Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w22 декабрь 2—7 с.
  • Эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратпӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратпӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВА ӖМӖР-ӖМӖР ПУРӐНАТЬ
  • ПИРЕ ӖМӖР-ӖМӖР ПУРӐНМАЛЛА ТУНӐ
  • ИЕГОВА ХӐЙ МӖН ШУХӐШЛАСА ХУНИНЕ ПӐРАХӐҪЛАМАН
  • ПИРЕ ЧАПЛӐ ПУЛАСЛӐХ КӖТЕТ
  • Турӑ пирӗн валли мӗн тунӑ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
  • Эсир ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2018
  • Иеговӑн ҫемйинче пулма май пуррине хаклӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Эсӗ Туррӑн илемлӗ ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнма пултаратӑн!
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
w22 декабрь 2—7 с.

49-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратпӑр

«Турӑ... ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать» (РИМ 6:23).

147-МӖШ ЮРӐ Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панӑ

ҪАК СТАТЬЯРАa

1. Иегова пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах пани хамӑр ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

ИЕГОВА хӑйне итлесе пурӑнакан ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах парать (Рим 6:23). Ҫакӑн ҫинчен шутланӑ чухне эпир Турра тата хытӑрах юрататпӑр. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: ҫӳлти Атте пире ҫав тери хытӑ юратнӑран пирӗнтен нихӑҫан та уйрӑласшӑн мар.

2. Турӑ хамӑра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарма сӑмах пани пире мӗнле усӑ парать?

2 Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшать. Тӑшмансем пире вилӗмпе хӑратсан та эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахмастпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлсан, хамӑр вилсен те вӑл пире чӗртсе тӑратӗ. Вара эпир урӑх нихӑҫан та вилмӗпӗр (Иоанн 5:28, 29; 1 Кор. 15:55—58; Евр. 2:15). Хамӑр ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарассине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Айтӑр хӑш-пӗр ҫирӗплетӳсене пӑхса тухар.

ИЕГОВА ӖМӖР-ӖМӖР ПУРӐНАТЬ

3. Иегова пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарма пултарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Псалом 101:13, 25, 28).

3 Иегова — чӗрӗлӗх Ҫӑлкуҫӗ тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать, ҫавӑнпа вӑл пире те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарма пултарать (Пс. 35:10). Акӑ Иегова яланах пулнине тата яланах пулассине кӑтартакан хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисем. Псалом 89:2-мӗшӗнче Иегова пирки «Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех — Турӑ» тенӗ. 101-мӗш Псаломра та ҫавӑн пекрех шухӑш пур. (Псалом 101:13, 25, 28 вуласа парӑр.) Аввакум пророк вара хамӑрӑн ҫӳлти Атте пирки ҫапла каланӑ: «Иегова, эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑн, Манӑн Сӑваплӑ Турӑ, эсӗ вилместӗн» (Аввак. 1:12, ҪТ).

4. Иегова ялан пулнипе ялан пулассине ӑнланса илме йывӑр пулсан, пирӗн пӑшӑрханмалла-и? Ӑнлантарса парӑр.

4 Иегова ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнни сирӗн пуҫа шӑнӑҫать-и? (Ис. 40:28). Нумай ҫынна ҫакна ӑнланма йывӑр. Елиуй Турӑ пирки: «Унӑн ҫулӗсен хисепне пӗлеес ҫук»,— тенӗ (Иов 36:26). Килӗшетӗр пулӗ, эпир пӗр-пӗр япалана ӑнланмастпӑр пулсан, ҫакӑ вӑл тӗрӗс мар пулнине пӗлтермест. Сӑмахран, эпир ҫутӑ мӗн иккенне тӗпӗ-йӗрӗпех ӑнланаймастпӑр. Ҫапах та вӑл ҫук тесе кам та пулин калама хӑйӗ-и? Ҫук пуль. Иегова пирки калас пулсан та, тен, эпир те, ҫынсем, вӑл яланах пулнипе яланах пулассине нихӑҫан та ӑнланса илмӗпӗр. Анчах та ҫакӑ Турӑ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнманнине пӗлтермест. Эпир Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха ӑнлансан та, ӑнланмасан та пултаратпӑр, ҫапах та вӑл чӑнлӑхах тӑрса юлать (Рим 11:33—36). Турӑ Ҫут тӗнче, хӗвел тата ҫӑлтӑрсем пуличченех пурӑннӑ. Библире Иегова пирки «ҫӗре Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе пултарнӑ» тенӗ. Апла пулсан вӑл тӳпене хӑй карса хуричченех пулнӑ (Иер. 51:15; Ап. ӗҫ. 17:24). Эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарнине тата мӗн ҫирӗплетсе парать?

ПИРЕ ӖМӖР-ӖМӖР ПУРӐНМАЛЛА ТУНӐ

5. Иегова Адампа Евӑна мӗнле тӗлӗнмелле май панӑ?

5 Иегова тунӑ пур чӗрчун та вӑхӑт иртсен вилет. Ҫынна анчах ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла тунӑ. Анчах та Турӑ Адама ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Пулт. 2:17). Адампа Ева Иеговӑна итленӗ пулсан, вӗсем вилмен пулӗччӗҫ. Апла пулсан ҫапла пӗтӗмлетӳ тума пулать: вӑхӑт иртсен Иегова вӗсене «чӗрӗлӗх йывӑҫӗн ҫимӗҫне» татса ҫиме ирӗк панӑ пулӗччӗ. Ҫакӑ вара вӗсене хӑйсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасса шантарӗччӗb (Пулт. 3:22).

Библири «ӗмӗр-ӗмӗр» текен сӑмах

Ытларах чухне «ӗмӗр-ӗмӗр» тесе ола́м еврей сӑмахне куҫараҫҫӗ. Библире ҫав сӑмах пӗр вӑхӑт хушши малтан мӗн пулнӑ, ҫавна е пӗр вӑхӑт хушши пуласлӑхра мӗн пулассине пӗлтерме пултарать. Ҫав япалан пуҫламӑшӗ е вӗҫӗ паллӑ мар (Иис. Н. 24:2; Пс. 23:7, 9). Унсӑр пуҫне, ола́м сӑмах темскер пӗр вӗҫӗм пулнине пӗлтерме пултарать. Иегова ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнни шӑпах ҫавна пӗлтерет (Пс. 101:13, 25, 28). «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура ҫак еврей сӑмахне, тӗслӗхрен, «ӗмӗр-ӗмӗр», «ӗмӗрлӗхе» е «авалхи вӑхӑтра» тесе куҫарнӑ. Хӑш сӑмахпа усӑ курмалли контекстран паллӑ.

6, 7. а) Ҫынсен вилмелле пулманнине тата мӗн кӑтартса парать? ӑ) Ӳкерчӗксем ҫине пӑхӑр. Эсир мӗн-мӗн тума ӗмӗтленетӗр?

6 Интереслӗ те, нумаях пулмасть ирттернӗ тӗпчев тӑрӑх, пирӗн пуҫ мими хамӑр пурнӑҫ тӑршшӗпе пухнӑ информацирен чылай ытларах шӑнӑҫтарма пултарать. 2010 ҫулта пӗр журналта каланӑ тӑрӑх, пирӗн пуҫ мими 2,5 миллион ҫурӑ гигабайт информаци кӗртме пултарать (Scientific American Mind). Ҫакӑн чухлӗ информаци эпир пӗр чарӑнмасӑр 3 миллион сехет хушши (урӑхла каласан, 300 ҫул ытла) телевизор пӑхсан пухнӑ пулӑттӑмӑр. Тен, пирӗн пуҫ мими самай ытларах информаци шӑнӑҫтарма пултарать. Ҫакӑ Иегова пирӗн пуҫ мимине 70—80 ҫул хушшинче пухнӑ информацирен чылай ытларах информаци кӗртмелле тунине кӑтартать (Пс. 89:10).

7 Унсӑр пуҫне, пирӗн пурӑнас кӑмӑл питӗ вӑйлӑ. Иегова пире ҫапла тунӑ. Библире Турӑ пирки «этем чӗрине Вӑл ӗмӗрлӗх... хывнӑ» тенӗ (Еккл. 3:11). Ҫак сӑлтава пула та эпир вилӗме тӑшман тетпӗр (1 Кор. 15:26). Йывӑр чирлесе ӳксен ним тумасӑр хамӑр вилессе ҫеҫ кӗтсе ларӑпӑр-и? Ҫук, паллах. Эпир тухтӑрсем патне кайса эмелсем ӗҫме пуҫлӑпӑр пулӗ. Пурӑнас тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр. Ҫывӑх ҫын вилсен вара — вӑл кирек миҫере пулнӑ пулин те — нумай вӑхӑт хушши хуйхӑратпӑр (Иоанн 11:32, 33). Иегова пире вилмесӗр пурӑнтарасшӑн пулман пулсан вӑл пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас кӑмӑл тата пӗр вӗҫӗм вӗренес пултарулӑх панӑ пулӗччӗ-и вара? Иегова пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулнине кӑтартакан урӑх ҫирӗплетӳсем те пур. Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине пӑрахӑҫламаннине мӗнле авалхи тата хальхи ӗҫсем кӑтартса параҫҫӗ?

Арҫын тӑван сӗтел хушшинче ларать, сӗтел ҫинче нумай эмел. Библи вуласа ларнӑ май вӑл ҫӗнӗ тӗнчере, вӑй тапса тӑнӑ чухне, хӑй мӗн-мӗн тӑвасси ҫинчен ӗмӗтленет. Ӳкерчӗксем ҫинче вӑл: 1) яхтӑпа пырать; 2) ӳкерет; 3) шыв сикки патӗнче уҫӑлса ҫӳрет.

Пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ кӗтет. Хамӑр пуласлӑхра мӗн-мӗн тӑвасси ҫинчен ӗмӗтленме пире питӗ килӗшет (7-мӗш абзаца пӑхӑр)c

ИЕГОВА ХӐЙ МӖН ШУХӐШЛАСА ХУНИНЕ ПӐРАХӐҪЛАМАН

8. Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хуни пирки Исаия 55:11-мӗшӗнче мӗн каланӑ?

8 Адампа Ева ҫылӑх тунӑ пулин те тата ҫавна пула вӗсен ачисем вилеҫҫӗ пулин те, Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине пӑрахӑҫламан. (Исаия 55:11 вуласа парӑр.) Вӑл халӗ те хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парасшӑн. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Айтӑр Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе мӗн каланине тата мӗн тунине пӑхар.

9. Турӑ мӗн-мӗн тума сӑмах панӑ? (Даниил 12:2, 13).

9 Иегова вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратӑп тесе тата вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ тесе сӑмах панӑ (Ап. ӗҫ. 24:15; Тит 1:1—3). Тӳрӗ ҫын Иов Турӑ вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратасшӑн пулни пирки иккӗленмен (Иов 14:14, 15). Даниил пророк ҫынсем чӗрӗлсе тӑрса вилмесӗр пурӑнма пултарнине пӗлнӗ (Пс. 36:29; Даниил 12:2, 13 вуласа парӑр). Иисус вӑхӑтӗнче пурӑннӑ еврейсем те Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ» пама пултарассине пӗлнӗ (Лука 10:25; 18:18). Иисус ҫавӑн ҫинчен пӗрре анчах мар каланӑ, ӑна хӑйне те Турӑ чӗртсе тӑратнӑ пулнӑ (Матф. 19:29; 22:31, 32; Лука 18:30; Иоанн 11:25).

Сарептӑри тӑлӑх арӑм хӑйӗн ывӑлне Илия пророк вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑшӑн питӗ савӑнать.

Илия пророк арҫын ачана чӗртсе тӑратни сире мӗн пирки шантарать? (10-мӗш абзаца пӑхӑр)

10. Ӗлӗк вилнисем чӗрӗлсе тӑни мӗн ҫирӗплетсе парать? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

10 Иегова — пурне те Пурнӑҫ Паракан, ҫавӑнпа та унӑн вилнисене те чӗртсе тӑратма вӑй пур. Аса илӗр-ха, вӑл Илия пророка Сарептӑри тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне чӗртсе тӑратма вӑй панӑ (3 Патш. 17:21—23). Каярах Турӑ Елисей пророк урлӑ Саном хӗрарӑмӗн ывӑлне чӗртсе тӑратнӑ (4 Патш. 4:18—20, 34—37). Ҫак тата ытти тӗслӗхсем Иегова ҫынсене каллех пурнӑҫ пама пултарассине кӑтартса параҫҫӗ. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйне ашшӗ ҫавӑн пек вӑй пани уҫҫӑнах курӑннӑ (Иоанн 11:23—25, 43, 44). Халӗ вара вӑл пӗлӗтре, ӑна «тӳпере те, ҫӗр ҫинче те пӗтӗм влаҫа» панӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑй мӗн тума сӑмах панине — «вилнисем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтӗҫ» тенине — пурнӑҫлама пултарӗ. Вара чӗрӗлсе тӑракансен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пулӗ (Матф. 28:18; Иоанн 5:25—29).

11. Мӗншӗн эпир тӳлесе илме панӑ парнене пула ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратпӑр?

11 Мӗншӗн Иегова хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне асапланса вилме панӑ? Иисус ҫапла ӑнлантарнӑ: «Тӗнчене питӗ хытӑ юратнӑран Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ, ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илччӗр тенӗ» (Иоанн 3:16). Пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарас тесе Турӑ хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхсемшӗн парне пек панӑ (Матф. 20:28). Вӑл мӗншӗн ҫапла тунине Павел апостол ҫакӑн пек ӑнлантарса панӑ: «Вилӗм этем урлӑ ҫитнӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те Этем урлӑ килнӗ. Адам урлӑ пурте вилнӗ пек, Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (1 Кор. 15:21, 22).

12. Турӑ Патшалӑхӗ Иегова пирӗн пирки мӗн шутласа хунине мӗнле пурнӑҫлӗ?

12 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе тата унӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче пурнӑҫлантӑр тесе кӗлтума вӗрентнӗ (Матф. 6:9, 10). Унӑн ирӗкӗ вара ҫынсене ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасси. Хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлас тесе Иегова Мессианла Патшалӑхӗн Патши пулма хӑйӗн Ывӑлне лартнӑ. Иисусӑн ҫынсем хушшинчен суйласа илнӗ 144 000 пулӑшакан пулӗ. Турӑ вӗсене пӗлӗтре пухать, вӗсем Христоспа пӗрле унӑн ирӗкне пурнӑҫлама вӑй хурӗҫ (Ӳлӗм. 5:9, 10).

13. Иегова хальхи вӑхӑтра мӗн тӑвать тата пирӗнтен мӗн кӗтет?

13 Унсӑр пуҫне, Иегова темӗн чухлӗ этеме пуҫтарать тата вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисем пулнӑ май вӗсене вӗрентет (Ӳлӗм. 7:9, 10; Иак. 2:8). Хальхи вӑхӑтра тӗнче курайманлӑхпа вӑрҫӑсене пула пайланса пӗтнӗ пулин те, ҫак ҫынсем хӑйсен чӗринчи кирек мӗнле курайманлӑха та пӗтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑнарлӑ каласан, вӗсем халех хӑйсен хӗҫӗсенчен сухапуҫӗ тӑваҫҫӗ (Мих. 4:3). Вӗсем нумай пурнӑҫ илсе каякан вӑрҫӑсене хутшӑнас вырӑнне хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене чӑн-чӑн пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшаҫҫӗ — вӗсене Иеговӑпа унӑн ирӗкӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ (1 Тим. 6:19). Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑнӑран вӗсенчен тӑван-хурӑнташӗсем тунма тата укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Апла пулин те, Иегова вӗсене мӗн кирлине веҫех парать (Матф. 6:25; 30—33; Лука 18:29, 30). Ҫакӑ веҫех Турӑ Патшалӑхӗ пуррине тата вӑл Иегова мӗн шутласа хунине пурнӑҫлассине ҫирӗплетсе парать.

ПИРЕ ЧАПЛӐ ПУЛАСЛӐХ КӖТЕТ

14, 15. Иегова вилӗме ӗмӗрех пӗтерме сӑмах пани мӗнле пурнӑҫланӗ?

14 Хальхи вӑхӑтра Иисус — ертсе пыракан Патша тата вӑл Иегова мӗн шутласа хунӑ, ҫавна веҫех пурнӑҫлӗ (2 Кор. 1:20). 1914 ҫултан пуҫласа Иисус тӑшманӗсем хушшинче хуҫа пек ертсе пырать (Пс. 109:1, 2). Кӗҫех вӑл хӑйӗнпе пӗрле патшара ларакансемпе пур усал ҫынна та пӗтерӗ (Ӳлӗм. 6:2).

15 Иисус пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратӗ тата Иеговӑна итлесе пурӑнакан ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшӗ. Юлашки тӗрӗслев хыҫҫӑн вара Иегова кама тӳрӗ тесе шутлать, ҫавсене «еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Пс. 36:10, 11, 29). «Юлашки тӑшмана — вилӗме» пӗтерсен, пурте мӗн тери савӑнӗҫ! (1 Кор. 15:26).

16. Иеговӑшӑн ӗҫлеме пире пуринчен ытла мӗн хавхалантармалла?

16 Куртӑмӑр ӗнтӗ, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк Турӑ Сӑмахӗнче мӗн калани ҫинче тытӑнса тӑрать. Шанчӑк пире ҫак юлашки йывӑр кунсенче Иеговӑпа Иисуса чунтан парӑнса пурӑнма пулӑшать. Анчах та эпир Иеговӑна чӗрӗ юласшӑн пулнӑран мар, ӑна та, унӑн Ывӑлне те юратнӑран итлесе пурӑнатпӑр (2 Кор. 5:14, 15). Юратнӑран эпир Иеговӑпа Иисусран тӗслӗх илетпӗр тата ыттисене ӗмӗр пурӑнас шанчӑк ҫинчен каласа паратпӑр (Рим 10:13—15). Мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ ҫунмасан тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулсан, Иегова ӗмӗр-ӗмӗрех пирӗн тус пулӗ (Евр. 13:16).

17. Пирӗнтен кашнин мӗн тумалла? (Матфей 7:13, 14).

17 Эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакансем хушшинче пулӑпӑр-и? Пирӗн ҫавӑн пек май пултӑр тесе Иегова хӑйӗнчен мӗн килнине веҫех тунӑ. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырасси вара хамӑртан килет. (Матфей 7:13, 14 вуласа парӑр.) Вилӗмсӗр пурнӑҫ еплерех пулӗ-ши? Ҫакӑн ҫинчен эпир тепӗр статьяра калаҫӑпӑр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла тунине кӑтартакан мӗнле ҫирӗплетӳсем пур?

  • Иегова халӗ те ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

  • Мӗнле тӗп сӑлтава пула эсир ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнасшӑн?

141-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫ — хаклӑ парне

a Сирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас килет-и? Иегова пире пуласлӑхра эпир вилӗм ҫинчен аса та илмӗпӗр тесе шантарать. Турӑ хӑйӗн сӑмахне тытасса мӗншӗн ӗненме пулать? Ҫак статьяра эпир хӑш-пӗр ҫирӗплетӳсене пӑхса тухӑпӑр.

b «Библири „ӗмӗр-ӗмӗр“ текен сӑмах» рамкӑна пӑхӑр.

c ӲКЕРЧӖК. Ватӑ арҫын тӑван пуласлӑхра мӗн-мӗн тӑвасси ҫинчен ӗмӗтленсе ларать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр