«Добрая весть от Бога» брошюрӑпа мӗнле усӑ курмалла
Ҫӗнӗ брошюра пире ҫынсем патне тепӗр хут кайса Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама пулӑшӗ
1. «Чӗрӳне упра!» область конгресӗнче панӑ мӗнле брошюра пире ҫынсем патне тепӗр хут кайса Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама пулӑшать?
1 Эпир «Чӗрӳне упра!» область конгресӗнче ҫӗнӗ брошюра илсе савӑнтӑмӑр, унӑн тӗллевӗ — пире ҫынсем патне тепӗр хут кайса Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама пулӑшасси. «Добрая весть» брошюрӑра нумай информаци илсе паман. Ҫавна пула эпир алӑк умӗнчех Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама тата ирттерме пултаратпӑр. Брошюрӑра христиансем умне лартнӑ требованисене, хӑш-пӗр чухне ҫӗнӗ вӗренекенсене ӑнланма йывӑр пулнисене, сӳтсе явман. Вӑл Библири ырӑ хыпар ҫине ытларах тимлеттерет (Ап. ӗҫ. 15:35).
2. «Добрая весть» брошюрӑна мӗншӗн кӑларнӑ?
2 Ҫак брошюрӑна мӗншӗн кӑларнӑ? Тӗрлӗ ҫӗршывсенче тӑвансем ҫынсене чӑнлӑхпа интересленме пулӑшакан тата Библи вӗренмелли пособисем ҫине куҫма пулӑшакан ансат публикаци кӑларма ыйтнӑ. Кама кӗнеке хӑратма пултарать, ҫавсем Библие брошюрӑпа усӑ курса вӗренме килӗшме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне брошюрӑна нумай чӗлхене куҫарма ҫӑмӑлрах.
3. Ҫак брошюра ытти вӗренмелли пособисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?
3 Уйрӑмлӑхӗсем. Пирӗн вӗренмелли нумай публикацие вуланӑ май ҫын чӑнлӑха хӑех, никам пулӑшмасан та, ӑнланма пултарать. Ку брошюрӑна урӑхларах йӗркеленӗ. Вӑл — Библие хӑв тӗллӗн мар, вӗрентекенпе вӗренмелли пособи. Ҫавӑнпа ӑна ҫынна сӗнес умӗн пӗр-икӗ абзацне унпа сӳтсе явни лайӑхрах. Брошюрӑри абзацсем пысӑк мар пулнӑран вӗсене алӑк умӗнчех е ӗҫ вырӑнӗнче пӑхса тухма пулать. Пӗрремӗш урокран пуҫлани лайӑхрах пулсан та, вӗренӗве кирек епле урокран пуҫлама юрать.
4. Ҫак брошюра пире вӗренӗве Библи тӑрӑх ирттерме мӗнле пулӑшать?
4 Пирӗн нумай публикацире илсе панӑ ыйтусен хуравӗсене абзацра тупма пулать. Анчах та ҫак брошюрӑра хуравӗсене ытларах Библире тупма пулать. Нумай ҫынна публикацисем тӑрӑх мар, Библи тӑрӑх вӗренме килӗшет. Ҫавӑнпа та кӑтартнӑ сӑвӑ йӗркисене пурне те тенӗ пекех Библирен вуламалла, мӗншӗн тесен брошюрӑра вӗсене ҫырса паман. Ҫакӑн пек туни вӗренекенсене хӑйсем мӗн вӗренни Турӑран тухса тӑнине курма пулӑшать (Ис. 54:13).
5. Вӗренӳ ирттерекенӗн мӗншӗн кашни заняти тӗлне лайӑх хатӗрленмелле?
5 Брошюрӑра кашни сӑвӑ йӗркине ӑнлантарса паман. Мӗншӗн? Вӗренекене ыйтусем пама, вӗрентекене вара вӗрентес пултарулӑхӗпе усӑ курма хавхалантарас тесе ҫапла тунӑ. Ҫавӑнпа кашни вӗренӳ тӗлне лайӑх хатӗрленни питӗ кирлӗ. Сӳтсе явнӑ вӑхӑтра ытлашши нумай калама ан тӑрӑшӑр. Пире пурне те Библие ӑнлантарма килӗшет. Анчах сӳтсе явакан сӑвва вӗренекене хӑйне ӑнлантарса пама май парсан эпир нумайрах тӑватпӑр. Сӑпайлӑн ыйтусем панӑ май эпир кашни сӑввӑн пӗлтерӗшӗ пирки ӑна тӗплӗн шухӑшлама пулӑшатпӑр (Ап. ӗҫ. 17:2).
6. а) Турра ӗненменнисемпе тата Библие шанманнисемпе калаҫнӑ чухне, ӑ) килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне, б) Библи вӗренӗвӗсем пуҫлас тесе вӗренме тӳррӗн сӗннӗ чухне тата в) тепӗр хут кайсан, ҫак брошюрӑпа мӗнле усӑ курма пулать?
6 Ҫак брошюрӑна, ытти вӗренмелли пособисем пекех, яланах сӗнме юрать: ҫав уйӑхра салатмалла пулнӑ чухне те, ытти чухне те. Нумайӑшне Библи вӗренӗвне алӑк умӗнче пуҫлама пулӑшакан меслет — тӳррӗн сӗнни — килӗшет. Унсӑр пуҫне, область конгресӗнче каланӑччӗ ӗнтӗ, «ҫак брошюрӑпа усӑ курсан ҫынсем патне тепӗр хут кайса калаҫӑва тӑсма темӗн чухлӗ ҫӑмӑлрах пулӗ». (5—7-мӗш страницӑсенчи рамкӑсене пӑхӑр.)
7. Брошюрӑпа усӑ курса Библи вӗренӗвне мӗнле ирттермелле?
7 Библи вӗренӗвне мӗнле ирттермелле. Хулӑн шрифтпа палӑртнӑ, номерленӗ ыйтӑва вуласа парӑр та сӳтсе явма пуҫлӑр. Унтан абзаца тата чалӑш шрифтпа палӑртнӑ сӑвӑ йӗркисене вулӑр. Сӑпайлӑн ыйтусем парса ҫынна сӑвӑсен пӗлтерӗшне ӑнланма пулӑшӑр. Тепӗр ыйтӑва сӳтсе явма тытӑнас умӗн ӑна хулӑн шрифтпа палӑртнӑ ыйту ҫине хуравлама ыйтӑр, ҫакӑ вӑл материала ӑнланнипе ӑнланманнине тӗрӗслеме пулӑшӗ. Малтанхи вӑхӑтра пӗр ыйту кӑна пӑхса тухни лайӑхрах пулма пултарӗ. Майӗпен ытларах ыйту сӳтсе явма пултаратӑр, ҫапла вӑхӑт иртнӗҫемӗн уроксене вӗҫне ҫитичченех сӳтсе явма пулӗ.
8. Сӑвӑсене вулас умӗн мӗн каламалла тата мӗншӗн?
8 Хулӑн шрифтпа паллӑ тунӑ ыйту ҫине тӗп сӑвӑ йӗркисем хуравлаҫҫӗ, вӗсене «Вуласа парӑр» тесе палӑртнӑ. Сӑвӑсене вулас умӗн «Павел апостол ҫырнӑ» е «Иеремия мӗн малтанах каласа хунине асӑрхӑр-ха» теесинчен пӑрӑнӑр. Ҫапла тумасан ҫын сӑвӑсенчи сӑмахсем ҫине ҫын сӑмахӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пултарӗ. «Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ» е «Библире мӗн малтанах каласа хунине пӑхӑр-ха» тени лайӑхрах.
9. Илсе панӑ пур сӑвва та вӗренӳ вӑхӑтӗнче вуласа памалла-и?
9 Илсе панӑ пур сӑвӑ йӗркине те вуламалла-ши е «Вуласа парӑр» тесе паллӑ тунисене кӑна? Ку лару-тӑруран килет. Илсе панӑ пур сӑвӑ та пӗр-пӗр шухӑша Библири хӑш вырӑн ҫирӗплетсе панине кӑтартать. Вӗсенче пуринче те кирлӗ шухӑшсем. Анчах та вӗренекенӗн вӑхӑт сахал пулсан, вӑл интересленсех каймасть пулсан е япӑх вулать пулсан, «Вуласа парӑр» тесе паллӑ тунисене кӑна пӑхса тухма юрать.
10. Пособи ҫине хӑҫан куҫма юрать?
10 Пособи ҫине хӑҫан куҫмалла. Вӗренӳ тӑтӑшах иртет пулсан пособи ҫине куҫма пулать е «Добрая весть» брошюрӑна вӗҫне ҫитиех вӗренме юрать. Пособи ҫине хӑҫан куҫни лайӑхрах пулнине хыпарҫӑ хӑй йышӑнма пултарать. Пособи ҫине куҫас терӗмӗр пулсан пӗрремӗш сыпӑкран тытӑнмалла-и? Кунта ҫирӗп правило ҫук. Ҫынсем тӗрлӗрен. Анчах та час-часах малтан пуҫлани ытларах чухне лайӑхрах, ҫакӑ пӑхса тухнӑ темӑсене тепӗр хут тӗплӗнрех аса илме май парать.
11. Пирӗн ҫӗнӗ брошюрӑпа мӗншӗн анлӑн усӑ курмалла?
11 Паян лайӑх хыпарсем сайра-хутра пулаҫҫӗ, эпир вара пысӑк чыса — чи савӑнӑҫлӑ хыпара пӗлтерме — тивӗҫнӗ: Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать тата кӗҫех ҫӗнӗ тӗнче туса хурать, унта тӳрӗлӗх пулать (Матф. 24:14; 2 Петр 3:13). Ҫак хыпара илтсен нумайӑшӗ Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ сӑмахсемпе килӗшессе эпир шанатпӑр: «Тӑнӑҫлӑха пӗлтерекенӗн, савӑнӑҫ пирки ырӑ хыпар сараканӑн, ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентекенӗн, Сиона: „санӑн Турру патшана ларчӗ!“ теекен ырӑ хыпарҫӑн ури ту ҫинче еплерех кӗрнеклӗ!» (Ис. 52:7.) Ырӑ хыпара пӗлесшӗн ҫунакан пур ҫын патне те Туррӑн хыпарне ҫитерес тесе айтӑр ҫӗнӗ брошюрӑпа усӑ курар!
[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ҫынсем Турра ӗненмеҫҫӗ, Библие шанмаҫҫӗ пулсан
● Хӑш-пӗр вырӑнсенче ҫынсем «Турӑ» е «Библи» сӑмахсене илтсенех калаҫӑва вӗҫлесшӗн. Ҫакӑн пек чухне пӗрремӗш хут килсен хӑвӑрӑн вырӑнти ҫынсене ытларах интереслентерекен ыйтусене сӳтсе явни лайӑхрах, сӑмахран, лайӑх правительство пулӗ-ши, ҫемьесем усӑллӑ канашсем ӑҫта тупма пултараҫҫӗ, пуласлӑхра пире мӗн кӗтет. Темиҫе хут килнӗ хыҫҫӑн «Добрая весть» брошюра ҫине куҫса Турӑ пуррине тата Библи шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине мӗн-мӗн ҫирӗплетсе панине пӑхса тухма юрать.
[6-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне
● «Пирӗн пуласлӑх тӗлӗшӗпе Турӑ мӗн шухӑшласа хунине мӗнле пӗлме пулать, эпӗ ҫавӑн ҫинчен калама сирӗн пата килтӗм. Эсир мӗнле шутлатӑр, Турӑ пире хӗн-асапран хӑтарӗ-ши? [Хурава итле.] Ҫак брошюрӑран эсир ҫак ыйтӑвӑн хуравне Библире ӑҫта тупма пулнине пӗлетӗр. [Ҫынна брошюрӑна пар та 1-мӗш урокри пӗрремӗш абзаца, ҫавӑн пекех Иеремия 29:11 вуласа пар.] Мӗн вуланине шута илсен, Турӑ пире лайӑх пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн пулнине ӗненни ӑслӑ-тӑнлӑ-и? [Хурава итле.] Кӑмӑл пулсан эпӗ сире ку брошюрӑна парса хӑварма пултаратӑп. Тепрехинче эпир иккӗмӗш абзаца сӳтсе явса „Турӑ ҫынсене хӗн-асапран мӗнле хӑтарӗ?“ ыйту ҫине Библи мӗнле хуравланине пӗлме пултаратпӑр». Пӗрремӗш хут килнӗ чухне ҫыннӑн вӑхӑт пур пулсан иккӗмӗш абзаца тата Библири виҫӗ сӑвва вуласа сӳтсе явма пулать. Тепӗр тӗлпулу вӑхӑтӗнче ҫак урокри иккӗмӗш ыйтӑва пӑхса тухма калаҫса татӑл.
● «Нумай ҫын кӗлӗ тӑвать, уйрӑмах йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне. Эсир хӑш-пӗр чухне кӗлтӑватӑр-и? [Хурава итле.] Сирӗн шутпа, Турӑ пур кӗлле те итлет-ши е хӑшӗ-пӗрисене итлемест? [Хурава итле.] Манӑн ҫак ыйтусем ҫине Библи мӗнле хуравланине пӗлме пулӑшакан брошюра пур. [Ҫынна брошюрӑна пар та 12-мӗш урокри пӗрремӗш абзаца, «Вуласа парӑр» тесе паллӑ тунӑ сӑвӑсене вуласа пар.] Турӑ пирӗн кӗлӗсене итлеме хатӗр пулни калама ҫук лайӑх мар-и-ха вара? Анчах та кӗлӗ пире чи пысӑк усӑ патӑр тесен Турра питӗ лайӑх пӗлмелле. [2-мӗш урока уҫ та подзаголовоксене кӑтарт.] Ку брошюрӑна эпӗ сире парса хӑварма пултаратӑп, тепрехинче вара эпир ҫак интереслӗ ыйтусен хуравӗсене Библирен пӗлӗпӗр».
● «Ҫак тӗнчене мӗнле пуласлӑх кӗтни пирки ҫынсем час-часах шухӑшлаҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, эпир хӑҫан та пулин лайӑхрах пурӑнӑпӑр-ши? [Хурава итле.] Библи пире шанчӑк паракан савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерет, ҫакӑн ҫинчен пӗлсен нумайӑшӗ тӗлӗнет. Акӑ Библи хурав паракан хӑш-пӗр ыйтусем». Ҫынна брошюрӑна пар та унӑн юлашки страницинче хӑйне интереслентерекен ыйтӑва суйласа илме сӗн. Ун хыҫҫӑн ҫав урока уҫ та вӗренӳ мӗнле иртнине кӑтарт. Ҫав урокри тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
[7-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Тӳррӗн сӗнни
● «Эпӗ сире Библие вӗренмелли ҫӗнӗ пособипе кӗскен паллаштарасшӑн. Ҫак брошюрӑра 15 урок, вӗсем ҫынна питӗ кирлӗ ыйтусен хуравӗсене хӑйӗн Библийӗнче тупма пулӑшаҫҫӗ. [Хуплашкине ҫынна кӑтарт.] Эсир хӑҫан та пулин Библие ӑнланма тӑрӑшса пӑхман-и? [Хурава итле.] Ирӗк паратӑр пулсан уроксене мӗнле йӗркеленине эпӗ сире кӑтартасшӑн. [3-мӗш урокри 3-мӗш ыйтӑва, 1-мӗш абзаца пӑхса тух тата Ӳлӗмхине 21:4, 5 вуласа пар. Вырӑнлӑ пулсан тепӗр абзаца тата «Вуласа парӑр» тесе палӑртнӑ сӑвӑсене сӳтсе яв.] Кӑмӑл пулсан ку брошюрӑна сире парса хӑварма пултаратӑп. Сире ҫакӑн пек майпа Библие тепӗр хут вӗренсе пӑхма сӗнетпӗр. Вӑл сире килӗшсен малалла та вӗренме пултаратпӑр. Тепрехинче пӗрремӗш урока пӑхса тухма пултаратпӑр. Пӑхӑр-ха, вӑл пӗр страницӑран кӑна тӑрать».
[7-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Тепӗр хут килсен
● «Сире ҫӗнӗрен курма питӗ хавас. Эпӗ брошюра илсе килтӗм, унта питӗ нумай ыйту ҫине Библи мӗнле хуравланине кӑтартнӑ. [Ҫынна брошюрӑна пар та юлашки страницине кӑтарт.] Хӑш теми сире ытларах интереслентерет? [Хурава итле. Унтан вӑл кӑтартнӑ урока уҫ.] Ирӗк паратӑр пулсан ҫак брошюрӑпа усӑ курса хуравне Библире мӗнле тупмаллине эпӗ сире кӑтартасшӑн». Пӗр-ик абзаца тата «Вуласа парӑр» тесе палӑртнӑ сӑвӑсене сӳтсе явса вӗренӳ мӗнле иртнине кӑтарт. Эсӗ вӗренӳ пуҫларӑн та. Ҫынна брошюрӑна парса хӑвар та тепӗр хут тӗл пулма калаҫса татӑл. Пӗрремӗш урока вӗҫлесен ҫынна интереслентерекен тепӗр ыйтӑва сӳтсе явма пулать е пуҫламӑшӗнчен тытӑнма юрать.