Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 48 сыпӑк, 250—256 с.
  • Эсӗ Туррӑн илемлӗ ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнма пултаратӑн!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсӗ Туррӑн илемлӗ ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнма пултаратӑн!
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ
    Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ
  • Ҫӗр валли Турӑ мӗн шухӑшласа хунӑ?
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Турӑ ҫынсем валли мӗн туса парасшӑн?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратпӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
Ытларах пӗлӗр
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 48 сыпӑк, 250—256 с.

48-МӖШ СЫПӐК

Эсӗ Туррӑн илемлӗ ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнма пултаратӑн!

ТУРӐ Адампа Евӑна Эдем пахчине вырнаҫтарнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем Турра итлеме пӑрахнӑ, вара вилнӗ. Анчах та Иегова вӗсен ачисем, ҫав шутра паян пурӑнакансем те, Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Библи сӑмах парать: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29).

Библире ҫавӑн пекех «ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр» ҫинчен каланӑ (Исаия 65:17; 2 Петр 3:13). Паянхи «тӳпе» вӑл — хальхи вӑхӑтри правительствӑсем, «ҫӗнӗ тӳпе» вара — Иисус Христос тата унпа пӗрле пӗлӗтре патшара ларакансем. Ҫав ҫӗнӗ тӳпе, урӑхла каласан, Туррӑн тӳрӗ правительстви пӗтӗм ҫӗре тытса тӑма пуҫласан, мӗн тери лайӑх пулать-ҫке!

«Ҫӗнӗ ҫӗр» вара мӗн вӑл? ~ Ҫӗнӗ ҫӗр — Иеговӑна юратакан лайӑх ҫынсем. Хӑш-пӗр чухне «ҫӗр» сӑмах пирӗн планетӑна мар, ун ҫинче пурӑнакан ҫынсене пӗлтерет (Псалом 32:8; 65:4; 95:1). Ҫавӑнпа ҫӗнӗ ҫӗр ҫӗнӗ планетӑна мар, ҫӗр ҫинчи Райра пурӑнмалли тӳрӗ ҫынсене пӗлтерет.

Паянхи усал тӗнче те, усал ҫынсем те пурте яланлӑхах ҫухалӗҫ. Астӑватӑн-и, Ной вӑхӑтӗнче ҫӗре шыв илсен пӗтӗм усал ҫын вилнине эпир пӑхса тухнӑччӗ. Ҫавӑн пекех эпир хальхи вӑхӑтри усал тӗнче Армагеддонра пӗтесси ҫинчен пӗлтӗмӗр. Халӗ вара Армагеддон хыҫҫӑн Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинчи пурнӑҫ мӗнле пулассине атя пӑхса тухар.

Санӑн Райра Туррӑн илемлӗ ҫӗнӗ тӗнчинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас килет-и? ~ Пӗр тухтӑр та пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла тума пултараймасть. Вилӗмрен ҫӑлма пултаракан эмелсем ҫук. Турӑпа ҫывӑхланса пырсан ҫеҫ ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илме пулать. Ҫавна мӗнле тумаллине Аслӑ Вӗрентекен ӑнлантарса панӑ.

Библи ил-ха, вара Иоанн кӗнекине, 17-мӗш сыпӑка, 3-мӗш сӑвӑ йӗркине уҫ. Аслӑ Вӗрентекен акӑ мӗн каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни».

Эппин, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен пирӗн, Иисус сӑмахӗсем тӑрӑх, мӗн тумалла? ~ Чи малтан пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, Иегова, ҫинчен тата пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ унӑн Ывӑлӗ ҫинчен пӗлмелле. Ҫакӑ пирӗн Библи вӗренмеллине кӑтартать. Ҫак тӗлӗшрен пире «Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен» кӗнеке пулӑшать.

Анчах та Иегова ҫинчен пӗлни пире мӗнле майпа ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пулӑшӗ? ~ Пирӗн кашни кунах ҫимелле, ҫавӑн пекех кашни кун Иегова ҫинчен пӗлсе пымалла. Библире каланӑ: «Этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, вӑл Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпа пурӑнать» (Матфей 4:4).

Пирӗн ҫавӑн пекех Иисус Христос ҫинчен пӗлсе пымалла, мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн Ывӑлне пире ҫылӑхран хӑтарма янӑ. Библире каланӑ: «Унсӑр пуҫне урӑх никам та ҫӑлас ҫук». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать» (Апостолсен ӗҫӗсем 4:12; Иоанн 3:36). Анчах та Иисуса «ӗненни» мӗне пӗлтерет-ха? ~ Ку вӑл Иисуса чӑннипех ӗненмеллине тата унсӑр эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарайманнине ӑнланмаллине пӗлтерет. Эпир ҫакна ӗненетпӗр, ҫапла вӗт? ~ Ҫапла пулсан, атя кашни кунах Аслӑ Вӗрентекенрен вӗренер те вӑл пире мӗн тума хушнисене тӑвар.

Ҫакна тума сана акӑ мӗн пулӑшӗ: ҫак кӗнекене пӗрмаях вула, ӳкерчӗксене тимлӗн пӑх тата вӗсем ҫинчен шухӑшла. Ӳкерчӗксем ҫумӗнчи ыйтусене хуравлама тӑрӑш. Ҫавӑн пекех ҫак кӗнекене аҫу-аннӳпе вулани лайӑх. Вӗсем юнашар пулмасан, ӑна ытти аслисемпе е ачасемпе пӗрле вулама пулать. Чӑнах та эсӗ ыттисене Аслӑ Вӗрентекен ҫинчен пӗлме хавхалантарни мӗнле лайӑх пулӗ, ҫапла-и? ~ Ун чухне вӗсем Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен мӗн тумаллине пӗлме пултарӗҫ!

Библире каланӑ: «Тӗнче... пӗтет». Унта Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнас тесен мӗн тумаллине те ӑнлантарса панӑ: «Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать» (1 Иоанн 2:17). Эппин, Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен мӗн тумалла? ~ Ҫапла, Иегова ҫинчен тата унӑн хаклӑ Иисус Ывӑлӗ ҫинчен пӗлмелле. Мӗн пӗлсе пынипе пурнӑҫра усӑ курмалла. Ҫавна тума сана ҫак кӗнеке пулӑштӑр!

[251-мӗш страницӑри рамка тата ӳкерчӗк]

Исаия 11:6—9 тата 65:25-мӗшӗсене вуласа эпир чӗрчунсем пурте ырӑ пуласси ҫинчен тата никама та кӳрентермесси ҫинчен пӗлетпӗр. Ҫак ӳкерчӗке пӑх-ха. Куратӑн-и, акӑ сурӑх путекки, качака путекки, леопард, пӑру, пысӑк арӑслан, вӗсемпе юнашар вара — ачасем. Библире асӑннӑ тата ҫакӑнта ӳкерсе панӑ ытти чӗрчунсен ячӗсене каласа тухма пултаратӑн-и? ~ Пӑх-ха, акӑ арҫын ача ҫӗленпе вылять! Ҫӗнӗ тӗнчере урӑх никамран та хӑрамалла пулмасть (Осия 2:18). Ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне санӑн мӗнле туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ? ~

[252, 253-мӗш страницӑсенчи рамка тата ӳкерчӗксем]

Халӗ вара тӗрлӗрен ҫынсем хушшинче пӗрлӗхпе килӗшӳ пуррине асӑрхаса пӑх-ха. Вӗсем пурте пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ, Иисус унӑн вӗренекенӗсен шӑп ҫавӑн пек тумалла тенӗ (Иоанн 13:34, 35). Мӗн пур хӗҫ-пӑшалтан ҫынсем ӗҫ хатӗрӗсем тӑвӗҫ, вӗсемпе ҫӗр ӗҫне тума усӑ курӗҫ. Библире Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче ҫынсем пӗр хӑрамасӑр пурӑнӗҫ тенӗ. Ҫакӑн ҫинчен Псалом 71:7; Исаия 2:4; 32:16—18 тата Иезекииль 34:25 вуласа пӗлме пулать.

Ҫак ӳкерчӗкри ҫынсем ҫине пӑх-ха. Вӗсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе илемлӗ пахча тӑвас тесе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Пӑх-ха, мӗн тери лайӑх ҫурт хӑпартаҫҫӗ вӗсем тата кунта мӗн чухлӗ пахча-ҫимӗҫ! Ҫынсем ҫӗршӗн тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫӗр, Эдем пахчи пекех, рай пулса тӑрӗ. Ҫав тӗлӗнмелле улшӑнусем ҫинчен Псалом 66:7; 71:16; Исаия 25:6; 65:21—24 тата Иезекииль 36:35 вулама пулать.

[254-мӗш страницӑри рамка тата ӳкерчӗк]

Кунта пурте лайӑх сывлӑхлӑ тата телейлӗ. Уксахланисем халӗ пӑлан пек сикме пултараҫҫӗ. Суккӑррисем куракан пулса тӑнӑ, чирленисем пурте хӑйсен чирӗсенчен сывалнӑ! Ҫак ҫынсене куратӑн-и тата? Вӗсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ! Ҫакӑн ҫинчен Исаия 25:8; 33:24; 35:5, 6; Апостолсен ӗҫӗсем 24:15 тата Ӳлӗмхине 21:3, 4 вулама пулать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр