26-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр
Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
«Пурне те Тытса Тӑракан! эпир Ӑна пӗлсе ҫитейместпӗр» (ИОВ 37:23).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Эпир малашне мӗн пулассине пӗтӗмпех пӗлместпӗр. Анчах эпир хамӑр мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан тата Иегова ҫине шанатпӑр пулсан, ҫакӑ пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӗ.
1. Иегова пире мӗнле пултарулӑх панӑ тата мӗншӗн?
ИЕГОВА пире шухӑшлас, мӗн те пулин ҫӗннине пӗлсе пырас тата тӗрӗс йышӑнусем тӑвас пултарулӑх панӑ. Мӗншӗн вӑл пире ҫакӑн пек пултарулӑх панӑ? Иегова ҫынсем хӑйне пӗлччӗр тата хӑйӗншӗн ӑспа ӗҫлесе тӑччӑр тет (Ытар. 2:1—5; Рим 12:1).
2. Пирӗн хамӑр пирки мӗн ӑнланмалла тата ҫавна ӑнланни пире мӗнле усӑ парать? (Иов 37:23, 24). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
2 Пирӗн вӗренес пултарулӑх пур пулин те, эпир пӗтӗмпех пӗлме пултараймастпӑр. (Иов 37:23, 24 вуласа парӑр.) Иов ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Иегова ӑна нумай ыйту панине пула Иов ҫав тери нумай пӗлменнине ӑнланса илнӗ. Турӑпа калаҫни Иова хӑйне кӗҫӗне хума тата хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарма пулӑшнӑ (Иов 42:3—6). Эпир те пӗтӗмпех пӗлменнине ӑнланатпӑр пулсан, ҫакӑ пире хамӑрах усӑ парать. Ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулни пире ҫакна ҫирӗп шанма пулӑшӗ: тӗрӗс йышӑнусем тума пире чӑннипех мӗн пӗлме кирлӗ, ҫавна Иегова пире уҫса парӗ (Ытар. 2:6).
Иова хӑй пӗтӗмпех пӗлменнине ӑнланса илни усӑ панӑ пекех, пире те ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулни усӑ парӗ (2-мӗш абзаца пӑхӑр)
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Ҫак статьяра эпир хамӑр мӗн пӗлменнине тата ҫакна пула эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир хӑш-пӗр япаласене пӗлменни мӗншӗн лайӑх пулнине курӑпӑр. Ҫак шухӑшсене пӑхса тухни пире Иегова — «Тӗпӗ-йӗрӗпе Пӗлекен» — пирӗн мӗн пӗлмеллине уҫса парассине хытӑрах шанма пулӑшӗ (Иов 37:16).
ҪАК ТӖНЧЕ ХӐҪАН ПӖТЕССИНЕ ЭПИР ПӖЛМЕСТПӖР
4. Марк 13:32 тӑрӑх, эпир мӗн пӗлместпӗр?
4 Марк 13:32 вуласа парӑр. Ҫак тӗнче хӑҫан пӗтессине эпир пӗлместпӗр. Иисус та, ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне, ҫакӑ «хӑш кун е хӑш сехетре» пулассине пӗлменa. Каярахпа вӑл хӑйӗн апостолӗсене «вӑхӑтсемпе тапхӑрсене» палӑртса хума Иеговӑн кӑна ирӗк пур тесе каланӑ (Ап. ӗҫ. 1:6, 7). Шуйттан тӗнчине хӑҫан пӗтермеллине Иегова палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Анчах та эпир ҫакӑ хӑҫан пулассине тӗп-тӗрӗс калама пултараймастпӑр.
5. Ҫак тӗнче хӑҫан пӗтессине пӗлменни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
5 Эппин, ҫак тӗнче пӗтессине мӗн чухлӗ кӗтмеллине эпир пӗлместпӗр. Ҫакна пула хӑш-пӗрисем, уйрӑмах вӗсем Иеговӑн кунне нумай ҫул хушши кӗтеҫҫӗ пулсан, тӳсӗмлӗхе ҫухатма е хуйха ӳкме пултараҫҫӗ. Теприсене килтисем е урӑх ҫынсем мӑшкӑлласа кулнине чӑтма йывӑр (2 Пётр 3:3, 4). Вара эпир: «Ҫак усал тӗнче хӑш кун пӗтессине пӗлнӗ пулсан, ҫак йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мана чылай ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ» — тесе шутлама пултаратпӑр.
6. Ҫак тӗнче хӑҫан пӗтессине пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
6 Иегова пире ҫак тӗнчене хӑҫан пӗтерессине пӗлтерменнине пула эпир уншӑн юратнӑран ӗҫленине тата ӑна шаннине кӑтартма пултаратпӑр. Эпир Иеговӑшӑн ҫак тӗнче пӗтиччен кӑна мар, ӗмӗр-ӗмӗрех ӗҫлесшӗн. Ҫавӑнпа та «Иеговӑн кунӗ» хӑҫан килесси ҫинчен ытлашши нумай шухӑшлас вырӑнне, ытларах ҫав кун килсен мӗн пуласси ҫинчен шухӑшлар. Ҫакӑ пире Иеговӑпа ҫывӑхланма тата ӑна савӑнтарас тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тума пулӑшӗ (2 Пётр 3:11, 12).
7. Эпир мӗн пӗлетпӗр?
7 Пирӗн хамӑр мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшламалла. Библире малтанах каласа хунӑ тӑрӑх, 1914 ҫулта юлашки кунсем пуҫланнӑ. Ҫавӑн пекех Библире ҫавӑнтанпа тӗнчере мӗн-мӗн пуласси пирки те ҫырса хунӑ. Ҫав пророкла каланисем пурнӑҫланса пынине пула эпир «Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ кунӗ» ҫывӑх пулнине уҫҫӑн куратпӑр (Соф. 1:14). Унсӑр пуҫне, эпир Иегова пире мӗнле ӗҫ шанса панине те пӗлетпӗр: пирӗн май килнӗ таран ытларах ҫынна «Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара» пӗлтермелле (Матф. 24:14). Ҫак хыпара эпир 240-е яхӑн ҫӗршывра 1 000 ытла чӗлхепе саратпӑр. Ҫак питӗ кирлӗ ӗҫе хастаррӑн хутшӑнмашкӑн Иеговӑн кунӗ «хӑш кун е хӑш сехетре» килессине пӗлме те кирлӗ мар.
ИЕГОВА ПИРЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШАССИНЕ ЭПИР ТӖП-ТӖРӖС ПӖЛМЕСТПӖР
8. Турӑ хӑйӗн ӗҫӗсене мӗнле тунине эпир пӗтӗмпех ӑнланма пултаратпӑр-и? Ӑнлантарса парӑр (Екклесиаст 11:5).
8 Эпир «Туррӑн ӗҫне» пӗлмесен те пултаратпӑр. (Екклесиаст 11:5 вуласа парӑр.) Кунта мӗнле ӗҫсем пирки сӑмах пырать? Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе хӑш-пӗр ӗҫсене хӑй тӑвать, теприсене вара пулма ирӗк парать. Мӗншӗн Турӑ мӗне те пулин пулма ирӗк панине тата вӑл пире мӗнле пулӑшассине эпир тӗп-тӗрӗс пӗлместпӗр (Пс. 36:5). Амӑшӗ варринче ача мӗнле аталанса пынине учёнӑйсем халӗ те тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлмеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех эпир те Турӑ хӑйӗн ӗҫӗсене мӗнле тунине пӗтӗмпех пӗлместпӗр.
9. Турӑ пире мӗнле пулӑшассине пӗлменни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
9 Турӑ пире мӗнле пулӑшассине пӗлменнине пула эпир хӑш-пӗр йышӑнусене тума хӑрама пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, хамӑрӑн пурнӑҫа ансатлатма е хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма хӑю ҫитерейместпӗр. Е эпир Иегова хамӑра ырлани пирки иккӗленме пултаратпӑр. Тен, эпир Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме тӗллев лартнӑ, анчах ҫак тӗллеве пурнӑҫлаймастпӑр. Е, тен, эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе туллин хутшӑнатпӑр, Библи вӗренес текенсене вара тупаймастпӑр. Е организаци шанса панӑ пӗр-пӗр ӗҫе тунӑ чухне эпир пысӑк чӑрмавсемпе тӗл пулатпӑр. Ҫавӑн пек лару-тӑрусенче Иегова пире ырламасть тата пулӑшмасть пек туйӑнма пултарать.
10. Иегова пире мӗнле пулӑшассине пӗлменнине пула эпир мӗнле питӗ кирлӗ енсем аталантаратпӑр?
10 Иегова пире мӗнле пулӑшассине пӗлменнине пула эпир питӗ кирлӗ енсем аталантаратпӑр. Сӑмахран, эпир хамӑра кӗҫӗне хума тата сӑпайлӑ пулма вӗренетпӗр. Эпир Туррӑн шухӑшӗсемпе ҫулӗсем пирӗн шухӑшсемпе ҫулсенчен ҫӳлерех пулнине лайӑхрах ӑнланатпӑр (Ис. 55:8, 9). Ҫавӑн пекех эпир Иегова ҫине шанма вӗренетпӗр, мӗншӗн тесен вӑл пире ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшассине ӑнланатпӑр. Эпир сӑваплӑ ӗҫре е организаци шанса панӑ пӗр-пӗр ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулсан, ҫавӑншӑн ҫӳлти Аттене мухтатпӑр (Пс. 126:1; 1 Кор. 3:7). Ӗҫсем ӑнса пымаҫҫӗ пулсан вара пирӗн ҫакна асра тытмалла: Иегова веҫех курса-пӗлсе тӑрать (Ис. 26:12). Эпир хамӑр мӗн тума пултарнине тӑватпӑр, ыттине вара Иегова тӑвасса шанатпӑр. Иегова пире хӑйӗн авалхи ӗҫлекенӗсене тӗлӗнмелле ӗҫсем туса пулӑшнӑ пек пулӑшасса эпир кӗтместпӗр паллах. Анчах та эпир Турӑ пире тӗрӗс ҫул кӑтартасси пирки пӗртте иккӗленместпӗр (Ап. ӗҫ. 16:6—10).
11. Эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
11 Иегова юратакан, ӑслӑ тата тӗрӗслӗхшӗн тӑракан Турӑ пулнине эпир пӗлетпӗр. Ҫавӑн пекех эпир уншӑн тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемшӗн мӗн тунине вӑл питӗ хакланине пӗлетпӗр. Иегова хӑйне чунтан парӑннӑ ҫынсене награда парассине те эпир пӗлетпӗр (Евр. 11:6).
ЭПИР ЫРАН ХАМӐРПА МӖН ПУЛАССИНЕ ПӖЛМЕСТПӖР
12. Иаков 4:13, 14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, эпир мӗн пӗлместпӗр?
12 Иаков 4:13, 14 вуласа парӑр. Эпир ыран хамӑрпа мӗн пулассине пӗлместпӗр. Ҫак тӗнчере «пурте вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет» (Еккл. 9:11). Ҫавӑнпа та хамӑр мӗн тума палӑртса хунине туса ҫитерме эпир чӗрӗ-сывӑ пулӑпӑр-и, пулмӑпӑр-и — эпир пӗлместпӗр.
13. Пуласлӑхра мӗн пулассине пӗлменни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
13 Пуласлӑхра мӗн пулассине пӗлменни пире йывӑрлӑхсем кӳме пултарать. Мӗншӗн? Мӗн пулассишӗн пӑшӑрханнине пула эпир савӑнӑҫа ҫухатма пултаратпӑр. Кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухсан пирӗн пурнӑҫ тӗппипех улшӑнма пултарать, ҫакна пула эпир чун канӑҫлӑхне ҫухатма пултаратпӑр. Ӗмӗт татӑлсан вара эпир хуйха ӳкме пултаратпӑр (Ытар. 13:12).
14. Чӑн-чӑн телей мӗнрен килет? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
14 Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттешӗн юратнӑран ӗҫлесе тӑнине кӑтартатпӑр. Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова пире пур йывӑрлӑхран та хӳтӗлемест тата хамӑрпа мӗн пулассине малтанах палӑртса хумасть. Вӑл пӗлет: пирӗн телей хамӑрпа мӗн пулассине пӗлнинчен килмест. Чӑннипех те телейлӗ пулас тесен пирӗн Иеговӑран канаш ыйтмалла тата ӑна итлесе пурӑнмалла (Иер. 10:23). Тӗрӗс йышӑнусем тума Турӑран пулӑшу ыйтнӑ чухне эпир ҫапла калатпӑр теме пулать: «Иеговӑн ирӗкӗ пулсан, эпир чӗрӗ пулӑпӑр, ҫавна е кӑна тӑвӑпӑр» (Иак. 4:15).
Иеговӑран канаш ыйтни тата ӑна итлесе пурӑнни хӳтлӗх парать (14, 15 абзацсене пӑхӑр)b
15. Эпир пуласлӑх пирки мӗн пӗлетпӗр?
15 Эпир хамӑрпа ыран мӗн пулассине пӗлместпӗр пулин те, пуласлӑхра Иегова пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панине эпир пӗлетпӗр. Пӗрисем тӳпере, теприсем ҫӗр ҫинче пурӑнӗҫ. Эпир пӗлетпӗр: Турӑ суйма пултараймасть тата хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫлама ӑна никам та чӑрмантарма пултараймасть (Тит 1:2). Вӑл кӑна «вӗҫӗнче мӗн пулассине... малтанах пӗлтерсе» тӑма пултарать. Авалхи вӑхӑтра пурнӑҫланмалла пулнӑ пророкла каланисем пурте пурнӑҫланнӑ, пуласлӑх пирки мӗн калани те веҫех пурнӑҫланӗ (Ис. 46:10). Иеговӑн юратӑвӗнчен пире никам та, нимӗн те уйӑрма пултарайманни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (Рим 8:35—39). Пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме вӑл пире йӑпату, ӑслӑлӑх тата вӑй парӗ. Иегова пире яланах пулӑшса тата пиллесе тӑрӗ (Иер. 17:7, 8).
ИЕГОВА ПИРЕ МӖН ТЕРИ ЛАЙӐХ ПӖЛНИНЕ ЭПИР ӐНЛАНСА ИЛМЕ ТЕ ПУЛТАРАЙМАСТПӐР
16. Иегова кашни ҫын пирки мӗн пӗлет тата ҫакӑ сирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать? (Псалом 138:1—6).
16 Псалом 138:1—6 вуласа парӑр. Пурне те Тунӑ Турӑ пирӗн пирки веҫех пӗлет. Вӑл эпир мӗншӗн ун пек е кун пек шутланине пӗлет. Вӑл эпир мӗн туйнине тата мӗншӗн эпир хамӑра ҫавӑн пек туйнине те ӑнланать. Ҫавӑн пекех вӑл эпир мӗн каланине тата мӗн каласшӑн пулнине пӗлет. Иегова эпир мӗн-мӗн тунине тата мӗншӗн ҫавна тунине те пӗлет. Давид патша Иегова пире пулӑшма пултарни ҫинчен тата ҫакна тума яланах хатӗр пулни ҫинчен ҫырнӑ. Аслӑ Ҫӳлхуҫа, пурне те тума пултаракан Турӑ пирӗнпе ҫавӑн пек тимлӗ пулни питӗ тӗлӗнтерет! Эсир Давид мӗн туйнинех туятӑр пулӗ, вӑл вара ҫапла каланӑ: «Эсӗ ҫапла пӗлсе тӑни мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет» (Пс. 138:6).
17. Мӗншӗн Иегова пире юратнине тата питӗ лайӑх пӗлнине ӗненме йывӑр пулма пултарать?
17 Хамӑра мӗнле пӑхса ӳстернине пула, хамӑрӑн культурӑна пула тата хамӑр унччен мӗне ӗненнине пула пире Иегова пирки вӑл пирӗнпе интересленекен тата юратакан Атте тесе шутлама йывӑр пулма пултарать. Е пирӗн унчченхи йӑнӑшсем ҫав тери пысӑк пулнӑран эпир Иегова пирӗн ҫине ҫаврӑнса пӑхасшӑн та пулмӗ тесе шутлама пултаратпӑр. Давид та хӑш-пӗр чухне хӑйне ҫавӑн пекрех туйнӑ (Пс. 37:19, 22). Е кама та пулин Турра юрӑхлӑ пулас тесе хӑйӗн пурнӑҫне улӑштарма питӗ йывӑр пулма пултарать. Ҫавӑн пек ҫын ҫапла шутлама пултарать: «Турӑ мана чӑннипех те ӑнланать пулсан, мӗншӗн-ха вӑл мана хам хӑнӑхнӑ пурнӑҫа улӑштарма ыйтать?»
18. Иегова пире хамӑртан та лайӑхрах пӗлни пирки мӗншӗн пирӗн иккӗленмелле мар? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
18 Иегова пире хамӑртан та лайӑхрах пӗлни пирки пирӗн иккӗленмелле мар. Эпир хамӑрта лайӑххине курмасан та, вӑл ҫавна курать. Вӑл пирӗн йӑнӑшсене те курать, ҫав-ҫавах вӑл пире юратать, мӗншӗн тесен эпир хамӑра мӗншӗн апла е капла тытнине тата эпир мӗн туйнине ӑнланать (Рим 7:15). Иегова эпир мӗнлерех ҫынсем пулассине пӗлет. Ҫакна асра тытатпӑр пулсан, сӑваплӑ ӗҫе тума пирӗн вӑй та, савӑнӑҫ та пулӗ.
Иегова пире ҫӗнӗ тӗнчере чаплӑ пурнӑҫ пулассине ӗненме пулӑшать. Ҫавна пула пире кӗтмен ҫӗртен сиксе тухакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме ҫӑмӑлтарах (18, 19 абзацсене пӑхӑр)c
19. Эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
19 Эпир ҫакна пӗлетпӗр: Иегова вӑл — юрату. Ҫакӑн пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те ҫук (1 Иоанн 4:8). Вӑл пире юратнӑран тата чи лайӑх пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн пулнӑран хӑйӗн тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑма ыйтать. Вӑл пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулнине эпир пӗлетпӗр. Ҫавӑншӑн вӑл пире тӳлесе илнӗ те. Иисус пирӗншӗн вилнине пула эпир хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пӑхмасӑрах сӑваплӑ ӗҫре Иеговӑна савӑнтарма пултаратпӑр (Рим 7:24, 25). Эпир ҫакна та пӗлетпӗр: «Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах тата пӗтӗмпех пӗлет» (1 Иоанн 3:19, 20). Иегова пирӗн шухӑшсемпе туйӑмсене ӑнланать. Ҫавӑн пекех вӑл эпир хӑйӗн ирӗкне тума пултарасса пӗлет.
20. Хамӑр мӗн пӗлменни пирки ытлашши пӑшӑрханасран сыхланма пире мӗн пулӑшӗ?
20 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн пӗлме кирлине пӗтӗмпех уҫса парать. Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑр мӗн пӗлменни пирки пӑшӑрханмалла мар. Ун вырӑнне эпир хамӑра чӑннипех мӗн кирли ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Ҫапла эпир Иеговӑна — «чӑннине пӗлекен» Турра — шаннине кӑтартатпӑр (Иов 36:4). Хальлӗхе эпир хӑш-пӗр япаласене ӑнланмастпӑр пулин те, эпир Иеговӑран ӗмӗр-ӗмӗр вӗренессе пӗлетпӗр. Ҫав вӑхӑта эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр, мӗншӗн тесен пирӗн чаплӑ Турӑ ҫинчен яланах мӗн те пулин ҫӗннине пӗлсе пырӑпӑр (Еккл. 3:11).
104-МӖШ ЮРӐ Святой сывлӑш — Турӑ парни
a Шуйттанӑн усал тӗнчине хирӗҫ пуҫарса янӑ вӑрҫӑра Иисус ертсе пырӗ. Ҫавӑнпа та вӑл халӗ Армагеддон хӑш кун пулассине тата хӑҫан пӗтӗмпех ҫӗнтерессине пӗлет теме пулать (Ӳлӗм. 6:2; 19:11—16).
b ӲКЕРЧӖК. Ҫемье кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултаракан инкеке хатӗр пултӑр тесе ашшӗпе ывӑлӗ малтанлӑха кирлӗ пулма пултаракан япаласене рюкзака хураҫҫӗ.
c ӲКЕРЧӖК. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ арҫын тӑван ҫӗнӗ тӗнчере пурнӑҫ мӗнле лайӑх пуласси ҫинчен шухӑшлать.