БИОГРАФИ
Иегова манӑн сукмака тӳрӗ турӗ
ПӖРРЕХИНЧЕ пӗр ҫамрӑк арҫын тӑван манран: «Сан юратнӑ сӑвӑ йӗрки хӑшӗ?» — тесе ыйтрӗ. Эпӗ пӗр шутласа тӑмасӑр: «Ытарӑшсем 3-мӗш сыпӑк, 5-мӗшпе 6-мӗш сӑвӑ йӗркисем,— терӗм.— Унта: „Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан. Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ“,— тесе ҫырнӑ». Иегова чӑнах та манӑн сукмака тӳрӗ турӗ.
АТТЕПЕ АННЕ МАНА ТӖРӖС ҪУЛ ҪИНЕ ТӐМА ПУЛӐШАҪҪӖ
Манӑн аттепе анне чӑнлӑха мӑшӑрланичченех, 1920 ҫулсенче, пӗлнӗ. Эпӗ вара 1939 ҫулта ҫуралнӑ. Эпир Англире пурӑнаттӑмӑр. Эпӗ вӗсемпе пӗрле мӗн ачаранах пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреттӗмччӗ, каярахпа вара Теократи ӗҫӗн шкулне ҫырӑнтӑм. Хам пӗрремӗш хут задани тунине паянхи кун та астӑватӑп. Пюпитр хыҫӗнчен залра ларакансене курас тесе эпӗ ещӗк ҫине хӑпарса тӑтӑм. Эпӗ ун чухне улттӑра кӑначчӗ тата тӑвансем ҫине пӑхса питӗ хумханаттӑмччӗ.
Аттепе тата аннепе пӗрле урамра ырӑ хыпар саратӑп
Атте мана ырӑ хыпар сармалли карточкӑсем туса паратчӗ, унта вара кӗскен Библири шухӑшсене пичетлесе хуратчӗ. Сакӑр ҫулта, ырӑ хыпар сарнӑ чухне, эпӗ пӗрремӗш хут алӑка пӗччен пырса шаккарӑм. Кил хуҫи эпӗ панӑ карточкӑна вуласа тухрӗ те «Турӑ шанчӑклӑ» кӗнекене илме килӗшрӗ. Эпӗ ҫав тери хӗпӗртесе ӳкрӗм! Вара ҫакӑн ҫинчен каласа парас тесе ҫав урамрах ырӑ хыпар сарнӑ атте патне чупса кайрӑм. Ырӑ хыпар сарса тата тӗлпулусене ҫӳресе эпӗ нумай савӑнӑҫ илеттӗм тата ҫак ӗҫсене пула манӑн Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме кӑмӑл ҫуралчӗ.
Атте мана валли те «Хурал башнин» кӑларӑмӗсене ҫырӑнса илсен эпӗ Библири чӑнлӑха тата хытӑрах юратма пуҫларӑм. Ҫӗнӗ кӑларӑма илсен эпӗ ӑна тӳрех вуласа тухаттӑм. Эпӗ Иеговӑна ытларах та ытларах шанма пуҫларӑм, вара хамӑн пурнӑҫа ӑна халаллас терӗм.
1950 ҫулта эпир Нью-Йоркра иртнӗ «Теократи ӳсӗмӗ» конгреса кайрӑмӑр. Кӗҫнерникун, августӑн 3-мӗшӗнче, ҫакӑн пек тема пулчӗ: «Миссионерсен кунӗ». Кэри Барбер тӑван (каярахпа вӑл Ертсе пыракан советра ӗҫленӗ) шыва кӗрекенсем валли доклад туса пачӗ. Доклад вӗҫӗнче вӑл шыва кӗрес текенсене икӗ ыйту пачӗ. Эпӗ тӑтӑм та: «Ҫапла!» — тесе хуравларӑм. Эпӗ ун чухне вунпӗрте кӑначчӗ, анчах та хам тӑвакан утӑм мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине питӗ лайӑх ӑнланаттӑмччӗ. Ҫапах та эпӗ шыва кӗме хӑраттӑмччӗ, мӗншӗн тесен ишме пӗлместӗмччӗ. Кукка мана бассейна ҫитиччен ӑсатса ячӗ тата веҫех лайӑх пулать терӗ. Чӑнах та, пӗтӗмпех хӑвӑрт пулса иртрӗ, манӑн урасем бассейн тӗпне те ҫитмерӗҫ. Пӗр арҫын тӑван мана шыва кӗртрӗ, тепри вара бассейнран йӑтса кӑларчӗ. Иегова ҫав кунтанпа манӑн сукмака тӳрлетсе пырать.
ИЕГОВӐНА ШАНМА ШУТ ТЫТАТӐП
Шкул пӗтерсен эпӗ пионер пуласшӑнччӗ, анчах та вӗрентекенсем мана аслӑ пӗлӳ илме хистетчӗҫ, вара эпӗ вӗсене итлесе университета вӗренме кӗтӗм. Кӑшт вӑхӑт иртсен эпӗ лайӑх вӗренме, ҫав вӑхӑтрах Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусене аталантарма пултарайманнине ӑнланса илтӗм, вара вӗренме пӑрахас терӗм. Эпӗ пӗтӗмпех Иеговӑна каласа патӑм та университетри преподавательсене ҫыру ҫырас терӗм. Унта эпӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче вӗренме пӑрахатӑп тесе ҫыртӑм. Эпӗ Иеговӑна шанма шут тытрӑм, вара пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм.
Эпӗ Уэллингборо хулинче 1957 ҫулхи июль уйӑхӗнче пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Эпӗ Лондонри Вефильти тӑвансенчен манӑн мӗнле опытлӑ пионерпа ырӑ хыпар сарма пулать-ши тесе ыйтрӑм. Вара Берт Вейзипе ырӑ хыпар сарма пуҫларӑм. Эпӗ унран нумай япалана вӗрентӗм. Вӑл хастар хыпарҫӑччӗ тата вӑл мана ырӑ хыпар сармалли графика лайӑх йӗркелеме пулӑшрӗ. Пирӗн пухура сакӑр ҫын ҫеҫчӗ: эпӗ, Вейзи тата ултӑ ватӑ хӗрарӑм тӑван. Тӗлпулусене лайӑх хатӗрленсе тата унта кашнинчех хутшӑнса эпӗ Иеговӑна тата ытларах шанма пуҫларӑм. Комментарисем парса вара хам ӗненӳ ҫинчен калама пултараттӑм.
Ҫара кайма килӗшменшӗн мана тӗрмене хупрӗҫ, анчах эпӗ унта нумай лармарӑм. Ирӗке тухсан эпӗ Барбара ятлӑ ятарлӑ пионеркӑпа паллашрӑм. 1959 ҫулта эпир мӑшӑрлантӑмӑр. Эпир ҫапла шутларӑмӑр: Иегова пире сӑваплӑ ӗҫе тума ӑҫта ярас тет, ҫавӑнта ятӑр. Малтан пире Англин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ Ланкашира ячӗҫ. Каярахпа вара 1961 ҫулта январь уйӑхӗнче мана Лондонри Вефиле Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗнче вӗренме чӗнчӗҫ, унта эпӗ уйӑх хушши вӗрентӗм. Вӗренсе пӗтерсен вара мана район надзирателӗ пулма лартрӗҫ. Ҫакӑ маншӑн кӗтмен япала пулчӗ. Икӗ эрне мана Бирмингемре опытлӑ район надзирателӗ вӗрентрӗ. Ҫавӑн чухне Барбара та манпа пӗрле пулчӗ. Кайран эпир хамӑра шанса панӑ района — Ланкашир тата Чешир графствисене — кайрӑмӑр.
ИЕГОВӐНА ШАННИ — ЧИ ТӖРӖССИ
1962 ҫулта август уйӑхӗнче эпир отпускра пулнӑ чухне филиалтан ҫыру килчӗ. Унта вара Галаад шкулӗнче вӗренес текенсем валли заявленисем хурса панӑ пулнӑ. Ҫырӑва вуланӑ хыҫҫӑн эпир кӗлтурӑмӑр та заявленисене ҫырса тултарса тӑвансем ыйтнӑ пек тӳрех филиала ярса патӑмӑр. Пилӗк уйӑхранах эпир Бруклина Галаад шкулӗн 38-мӗш класне вӗренме кайрӑмӑр. Унта эпир вунӑ уйӑх хушши вӗрентӗмӗр.
Эпир Библи ҫинчен, Иеговӑн организацийӗ ҫинчен тата пӗтӗм тӗнчери тӑвансем Иеговӑшӑн мӗнле ӗҫлесе тӑни ҫинчен нумай пӗлтӗмӗр. Эпир Барбарӑпа 25 ҫула та ҫитменччӗ, ҫавӑнпа ытти вӗренекенсенчен нумай япалана вӗрентӗмӗр. Пире вӗрентекен Фред Раск тӑванпа кашни кун ӗҫлеме тӳр килнӗшӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Вӑл мана питӗ кирлӗ япалана ӑнланма пулӑшрӗ: канаш парас пулсан, ӑна Библи тӑрӑх памалла. Эпир вӗреннӗ чухне лекцисем калакансем хушшинче Нейтан Норр, Фредерик Френц тата Карл Клейн тӑвансем те пурччӗ. Унсӑр пуҫне, эпир хӑйне кӗҫӗне хуракан Александр Макмиллан тӑванран та нумай вӗрентӗмӗр. Вӑл пире Иегова хӑйӗн халӑхне йывӑр вӑхӑтсенче, 1914 ҫултан пуҫласа 1919 ҫулччен, мӗнле пулӑшнине каласа пачӗ.
ИЕГОВӐШӐН ҪӖНӖ ВЫРӐНТА ӖҪЛЕТПӖР
Вӗренсе пӗтериччен кӑшт маларах Норр тӑван пире Африкӑри Бурундине ярӗҫ тесе каларӗ. Эпир тӳрех Вефильти библиотекӑна вӗҫтертӗмӗр — Бурундире миҫе хыпарҫӑ пулнине пӗлес тесе «Ежегодника» пӑхас терӗмӗр. Анчах та Бурунди пирки отчет тупаймарӑмӑр та питӗ тӗлӗнтӗмӗр. Пирӗн унччен никам та ырӑ хыпар сарман ҫӗре каймалла пулнӑ иккен. Африка ҫинчен те эпир пӗлменпе пӗрехчӗ. Ох, мӗн тери пӑлханса ӳкрӗмӗр эпир! Анчах та хӗрӳллӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн лӑплантӑмӑр.
Бурундире ҫанталӑк та, культура та, чӗлхе те — веҫех урӑхлаччӗ. Тата пирӗн француз чӗлхине те вӗренмелеччӗ. Унсӑр пуҫне, унта пурӑнмалли вырӑн тупма йывӑрччӗ. Эпир Бурундине килсен икӗ кунран пирӗн пата Харри Арнотт, Галаадра пӗрле вӗреннӗ арҫын тӑван, ҫитрӗ. Вӑл Замбие ҫул тытатчӗ, унта вӑл миссионер пулса ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хваттер тупма пулӑшрӗ. Ҫак хваттер пирӗншӗн пӗрремӗш «миссионер килӗ» пулса тӑчӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен пире вырӑнти пуҫлӑхсем хирӗҫ тӑма пуҫларӗҫ, вӗсем Иегова Свидетелӗсем ҫинчен нимӗн те пӗлместчӗҫ. Бурундире Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни пире тин кӑна савӑнӑҫ кӳме пуҫларӗ, анчах пуҫлӑхсем пире ҫӗршывра тӑрса юлас тесен сире ӗҫе кӗме ирӗк паракан документ кирлӗ тесе каларӗҫ. Вара пирӗн Бурундирен Угандӑна куҫса кайма тиврӗ.
Угандӑна кайма пирӗн виза пулман, ҫавӑнпа эпир унта мӗнле кайӑпӑр-ши тесе пӑшӑрханаттӑмӑрччӗ. Анчах та эпир Иеговӑна шанаттӑмӑр, ҫавӑнпа хӑрама пӑрахрӑмӑр. Канадӑран Угандӑна куҫса килнӗ пӗр арҫын тӑван миграци службинче ӗҫлекене пирӗн лару-тӑрӑва ӑнлантарса пачӗ, вара кирлӗ документсем иличчен пире Угандӑра юлма ирӗк пачӗҫ. Ӗҫсем майлашӑнса пынӑран Иегова пирӗнпе пӗрле пулни пирки эпир пӗртте иккӗленмерӗмӗр.
Бурундипе танлаштарсан, Угандӑри лару-тӑру урӑхларахчӗ. Унта 28 Иегова Свидетелӗ кӑна пулнӑ пулсан та ырӑ хыпар сарӑлсах пыратчӗ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир час-часах акӑлчанла калаҫакансене тӗл пулаттӑмӑрччӗ. Анчах кӗҫех эпир ҫакна ӑнланса илтӗмӗр: чӑнлӑхпа интересленекенсене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесен пирӗн вырӑнти пӗр-пӗр чӗлхене вӗренмелле. Эпир Кампала хулинче тата ун таврашӗнче ырӑ хыпар сарма пуҫларӑмӑр. Унта нумайӑшӗ луганда чӗлхипе калаҫатчӗ, вара эпир ҫак чӗлхене вӗренес терӗмӗр. Ҫак чӗлхепе лайӑх калаҫма вӗрениччен темиҫе ҫул иртрӗ пулсан та чӗлхене пӗлни ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑрах пулма пулӑшрӗ. Эпир Библи вӗренекенсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе мӗн тумаллине лайӑхрах ӑнланма пуҫларӑмӑр. Вӗренекенсем вара пире ытларах шанма тата хӑйсен чӗринчи шухӑшӗсене каласа пама пуҫларӗҫ.
ҪУЛ ҪӲРЕНИ
Угандӑра ҫул ҫӳренӗ чухне
Ҫынсене чӑнлӑха пӗлме пулӑшни пире пысӑк савӑнӑҫ кӳретчӗ. Пире район надзирателӗн ӗҫне тума ыйтсан вара эпир тата ытларах савӑнтӑмӑр. Пӗтӗм ҫӗршыв пирӗн район пулса тӑчӗ. Кенири филиал ыйтнипе эпир ятарлӑ ҫулҫӳреве кайрӑмӑр. Пирӗн ятарлӑ пионерсен ӗҫӗ ӑҫта ӑнӑҫлӑрах пулма пултарать, ҫав вырӑнсене шыраса тупмаллаччӗ. Ҫав ҫулҫӳревре эпир час-часах Иегова Свидетелӗсене нихӑҫан курман ҫынсене тӗл пулаттӑмӑрччӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем пире хапӑл тусах йышӑнатчӗҫ, хӑш-пӗрисем вара хӑналатчӗҫ те.
Ҫав ҫулҫӳрев хыҫҫӑн эпӗ тепӗр ҫулҫӳреве тухрӑм. Кампалара поезд ҫине ларса эпӗ икӗ кунран Момбаса хулине ҫитрӗм. Унтан вара караппа Инди океанӗнчи Сейшель утравӗсем ҫине кайрӑм. Каярахпа вара, 1965 ҫултан пуҫласа 1972 ҫулччен, эпир Барбарӑпа пӗрле ҫав утравсем ҫине тӑтӑшах кайса ҫӳрерӗмӗр. Малтан унта икӗ хыпарҫӑ кӑна пулнӑччӗ, вӑхӑт иртсен ушкӑн, каярахпа вара пуху йӗркеленчӗ. Тепӗр ҫулҫӳревре эпӗ Судана, Эритрейӑна тата Эфиопине кайса килтӗм.
Ҫар ҫыннисем влаҫа ярса илсен Угандӑри лару-тӑру пӗтӗмпех улшӑнчӗ. Правительство халӑха хытӑ тытатчӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: Иисусӑн сӑмахӗсене, «кесарӗнне кесаре... парӑр» тенине, итлени питӗ ӑслӑ-тӑнлӑ (Марк 12:17). Ун чухне ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсене ҫывӑхри полици участокӗнче регистраци тума ыйтнӑччӗ. Эпир ҫапла турӑмӑр та. Темиҫе кунран Кампалӑра эпир пӗр миссионерпа машинӑпа пынӑ чухне пире полицейскисем чарчӗҫ. Эпир ҫав тери хӑраса ӳкрӗмӗр! Вӗсем пире эсир шпионсем тесе айӑпласа полицин тӗп участокне илсе кайрӗҫ. Эпир полицейскисене: «Эпир миссионерсем тата эпир регистраци турӑмӑр»,— тесе каларӑмӑр. Анчах та вӗсем пире итлесшӗн пулмарӗҫ. Пире арестлерӗҫ те ӑҫта эпир регистраци тунӑ, ҫав полици участокне илсе кайрӗҫ. Унти дежурнӑй пире палласа илсен тата пире ирӗке яма хушсан эпир ҫав тери хӗпӗртерӗмӗр!
Ҫав вӑхӑтра блокпостсем витӗр тухнӑ чухне эпир питӗ хумханаттӑмӑрччӗ, уйрӑмах пире ӳсӗр салтаксем чарсан. Кашни блокпост умӗн эпир хытӑ кӗлтӑваттӑмӑр, пире ирттерсе ярсан вара лӑштах сывласа яраттӑмӑр. Шел пулин те, 1973 ҫулта ют ҫӗршывран килнӗ пур миссионера та Угандӑран тухса кайма хушрӗҫ.
Мимеограф ҫинче «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хутне пичетлетӗп (Абиджан, Кот-д’Ивуарти филиал)
Пирӗн каллех куҫса кайма тата веҫех ҫӗнӗрен пуҫлама тиврӗ. Хальхинче эпир Хӗвеланӑҫ Африкӑна, Кот-д’Ивуара, кайрӑмӑр. Пирӗн урӑх культурӑна, каллех французла калаҫма тата тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ ытти миссионерсемпе пурӑнма хӑнӑхмаллаччӗ. Ку хутӗнче те Иегова пире пиллесе тӑчӗ — хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем чӑнлӑха хаваспах йышӑнатчӗҫ. Эпир Иеговӑна шанса тӑтӑмӑр, вӑл вара пирӗн сукмака тӳрӗ турӗ.
ПУРНӐҪ КАЛЛЕХ УЛШӐНАТЬ
Эпир Барбара рак чирӗпе чирленине пӗлтӗмӗр, ҫакӑ пирӗншӗн кӗтмен япала пулчӗ. Европӑна сипленме кайса ҫӳрерӗмӗр пулсан та, 1983 ҫулта пирӗн Африкӑран куҫса каймаллине ӑнлантӑмӑр. Ун чухне эпир ҫав тери кулянтӑмӑр!
Эпир Лондонри Вефильте ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Барбарӑн чирӗ аталансах пычӗ, вара вӑл вилсе кайрӗ. Ҫавӑн чухне Вефильти тӑвансем мана питӗ пулӑшрӗҫ, уйрӑмах пӗр мӑшӑра эпӗ питӗ пархатарлӑ. Ҫав мӑшӑр пулӑшнине пула эпӗ хуйха ӳкмерӗм тата Иеговӑна шанма пӑрахмарӑм. Каярахпа эпӗ Вефильте пулӑшакан Энн тӑванпа паллашрӑм, унччен вӑл ятарлӑ пионер пулса ӗҫленӗ. Эпӗ Энн Иеговӑна хытӑ юратнине куртӑм. 1989 ҫулта эпир мӑшӑрлантӑмӑр, ҫавӑнтанпа вара Вефильте пӗрле ӗҫлесе тӑратпӑр.
Энпа пӗрле Британири ҫӗнӗ филиалта
1995—2018 ҫулсенче эпӗ тӗп управлени представителӗ (малтан зональнӑй надзиратель тесе каланӑ) пулса ӗҫлерӗм. Эпӗ 60-а яхӑн ҫӗршывра пулса куртӑм. Кашни ҫӗршывра эпӗ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн кирек мӗнле лару-тӑрура та тӑрӑшнине куртӑм.
2017 ҫулта манӑн каллех Африкӑра пулса курма тӳр килчӗ. Эна Бурундие кӑтартма эпӗ питӗ хавас пултӑм. Тата Бурундире мӗн чухлӗ ҫын чӑнлӑха йышӑннине пӗлсен эпӗ питӗ савӑнтӑм! Унта халӗ 15 000 ытла хыпарҫӑ. Эпӗ 1964 ҫулта ырӑ хыпар сарнӑ урамра вара халӗ хитре Вефиль ларать.
2018 ҫулта манӑн хӑш-хӑш ҫӗршыва каймаллине курсан эпӗ хӗпӗртесе ӳкрӗм, мӗншӗн тесен списокра Кот-д’Ивуар пулнине те куртӑм. Эпир Абиджана, ҫӗршывӑн чи пысӑк хулине, ҫитсен мана эпӗ киле таврӑннӑ пекех туйӑнчӗ. Унта Вефильти телефон справочникне пӑхса илтӗм те пирӗн пӳлӗмпе юнашар Соссу ятлӑ тӑван пурӑннине куртӑм. Эпӗ ҫав арҫын тӑван тахҫан Абиджан хулин надзирателӗ пулса ӗҫленӗскер мар-ши тесе шутласа илтӗм. Анчах эпӗ йӑнӑшрӑм, ку урӑх Соссу, ҫав тӑванӑн ывӑлӗ пулнӑ иккен.
Иегова хӑйӗн сӑмахне яланах тытать. Эпӗ нумай йывӑрлӑх чӑтса ирттертӗм, анчах кашнинче ҫакна кураттӑм: Иеговӑна шансан вӑл сан сукмакна тӳрӗ тӑвӗ. Эпӗ малалла та ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырасшӑн (Ытар. 4:18).