Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w21 октябрь 8—13 с.
  • Эпир «питӗ хӗрхенекен» Турӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эпир «питӗ хӗрхенекен» Турӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНШӖН ИЕГОВА ҪЫНСЕНЕ ХӖРХЕНЕТ?
  • ПУХУРАН КӐЛАРСА ЯНИ ХӖРХЕННИ ПУЛАТЬ-И?
  • ХӖРХЕНЕКЕН КӐМӐЛЛӐ ПУЛМА МӖН ПУЛӐШАТЬ?
  • Хӗрхенекенсем телейлӗ!
    Иеговӑна мухтаса юрлар
  • «Хӗрхенекенсем телейлӗ»
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
w21 октябрь 8—13 с.

41-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эпир «питӗ хӗрхенекен» Турӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр

«Иегова пуринпе те ырӑ, унӑн хӗрхенӗвӗ пур ӗҫӗнче те курӑнать» (ПСАЛОМ 145:9, ҪТ).

44-МӖШ ЮРӐ Хуйхӑраканӑн кӗлли

ҪАК СТАТЬЯРАa

1. «Вӑл хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын» тенине илтсен эсир куҫ умне мӗнле ҫынна кӑларса тӑрататӑр?

«ВӐЛ хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын» тенине илтсен эсир куҫ умне мӗнле ҫынна кӑларса тӑрататӑр? Тен, ырӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ тата ҫын хуйхине чӗре патне илекен ҫынна. Е, эсир Иисусӑн ытарӑшӗнчи Самари ҫыннине аса илетӗр. Вӑл ют халӑх ҫыннине, еврее, пулӑшнӑ. Лешне вӑрӑ-хурахсем хӗнесе пӗтернӗ пулнӑ, вара Самари ҫынни ӑна хӗрхеннӗ те уншӑн юратса тӑрӑшнӑ (Лука 10:29—37). Ҫак ытарӑшра хӗрхенни ҫинчен, Туррӑн чаплӑ енӗ ҫинчен, каланӑ. Иегова хӗрхенессе те пире юратнӑран хӗрхенет. Тата вӑл ҫакна кашни кунах тӑвать.

2. Хӗрхенни тата ӑҫтан курӑнать?

2 Хӗрхенни тата ӑҫтан курӑнать? Кам хӗрхенет, ҫавӑ наказани пама сӑлтав пур пулсан та, наказани памалла мар тесе йышӑну тума пултарать. Иегова хӑйне шӑп ҫапла тытать. Псалом 102:10-мӗшӗнче Иегова пирки «пире пӗтӗм ҫылӑхшӑн тавӑрмасть» тенӗ. Ҫапах та Иегова хӑш-пӗр чухне ҫылӑх тунӑ ҫынна наказани парать.

3. Эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?

3 Ку статьяра эпир ҫак виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: мӗншӗн Иегова ҫынсене хӗрхенет? Наказани панинчен хӗрхенни мӗнле курӑнать? Тата пирӗн хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулас тесен мӗн тумалла? Айтӑр ҫакӑн ҫинчен Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланине пӑхар.

МӖНШӖН ИЕГОВА ҪЫНСЕНЕ ХӖРХЕНЕТ?

4. Мӗншӗн Иегова ҫынсене хӗрхенет?

4 Иегова пире юратнӑран хӗрхенет. Павел Эфес ҫыннисем патне янӑ ҫырури иккӗмӗш сыпӑкра Турӑ «нумай ырӑлӑхлӑ [«питӗ хӗрхенекен», ҪТ]» тенӗ. Кунта Павел апостол Турӑ хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран ҫылӑхлӑ ҫынсене святой сывлӑшпа суйласа илсе пӗлӗтре пурӑнма шанчӑк панӑ тесе ҫырнӑ (Эф. 2:4—7). Анчах Иегова святой сывлӑшпа суйласа илнисене кӑна мар, пур ҫынна та хӗрхенет. Давид ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Иегова пуринпе те ырӑ, унӑн хӗрхенӗвӗ пур ӗҫӗнче те курӑнать» (Пс. 145:9, ҪТ). Иегова ҫынсене юратать, ҫавӑнпа хӗрхенме сӑлтав пур чухне вӑл вӗсене хӗрхенет.

5. Иегова питӗ хӗрхенекен пулнине Иисус ӑҫтан пӗлет?

5 Иегова мӗн тери хӗрхенекен пулнине Иисус никамран лайӑхрах пӗлет. Ҫӗр ҫине киличчен вӑл нумай-нумай ҫул хушши пӗлӗтре хӑйӗн ашшӗпе пӗрле пурӑннӑ (Ытар. 8:30, 31). Пин-пин ҫул хушшинче Иисус Иегова ҫылӑх тунӑ ҫынсене хӗрхеннине нумай хут курнӑ (Пс. 77:37—42). Акӑ мӗншӗн вӑл Иеговӑн ҫак чаплӑ енӗ ҫинчен нумай вӗрентнӗ.

Ашшӗ ывӑлне намӑслантарман, ӑна хапӑл тусах каялла йышӑннӑ (6-мӗш абзаца пӑхӑр)c

6. Иегова мӗн тери хӗрхенекен пулнине Иисус мӗнле кӑтартса панӑ?

6 Иегова мӗн тери хӗрхенекен пулнине кӑтартса парас тесе Иисус пӗр ытарӑш каласа панӑ. Ҫак ытарӑш пирки унчченхи статьяра та каланӑччӗ ӗнтӗ. Иисус каланӑ ытарӑшри ывӑл ашшӗн килӗнчен тухса кайнӑ та «аскӑнланса пурӑнса хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтернӗ» (Лука 15:13). Анчах каярахпа вӑл ӳкӗннӗ те хӑйне кӗҫӗне хурса ашшӗ килне уттарнӑ. Ашшӗ ӑна мӗнле кӗтсе илнӗ-ши? Иисус ҫапла каланӑ: «Ашшӗ ӑна аякранах курнӑ та, хӗрхенсе, хирӗҫ чупса пырса мӑйӗнчен ыталаса чуптӑва пуҫланӑ». Ашшӗ ӑна намӑслантарман, вӑл ӑна каялла ҫемьене йышӑннӑ. Ҫав ывӑл нумай ҫылӑх туса пурӑннӑ пулсан та, ашшӗ ӑна каҫарнӑ, мӗншӗн тесен лешӗ ӳкӗннӗ. Ҫак ытарӑшри ашшӗ Иеговӑна сӑнласа парать. Ҫак чуна пырса тивекен ытарӑша каласа парса Иисус пирӗн ҫӳлти Атте чун-чӗререн ӳкӗнекен ҫынна каҫарма хатӗр пулнине кӑтартса панӑ (Лука 15:17—24).

7. Иеговӑн ӑслӑлӑхӗпе хӗрхенӗвӗ пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

7 Иегова ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑран пире хӗрхенет. Вӑл тӑвакан йышӑнусем пире яланах усӑ параҫҫӗ. Библире ҫапла каланӑ: «Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх вӑл... питӗ хӗрхенет, ырӑ ӗҫ нумай тӑвать» (Иак. 3:17). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Юратакан атте пулнӑ май Иегова хӑй хӗрхенни ачисене усӑ панине пӗлет (Пс. 102:13; Ис. 49:15). Пирӗн ҫитменлӗхсем нумай пулсан та Иегова пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк парать. Ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине пула вӑл таса чӗреллӗ ҫынсене хӗрхенет. Ҫавах та вӑл хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни вӑл усал ӗҫсем ҫине куҫ хупнине пӗлтермест.

8. Хӑш-пӗр чухне христианина мӗнле наказани пама пултараҫҫӗ тата мӗншӗн?

8 Пӗр-пӗр христианин ҫылӑх туса пурӑнать пулсан, пухӑвӑн мӗн тумалла? Турӑ хавхалантарнипе Павел апостол «ҫакӑн пек ҫынсемпе ан хутшӑнӑр» тенӗ (1 Кор. 5:11). Ҫавӑнпа ӳкӗнмен христианина пухуран кӑларса яраҫҫӗ. Ҫапла туни пухури тӑвансене хӳтӗлет тата пуху таса пулать. Анчах та хӑш-пӗрисем христианина пухуран кӑларса яни Турӑ ӑна хӗрхенменнине кӑтартса парать тесе шутлаҫҫӗ. Ҫакӑн пек шутлани тӗрӗс-и? Айтӑр ҫак ыйтӑва тӗплӗнрех пӑхса тухар.

ПУХУРАН КӐЛАРСА ЯНИ ХӖРХЕННИ ПУЛАТЬ-И?

Кӗтӳҫӗ кӗтӳрен уйӑрнӑ сурӑха пӑхать.

Кӗтӳҫӗ чирлӗ сурӑха кӗтӳрен уйӑрать пулсан та, ӑна пӑхма пӑрахмасть (9—11 абзацсене пӑхӑр)

9, 10. Пухуран кӑларса яни ҫынна хӗрхеннине пӗлтернине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать? (Еврейсем 12:5, 6).

9 Пирӗн пӗр-пӗр паллакана е туса пухуран кӑларса яни, паллах, кулянтарма пултарать. Эпир ӑна пухуран кӑларса ямаллахчӗ-ши вара тесе шутлама пултаратпӑр. Пухуран кӑларса яни тӑвана хӗрхеннине пӗлтерет-и вара? Ҫапла, ҫакӑ чӑнах та хӗрхенни пулать. Кама наказани памалла, ҫавна наказани паманни вара хӗрхенменни, юратманни тата ӑссӑрла пулать (Ытар. 13:25). Пухуран кӑларса яни ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмен ҫынна тӳрленме пулӑшма пултарать-и? Пулӑшма пултарать. Ҫылӑх тунӑшӑн пухуран кӑларса янӑ тӑвансем нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, пухуран кӑларса яни вӗсене хӑйсем мӗн таран йывӑр ҫылӑх тунине ӑнланса илме пулӑшнӑ, ӳкӗнме, улшӑнма тата каялла Иегова патне таврӑнма хавхалантарнӑ. (Еврейсем 12:5, 6 вуласа парӑр.)

10 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Кӗтӳҫӗ хӑйӗн кӗтӗвӗнчи пӗр сурӑхӗ чирленине курчӗ тейӗпӗр. Сурӑх ерекен чирпе чирленине курса кӗтӳҫӗ ӑна ыттисенчен уйӑрать. Анчах та сурӑхсем пӗрле ҫӳреме хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа та сурӑх пӗччен юлсан вӑл хӑрама пуҫлать. Кӗтӳҫӗ сурӑха ыттисенчен уйӑрса яни вӑл ӑна хӗрхенменнине пӗлтерет-и? Паллах, ҫук. Мӗншӗн тесен чирлӗ сурӑха кӗтӳре хӑварсан чир ытти сурӑхсене те ерессе кӗтӳҫӗ пӗлет. Сурӑха уйӑрса ярса вӑл кӗтӗве хӳтӗлет. (Левит 13:3, 4 танлаштарӑр.)

11. а) Мӗншӗн ҫынна чирлӗ сурӑхпа танлаштарма пулать? ӑ) Пухуран кӑларса янӑ ҫынсем мӗн-мӗн тума пултараҫҫӗ тата старейшинӑсем вӗсене мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

11 Пухуран кӑларса янӑ ҫынна маларах илсе панӑ тӗслӗхри чирлӗ сурӑхпа танлаштарма пулать. Ҫав ҫын пирки те, сӑнарлӑ каласан, чирлӗ теме пулать (Иак. 5:14). Ерекен чирпе чирленӗ ҫын ыттисене ертме пултарнӑ пекех, ҫылӑх тунӑ ҫын та ыттисене япӑх ӗҫсем тума хӗтӗртме пултарать. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне ҫавӑн пек христиансене пухуран кӑларса ямалла. Ҫапла майпа Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене юратнине кӑтартать тата ҫылӑх тунӑ ҫынна вӑл мӗн тери япӑх ӗҫ тунине ӑнланма тата ӳкӗнме пулӑшать. Пухуран кӑларса ярсан та ҫын Иеговӑпа каллех ҫывӑхланас тесе тӗлпулусене ҫӳреме, хӑйне валли публикацисем илме тата JW телекурав кӑларӑмӗсене пӑхма пултарать. Старейшинӑсем вӑл улшӑнусем тунине курсассӑн ӑна каллех Иеговӑн тусӗ тата Иегова Свидетелӗ пулса тӑма пулӑшас тесе канашсем пама пултараҫҫӗb.

12. Старейшинӑсем ҫылӑх тунӑ ӳкӗнмен тӑвана юратнӑран тата хӗрхеннӗрен мӗн тума пултараҫҫӗ?

12 Ҫакна асра тытмалла: ҫылӑх тунӑ христианин ӳкӗнмесен кӑна ӑна пухуран кӑларса яраҫҫӗ. Старейшинӑсем ҫак ӗҫ ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмаҫҫӗ. Ҫынна пухуран кӑларса яриччен вӗсем тӗплӗн шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем Иегова виҫеллӗ наказани панине тата вӑл хӑйсенчен те ҫапла тӑвасса кӗтнине пӗлеҫҫӗ (Иер. 30:11). Старейшинӑсем пухури пур тӑвана та юратаҫҫӗ тата хӑйсем тунӑ йышӑнусене пула тӑвансемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ан арканччӑр теҫҫӗ. Ҫавах та ҫылӑх тунӑ тӑвана юратнӑран тата хӗрхеннӗрен вӗсем ӑна пухуран кӑларса яма пултараҫҫӗ.

13. Мӗншӗн Коринфри пӗр христианина пухуран кӑларса ямалла пулнӑ?

13 Айтӑр пӗрремӗш ӗмӗрте Коринф пухӑвӗнче мӗн пулса тухнине аса илер. Павел апостол унти пӗр христианин хӑйӗн ашшӗн арӑмӗпе пурӑннине пӗлнӗ. Мӗн тери ирсӗр ӗҫ! Ӗлӗк-авал Иегова израильтянсене ҫапла закон панӑ: «Кам хӑй ашшӗн арӑмӗпе выртать, вӑл хӑй ашшӗн ҫарамасне уҫнӑ: вӗсене иккӗшне те вӗлерме тытса паччӑр» (Лев. 20:11). Павел ҫак закон тӑрӑх ҫылӑх тунӑ христианина вӗлермелле тесе калама пултарайман паллах. Анчах та вӑл ӑна пухуран кӑларса яма хушнӑ. Мӗншӗн тесен вӑл мӗн хӑтланни ыттисем ҫине япӑх витӗм кӳнӗ, вара хӑш-пӗрисем вӑл мӗн туни ҫылӑх тесе шутламан (1 Кор. 5:1, 2, 13).

14. Мӗншӗн Павел Коринфри пухуран кӑларса янӑ ҫынна хӗрхеннӗ тата ҫакна вӑл мӗнле кӑтартнӑ? (2 Коринф 2:5—8, 11).

14 Кӑшт вӑхӑт иртсен Павел ҫав христианин ӳкӗннине тата улшӑннине пӗлнӗ. Павел ҫав ҫын пухӑвӑн ятне янӑ пулсан та унпа ытлашши хытӑ пулмалла маррине ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа вӑл старейшинӑсене «сирӗн ӑна каҫарса чунне лӑплантарас пулать» тенӗ. Мӗншӗн вӑл ҫапла тума ыйтнӑ? Вӑл ҫав ҫын «ытлашши хуйхӑрса пусӑрӑнсах ан лартӑр» тенӗ. Павел ҫав ӳкӗннӗ христианина хӗрхеннӗ тата ҫав ҫын хытӑ хуйхӑрнӑран хӑйне нихӑҫан та каҫармӗҫ тесе ан шутлатӑр тенӗ. (2 Коринф 2:5—8, 11 вуласа парӑр.)

15. Мӗнле майпа старейшинӑсем хӗрхенекен, ҫав вӑхӑтрах наказани парас тӗлӗшрен ҫирӗп кӑмӑллӑ пулма пултараҫҫӗ?

15 Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ, старейшинӑсем те тӑвансене яланах хӗрхенеҫҫӗ. Анчах та вӗсем ҫынна наказани памалла чухне ӑна наказани памасӑр хӑвармаҫҫӗ. Енчен те вӗсем сӑлтав ҫук ҫӗртенех ҫынна хӗрхенеҫҫӗ пулсан, ку ӗнтӗ хӗрхенни мар, ҫылӑх ҫине куҫ хупни пулать. Пухура старейшинӑсен кӑна хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулмалла-и?

ХӖРХЕНЕКЕН КӐМӐЛЛӐ ПУЛМА МӖН ПУЛӐШАТЬ?

16. Ытарӑшсем 21:13-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова хытӑ чӗреллӗ ҫынсем ҫине мӗнле пӑхать?

16 Кашни христианин Иегова пекех хӗрхенекен кӑмӑллӑ пуласшӑн. Мӗншӗн? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — Иегова хытӑ чӗреллӗ ҫынсен кӗллисене итлемест. (Ытарӑшсем 21:13 вуласа парӑр.) Эпир вара Иегова пирӗн кӗлӗсене итлетӗр тетпӗр. Ҫавӑнпа хамӑр чӗре хытма пуҫланине е ыттисене хӗрхенме йывӑр пулнине асӑрхасан эпир хамӑр чӗрене ҫемҫетме тӑрӑшатпӑр. Эпир «чухӑн ҫын ӳлесе йӗнӗ чухне хӑлхине» хуплакан ҫын пек пуласшӑн мар. Пухури пӗр-пӗр тӑванӑн йывӑрлӑх сиксе тухсан эпир ӑна хатӗр пулсах пулӑшатпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир ҫакна асра тытатпӑр: Библире «хӗрхенмен ҫынна сутра хӗрхенӳ пулмӗ» тесе каланӑ (Иак. 2:13). Хамӑра кӗҫӗне хурсан тата хамӑра хӗрхенни кирлӗ пулнине ӑнлансан пире ыттисене хӗрхенме ҫӑмӑлтарах пулать. Уйрӑмах пирӗн кам ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗннӗ те каялла пухӑва таврӑннӑ, ҫав тӑвана хӗрхенмелле.

17. Давид хӑй хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

17 Библири тӗслӗхсенчен эпир ыттисене хӗрхенме вӗренетпӗр. Айтӑр Давида аса илер. Вӑл хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Сӑмахран, Саул ӑна пӗрре кӑна мар вӗлересшӗн пулнӑ. Давид вара ӑна хӑйӗншӗн тавӑрман тата ӑна усал сунман, мӗншӗн тесессӗн Саул «Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын» пулнине ӑнланнӑ (1 Патш. 24:10—13, 19, 20).

18, 19. Мӗнле икӗ лару-тӑрура Давид ыттисене хӗрхенменни курӑннӑ?

18 Анчах та Давидӑн ҫынсене хӗрхенменни те пулнӑ. Тӗслӗхрен, усал Навал Давида хӑртса пӗтерсен тата ӑна апат-ҫимӗҫ пама килӗшмесен Давид тарӑхса кайнӑ та ӑна та, ун килӗнчи арҫынсене те вӗлерсе тухасшӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна Навал арӑмӗ, йӑваш та чӑтӑмлӑ Авигея, чарман пулсан Давид юн тӑкнӑшӑн айӑплӑ пулӗччӗ (1 Патш. 25:9—22, 32—35).

19 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Нафан пророк Давида чухӑн ҫыннӑн юратнӑ сурӑхне вӑрланӑ пуян ҫинчен каласа панӑ. Ҫакна илтсен Давид тарӑхса кайнӑ та: «Турӑ пур! ҫавӑн пек тунӑ ҫын вилӗме тивӗҫлӗ»,— тесе каланӑ (2 Патш. 12:1—6). Давид Моисей законне пӗлнӗ. Унта вара пӗр сурӑхшӑн тӑватӑ сурӑх тӳлемелле тенӗ (Тух. 22:1). Сурӑх вӑрланӑшӑн вӑрӑ вилӗме тивӗҫлӗ пулман. Ҫак тӗслӗхе каласа парса Нафан Давид мӗн тери йывӑр ҫылӑхсем тунине кӑтартса панӑ. Давид ҫав тӗслӗхри вӑрра вӗлересшӗн пулнӑ. Иегова вара хӑйне Давидпа пачах урӑхла тытнӑ: вӑл ӑна хӗрхеннӗ (2 Патш. 12:7—13).

Нафан мӗн каланине итленӗ хыҫҫӑн Давид хаяр приговор йышӑннӑ (19—20 абзацсене пӑхӑр)d

20. Давид тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

20 Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхар: Давид тарӑхса кайнипе Навала тата ун килӗнчи ҫыннисене вӗлерсе тухасшӑн пулнӑ. Каярахпа вара вӑл Нафан каласа панӑ тӗслӗхри ҫыннӑн вилмелле тенӗ. Айтӑр иккӗмӗш лару-тӑру ҫинчен тӗплӗнрех калаҫар. Мӗншӗн-ха хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын тепӗр ҫынна ҫав тери хытӑ айӑпланӑ? Унччен Давидпа мӗн пулса иртнине аса илер. Ҫав вӑхӑтра Давидӑн совеҫӗ таса мар пулнӑ. Ыттисене тиркени тата хытӑ айӑплани ҫыннӑн Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем япӑхланса кайнине кӑтартса парать. Акӑ мӗншӗн Иисус ҫапла каланӑ: «Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ; мӗнле айӑплӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ» (Матф. 7:1, 2). Айтӑр ыттисене айӑплас кӑмӑла пӗтерме тӑрӑшар тата «питӗ хӗрхенекен» Турӑран тӗслӗх илер.

21, 22. Эпир хӗрхеннине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

21 Хӗрхенни вӑл ҫын хуйхине чӗре патне илнине ҫеҫ пӗлтермест. Хӗрхенни ӗҫсенче те курӑнмалла. Ҫавӑнпа пирӗн ытти ҫынсене — килтисене, пухури тӑвансене е кӳршӗсене — мӗнле пулӑшмаллине асӑрхама тӑрӑшмалла. Хӗрхеннине кӑтартма пирӗн майсем нумай. Сӑмахран, тен, пӗрисене йӑпатмалла, теприсене килти ӗҫсене туса пулӑшмалла тата теприсене апат-ҫимӗҫ парса пулӑшмалла. Пухӑва каялла таврӑннисене вара туссем кирлӗ. Эсир вӗсемпе туслашма пултаратӑр-и? Хӗрхеннине кӑтартмалли чи лайӑх май вара — ҫынсене Библири савӑнӑҫлӑ хыпара каласа парасси (Иов 29:12, 13; Рим 10:14, 15; Иак. 1:27).

22 Эппин, пирӗн ыттисене хӗрхеннине кӑтартма нумай май пур. Кама пулӑшу кирлине асӑрхамалла ҫеҫ. Вара эпир пирӗн ҫӳлти Аттене, «питӗ хӗрхенекен» Турра, савӑнтарӑпӑр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн Иегова ҫынсене хӗрхенет?

  • Мӗншӗн пухуран кӑларса яни хӗрхенни пулать?

  • Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма мӗн пулӑшать?

43-МӖШ ЮРӐ Тав туса кӗлтуни

a Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни пире питӗ килӗшет. Эпир те ун пекех хӗрхенекен кӑмӑллӑ пуласшӑн. Ҫак статьяра эпир мӗншӗн Иегова ҫынсене хӗрхеннине, вӑл наказани панинчен хӗрхенни мӗнле курӑннине тата пирӗн хамӑрӑн ҫак ене мӗнле кӑтартмаллине пӑхса тухӑпӑр.

b Пухӑва каялла таврӑннӑ христиансен Иеговӑпа ҫывӑхланас тесен мӗн тумаллине тата старейшинӑсем вӗсене мӗнле пулӑшнине ҫак кӑларӑмри «Хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яр» ятлӑ статьяра вулама пулать.

c ӲКЕРЧӖК. Ашшӗ пӳрт тӑрринчен хӑйӗн ывӑлне курсан хирӗҫ чупса каять те ӑна ыталаса илет.

d ӲКЕРЧӖК. Давидӑн совеҫӗ таса мар пулнӑран вӑл Нафан каланӑ ытарӑшри пуяна вӗлермелле тесе калать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр