ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Эсӗ хӑвӑн вӑхӑтпа вӑя Иеговӑна параятӑн-и?
Исаия пророк малтанах каласа хунӑ пекех, хальхи вӑхӑтра Иеговӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ питӗ хӑвӑрт ӳссе пырать (Ис 54:2). Ҫавӑнпа та Патшалӑх залӗсемпе Конгресс залӗсем тата филиал ҫурчӗсем ытларах та ытларах кирлӗ. Ҫак ҫуртсене туса лартассисӗр пуҫне вӗсене пӑхса-юсаса та тӑмалла. Ҫавна пула пирӗн хамӑр вӑхӑтпа вӑя Иеговӑна памашкӑн мӗнле майсем уҫӑлаҫҫӗ?
Хамӑрӑн ушкӑнпа пӗрле Патшалӑх залне тасатас тата тирпейлес ӗҫе хутшӑнма пулать.
Хамӑрӑн Патшалӑх залне пӑхса-юсаса тӑрас ӗҫе вӗренме пулать.
Эсӗ пурӑнакан вырӑнтан инҫех мар вырнаҫнӑ Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене туса лартас тата вӗсене пӑхса-юсаса тӑрас ӗҫе вӑхӑтран вӑхӑта хутшӑнмашкӑн «Заявление на служение добровольцем в программе местного проектно-строительного отдела» (DC-50) текен документа ҫырса тултарма пулать.
Вырӑнти филиалта е унӑн комплексӗсенчен пӗринче эрне хушши е ытларах пулӑшас тесе «Заявление на добровольное служение» (A-19) текен документа ҫырса тултарма пулать.
«ҪӖНӖ СТРОИТЕЛЬСТВО ПРОЕКТНЕ ХАТӖРЛЕТПӖР» ВИДЕОРОЛИКӐН ПӖР ПАЙНЕ ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Мӗнле майпа эпир 2014 ҫултан пуҫласа видеороликсемпе ытларах усӑ курма пуҫларӑмӑр?
Ҫавна пула мӗнле ҫӗнӗ строительство проектне хатӗрленӗ тата ӑна мӗн вӑхӑт хушши тума палӑртса хунӑ?
Доброволецсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
Рамапори стройкӑра пулӑшас текенсен мӗншӗн DC-50 заявление ҫырса тултармалла тата вырӑнти строительство уйрӑмне пулӑшса тӑмалла?
Ҫак проекта Иегова ертсе пынине мӗн-мӗн ҫирӗплетсе парать?
Ҫак ҫӗнӗ проекта тӑвас ӗҫе хутшӑнаймастӑн пулсан та, эсӗ ҫак ӗҫре мӗнле пулӑшма пултаратӑн?