тӗрӗсех тӑватӑн-ши тесе калакансем те пулкаларӗҫ, анчах эпӗ хам тунӑ йышӑнуран чакас темерӗм, сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума тӑрӑшнӑшӑн Иегова пиллессе шанса тӑтӑм.

ЯТАРЛӐ ПИОНЕРСЕМ ПУЛСА ӖҪЛЕМЕ КВЕБЕКА ТАВРӐНАТПӐР

1964 ҫулта пире Симонӑпа ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлеме хамӑрӑн тӑван хулана — Квебек хулине ячӗҫ. Унта эпир темиҫе ҫул ӗҫлерӗмӗр. Ҫавӑн чухне унта ырӑ хыпар сарма ҫӑмӑлтарахчӗ, ҫав-ҫавах хирӗҫ тӑни пулкалатчӗ.

Пӗррехинче шӑматкун, эпӗ Квебекран аякрах мар вырнаҫнӑ Сент-Мари хулинче пулнӑ чухне, мана арестлерӗҫ. Ирӗк илмесӗр килтен киле ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗшӗн мана полицие илсе кайрӗҫ те камерӑна хупса лартрӗҫ. Каярахпа манӑн Байяржон хушаматлӑ судья умне тӑма тиврӗ. Ун ҫине пӑхсан хӑраса кайма пулатчӗ. Вӑл мана судра кам хӳтӗлесси ҫинчен ыйтрӗ. Эпӗ Глен Хауa тенине илтсен вӑл пӑлханса кайса: «Каллех вӑл пулать-и?!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ҫавӑн чухне Глен Хау тӑван Иегова Свидетелӗсене ӑнӑҫлӑн хӳтӗлекен паллӑ адвокат пулнӑ. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, суд мана айӑпланине пӑрахӑҫларӗ.

Квебекра пирӗн ӗҫ-хӗле хирӗҫ тӑнине пула тӗлпулусене ирттермелли меллӗ вырӑнсене тара илме пире йывӑр пулнӑ. Пирӗн пӗчӗк пуху ӑшӑтса тӑман кивӗ гараж ҫеҫ тупма пултарчӗ. Хӗлле гаражра кӑшт та пулин ӑшӑрах пултӑр тесе арҫын тӑвансем пӗчӗк радиаторпа усӑ куратчӗҫ. Тӗлпулу пуҫланас умӗн темиҫе сехет маларах эпир час-часах ҫав радиатор тавра пуҫтарӑнаттӑмӑр та сӑваплӑ ӗҫре мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парса пӗр-пӗрне хавхалантараттӑмӑр.

Ҫулсем хушшинче ырӑ хыпар сарас ӗҫ мӗн чухлӗ усӑ пани ҫинчен шухӑшлатӑп та питӗ савӑнатӑп. 1960 ҫулсенче Квебек хулинче, ҫавӑн пекех Кот-Нор регионӗнче тата Гаспе ҫурутравӗнче темиҫе пӗчӗк пуху кӑначчӗ. Халӗ унта икӗ теократи районӗ, тӑвансем вара илемлӗ Патшалӑх залӗсенче пухӑнаҫҫӗ.

ҪУЛҪӲРЕКЕН НАДЗИРАТЕЛӖН ӖҪНЕ ШАНСА ПАРАҪҪӖ

Леонс Крепо 1977 ҫулта Канадӑри Торонтора иртнӗ тӗлпулура ытти ҫулҫӳрекен надзирательсемпе пӗрле.

1977 ҫулта эпӗ Канадӑри Торонтора ҫулҫӳрекен надзирательсем валли йӗркеленӗ тӗлпулура пултӑм

1970 ҫулта мана Симонӑпа пӗрле район надзирателӗн ӗҫне тума сӗнчӗҫ, 1973 ҫулта вара — область надзирателӗн ӗҫне. Ҫав ҫулсенче эпӗ опытлӑ арҫын тӑвансенчен, Лорье Сомюртанb тата Дейвид Сплэйнранc, нумай мӗне вӗрентӗм, вӗсем те ҫулҫӳрекен надзирательсем пулса ӗҫленӗ. Эпир Дейвидпа кашни конгресс хыҫҫӑн пӗр-пӗрне канашсем параттӑмӑр, ҫакӑ пире вӗрентес тӗлӗшрен лайӑхланма пулӑшатчӗ. Астӑватӑп, пӗррехинче Дейвид мана ҫапла каларӗ: «Леонс, санӑн юлашки доклад мана питӗ килӗшрӗ. Лайӑх туса патӑн, анчах эсӗ усӑ курнӑ материалпа эпӗ виҫӗ доклад туса панӑ пулӑттӑм!» Чӑнах та, хамӑн докладсенче эпӗ нумай шухӑша уҫса пама тӑрӑшаттӑмччӗ. Манӑн ҫав тӗлӗшрен лайӑхланмаллаччӗ.

Карттӑ ҫинче Леонс Крепо Канадӑра хӑш хуласенче сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнине кӑтартнӑ: Сент-Мари, Квебек, Монреаль тата Торонто.

Эпӗ Канадӑн хӗвелтухӑҫӗнче вырнаҫнӑ тӗрлӗ хуласенче сӑваплӑ ӗҫе туса тӑтӑм

Область надзирателӗсен район надзирателӗсене хавхалантармалла пулнӑ. Анчах эпӗ Квебекри пӗр-пӗр района килсен унти хыпарҫӑсем мана лайӑх пӗлнӗрен час-часах манпа ырӑ хыпар сарма каясшӑнччӗ. Эпӗ хаваспах вӗсемпе ырӑ хыпар сарма каяттӑмччӗ, район надзирателӗ валли вара вӑхӑт сахал юлатчӗ. Пӗррехинче пӗр район надзирателӗ мана ҫапла каларӗ: «Эсӗ тӑвансем валли вӑхӑт уйӑрни питӗ аван, анчах ку эрне манӑн эрне пулнине ан ман. Мана та хавхалантарни кирлӗ!» Ҫак ырӑ канаш мана мӗн кирлӗрех пулнине курма пулӑшрӗ.

1976 ҫулта кӗтмен ҫӗртен инкек пулса тухрӗ. Манӑн хаклӑ арӑм, Симона, хытӑ чирлесе ӳкрӗ те вилсе кайрӗ. Вӑл маншӑн ҫав тери лайӑх тус пулнӑ, вӑл хӑйне хӗрхенмесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшнӑ тата Иеговӑна юратнӑ. Ҫак пысӑк хуйха тӳссе ирттерме мана сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни питӗ пулӑшрӗ. Ҫав йывӑр вӑхӑтра Иегова мана юратса пулӑшса тӑнине эпӗ питӗ хаклатӑп. Каярахпа эпӗ Кэролин Эллиотт ятлӑ хӗрарӑм тӑвана, акӑлчанла калаҫакан хастарлӑ пионера, качча илтӗм. Вӑл Квебека ырӑ хыпар сарас ӗҫре пулӑшу кирлӗ пулнӑран куҫса килнӗ. Кэролин кӑмӑллӑ та ыттисемпе чун-чӗререн интересленекен ҫын, уйрӑмах вӑл вӑтанакан е хӑйсене пӗччен пек туякан ҫынсемпе тимлӗ. Ҫулҫӳрекен надзирателӗн ӗҫӗнче вӑл мана нумай пулӑшрӗ.

ПЫСӐК ПӖЛТЕРӖШЛӖ ҪУЛ

1978 ҫулта январь уйӑхӗнче мана Квебекра пионерсем валли йӗркеленӗ пӗрремӗш шкулта вӗрентекен пулма ыйтрӗҫ. Эпӗ питӗ хумхантӑм, мӗншӗн тесен вӗренмелли материала эпӗ, студентсем пекех, пӗрремӗш хут куртӑм. Телее, пӗрремӗш класра нумай опытлӑ пионер пулнӑ. Вӗрентекен пулнӑ пулин те эпӗ хам вӗсенчен нумай мӗне вӗрентӗм.

Каярахпа ҫав ҫултах Монреаль хулинчи Олимп стадионӗнче «Ҫӗнтерекен ӗненӳ» текен пӗтӗм тӗнчери конгресс иртрӗ. Квебекра иртнӗ конгрессенчен ҫакӑ чи пысӑкки пулнӑ, унта 80 000 ытла ҫын пынӑ. Ҫавӑн чухне мана пӗр ӗҫ шанса пачӗҫ — манӑн конгресс ҫинчен журналистсене каласа памаллаччӗ. Вӗсем пирӗн ҫинчен нумай ыррине ҫырнӑ, ҫавӑншӑн питӗ хӗпӗртерӗм. Пӗтӗмӗшле илсен, конгреспа ҫыхӑннӑ интервьюсене 20 сехет ытла телевизорпа кӑтартнӑ тата радиопа итлеттернӗ, ҫавӑн пекех журнал-хаҫатра ҫӗр-ҫӗр статья пичетлесе кӑларнӑ. Ҫавна пула нумай ҫын Иегова ҫинчен тата унӑн халӑхӗ ҫинчен ытларах пӗлме пултарчӗ.

УРӐХ ЧӖЛХЕПЕ КАЛАҪАКАН ТЕРРИТОРИЕ КУҪСА КАЯТПӐР

1996 ҫулта манӑн пурнӑҫра пысӑк улшӑну пулса иртрӗ. Шыва кӗнӗренпех эпӗ Квебекри французла калаҫакан территорире ӗҫлесе тӑнӑ, халӗ вара мана Торонто хулинчи акӑлчанла калаҫакан облаҫе ӗҫлеме ячӗҫ. Эпӗ ҫак ӗҫе туса тӑма пултараймастӑп тесе шутларӑм тата акӑлчанла лайӑхах калаҫманран сӑмах тухса калама хӑракаларӑм. Манӑн Иеговӑна нумайрах кӗлтумаллаччӗ тата ӑна ытларах шанмаллаччӗ.

Торонтора ирттернӗ ҫав икӗ ҫула аса илетӗп те унта ӗҫлени мана нумай савӑнӑҫ пачӗ теме пултаратӑп. Акӑлчанла калаҫма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе Кэролин мана тӳсӗмлӗн пулӑшса тӑчӗ, тӑвансем те питӗ пулӑшатчӗҫ тата хавхалантаратчӗҫ. Часах эпир нумай ҫӗнӗ тус тупрӑмӑр.

Конгресс иртекен эрнере манӑн хатӗрленмелли нумай пулнӑ пулсан та, эпӗ час-часах эрнекун каҫхине килтен киле ырӑ хыпар сарма сехете яхӑн вӑхӑт уйӑраттӑмччӗ. Кам та пулин: «Конгресс иртекен канмалли кунсем умӗн ырӑ хыпар сарма каймаллах-ши? Ӗҫ унсӑрӑн та нумай вӗт»,— тесе шутлама пултарнӑ. Анчах ырӑ хыпар сарнӑ чухне пулса иртнӗ лайӑх калаҫусем мана вӑй паратчӗҫ. Ҫак ӗҫе хутшӑнни халӗ те манӑн кӑмӑла ҫӗклет.

1998 ҫулта мана Кэролинпа пӗрле Монреаль хулине ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлеме ячӗҫ. Манӑн темиҫе ҫул хушши халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелесе тӑмаллаччӗ тата ҫынсем Иегова Свидетелӗсем ҫинчен тӗрӗссине пӗлччӗр тесе массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлемеллеччӗ. Халӗ эпир Кэролинпа иксӗмӗр Канадӑна куҫса килнӗ ҫынсене, Библи ҫинчен пӗлес текенсене, ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр.

Леонс Крепо хӑйӗн арӑмӗпе Кэролинпа пӗрле.

Хамӑн арӑмпа Кэролинпа пӗрле

Эпӗ шыва кӗнӗренпе 68 ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Ҫак ҫулсене аса илетӗп те Иегова мана нумай пилленине куратӑп. Эпӗ сӑваплӑ ӗҫе юратма вӗреннӗшӗн тата нумай ҫынна чӑнлӑха пӗлме пулӑшнӑшӑн уйрӑмах савӑнатӑп. Манӑн хӗрӗм Лиза упӑшкипе пӗрле, ачисене ҫитӗнтерсе ӳстерсен, пионерсем пулса тӑчӗҫ. Вӑл халӗ те ырӑ хыпара хастаррӑн сарса тӑни манӑн чуна ӑшӑтать. Хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме тата Турӑшӑн тӗрлӗ майпа ӗҫлесе тӑма пулӑшнӑ тӑвансене уйрӑмах тав тӑвас килет, вӗсен лайӑх тӗслӗхӗ тата ӑслӑ канашӗсем мана питӗ пулӑшрӗҫ. Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: Иеговӑн организацийӗ шанса панӑ ӗҫсене Туррӑн хӑватлӑ святой сывлӑшӗ пулӑшнипе ҫеҫ туса тӑма пулать (Пс. 50:13). Иегова мана хӑйӗн ятне аслӑлама май парса пысӑк чыс тунӑшӑн эпӗ ӑна пӗрмай тав сӑмахӗсем калатӑп (Пс. 53:8).

a Глен Хау тӑванӑн биографине 2000 ҫулхи апрелӗн 22-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти (выр.) «Не ваша война, а Божия» статьяра вулама пулать.

b Лорье Сомюр биографине 1976 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» (акӑлч.) вулама пулать.

c Дейвид Сплэйн тӑван Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан советӗнче ӗҫлет.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр