Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb21 сентябрь 3—16 с.
  • Библи вӗренмелли ҫӗнӗ пособисемпе усӑ кур

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библи вӗренмелли ҫӗнӗ пособисемпе усӑ кур
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
  • Ҫавнашкал материал
  • «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе усӑ курса Библи вӗренӗвне мӗнле ирттермелле?
    Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? (1-мӗш пайӗ)
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • «Добрая весть от Бога» брошюрӑпа мӗнле усӑ курмалла
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2013
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
mwb21 сентябрь 3—16 с.
Автобус чарӑнакан вырӑнта пӗр мӑшӑр арҫынпа калаҫнӑ чухне ҫӗнӗ брошюрӑпа усӑ курать.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Библи вӗренмелли ҫӗнӗ пособисемпе усӑ кур

Библи вӗренмелли ҫӗнӗ брошюрӑпа ҫӗнӗ кӗнекешӗн эпир питӗ пархатарлӑ! Эпир Иеговӑна вӑл пире тата нумайрах вӗренекенсем хатӗрлеме пулӑштӑр тесе кӗлтӑватпӑр (Мф 28:18—20; 1Кр 3:6—9). Ҫак ҫӗнӗ хатӗрсемпе мӗнле усӑ курмалла?

«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» пособипе усӑ курса ҫынпа пачах урӑх майпа Библи вӗренме пулать. Вӗренекенпе урока сӳтсе явас умӗн яланах хатӗрлен. Библи вӗреннӗ чухне вара ҫак хушусене тытса тӑма тӑрӑшa.

  • Вӗренекенпе пӗрле материала вуласа тух та илсе панӑ ыйтусене сӳтсе яв.

  • Вӗренекене уйрӑмах «вулӑр» тесе палӑртнӑ сӑвӑ йӗркисем ҫине тимлеттер тата вӗсем сӳтсе явнӑ темӑпа мӗнле ҫыхӑнса тӑнине курма пулӑш.

  • Вӗренекенпе пур видеоролика пӑх та илсе панӑ ыйтусемпе усӑ курса вӗсене сӳтсе яв.

  • Вӗренекенпе кашнинчех пӗршер урок пӑхса тухма тӑрӑш.

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫыннӑн Библи вӗренме кӑмӑл пуррипе ҫуккине пӗлес тесе малтан ӑна брошюра сӗн. («Ҫынпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне ӑна „Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!“ брошюрӑна мӗнле сӗнме пулать?» рамкӑна пӑх.) Брошюрӑри пур урока сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫыннӑн малалла Библи вӗренме кӑмӑл пур пулсан, ӑна кӗнеке сӗн те малалла 4-мӗш урокран пуҫласа вӗрен. Эсӗ ҫынпа «Библи пире мӗне вӗрентет?» е «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекепе усӑ курса Библи вӗренетӗн пулсан, малалла «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе усӑ курса вӗрен. Хӑш урокран вӗренме пуҫламаллине эсӗ хӑв йышӑну тума пултаратӑн.

Ҫав мӑшӑрах ҫав арҫынпах унӑн килӗнче ҫӗнӗ кӗнекепе усӑ курса Библи вӗренет.

«СИРЕ БИБЛИ ВӖРЕНМЕ ЧӖНЕТПӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Библие ҫӗнӗ кӗнеке тӑрӑх вӗренсе ҫын мӗн пӗлӗ?

  • Эсӗ кампа Библи вӗренме пуҫлатӑн, ҫавна ҫак видеона мӗншӗн кӑтартмалла?

  • Библи вӗренекене мӗнле тӗллевсем лартма хавхалантармалла? («Кашни пайӗн тӗллевӗсем» таблицӑна пӑх, 16 с.).

a АСӐРХАТТАРУ. «Тӗпчемелли» рамкӑри материала ҫынпа пӗрле сӳтсе явмасан та юрать. Апла пулин те хатӗрленнӗ чухне илсе панӑ пур статьяна вуласа тух тата пур видеона пӑх. Ҫапла туни сана вӗренекеншӗн хӑш материал уйрӑмах усӑллӑ пулассине ӑнланма пулӑшӗ. Кӗнекен электронлӑ форматӗнче видеосемпе ытти материал ҫине яракан ссылкӑсем пур.

КАШНИ ПАЙӖН ТӖЛЛЕВӖСЕМ

 

УРОКСЕМ

ВӖРЕНЕКЕНӖН ТӖЛЛЕВӖСЕМ

ВӖРЕНТЕКЕНӖН ТӖЛЛЕВӖСЕМ

1

1—12

Библи мӗнле пулӑшма пултарнине тата Библин Авторӗпе мӗнле паллашма пултарнине пӑхса тухасси.

Вӗренекене Библи вулама, Библи вӗренӗвне маларах хатӗрленме тата тӗлпулусене ҫӳреме хавхалантарасси.

2

13—33

Турӑ хамӑршӑн мӗн-мӗн тунине тата ӑна мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмаллине пӑхса тухасси.

Вӗренекене хӑй мӗн пӗлсе пынине ыттисене каласа пама тата ӑна хыпарҫӑ пулса тӑма хавхалантарасси.

3

34—47

Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен мӗн кӗтнине пӑхса тухасси.

Вӗренекене хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалласа шыва кӗме хавхалантарасси.

4

48—60

Иегова пире юратса тӑтӑр тесен мӗн тумаллине пӑхса тухасси.

Вӗренекене ырӑпа усала уйӑрма вӗрентесси тата ӑна Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасси.

ҪЫНПА ПӖРРЕМӖШ ХУТ КАЛАҪНӐ ЧУХНЕ ӐНА «ӖМӖР-ӖМӖР САВӐНСА ПУРӐНӐР!» БРОШЮРӐНА МӖНЛЕ СӖНМЕ ПУЛАТЬ?

Ҫак брошюрӑн хуплашки ҫинче (буклетсен хуплашки ҫинче пекех) интереслӗ ыйту пур. Ҫакӑн пек майпа усӑ курса пӑх:

  • Ыйту пар та илсе панӑ хуравӗсене кӑтарт.

  • Хуравне Псалом 36:29-мӗшӗнчен вуласа пар.

  • «Ҫакӑ сире мӗнле усӑ пама пултарать?» подзаголовокри шухӑшсене сӳтсе яв. Ҫыннӑн вӑхӑт пур пулсан, сӑвӑ йӗркисене вуласа пар тата ӳкерчӗксене сӳтсе яв.

  • «Библире мӗн каланине ӗненме пулать-ши?» текен ыйтӑвӑн хуравне пӗлме сӗн те 1-мӗш урок тӑрӑх ҫынпа Библи вӗренме пуҫла.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр