Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb23 январь 9 с.
  • Иегова пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иегова пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшать
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Ҫавнашкал материал
  • Иегова чӗрӗ Турӑ пулнине асра тытӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Вулакансен ыйтӑвӗсем
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Эпир пӗччен мар
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Йывӑрлӑхсенче те савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшать?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
mwb23 январь 9 с.
Ашшӗпе амӑшӗ тата вӗсен икӗ ачи видеоконференци урлӑ пухури тӑвансемпе калаҫаҫҫӗ.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иегова пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшать

Ҫак юлашки кунсенче пур тӑван та нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулать. Хушӑран эпир тӳсекен йывӑрлӑхсем чӑтма ҫук йывӑр пек туйӑнма пултараҫҫӗ. Анчах та эпир малалла та Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратпӑр пулсан, вӑл пире питӗ пысӑк йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттерме пулӑшӗ (Ис 43:2, 4). Йывӑр вӑхӑтра Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма пире мӗн пулӑшӗ?

Кӗлӗ. Эпир хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен Иеговӑна пӗтӗмпех каласа паратпӑр пулсан, вӑл пире лӑпкӑлӑх тата пурне те чӑтса ирттерме вӑй парать (Фп 4:6, 7; 1Фс 5:17).

Тӗлпулусем. Иегова тӗлпулусем урлӑ паракан сӑнарлӑ апат тата пухури тӑвансемпе хутшӑнни пире нихҫанхинчен те кирлӗрех (Евр 10:24, 25). Тӗлпулусене хатӗрленнӗ чухне, вӗсене ҫӳренӗ чухне тата комментарисем панӑ чухне Иеговӑн святой сывлӑшӗ пирӗн ҫине туллин витӗм кӳрет (Ӳлӗм 2:29).

Ырӑ хыпар сарни. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастаррӑн хутшӑнни пире лайӑххи ҫинчен шухӑшлама пулӑшать. Ҫавӑн пекех эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне Иеговӑпа тата хамӑрпа пӗрле ӗҫлекен тӑвансемпе ҫывӑхланса пыратпӑр (1Кр 3:5—10).

«ИЕГОВА САНА ЙЫШӐНАТЬ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Малу тӑвана йывӑр вӑхӑтра Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма мӗн пулӑшрӗ?

  • Псалом 33:19-мӗшӗнчи сӑмахсем Малу тӑвана мӗнле пулӑшрӗҫ тата ҫак сӑмахсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

  • Эпир йывӑрлӑхсене тӳснӗ чухне Иегова пире «ытла та пысӑк хӑват» панине Малу тӑванӑн тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать? (2Кр 4:7).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр