17-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
99-МӖШ ЮРӐ Ман тӑвансем пит нумаййӑн
Эпир пӗччен мар
«Эпӗ... сана пулӑшӑп» (ИС. 41:10).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иегова пире мӗнле тӑватӑ майпа пулӑшать?
1, 2. а) Мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн йывӑрлӑхсемпе пӗр-пӗччен тӑрса юласран хӑрамалла мар? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
ПЫСӐК йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан эпир хамӑра сӗм вӑрманта ҫухалса кайнӑ пек, пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйма пултаратпӑр. Чӑннипе вара, эпир хамӑр йывӑрлӑхсемпе пӗччен нихӑҫан та тӑрса юлмастпӑр. Пирӗн юратакан ҫӳлти Атте эпир мӗн тӳснине курать тата пире пулӑшма сӑмах парать. Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ҫакӑн пек ӑшӑ сӑмахсем калать: «Эпӗ... сана пулӑшӑп» (Ис. 41:10).
2 Иегова пире мӗн пирки шантарать? Пирӗн пурнӑҫра кирек мӗн сиксе тухсан та вӑл пирӗн ҫинчен нихӑҫан та манса каймасть тата пире нихӑҫан та хӑвармасть, ҫавӑнпа та эпир нихӑҫан та пӗччен тӑрса юлмастпӑр. Ҫак статьяра эпир Иегова пире мӗнле пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр. Вӑл: 1) пире ертсе пырать, 2) пире мӗн кирлипе тивӗҫтерет, 3) пире хӳтӗлет тата 4) пире йӑпатать.
ИЕГОВА ПИРЕ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ
3, 4. Иегова пире мӗнле ертсе пырать? (Псалом 47:15).
3 Псалом 47:15 вуласа парӑр. Иегова эпир хамӑра хамӑр ертсе пыма пултарайманнине пӗлет. Ҫавӑнпа вӑл пире ҫул кӑтартать. Хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене вӑл мӗнле ертсе пырать? Ҫакна вӑл Библи урлӑ тӑвать (Пс. 118:105). Библири канашсем пире лайӑх йышӑнусем тумаa тата Турра килӗшекен лайӑх енсене аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Иегова пире хамӑра кӳрентерекенсене каҫарма, суймасӑр-улталамасӑр пурӑнма тата ыттисене чун-чӗререн юратма вӗрентет (Пс. 36:8; Евр. 13:18; 1 Пётр 1:22). Ҫавӑн пекех вӑл пире лайӑх ашшӗ-амӑшӗ, лайӑх упӑшка, лайӑх арӑм, лайӑх тус пулма пулӑшать. Иеговӑна итлесен эпир телейлӗ пулатпӑр, пуласлӑхра вара ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑпӑр.
4 Унсӑр пуҫне, Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнче унччен пурӑннӑ ҫынсем ҫинчен ҫырма хавхалантарнӑ. Вӗсен йывӑрлӑхӗсемпе туйӑмӗсем пирӗнни пекех пулнӑ (1 Кор. 10:13; Иак. 5:17). Вӗсем ҫинчен ҫырса пани сахалтан та икӗ енчен усӑ парать. Пӗрремӗшӗнчен, эпир пӗччен пулманнине куратпӑр — эпир тӗл пулакан йывӑрлӑхсемпе ыттисем те тӗл пулнӑ (1 Пётр 5:9). Иккӗмӗшӗнчен, йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерес тесен тата савӑнӑҫа упраса хӑварас тесен пирӗн мӗн тумаллине ӑнланатпӑр (Рим 15:4).
5. Иегова пире кам урлӑ ертсе пырать?
5 Ҫавӑн пекех Иегова пире хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем урлӑ ертсе пыратьb. Тӗслӗхрен, район старейшинисем тӑтӑшах пире хавхалантарма килеҫҫӗ. Вӗсем тӑвакан докладсем пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетеҫҫӗ тата пире пӗрлӗхре пурӑнма пулӑшаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 15:40—16:5). Старейшинӑсем те чунтан тӑрӑшса пирӗнтен кашнине хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ (1 Пётр 5:2, 3). Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Иеговӑна юратма, тӗрӗс йышӑнусем тума тата лайӑх йӑласене аталантарма пулӑшаҫҫӗ (Ытар. 22:6). Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан хӗрарӑм тӑвансем вара ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансене хӑйсен тӗслӗхӗпе вӗрентеҫҫӗ, усӑллӑ канашсем параҫҫӗ тата чун-чӗререн мухтаҫҫӗ (Тит 2:3—5).
6. Иегова ертсе пынине хакланине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
6 Пире телейлӗ пурнӑҫ ҫулӗпе ертсе пырас тесе Иегова хӑй енчен веҫех тӑвать. Ҫавӑншӑн ӑна пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Ытарӑшсем 3:5, 6 сӑвӑ йӗркисенче ҫапла каланӑ: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан». Эпир ҫапла тусан, вӑл пирӗн сукмака «тӳрӗ тӑвӗ», урӑхла каласан, вӑл пире нумай йывӑрлӑхран пӑрӑнма пулӑшӗ. Иегова пире юратнӑшӑн тата пирӗнтен кашнине кирлӗ канашсем панӑшӑн эпир ӑна ҫав тери пархатарлӑ (Пс. 31:8).
ИЕГОВА ПИРЕ МӖН КИРЛИПЕ ТИВӖҪТЕРЕТ
7. Хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтерме Иегова пире мӗнле пулӑшать? (Филиппӑ 4:19).
7 Филиппӑ 4:19 вуласа парӑр. Иегова пире ертсе пырать кӑна мар, вӑл пире хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтерме те пулӑшать. Пире апат, тумтир, пурӑнмалли вырӑн кирлине вӑл пӗлет, ҫавӑнпа та ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн эпир тӑрӑшса ӗҫленине вӑл пиллет (Матф. 6:33; 2 Фес. 3:12). Хӑш-пӗр чухне эпир пирӗн пурӑнмалӑх мӗн кирли пулать-ши тесе пӑшӑрханма пултаратпӑр. Ку йӗркеллӗ япала. Анчах та Иегова пире ҫавӑн пирки ытлашши ан пӑшӑрханӑр тет. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пирӗн Атте йывӑр вӑхӑтра пире нихӑҫан та хӑвармасть (Матф. 6:8; Евр. 13:5). Иегова пирӗншӗн тӑрӑшма сӑмах панӑ пулсан, пирӗн ҫакӑн пирки пӗртте иккӗленмелле мар.
8. Иегова Давида мӗнле пулӑшнӑ?
8 Иегова Давида мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Давид Саул патшаран тарса ҫӳренӗ ҫулсенче Турӑ Давидпа унӑн ҫыннисене пурӑнмалӑх мӗн кирлине веҫех парса тӑнӑ. Хӑйне Иегова мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшланӑ май, Давид ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ ҫамрӑкчӗ, ӗнтӗ ватӑлтӑм, тӳрӗ ҫынна пӑрахнине, унӑн ачисем ҫӑкӑр кӗлесе ҫӳренине курмарӑм» (Пс. 36:25). Эсир те Иегова хӑвӑра е ыттисене йывӑр вӑхӑтра мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа пама пултаратӑр пулӗ.
9. Инкек сиксе тухсан, Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшать? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
9 Инкек сиксе тухсан, Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшать. Тӗслӗхрен, пӗрремӗш ӗмӗрте выҫлӑх пуҫлансан, тӗрлӗ вырӑнта пурӑнакан христиансем нуша курнӑ тӑвансене мӗн кирлипе тивӗҫтернӗ (Ап. ӗҫ. 11:27—30; Рим 15:25, 26). Хальхи вӑхӑтра та Турӑ халӑхӗ нуша куракансене пулӑшать. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене инкек сиксе тухнӑ вырӑнта пурӑнакан тӑвансем валли апат, шыв, тумтир тата эмелсем яма хавхалантарать. Строительсен ушкӑнӗсем ҫуртсемпе Патшалӑх залӗсене юсаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Иегова Свидетелӗсем хӗн куракансене Библипе усӑ курса хавхалантараҫҫӗ тата йӑпатаҫҫӗc.
Ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн куракансене Иегова мӗнле йӑпатать? (9-мӗш абзаца пӑхӑр)e
10, 11. Бориспа мӗн пулса иртни сире мӗне вӗрентет?
10 Иегова хальлӗхе хӑйне пуҫҫапман ҫынсемшӗн те тӑрӑшать. Пирӗн уҫӑ кӑмӑллӑ Турӑран тӗслӗх илсе эпир те хамӑрпа пӗр пек ӗненмен ҫынсене пулӑшма тӑрӑшатпӑр (Гал. 6:10). Ҫавна пула час-часах ҫынсем пирӗн Турӑ ҫинчен ытларах пӗлесшӗн пулаҫҫӗ. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Украинӑра пурӑнакан Борис шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл Иеговӑна ӗненмен, анчах та хӑйӗн шкулӗнче вӗреннӗ Свидетельсемпе ырӑ пулнӑ тата вӗсем мӗне ӗненнине хисепленӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан Борис хӑй пурӑнакан вырӑнтан хӑрушсӑртарах вырӑна куҫса кайма шутланӑ. Пирӗн тӑвансем вара ӑна ҫавна тума пулӑшнӑ. Каярахпа вӑл Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне килнӗ. Иегова Свидетелӗсем ҫинчен вӑл акӑ мӗн каланӑ: «Вӗсем манпа питӗ ырӑ пулчӗҫ, маншӑн тӑрӑшрӗҫ. Эпӗ вӗсене питӗ пархатарлӑ!»
11 Пирӗн хӗрхенекен ҫӳлти Аттерен тӗслӗх илсе эпир хамӑрӑн тӑвансене кӑна мар, ытти ҫынсене те юрату кӑтартма пултаратпӑр (Лука 6:31, 36). Эпир ҫакӑ вӗсене Турӑ ҫинчен ытларах пӗлме тата Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма хавхалантарасса шанатпӑр (1 Пётр 2:12). Вӗсем чӑнлӑха йышӑнмасан та эпир ҫавах савӑнӑпӑр, мӗншӗн тесен «илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать» (Ап. ӗҫ. 20:35).
ИЕГОВА ПИРЕ ХӲТӖЛЕТ
12. Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнрен хӳтӗлет? (Псалом 90:1, 2, 14).
12 Псалом 90:1, 2, 14 вуласа парӑр. Паян Иегова пире хамӑрпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене мӗн аркатма пултарать, ҫавсенчен пуринчен те хӳтӗлет. Вӑл тӗрӗс пуҫҫапнине пӗтерме Шуйттана нихӑҫан та ирӗк памӗ (Иоанн 17:15). Тата эпир ҫакна ҫирӗп шанатпӑр: «пысӑк хӗн-асап» вӑхӑтӗнче Иегова пире хамӑрӑн ӗненӗве упраса хӑварма пулӑшӗ тата пире ҫӑлса хӑварӗ (Ӳлӗм. 7:9, 14).
13. Иегова пирӗнтен кашнине мӗнле хӳтӗлет?
13 Пирӗнтен кашнине вара Иегова мӗнле хӳтӗлет? Библи урлӑ вӑл пире ырӑпа усала уйӑрса илме пулӑшать (Евр. 5:14). Эпир Библири принципсене тытса тӑратпӑр пулсан, Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене, савӑнӑҫа тата сывлӑха упраса хӑваратпӑр (Пс. 90:4). Унсӑр пуҫне, Иегова пире пуху панӑ (Ис. 32:1, 2). Пирӗн тӑвансем Турра юратаҫҫӗ тата ӑна итлесе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсемпе тӗлпулусенче хутшӑннӑ чухне, пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ чухне е пӗрле каннӑ чухне эпир хавхалану илетпӗр тата ҫакӑ пире ҫак тӗнчен япӑх витӗмӗнчен хӳтӗлет (Ытар. 13:21).
14. а) Мӗншӗн Иегова пире пур йывӑрлӑхран та хӳтӗлемест? ӑ) Псалом 9:11 пире мӗн пирки шантарать? (Сноскӑна та пӑхӑр.)
14 Ӗлӗк-авал Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене хӑш-пӗр чухне пусмӑртан тата вӗлерессинчен хӳтӗленӗ. Анчах та вӑл ҫакна кашнинчех туман. Пурин те пурнӑҫра «вӑхӑтран, ӑнсӑртран» мӗн те пулин сиксе тухма пултарать (Еккл. 9:11). Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсене хӗсӗрленӗ тата вӗлернӗ те. Турӑ ҫавна тума ирӗк панӑ. Вӗсем шанчӑклӑ тӑрса юлнипе Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ (Иов 2:4—6; Матф. 23:34). Хальхи вӑхӑтра та Иегова пире пур йывӑрлӑхран та хӳтӗлемест. Анчах эпир ҫакна ҫирӗп шанма пултаратпӑр: хӑйне юратакансене вӑл нихӑҫан та пӑрахмасть (Пс. 9:11)d.
ИЕГОВА ПИРЕ ЙӐПАТАТЬ
15. Иегова пире кӗлӗ урлӑ, Библи урлӑ тата пуху урлӑ мӗнле йӑпатать? (2 Коринф 1:3, 4).
15 2 Коринф 1:3, 4 вуласа парӑр. Хӑш-пӗр чухне эпир хытӑ хуйхӑрма, пӑшӑрханма е аптраса ӳкме пултаратпӑр. Тен, сирӗн пурнӑҫра халӗ йывӑр тапхӑр, ҫавна пула эсир хӑвӑра пӗччен пек туятӑр. Эсир мӗн туйнине кам та пулин ӑнланать-ши? Иегова ӑнланать. Вӑл пирӗн чун ыратӑвне пӗлет кӑна мар, «вӑл пире эпир куракан мӗнпур хӗн-хурта йӑпатать». Ҫакна вӑл мӗнле тӑвать? Эпир ӑна хамӑр чӗрере мӗн пуррине каласа парсан, Иегова пире «ҫынсем ӑнланма пултарайман канӑҫлӑх» парать (Флп. 4:6, 7). Ҫавӑн пекех Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ лӑплантарать. Вӑл пире хытӑ юратни пирки шантарать, ӑслӑ пулма вӗрентет тата чаплӑ шанчӑк парать. Унсӑр пуҫне, Иегова пире пуху урлӑ та йӑпатать: тӗлпулусенче эпир Библири шухӑшсене илтетпӗр тата пирӗн хаклӑ туссем юратнине туятпӑр.
16. Нейтанпа Присциллӑран эсир мӗне вӗрентӗр?
16 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Библи урлӑ мӗнле хавхалантарнине тата йӑпатнине кӑтартакан тӗслӗхе пӑхса тухар. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Не́йтанпа Присци́лла темиҫе ҫул каялла хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма шутланӑ. Нейтан ҫапла калать: «Иегова пире пиллесси пирки эпир пӗртте иккӗленмен». Анчах та ҫӗнӗ вырӑнта вӗсене ӗҫ тупма йывӑр пулнӑ тата иккӗшӗн те сывлӑхӗ япӑхланса кайнӑ. Юлашкинчен вара вӗсен киле таврӑнма тивнӗ. Киле таврӑнсан та вӗсен укҫа ҫитсех кайман. Ҫав вӑхӑта аса илсе Нейтан ҫапла калать: «Иегова эпир кӗтнӗ пек хуравламастчӗ, ҫавӑнпа та вӑл пире пулӑшмасть пек туйӑнатчӗ. Эпӗ темскер тӗрӗс мар тӑватӑп тесе шутлама та пуҫларӑм». Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн Нейтанпа Присцилла Иегова вӗсене хӑйсен йывӑрлӑхӗсенче пӑрахманнине, ялан юнашар пулнине ӑнланма пуҫланӑ. Малалла Нейтан ҫапла каласа парать: «Ҫав йывӑр вӑхӑтра Библи пирӗншӗн чӑн-чӑн тус пек пулса тӑчӗ. Вӑл пире хавхалантаратчӗ тата ӑслӑ канашсем паратчӗ. Эпир хамӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен мар, Иегова пире вӗсене мӗнле чӑтса ирттерме пулӑшни ҫинчен ытларах шухӑшлама пуҫларӑмӑр. Ҫакӑ пире Иегова хамӑра малалла та пулӑшасса хытӑрах ӗненме пулӑшрӗ».
17. Иегова Хельга ятлӑ хӗрарӑм тӑвана мӗнле пулӑшнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
17 Иегова пире пухури тӑвансем урлӑ та йӑпатать. Мӗнле майпа? Акӑ Венгрире пурӑнакан Хе́льга ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ. Унӑн пурнӑҫӗнче нумай ҫула тӑсӑлнӑ йывӑрлӑхсем пулнӑ. Ҫавна пула вӑл час-часах хуйха ӳкнӗ тата хӑйне ниме тӑман ҫын пек туйнӑ. Анчах каярахпа Хельга ҫакна ӑнланса илнӗ: ҫав йывӑр вӑхӑтра Иегова ӑна пухури тӑвансем урлӑ йӑпатнӑ. Вӑл ҫапла ҫырать: «Манӑн йывӑрлӑхсем питӗ нумайччӗ. Ӗҫре эпӗ питӗ ывӑнаттӑмччӗ тата манӑн чирлӗ ачана пӑхмаллаччӗ. Анчах та вӑй пӗтсе ҫитсен кашнинчех Иегова мана ҫирӗплететчӗ. Вӑл мана йӑпатма сӑмах панӑ, юлашки 30 ҫул хушшинче вара вӑл хӑйӗн сӑмахне тытманни пӗр кун та пулман. Час-часах ҫавна вӑл пухури тӑвансем урлӑ тунӑ. Йӑпату мана хӑҫан ытларах кирлӗ пулнӑ, шӑп ҫавӑн чухне эпӗ тӑвансенчен ырӑ сӑмахсем ҫырнӑ сообщени е открытка илеттӗмччӗ, е тав сӑмахӗсем илтеттӗмччӗ».
Иегова ыттисене сан урлӑ мӗнле йӑпатма пултарать? (17-мӗш абзаца пӑхӑр)
18. Эпир ыттисене мӗнле йӑпатма пултаратпӑр?
18 Эпир те, пирӗн Турӑ пекех, ыттисене йӑпатма пултаратпӑр. Ҫакна мӗнле тума пулать? Эпир вӗсене тимлӗ итлеме, йӑпатакан сӑмахсем калама тата вӗсемшӗн пӗр-пӗр ӗҫ туса пулӑшма пултаратпӑр (Ытар. 3:27). Эпир асапланакансене пурне те — вӗсем Турӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ-и, ӗҫлемеҫҫӗ-и — йӑпатма тӑрӑшатпӑр. Эпир пӗлекен ҫынсенчен кам та пулин чирлесе кайсан, е пӑшӑрханса ӳксен, е вӗсен инкек сиксе тухсан, эпир вӗсем патне кайса вӗсене йӑпатма пултаратпӑр. Иеговӑран, «йӑпату Турринчен», тӗслӗх илсен эпир пухури тӑвансене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӑпӑр тата Иеговӑна ӗненмен ҫынсене пирӗн Турӑ ҫинчен ытларах пӗлме хавхалантарма пултарӑпӑр (Матф. 5:16).
ИЕГОВА ЯЛАНАХ ЮНАШАР ПУЛАТЬ
19. Иегова пирӗншӗн мӗн тӑвать тата эпир унран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?
19 Иегова хӑйне юратакансене яланах пулӑшать. Эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан, вӑл пире пӑрахмасть. Юратакан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемшӗн тӑрӑшнӑ пекех, Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшать. Вӑл пире ертсе пырать, мӗн кирлипе тивӗҫтерет, хӳтӗлет тата йӑпатать. Хамӑрӑн ҫӳлти Аттерен тӗслӗх илсе эпир те йывӑрлӑхсем тӳсекен ҫынсене пулӑшма тата хавхалантарма пултаратпӑр. Ҫак тӗнчере йывӑрлӑхсем пулаҫҫех. Анчах та Иегова пирӗнпе пулни пирки эпир иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен вӑл хӑй ҫапла каланӑ: «Ан хӑра: санпала — Эпӗ» (Ис. 41:10). Ҫак сӑмахсем Иегова яланах пирӗнпе юнашар пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Эпир нихӑҫан та пӗччен тӑрса юлмастпӑр!
100-МӖШ ЮРӐ Хапӑл туса йышӑнӑр
a Ҫавӑн пекех 2011 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Турра мухтав кӳрекен йышӑнусем тӑвӑр» статьяна та пӑхӑр.
b 2024 ҫулхи февраль уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Иегова сире малалла та ертсе пытӑр» статьяна пӑхӑр, 11—14 абзацсем.
c Нумаях пулмасть пулса иртнӗ инкексем ҫинчен тата хӗн куракансене мӗнле пулӑшу пани ҫинчен пӗлмешкӗн jw.org сайтра шырав йӗркине «оказание помощи» тесе ҫырӑр.
d 2017 ҫулхи февраль уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр.
e ӲКЕРЧӖК. Малавири тӑвансем ҫутҫанталӑк инкекӗ хыҫҫӑн йӑпату тата пурӑнмалӑх мӗн кирлине илеҫҫӗ.