Усӑллӑ канашсем. Мӗнле тӗпчеме пулать?
Пирӗн юрӑсене пӑхмасӑр юрлама вӗренӗр
«Хӑш чухне эпӗ хама ниме тӑман ҫын пек туятӑп. Ҫавӑн чухне мана Иегова пирӗн телекураври юрӑсемпе хавхалантарать» (Лоррейн, АПШ).
Христиансем Турра мухтава кӑлармашкӑн яланах юрӑсем юрланӑ (Кол. 3:16). Вӗсене пӑхмасӑр юрлама вӗренсен, алӑ айӗнче юрӑ кӗнеки е электронлӑ хатӗр ҫук пулсан та, вӗсем вӑй кӗртме пултарӗҫ. Юрӑсене астуса юлас тесе ҫак канашсемпе усӑ курса пӑхӑр.
Сӑмахсене тимлӗ вуласа шухӑшне ӑнланма тӑрӑшӑр. Пӗр-пӗр шухӑша ӑнланса илсен ӑна астуса юлма ҫӑмӑлтарах. Пирӗн пур юрра та, ҫав шутрах ачасем юрланӑ юрӑсене те, телекураври юрӑсене те, jw.org сайтра тупма пулать. «Библиотека» вкладкӑна уҫӑр та «Юрӑ-кӗвӗ» ҫине пусӑр.
Юрӑ сӑмахӗсене алпа ҫырса илӗр. Ҫапла туни вӗсене лайӑхрах астуса юлма пулӑшӗ (Сак. аст. 17:18).
Сасӑпа каласа тухӑр. Сасӑпа вуласа тухӑр е темиҫе хут юрласа пӑхӑр.
Хӑвӑр мӗнле астуса юлнине тӗрӗслӗр. Сӑмахсем ҫине пӑхмасӑр юрласа пӑхӑр. Кайран хӑвӑра тӗрӗслесе пӑхӑр.