37-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
118-МӖШ ЮРӐ «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»
Ҫирӗп ӗненме тата вӗҫне ҫитичченех чӑтӑмлӑ пулма пулӑшакан ҫыру
«Пирӗн вӗҫне ҫитичченех малтанхи пекех ҫирӗп пулмалла» (ЕВР. 3:14, РБП).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Еврейсем патне янӑ ҫырури канашсем паянхи кун та усӑ кӳреҫҫӗ. Вӗсем пире ҫак тӗнче пӗтичченех ӗненӗве упраса хӑварма тата мӗн вӗҫне ҫитичченех чӑтӑмлӑ пулма пулӑшӗҫ.
1, 2. а) Павел апостол Иудейӑри христиансем патне ҫыру ҫырнӑ чухне вӗсен лару-тӑрӑвӗ мӗнлерех пулнӑ? ӑ) Мӗншӗн Павелӑн ҫырӑвӗ вӑхӑтлӑ пулнӑ?
ИЕРУСАЛИМРА тата Иудейӑра пурӑннӑ христиансем нумай йывӑрлӑх тӳснӗ. Иисус вилнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсенех тин кӑна йӗркелленнӗ пухӑва вӑйлӑ хӗсӗрлеме пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 8:1). Пирӗн эрӑри 46-мӗш ҫулта вара выҫлӑх алхасма пуҫланӑ. Ҫавна пула христиансенчен нумайӑшӗ чухӑнланса юлнӑ (Ап. ӗҫ. 11:27—30). Вунӑ ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен те вӗсем ҫити-ҫитми пурнӑҫпа пурӑннӑ. Ҫапах та лайӑхрах саманасем те пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра, пирӗн эрӑри 61-мӗш ҫул тӗлнелле, Павел апостол Турӑ хавхалантарнипе Иудейӑри христиансем патне ҫыру ҫырса янӑ. Ҫав ҫыру вӑхӑтра пулнӑ, мӗншӗн тесен унти канашсем христиансене пулас событисене хатӗрленме пулӑшнӑ.
2 Мӗншӗн Павелӑн ҫырӑвӗ вӑхӑтлӑ пулнӑ? Мӗншӗн тесен Иисус малтанах каласа хунӑ пысӑк хӗн-асап тата Иерусалима аркатас вӑхӑт ҫывхарса пынӑ (Лука 21:20). Паллах, Павел та, Иудейӑри христиансем те ҫак событисем хӑҫан пулассине тӗп-тӗрӗс пӗлмен. Анчах та пухури тӑвансем юлнӑ вӑхӑтпа усӑ курса хатӗрленме — ӗненӗве тата чӑтӑмлӑха аталантарма пултарнӑ. Павелӑн ҫырӑвӗ вӗсене ҫавна тума пулӑшнӑ та (Евр. 10:25; 12:1, 2).
3. Еврейсем патне янӑ ҫыру мӗншӗн хальхи вӑхӑтри христиансемшӗн те усӑллӑ?
3 Пире пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем тӳснӗ асапран та пысӑкрах хӗн-асап кӗтет (Матф. 24:21; Ӳлӗм. 16:14, 16). Ҫавӑнпа та Иегова Иудейӑри христиансене панӑ канашсем пире те мӗнле усӑ панине пӑхса тухар.
«ҪИТӖНСЕ ҪИТМЕ ВАСКАР»
4. Иудейӑри христиансем мӗнле йывӑрлӑхсем тӳснӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
4 Иудейӑри христиансене ҫӑмӑл мар пулнӑ. Еврейсем нумай вӑхӑт хушши Туррӑн халӑхӗ пулнӑ. Иерусалим иудейсен пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Унта Туррӑн представителӗсем, патшасем, ертсе пынӑ. Унсӑр пуҫне, Турра тӗрӗс пуҫҫапас текенсем Иерусалимри храма ҫӳренӗ. Турра шанчӑклӑ пур еврей та Моисей законне тата тӗн пуҫлӑхӗсем палӑртса хунӑ правилӑсене тытса тӑнӑ. Сӑмахран, ҫав хушусем апат ҫиессипе, ӳт кастарассипе тата ют халӑх ҫыннисемпе хутшӑнассипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Анчах та Иисус вилнӗ хыҫҫӑн Моисей законӗ пӑрахӑҫа тухнӑ, ҫавӑнпа та парнесене урӑх кӳмелле пулман. Христиансем пулса тӑнӑ еврейсен Турра пуҫҫапмалли ҫӗнӗ йӗркене хӑнӑхмалла пулнӑ (Евр. 10:1, 4, 10). Пётр апостол пек чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христиансене те ҫавна хӑнӑхма ҫӑмӑл пулман (Ап. ӗҫ. 10:9—14; Гал. 2:11—14). Унсӑр пуҫне, ҫӗнӗ тӗне йышӑннӑран христиансене иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем хӗсӗрленӗ.
Христиансен иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсене итлес вырӑнне Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха ҫирӗп ӗненмелле пулнӑ (4, 5 абзацсене пӑхӑр)
5. Христиансене кам-кам хӗснӗ?
5 Иудейӑри христиансене икӗ енчен те хӗснӗ. Пӗр енчен иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем хирӗҫ тӑнӑ. Вӗсем христиан тӗнне тытса тӑма пуҫланӑ еврейсене сутӑнчӑкла хӑтланакансем тесе айӑпланӑ. Тепӗр енчен вара, пухури хӑш-пӗр хисеплӗ тӑвансем Моисей законне малалла та тытса тӑмалла тенӗ. Вӗсем ҫавна хӗсӗрлесрен хӑранипе тунӑ пулас (Гал. 6:12). Христиансене Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн пулӑшма пултарнӑ?
6. Павел тӑвансене мӗн тума хавхалантарнӑ? (Еврейсем 5:14—6:1).
6 Павел хӑйӗн ҫырӑвӗнче тӑвансене Турӑ Сӑмахне тарӑнрах тӗпчеме хавхалантарнӑ. (Еврейсем 5:14—6:1 вуласа парӑр.) Еврей Ҫырӑвӗсемпе усӑ курса вӑл христиан тӗнӗ иудаизм тӗнӗнчен хӑш тӗлӗшрен ирттернине ӑнлантарса панӑa. Павел христиансем ытларах пӗлӳ илччӗр тата чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланччӑр тенӗ. Ҫакӑ вӗсене суя вӗрентӳсене уйӑрса илсе вӗсене сирсе яма пулӑшнӑ пулӗччӗ.
7. Хальхи вӑхӑтра эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр?
7 Ҫав христиансем пекех, эпир те Туррӑн тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшсе тӑман шухӑшсене пӗрмаях илтетпӗр. Хирӗҫ тӑракансем пире тӗрлӗ майпа айӑплама хӑтланаҫҫӗ. Сӑмахран, эпир Библири нравственность нормисем тӑрӑх пурӑннӑран пирӗн пирки пурнӑҫран юлнӑ тесе калаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫынсем мӗнле шухӑшлани Турӑ мӗнле шухӑшланинчен хытӑрах та хытӑрах уйрӑлса тӑрать (Ытар. 17:15). Ҫавӑнпа та пирӗн суяпа чӑнлӑха уйӑрса илме пӗлмелле, ҫавӑн пекех, никама та хамӑра хӑратса ӳкерме тата Иеговӑран пӑрса яма памалла мар (Евр. 13:9).
8. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса пыма пире мӗн пулӑшать?
8 Павел еврейсене ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулма хавхалантарнӑ. Унӑн канашне итлени пирӗншӗн те лайӑх пулать. Пирӗн Библие тарӑн тӗпчесе Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренмелле. Ҫавна пурнӑҫ тӑршшӗпех, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та, туса тӑмалла. Чӑнлӑхра кирек миҫе ҫул пулсан та пирӗн тӑтӑшах Библи вуламалла тата тӗпчемелле (Пс. 1:2). Ҫавӑн пек туса тӑни ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшать. Шӑп ҫак ен пирки Павел хӑйӗн ҫырӑвӗнче нумай ҫырнӑ (Евр. 11:1, 6).
«ЭПИР — ӖНЕНСЕ ХАМӐР ПУРНӐҪА УПРАСА ХӐВАРАКАНСЕМ»
9. Мӗншӗн Иудейӑри христиансене ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ пулнӑ?
9 Ҫывхарса пыракан инкекре ҫӑлӑнса юлмашкӑн Иудейӑри христиансене ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ пулнӑ (Евр. 10:37—39). Иисус каланӑ тӑрӑх, Иерусалима ҫарсем хупӑрласа илсессӗн, унӑн вӗренекенӗсен тусем ҫине тармалла пулнӑ. Хулара пурӑнакансен те, хула таврашӗсенче пурӑнакансен те ҫапла тумалла пулнӑ (Лука 21:20—24). Ӗлӗк-авал тӑшман тапӑнсан ҫынсем хулара пытаннӑ, мӗншӗн тесен хулан ҫирӗп хӳмисене пула вӗсем хӳтлӗхре пулнӑ. Ҫавӑнпа та тусем ҫине тармалла тени ӑссӑрла пек туйӑнма пултарнӑ. Акӑ мӗншӗн Иисус каланӑ пек тумашкӑн ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ пулнӑ.
10. Ҫирӗп ӗненӳ христиансене мӗн тума хавхалантармалла пулнӑ? (Еврейсем 13:17).
10 Унсӑр пуҫне, Иудейӑри христиансен Иисус пухӑва ертсе пыма лартнӑ арҫын тӑвансене шанмалла пулнӑ. Старейшинӑсем хӑҫан тата мӗнле майпа тармаллине тӗпӗ-йӗрӗпех каланӑ пулӗ. (Еврейсем 13:17 вуласа парӑр.) Еврейсем 13:17-мӗшӗнчи «итлӗр» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ирӗксӗрех итленине мар, хушу паракана шаннӑран итленине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та христиансен старейшинӑсене инкек пырса ҫапичченех шанма вӗренмелле пулнӑ. Вӗсем старейшинӑсене лӑпкӑ вӑхӑтра итленӗ пулсан, вӗсене йывӑр вӑхӑтра ҫавна тума чылай ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗччӗ.
11. Мӗншӗн пире ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ?
11 Пире те ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ. Нумайӑшӗ ҫак тӗнче кӗҫех пӗтессе ӗненмеҫҫӗ, эпир ҫавна ӗненнӗшӗн пирӗнтен кулаҫҫӗ те (2 Пётр 3:3, 4). Библире пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче пулмалли хӑш-пӗр ӗҫсем пирки ҫырса панӑ пулин те, ҫав-ҫавах нумайӑшне эпир пӗлместпӗр. Ҫавӑнпа та пӗтес вӑхӑт шӑп палӑртнӑ вӑхӑтра килессе тата Иегова хамӑршӑн малалла та тӑрӑшасса пирӗн ҫирӗп ӗненмелле (Авв. 2:3).
12. Пысӑк хӗн-асапа пурӑнса ирттерме пире мӗн пулӑшӗ?
12 Унсӑр пуҫне, пирӗн Иегова «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура» урлӑ ертсе пынине ӗненмелле (Матф. 24:45). Рим ҫарӗ Иерусалима хупӑрласа илсен арҫын тӑвансем хушусем панӑ пекех, пире те пысӑк хӗн-асап ҫитсен арҫын тӑвансем мӗн-мӗн тумаллине калӗҫ пулӗ. Вӗсене итленипе итлеменнинчен пирӗн пурнӑҫ килӗ. Иеговӑн организацийӗнче ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илнӗ тӑвансене шанма пирӗн халех вӗренмелле. Эпир вӗсем панӑ хушусене халӗ итлеместпӗр пулсан, пуласлӑхра итлӗпӗр-ши вара?
13. Мӗншӗн Еврейсем 13:5-мӗшӗнчи канаш пирки вӑхӑтра панӑ канаш теме пулать?
13 Тусем ҫине тарас вӑхӑта кӗтнӗ май христиансен ансат пурнӑҫпа пурӑнмалла пулнӑ тата укҫана юратасран асӑрханмалла пулнӑ. (Еврейсем 13:5 вуласа парӑр.) Вӗсенчен хӑш-пӗрисем выҫлӑх тата чухӑнлӑх мӗн иккенне хӑйсем ҫинче туйса илнӗ (Евр. 10:32—34). Малтанах вӗсем ырӑ хыпар сарас тесе ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнӑ пулин те, каярахпа хӑш-пӗрисем укҫапа пурлӑхра хӳтлӗх шырама пуҫланӑ. Анчах та Иерусалима аркатнӑ чухне вӗсене нимӗнле укҫа та пулӑшман пулӗччӗ (Иак. 5:3). Пачах урӑхла, пурлӑха хӑварас килменрен вӗсене килӗсенчен тарма йывӑр пулнӑ пулӗччӗ.
14. Ӗненӳ ҫирӗп пулсан эпир укҫапа пурлӑх ҫине мӗнле пӑхатпӑр?
14 Эпир Иегова ҫак усал тӗнчене кӗҫех пӗтерессине ӗненетпӗр пулсан, укҫапа пурлӑх пурнӑҫра чи кирли тесе шутламӑпӑр. Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче укҫаран усси пулмӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, ҫынсем «хӑйсен кӗмӗлне... урама кӑларса ывӑтӗҫ». Вӗсем «Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ ҫитнӗ кун вӗсене хӑйсен кӗмӗлӗ те, хӑйсен ылтӑнӗ те» хӑтарас ҫуккине ӑнланса илӗҫ (Иез. 7:19). Ҫавӑнпа та мӗнпур укҫана ӗҫлесе илме тӑрӑшмалла мар. Ун вырӑнне ансат пурнӑҫпа пурӑнсан лайӑхрах пулать. Паллах, хамӑра та, ҫемьене те мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе ӗҫ кирлӗ. Анчах та вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлессинчен пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑмалла мар. Кивҫене кӗмесӗр тата кирлӗ-кирлӗ мар япаласене илсе тултармасӑр пурӑнни ӑслӑ-тӑнлӑ пулать. Хамӑрӑн мӗн пурри те пурнӑҫра чи хакли пулса тӑмалла мар (Матф. 6:19, 24). Вӑхӑт ҫитсен пурин те суйласа илмелле пулать: Иеговӑна шанмалла-и е пурлӑха шанмалла-и?
«СИРЕ ЧӐТӐМЛӐХ КИРЛӖ»
15. Мӗншӗн Иудейӑри христиансен уйрӑмах чӑтӑмлӑ пулмалла пулнӑ?
15 Иудейӑри христиансене нумай йывӑрлӑх кӗтнӗ, ҫавӑнпа та вӗсен чӑтӑмлӑ пулмалла пулнӑ (Евр. 10:36). Нумайӑшӗ лӑпкӑ саманара христиан тӗнне йышӑннӑ. Вӗсем хӗсӗрлени мӗн иккенне хӑйсем ҫинче туйса курман пулнӑ-ха. Анчах та кама унччен хӗсӗрленӗ, вӗсен те тата хытӑрах хӗсӗрленине тӳссе ирттерме хатӗрленмелле пулнӑ. Павел вӗсен вӗҫне ҫитичченех шанчӑклӑ пулмалла тесе, кирлӗ пулсан Христос пекех вилме те хатӗр пулмалла тесе аса илтернӗ (Евр. 12:4). Мӗн чухлӗ ытларах еврей христиан тӗнне йышӑннӑ, ентешӗсем ҫавӑн чухлӗ хаяртарах вӗсене хирӗҫ тӑнӑ. Павел еврейсем патне ҫыру ҫыриччен темиҫе ҫул маларах Иерусалима пынӑ. Унта вара ӑна халӑх вӗлересшӗн пулнӑ. 40 ытла еврей «Павела вӗлерме кавар тунӑ, ӑна вӗлермесӗр ҫимӗпӗр те, ӗҫмӗпӗр те тесе тупа тунӑ» (Ап. ӗҫ. 22:22; 23:12—14). Ҫавӑн пек курайманлӑха пӑхмасӑрах христиансен малалла та Турра пуҫҫапма пуҫтарӑнмалла, ырӑ хыпар сармалла тата ӗненӗве ҫирӗплетмелле пулнӑ.
16. Еврейсем патне янӑ ҫыру хӗсӗрлени ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшать? (Еврейсем 12:7).
16 Иудейӑри христиансене хӗсӗрленине чӑтса ирттерме мӗн пулӑшмалла пулнӑ? Хӗсӗрлени ҫине тӗрӗс пӑхни. Павел апостол Турӑ христианина мӗне те пулин вӗрентмешкӗн йывӑрлӑх тӳсме пама пултарать тенӗ. (Еврейсем 12:7 вуласа парӑр.) Сӑмахран, йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне ҫын Иеговӑна килӗшекен енсене аталантарма е лайӑхлатма пултарать. Ҫав христиансем йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерни мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшланӑ пулсан, вӗсене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗччӗ (Евр. 12:11).
17. Павел каланӑ тӑрӑх, хӗсӗрленине чӑтса ирттерме мӗн пулӑшать?
17 Павел тӑвансене йывӑрлӑхсене чӑтӑмлӑ пулса тӳссе ирттерме хавхалантарнӑ. Вӑл пӗлсе калаҫнӑ, мӗншӗн тесен малтан хӑй христиансене хӗсӗрленӗ. Кайран вара, христианин пулса тӑрсан, ӑна хӑйне хӗсӗрленӗ. Вӑл нумай хӗн-хур курнӑ (2 Кор. 11:23—25). Ҫавӑнпа та вӑл чӑтӑмлӑ пулма мӗн пулӑшнине питӗ лайӑх пӗлнӗ: хамӑр ҫине мар, Иегова ҫине шанмалла. Павел ҫирӗппӗн: «Иегова — мана пулӑшакан, эпӗ хӑрамӑп», — тесе каланӑ (Евр. 13:6).
18. Пире пурне те пуласлӑхра мӗн кӗтет тата пирӗн халех мӗн тумалла?
18 Хӑш-пӗр тӑвансем халех хӗсӗрленипе тӗл пулаҫҫӗ. Эпир вӗсемшӗн мӗн тума пултаратпӑр? Кӗлтума тата май килнӗ чухне ӗҫпе пулӑшма пулать (Евр. 10:33). Библире: «Христос Иисусӑн вӗренекенӗсене, Турра парӑнса пурӑнас текенсене, пурне те хӗсӗрлӗҫ», — тесе тӳррӗн каланӑ (2 Тим. 3:12). Апла пулсан, пирӗн кашнин ҫакӑнпа тӗл пулма хатӗр пулмалла. Айтӑр Иеговӑна пӗтӗмпех шанар тата вӑл пире кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшасси пирки иккӗленер мар. Хӑй палӑртнӑ вӑхӑтра вӑл шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене пур хӗн-асапран та хӑтарӗ (2 Фес. 1:7, 8).
19. Пысӑк хӗн-асапа хатӗрленме пире мӗн пулӑшӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
19 Павелӑн ҫырӑвӗ пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене пулас инкеке хатӗрленме пулӑшни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Павел вӗсене Сӑваплӑ Ҫырӑва тарӑнрах тӗпчеме хавхалантарнӑ. Вара тӑвансем суя вӗрентӳсене уйӑрса илсе вӗсене сирсе яма пултарнӑ пулӗччӗҫ. Ҫавӑн пекех, вӗсен хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетмелле пулнӑ. Ҫакӑ тӑвансене Иисусӑн тата вӑл пухура ертсе пыма лартнӑ арҫын тӑвансен хушӑвӗсене тӳрех итлеме пулӑшнӑ пулӗччӗ. Павел христиансене чӑтӑмлӑха та аталантарма пулӑшнӑ. Вӗсен йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхмалла пулнӑ тата йывӑрлӑхсем урлӑ Иегова вӗсене мӗне те пулин вӗрентме пултарнине асра тытмалла пулнӑ. Айтӑр эпир те ҫак канашсене итлер. Вара мӗн вӗҫне ҫитичченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарӑпӑр (Евр. 3:14).
Иегова шанчӑклӑ христиансене чӑтӑмлӑ пулнишӗн пилленӗ. Иудейӑран тарсан та вӗсем пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахман. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? (19-мӗш абзаца пӑхӑр)
126-МӖШ ЮРӐ Сыхӑ тӑрӑр, ҫирӗп пулӑр, тӗрекленӗр
a Павел христиансем халӗ Турра мӗнле пуҫҫапни унччен мӗнле пуҫҫапнинчен чылай лайӑхрах пулнине кӑтартас тесе пӗрремӗш сыпӑкӗнчех Еврей Ҫырӑвӗсенчен сахалтан та ҫичӗ вырӑн илсе парать (Евр. 1:5—13).