Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w21 октябрь 14—17 с.
  • Хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНЛЕ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ ПУЛМА ПУЛТАРАҪҪӖ?
  • САНА МӖН ПУЛӐШМА ПУЛТАРАТЬ?
  • АН ПАРӐН!
  • Иегова сире чӑннипех те юратать!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Старейшинӑсем, малалла та Павел апостолран тӗслӗх илӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Эсӗ пӗччен мар, Иегова яланах санпа пӗрле!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Христиансен старейшинисем, пире савӑнӑҫ кӳрес тесе пӗрле ӗҫлекенсем
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
w21 октябрь 14—17 с.
Арканнӑ ҫуртне юсама нумай вӑй хумаллине тата ҫакна тума чылай вӑхӑт кирлине курса арҫын тӑван хуйха ӳкнӗ.

Хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яр

КАШНИ ҫул пухуран кӑларса янӑ нумай христианин Иегова патне каялла таврӑнать. Паллах, ун пек чухне тӳпере питӗ савӑнаҫҫӗ (Лука 15:7, 10). Эсӗ те Иегова патне каялла таврӑннӑ пулсан ҫакна асра тыт: Иисус та, ангелсем те, Иегова та эсӗ таврӑнасса питӗ кӗтнӗ. Анчах та хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Айта хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене пӑхса тухар та вӗсене мӗнле татса памалли ҫинчен калаҫар.

МӖНЛЕ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ ПУЛМА ПУЛТАРАҪҪӖ?

Нумай христианин пухӑва таврӑнсан та йывӑр туйӑмсемпе кӗрешет. Вӗсем хӑйсене Давид пекех туйма пултараҫҫӗ. Иегова хӑйне каҫарсан та вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Мана йӗркесӗр ӗҫсем пусса тӑраҫҫӗ» (Пс. 39:13; 64:4). Тен, эсӗ те ҫавӑн евӗрлӗ туйӑмсемпе кӗрешетӗн? Ҫын пухӑва каялла таврӑнсан та нумай ҫул хушши хӑйне айӑплама пултарать тата ӑна хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн намӑс пулма пултарать. Изабельa тӑвана пухуран кӑларса ярсан вӑл 20 ҫул ытла иртсен тин пухӑва каялла таврӑннӑ. Вӑл акӑ мӗн калать: «Иегова хама каҫарнине ӗненме йывӑрччӗ». Анчах та ҫавӑн пек чухне ал усмалла мар, мӗншӗн тесен ал уссан хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене аталантарма вӑй пулмӗ (Ытар. 24:10).

Иеговӑпа ҫывӑхланма нумай вӑй хумалла. Ҫакӑ та хӑш-пӗр тӑвансене хӑратма пултарать. Антуан пухӑва таврӑнсан ҫапла каланӑ: «Эпӗ хам унччен мӗне вӗреннине тата хӑш-пӗр ӗҫсене мӗнле тумаллине пачах манса кайнӑ иккен». Ҫакӑ та хӑш-пӗр христиансене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тума чарма пултарать.

Калӑпӑр, ҫил-тӑвӑла пула пӗр ҫыннӑн ҫурчӗ арканнӑ. Ӑна юсама мӗн чухлӗ вӑй хумаллине курсан ҫыннӑн ал усӑнма пултарать. Тен, эсӗ те хӑвна ҫав ҫын пекех туятӑн. Санӑн та ҫылӑх тунине пула хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем арканнӑ. Тата вӗсене каллех майлаштарса ярас тесен чылай вӑхӑт кирлӗ тата нумай вӑй хумалла. Анчах та ан хӑра, эсӗ пӗччен мар, сана пулӑшӗҫ.

Иегова пире: «Килӗр — татса парӑпӑр»,— тет (Ис. 1:18). Вӑл ҫак сӑмахсене сана та калать. Эсӗ унпа ҫывӑхланас тесе нумай утӑм тунӑ ӗнтӗ. Иегова эсӗ тӑрӑшнине питӗ хаклать. Шухӑшласа пӑх-ха: сан ҫине кӑтартса вӑл хӑйне айӑплакан Шуйттана хуравлама пултарать (Ытар. 27:11).

Эсӗ Иегова патне таврӑннӑ хыҫҫӑн унпа ҫывӑхланма пуҫларӑн. Вӑл хӑй те санпа ҫывӑхланма сӑмах парать (Иак. 4:8). Пухури тӑвансем те эсӗ таврӑннишӗн питӗ савӑнаҫҫӗ. Халӗ вара санӑн чи кирлине тумалла — Иеговӑна, хӑвӑн ҫӳлти Аҫуна тата Тусна — хытӑрах та хытӑрах юратмалла.

САНА МӖН ПУЛӐШМА ПУЛТАРАТЬ?

Хӑв пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем ларт. Хӑвӑн мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑх. Эсӗ Иегова ҫинчен тата унӑн ирӗкӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлетӗн ӗнтӗ. Апла санӑн ҫурт никӗсӗ пур теме пулать. Ҫуртне вара — христианин пурнӑҫне — юсамалла. Урӑхла каласан, санӑн тӗлпулусене ҫӳремелле, ырӑ хыпар сармалла тата пухури тӑвансемпе хутшӑнмалла. Эсӗ акӑ мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑн.

Час-часах Иеговӑпа калаҫ. Хӑвна ытла та айӑплӑ туйнӑран Иегова сана хӑйне кӗлтума йывӑр пулнине ӑнланать (Рим 8:26). Ҫапах та вӑл сана яланах кӗлтума хавхалантарать (Рим 12:12). Иеговӑна хӑв мӗн тери хытӑ унӑн тусӗ пуласшӑн пулнине каласа пар. Андрей акӑ мӗн аса илет: «Эпӗ хама хытӑ айӑплаттӑмччӗ тата мана питӗ намӑсчӗ. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вара эпӗ чӗрере канӑҫлӑх туяттӑм». Эсӗ мӗн ҫинчен кӗлтумаллине пӗлместӗн пулсан 50-мӗш тата 64-мӗш Псаломсене вуласа тух. Унта ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн ӳкӗннӗ Давидӑн кӗллисене ҫырса панӑ.

Тӑтӑшах Библи тӗпче. Вара эсӗ Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратӑн тата санӑн ӗненӳ ҫирӗпленӗ (Пс. 18:8—12). «Библие тӑтӑшах тӗпчеменрен эпӗ хавшаса кайрӑм, юлашкинчен вара Иеговӑна кӳрентертӗм,— тет Филипп.— Эпӗ каллех ҫавӑн пек пулса тухасран хӑрарӑм, ҫавӑнпа хам валли Библи тӗпчемелли график турӑм». Эсӗ те Филипп тунӑ пек тума пултаратӑн. Енчен те эсӗ Библи мӗнле тӗпчемеллине пӗлместӗн пулсан опытлӑ тӑванран пулӑшу ыйт.

Пухури тӑвансемпе каллех туслаш. Хӑш-пӗрисем пухӑва таврӑнсан тӑвансем хӑйсем ҫине чалӑшшӑн пӑхасран хӑраҫҫӗ. Сӑмахран, Лариса хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен акӑ мӗн каланӑ: «Мана питӗ намӑсчӗ. Эпӗ тӑвансене те сутнӑ тесе шутлаттӑмччӗ. Ҫак туйӑмсем мана нумай вӑхӑт хушши канӑҫ памарӗҫ». Эсӗ те хӑвна ҫапла туятӑн пулсан ҫакна асра тыт: старейшинӑсем те, ытти тӑвансем те сана Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасшӑн. («Старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ?» рамкӑна пӑх.) Вӗсем сана каллех пухура курма питӗ хавас тата сана ыррине ҫеҫ сунаҫҫӗ (Ытар. 17:17).

Сана каллех пухупа ҫывӑхланма мӗн пулӑшӗ? Тӗлпулусене ан сиктер тата тӗрлӗ тӑвансемпе ырӑ хыпар сарма ҫӳре. Мӗншӗн ҫакна тумалла? Феликс акӑ мӗн калать: «Эпӗ каялла таврӑнасса пухури пур тӑван та кӗтнӗ. Вӗсем мана ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Эпӗ хама юратнине туяттӑм. Тӑвансем пулӑшнипе эпӗ Иегова хама каҫарнине тата манӑн пӗрмай хам унччен тунӑ ҫылӑх ҫинчен шухӑшлама пӑрахмаллине ӑнланса илтӗм». («Эсӗ хӑв мӗн тума пултаратӑн?» рамкӑна пӑх.)

Эсӗ хӑв мӗн тума пултаратӑн?

Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене ту.

Старейшина Иегова патне каялла таврӑннӑ арҫын тӑванпа пӗрле кӗлтӑвать.

ЧАС-ЧАСАХ ИЕГОВӐПА КАЛАҪ

Иеговӑна хӑв мӗн тери хытӑ унӑн тусӗ пуласшӑн пулнине каласа пар. Старейшинӑсем те хӑйсем тӗллӗн те, санпа пӗрле те саншӑн кӗлтӑвӗҫ.

Старейшина «Приближайся к Иегове» кӗнекепе усӑ курса арҫын тӑванпа Библи вӗренет.

ТӐТӐШАХ БИБЛИ ТӖПЧЕ

Ҫакӑ сана Иеговӑна тата хытӑрах юратма тата ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӗ.

Арҫын тӑван пухури тӑвансемпе хавассӑн калаҫать.

ПУХУРИ ТӐВАНСЕМПЕ КАЛЛЕХ ТУСЛАШ

Тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сар, вӗсемпе пӗрле вӑхӑта ирттер тата тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳре.

АН ПАРӐН!

Эсӗ Иеговӑпа ҫывӑхланса пыни Шуйттана питӗ килӗшмест (Лука 4:13). Сана хавшатас тесе вӑл сан ҫине «ҫил-тӑвӑлсем» ярса тӑрать. Ҫавӑнпа ху тӑвакан сӑнарлӑ ҫурт ан аркантӑр тесе хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене малалла та ҫирӗплет.

Иегова хӑйӗн сурӑхӗсем ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫухалнине шыраса тупӑп, тытса кайнине каялла тавӑрӑп, аманнин суранне ҫыхса ярӑп, чирлине тӗреклетӗп» (Иез. 34:16). Хӑйӗн сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн вӑл камӑн ӗненӳ хавшанӑ, ҫавсене каллех хытӑ ӗненме пулӑшнӑ. Ан иккӗлен: Иегова сана та пулӑшӗ. Вара сирӗн хушӑри туслӑха нимӗнле «ҫил-тӑвӑл» та аркатаймӗ.

Старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

Старейшина арҫын тӑвана арканнӑ ҫуртне юсама пулӑшать.

Старейшинӑсем, эсир пухӑва каялла таврӑннӑ тӑвансене хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма пулӑшма пултаратӑр. Акӑ эсир мӗн-мӗн тума пултараятӑр.

Вӗсене юратнине кӑтартӑр. Павел апостол Коринфри христианин ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗннӗ хыҫҫӑн «ытлашши хуйхӑрса пусӑрӑнсах» ларма пултарнине ӑнланнӑ (2 Кор. 2:7). Ӑна намӑс пулнӑ тата вӑл хӑйне айӑпланӑ пуль. Ҫавӑнпа Павел тӑвансене «сирӗн ӑна каҫарса чунне лӑплантарас пулать» тенӗ. Пухӑва каялла таврӑннисен хӑйсене Иегова та, пухури тӑвансем те юратнине туйса тӑмалла. Ҫавӑнпа та вӗсем хуйха ан ӳкчӗр тесен вӗсене хавхалантармалла тата пулӑшмалла.

Вӗсемпе пӗрле кӗлтӑвӑр. «Тӳрӗ ҫын тӑрӑшса кӗлтуни нумай пулӑшать» (Иак. 5:16). «Эпӗ хам мӗнрен хӑранине тата мӗн пирки пӑшӑрханнине старейшинӑсене каласа параттӑм, вӗсем вара манпа пӗрле кӗлтӑватчӗҫ,— тет унччен статьяра асӑннӑ Лариса.— Эпӗ старейшинӑсем ман ҫине тарӑхманнине, пачах урӑхла, вӗсем мана Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасшӑн пулнине ӑнлантӑм». Тео акӑ мӗн калать: «Старейшинӑсем манпа пӗрле кӗлтунӑ чухне Иегова чӑннипех те мана юратнине тата манра япӑххине ҫеҫ мар, лайӑххине те курнине ӑнланса илтӗм».

Вӗсемпе туслашӑр. Пухӑва таврӑннисене туссем кирлӗ. Джастин ятлӑ старейшина ҫакӑн пек канаш парать: «Вӗсемпе час-часах ырӑ хыпар сарӑр тата вӗсем патне кайсах тӑрӑр. Вӗсене ҫакӑн пек туссем питӗ кирлӗ». Акӑ мӗн калать Хенри ятлӑ тепӗр старейшина: «Старейшинӑсем пухӑва таврӑннисемпе туслашсан пухури ытти тӑвансем те вӗсем пек тӑвӗҫ».

Вӗсене Библие хӑйсем тӗллӗн вӗренме хавхалантарӑр. Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан туссем пухӑва таврӑннӑ тӑвана Библи вулассине тата ӑна тӗпчессине йӑлана кӗртме пулӑшма пултараҫҫӗ. Дарко ятлӑ старейшина акӑ мӗн каласа парать: «Мана хам Библие вуласа тупнӑ шухӑшсене ыттисене каласа пама килӗшет, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене те Библи тӗпчеме хавхалантарать. Тата эпӗ ҫак тӑвансене пӗр-пӗр темӑна пӗрле сӳтсе явма сӗнетӗп». Клейтон ятлӑ тепӗр старейшина вара ҫапла калать: «Эпӗ вӗсене хӑйсем пекех лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсем ҫинчен ҫырса панӑ тӗслӗхсене Библире шыраса тупма тата вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине курма хавхалантаратӑп».

Вӗсемшӗн юратакан кӗтӳҫсем пулӑр. Пухӑва таврӑннӑ тӑвансемшӗн эсир унччен судьясем пек пулнӑ. Халӗ вара вӗсемшӗн кӗтӳҫсем пулӑр (Иер. 23:4). Вӗсемпе час-часах хутшӑнӑр, вӗсене тимлӗ итлӗр тата мухтама ан манӑр. Маркус ятлӑ старейшина хӑйӗн ҫинчен акӑ мӗн каласа парать: «Тӑвансене хавхалантарма кайсан эпир вӗсемпе Библири пӗр-пӗр шухӑша сӳтсе яватпӑр тата вӗсене мухтатпӑр. Ҫавӑн пекех эпир Иегова та, эпир те вӗсемпе мухтанатпӑр тесе шантаратпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пухӑва таврӑнма нумай вӑй хунӑ. Каяс умӗн вара эпир вӗсемпе тепӗр хут хӑҫан тӗл пуласси пирки калаҫса татӑлатпӑр».

a Ҫак статьяри ятсене улӑштарнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр