ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Аса пекех хӑюллӑ пул
Аса Турра пуҫҫапассине хӑюллӑн хӳтӗленӗ (3Патш 15:11, 12; w20.09 14 с., 2, 3 абз.).
Аса патшашӑн Турра пуҫҫапасси ҫемьери хутшӑнусенчен те хаклӑрах пулнӑ (3Патш 15:13; w17.03 19 с., 7 абз.).
Аса йӑнӑшсем тунӑ пулин те, Иегова ӑна лайӑх енӗсемшӗн малтанхи пекех шанчӑклӑ ҫын вырӑнне хунӑ (3Патш 15:14, 23; w17.03 19 с., 6 абз.).
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Турра тӗрӗс пуҫҫапассине эпӗ хӑюллӑн хӳтӗлетӗп-и? Пухуран кӑларса янӑ ҫынпа, вӑл манӑн ҫемьери ҫывӑх ҫын пулсан та, эпӗ хутшӑнма пӑрахрӑм-и?» (2Ин 9, 10).