Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w24 октябрь 24—29 с.
  • Иккӗленӳсене сирсе яма мӗн пулӑшӗ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иккӗленӳсене сирсе яма мӗн пулӑшӗ?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИККӖЛЕНӲСЕНЕ СИРСЕ ЯМА МӖН ПУЛӐШӖ?
  • ИЕГОВА МАНА АСӐРХАТЬ-ШИ?
  • ХАМ УНЧЧЕН ТУНӐ ЙЫШӐНУСЕМ ТӖРӖС-ШИ?
  • ИЕГОВӐНА ЭПӖ КИРЛЕХ-ШИ?
  • Йышӑнусем тунӑ чухне эсӗ Иегова ҫине шанатӑн-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Иегова чӗрӗ Турӑ пулнине асра тытӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Иегова «хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
w24 октябрь 24—29 с.

43-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

90-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр

Иккӗленӳсене сирсе яма мӗн пулӑшӗ?

«Пӗтӗмпех тӗрӗслӗр» (1 ФЕС. 5:21).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантаракан иккӗленӳсене мӗнле сирсе ямалла?

1, 2. а) Иеговӑн ӗҫлекенӗсен мӗнле иккӗленӳсем ҫуралма пултараҫҫӗ? ӑ) Эпир ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

ЭПИР ҫамрӑк-и, ватӑ-и, пирӗн пурин те иккӗленӳсемa ҫуралма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ҫамрӑк Свидетеле куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Вӑл хӑйне Иегова асӑрхани пирки иккӗленет, вара: «Ман шыва кӗмеллех-ши?» — тесе шутлать. Е вӑтам ҫулхи арҫын тӑван пирки шутласа пӑхӑр. Ҫамрӑк чухне Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе вӑл карьера тӑвас темен. Халӗ вара, килтисемшӗн тӑрӑшма укҫи аран-аран ҫитнӗрен, вӑл: «Эпӗ унччен тӗрӗс йышӑну турӑм-ши?» — тесе иккӗленет. Е ватӑ хӗрарӑм тӑвана куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Вӑй чакнӑран вӑл унччен тунӑ чухлӗ тӑваймасть, ҫавӑншӑн питӗ кулянать. Сирӗн хӑҫан та пулин ҫакӑн пек ыйтусем сиксе тухнӑ-и: «Иегова мана асӑрхать-ши? Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе ҫавӑн пек ҫухатусем тӳсмеллехчӗ-ши? Эпӗ Иеговӑна халӗ те кирлӗ-ши?»

2 Ҫак ыйтусем ҫине хурав памасан пирӗн ӗненӳ хавшама пултарать тата эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахма та пултаратпӑр. Иегова пире асӑрхать-ши тесе, унччен тунӑ йышӑнусем тӗрӗс-ши тесе тата Иеговӑна хамӑр кирлех-ши тесе иккӗленетпӗр пулсан, Библи пире мӗнле пулӑшма пултарать? Айтӑр ҫавна ҫак статьяра пӑхса тухар.

ИККӖЛЕНӲСЕНЕ СИРСЕ ЯМА МӖН ПУЛӐШӖ?

3. Иккӗленӳсене сирсе яма мӗн пулӑшать?

3 Иккӗленӳсем сиксе тухсан пире Библи пулӑшма пултарать. Унта эпир хамӑрӑн ыйтусен хуравӗсене тупма пултаратпӑр. Вара эпир Иеговӑпа ытларах ҫывӑхланӑпӑр тата ӗненӳре ҫирӗп тӑрӑпӑр (1 Кор. 16:13).

4. «Пӗтӗмпех тӗрӗслӗр» тени мӗне пӗлтерет? (1 Фессалоника 5:21).

4 1 Фессалоника 5:21 вуласа парӑр. Асӑрхӑр-ха, Библире: «Пӗтӗмпех тӗрӗслӗр», — тенӗ. Ҫакна мӗнле тума пулать? Мӗне те пулин ӗненсе лартиччен ҫавӑ Библипе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗслемелле. Калӑпӑр, яш ача хӑйне Турӑ асӑрхани пирки иккӗленет. Анчах та пуҫа пӗр-пӗр шухӑш кӗни вӑл чӑнах та тӗрӗс пулнине пӗлтермест. Ҫавӑнпа та унӑн Библи уҫмалла та хӑйӗн ҫине Иегова чӑннипех мӗнле пӑхнине пӗлмелле.

5. Хӑвӑрӑн ыйту ҫине Иегова мӗн хуравланине «илтес» тесен мӗн тумалла?

5 Библи вуланӑ чухне эпир Иеговӑн «сассине» илтетпӗр теме пулать. Анчах та пӗр-пӗр ыйту пирки вӑл мӗн шутланине пӗлес тесен вӑй хумалла. Хӑвӑра интереслентерекен темӑпа ҫыхӑннӑ сӑвӑ йӗркисене шырӑр. Ҫакна пирӗн организаци парса тӑракан публикацисемпе усӑ курса тума пулать (Ытар. 2:3—6). Иеговӑна хӑвӑра ертсе пыма тата хӑвӑра хумхантаракан ыйту пирки вӑл мӗн шутланине ӑнланма пулӑшма ыйтӑр. Кайран хӑвӑрӑн лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ Библири принципсене тата усӑллӑ канашсене шырама пултаратӑр. Унсӑр пуҫне, сирӗнпе пӗр пекрех лару-тӑрура пулнӑ Библири Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухма пулать.

6. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем иккӗленӳсене сирсе яма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

6 Иеговӑн сассине эпир тӗлпулусенче те «илтетпӗр». Тӗлпулусене пӗр сиктермесӗр ҫӳресессӗн пӗр-пӗр докладра е тӑвансем панӑ комментарисенче шӑп хамӑра мӗн кирлине илтме пултаратпӑр (Ытар. 27:17). Халӗ вара айтӑр Туррӑн ӗҫлекенӗсен мӗнле иккӗленӳсем пулма пултарни ҫинчен калаҫар.

ИЕГОВА МАНА АСӐРХАТЬ-ШИ?

7. Ҫынсем хӑш-пӗр чухне мӗн пирки шухӑшлама пултараҫҫӗ?

7 Эсӗ хӑҫан та пулин: «Иегова мана асӑрхать-ши?» — тесе шухӑшланӑ-и? Хӑв пирки никамах та мар тетӗн пулсан, эсӗ, тен, Ҫут Тӗнчене Тӑваканӑн тусӗ нихӑҫан та пулаймӑп тесе шутлатӑн. Давид патшан та ҫавӑн пек туйӑмсем пулнӑ пулас. Иегова ҫынсене асӑрхани ӑна питӗ тӗлӗнтернӗ. Вӑл ҫапла та каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа! ҫын мӗнех вӑл? — Эсӗ ӑна пӗлетӗн; мӗнех вара вӑл этем ывӑлӗ? — Эсӗ уншӑн тӑрӑшатӑн» (Пс. 143:3). Иегова шӑп саншӑн тӑрӑшнипе тӑрӑшманнине мӗнле пӗлме пулать?

8. 1 Патшасен 16:6, 7, 10—12 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова мӗн ҫине пӑхать?

8 Библирен эпир Иегова пур ҫынна та, нимпе те палӑрса тӑман ҫынсене те, асӑрханине пӗлетпӗр. Сӑмахран, пӗррехинче вӑл Самуила Иессей патне янӑ. Иессейӑн сакӑр ывӑл пулнӑ. Турӑ Самуила вӗсенчен пӗрне Израилӗн патши пулма ҫу сӗрме хушнӑ. Иессей хӑйӗн ҫичӗ ывӑлне пуҫтарнӑ. Чи кӗҫӗннине вара, Давида, чӗнменb. Анчах та Иегова шӑп ӑна суйласа илнӗ. (1 Патшасен 16:6, 7, 10—12 вуласа парӑр.) Иегова Давидра ыттисем курманнине курнӑ — ҫав яш ача ӑна питӗ юратнӑ.

9. Иегова сана лайӑх пӗлни ӑҫтан курӑнать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Иегова хӑвна асӑрханине мӗнле кӑтартни ҫинчен шутласа пӑх. Вӑл сана шӑп ҫак вӑхӑтра кирлӗ канаш парать (Пс. 31:8). Ҫакӑ вӑл сана питӗ лайӑх пӗлнине пӗлтермест-и вара? (Пс. 138:1). Иегова панӑ канашсене итлесен тата вӗсем мӗнле усӑ панине курсан, эсӗ Иегова хӑвӑнпа интересленни пирки тек иккӗленмӗн (1 Ҫул. 28:9; Ап. ӗҫ. 17:26, 27). Эсӗ ӑна итленине тата уншӑн ӗҫлеме тӑрӑшнине Турӑ курать. Вӑл санӑн лайӑх енсене хаклать тата санпа туслӑ пуласшӑн (Иер. 17:10). Эсӗ унӑн тусӗ пулма килӗшетӗн пулсан, вӑл ҫав тери савӑнӗ (1 Иоанн 4:19).

Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван хӑй тӗллӗн Библи тӗпчет. Вӑл фломастерпа ӳкернӗ анимацие планшетпа пӑхать, сӗтел ҫинче уҫӑ Библи выртать.

«[Иеговӑна] шыратӑн пулсассӑн, тупӑн Ӑна» (1 Ҫул. 28:9) (9-мӗш абзаца пӑхӑр)c


ХАМ УНЧЧЕН ТУНӐ ЙЫШӐНУСЕМ ТӖРӖС-ШИ?

10. Унчченхине аса илсе эпир мӗн пирки иккӗленме пуҫлама пултаратпӑр?

10 Хӑш-пӗр христиансем унчченхине аса илсе: «Эпӗ тӗрӗс йышӑну турӑм-ши?» — тесе иккӗленме пуҫлаҫҫӗ. Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе, вӗсем, тен, укҫа нумай ӗҫлесе илме май паракан ӗҫе е бизнеса хӑварнӑ. Акӑ вара ҫулсем, е вун-вун ҫул та, иртнӗ. Халӗ ҫав тӑвансене карьера суйласа илнӗ хӑйсем паллакан ҫынсем ытлӑ-ҫитлӗ те канлӗ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ пек туйӑнать. Ҫавӑнпа та вӗсен ҫакӑн пек иккӗленӳсем ҫуралма пултараҫҫӗ: «Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе ҫухатусем тӳсмеллехчӗ-ши? Ҫавӑн пек туса эпӗ лайӑх майсене алран вӗҫертмерӗм-ши?»

11. 72-мӗш Псалома ҫыракана мӗнле шухӑшсем асаплантарнӑ?

11 Сирӗн те пуҫа ҫакӑн пек шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ пулсан, 72-мӗш Псалома пӑхса тухни усӑллӑ пулать. Ҫав псалома ҫыраканӑн та ҫавӑн пекрех иккӗленӳсем пулнӑ. Вӑл Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем пуян, ҫирӗп сывлӑхлӑ пулнине курнӑ тата ӑна вӗсен пӗр йывӑрлӑх та ҫук пек туйӑннӑ (Пс. 72:3—5, 12). Вӗсем ҫине пӑхса вӑл: «Иеговӑшӑн ӗҫлесе эпӗ тӗрӗсех тӑватӑп-ши?» — тесе шутлама пуҫланӑ. Ҫавӑн пек йывӑр шухӑшсем ӑна кунран-кун асаплантарнӑ (Пс. 72:13, 14). Япӑх туйӑмсене ҫӗнтерме ӑна мӗн пулӑшнӑ?

12. Псалом 72:16—18 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, псалом юрлакана тӗрӗс мар шухӑшсене сирсе яма мӗн пулӑшнӑ?

12 Псалом 72:16—18 вуласа парӑр. Псалом юрлакан Иеговӑн сӑваплӑ ҫуртне кӗнӗ. Унта, лӑпкӑ вырӑнта, Туррӑн ӗҫлекенӗсем хушшинче, вӑл хӑйӗн ҫине тӗрӗс пӑхма пултарнӑ. Вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлемен хӑш-пӗр ҫынсем халӗ канлӗ пурӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсен пуласлӑх ҫуккине ӑнланса илнӗ. Псалом юрлакан Иеговӑшӑн ӗҫленине малти вырӑна хунипе хӑй тӗрӗс тунине ӑнланса илнӗ. Ҫакӑ ӑна лӑплантарнӑ. Вара вӑл малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӑй илнӗ (Пс. 72:23—28).

13. Унччен тунӑ йышӑнусемшӗн кулянатӑр пулсан мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

13 Эсир те, унччен тунӑ йышӑнусемшӗн кулянатӑр пулсан, сире мӗн лӑплантарма пултарать? Хӑвӑрӑн мӗнле пиллӗхсем пурри ҫинчен тата Иегова хӑвӑра ырлани ҫинчен шухӑшлӑр. Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсен ӗмӗчӗсем те, шанчӑкӗ те ҫак тӗнчепе ҫеҫ ҫыхӑннӑ. Вӗсен лайӑххи мӗн пурри те — укҫаллӑ ӗҫ тата киленсе-савӑнса пурӑнасси кӑна. Эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Иеговӑран парнесем илсе тӑрӑпӑр (Пс. 144:16). Унсӑр пуҫне, хамӑр урӑх йышӑну тунӑ пулсан, пирӗн пурнӑҫ лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе эпир ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр-ши? Ҫакӑн пирки ҫеҫ пӗр иккӗленӳ те ҫук: эпир Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынна юратса йышӑну тӑватпӑр пулсан, ӑнӑҫлӑ тата чӑннипех те телейлӗ пулӑпӑр.

Арҫын тӑван лавкка кантӑкне ҫунӑ чухне хӑйӗн пуласлӑхӗ ҫинчен шухӑшлать. Вӑл арӑмӗпе пӗрле райра пурӑннине куҫ умне кӑларса тӑратать. Унта вӑл улма-ҫырла тултарнӑ пӗчӗк урапа тӗксе пырать. Юнашар пӑлансем курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ.

Иегова хӑвӑра валли шутласа хунӑ чаплӑ пуласлӑх ҫинчен час-часах шухӑшлама тӑрӑшӑр (13-мӗш абзаца пӑхӑр)d


ИЕГОВӐНА ЭПӖ КИРЛЕХ-ШИ?

14. Хӑш-пӗр христиансем мӗнле йывӑрлӑхсем тӳсеҫҫӗ тата вӗсен мӗнле иккӗленӳсем ҫуралма пултараҫҫӗ?

14 Ватӑлса пынӑран, сывлӑх хавшанӑран е инвалид пулнӑран Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем уншӑн унччен тунӑ чухлӗ тӑваймаҫҫӗ. Вӗсем халӗ манран ним усси те ҫук тесе шутласа эпӗ Иеговӑна кирлех-ши тесе иккӗленме пултараҫҫӗ.

15. 70-мӗш Псалома ҫыракан мӗн пирки иккӗленмен?

15 70-мӗш Псалома ҫыраканӑн та ҫавӑн пекрех туйӑмсем пулнӑ. Вӑл: «Вӑй-халӑм чакса пынӑ чухне ан пӑрахсам мана», — тесе кӗлтунӑ (Пс. 70:9, 18, 19). Псалом юрлакан хӑйне халсӑр туйнӑ пулин те, шанчӑклӑ тӑрса юлсан хӑйне Турӑ хӑварас ҫуккине пӗлсе тӑнӑ. Иегова паян кун та улшӑнман. Уншӑн пирӗн мӗн чухлӗ вӑй пурри мар, эпир хамӑр вӑйпа мӗнле усӑ курни пӗлтерӗшлӗ (Пс. 36:23—25).

16. Ватӑ тӑвансем Иеговӑшӑн та, ыттисемшӗн те мӗн тума пултараҫҫӗ? (Псалом 91:13—16).

16 Пирӗн хаклӑ ватӑ тӑвансем, хӑвӑр ҫине Иегова куҫӗпе пӑхма тӑрӑшӑр. Сирӗн вӑй чакса пырать пулсан та, Иегова сире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшма пултарать. (Псалом 91:13—16 вуласа парӑр.) Хӑвӑр мӗн тума пултарайманни ҫинчен мар, хӑвӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Чӑннипе каласан, эсир шанчӑклӑ пулни те ыттисене питӗ хавхалантарать. Тата эсир тӑвансемпе чун-чӗререн интересленнипе вӗсене ҫирӗплетме пултаратӑр. Нумай ҫул хушши Иегова хӑвӑра мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен тата ҫӗнӗ тӗнчене хӑвӑр мӗншӗн кӗтни ҫинчен каласа парӑр. Унсӑр пуҫне, ҫакна та ан манӑр: эсир ыттисемшӗн кӗлтуни вӗсене питӗ нумай усӑ пама пултарать (1 Пётр 3:12). Пирӗн кирек мӗнле лару-тӑру пулсан та, кашни Иеговӑшӑн та, ыттисемшӗн те мӗн те пулин тума пултарать.

17. Мӗншӗн хамӑра ыттисемпе танлаштармалла мар?

17 Сире Иеговӑшӑн сахал тӑватӑр пек туйӑнать пулсан ан кулянӑр. Вӑл эсир мӗн-мӗн тунине веҫех хаклать. Эсир хӑвӑра ыттисемпе танлаштаратӑр пулсан, ҫапла тума пӑрахӑр, мӗншӗн тесен Иегова сире никампа та танлаштармасть (Гал. 6:4). Шутласа пӑхӑр-ха: Мария Иисуса ырӑ шӑршӑллӑ хаклӑ ҫу парнеленӗ (Иоанн 12:3—5). Чухӑн тӑлӑх арӑм вара Иеговӑн храмӗнчи укҫа ямалли савӑтсене икӗ вак укҫа кӑна янӑ (Лука 21:1—4). Иисус ҫав икӗ хӗрарӑма пӗр-пӗринпе танлаштарман. Уншӑн парнесен хакӗ мар, ҫав хӗрарӑмсен ӗненӗвӗ пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ. Иегова та хӑйӗн ӗҫлекенӗсем ҫине ҫавӑн пекех пӑхать. Эсир юратнӑран тата ӗненнӗрен Иеговӑшӑн кирек мӗн тусан та — хӑвӑра ҫакӑ питӗ сахал пек туйӑнсан та — вӑл ҫавна веҫех хаклать.

18. Иккӗленӳсене сирсе яма мӗн пулӑшать? («Иеговӑн сӑмахӗсем иккӗленӳсене сирсе яма пулӑшаҫҫӗ» рамкӑна та пӑхӑр.)

18 Хутран-ситрен пирӗн пурин те иккӗленӳсем пулкалаҫҫӗ. Куртӑмӑр ӗнтӗ, вӗсене сирсе яма Библи пулӑшать. Хӑвӑра хумхантаракан ыйтусен хуравӗсене шырӑр. Вара эсир Иегова хӑвӑра асӑрхани пирки, уншӑн ӗҫлес тесе ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнине хаклани пирки тата вӑл сире награда парасси пирки пӗртте иккӗленмӗр. Асра тытӑр: Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ пур ӗҫлекенне те чунтан юратать тата вӗсемшӗн тӑрӑшать.

Иеговӑн сӑмахӗсем иккӗленӳсене сирсе яма пулӑшаҫҫӗ

  • Иегова шӑп сана асӑрхать

    «Ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп» (Ис. 41:10).

    «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана ырра вӗрентекенӗ, сана каймалли ҫулупа ертсе пыраканӗ» (Ис. 48:17).

  • Иегова сана эсӗ хӑйӗншӗн ӗҫлеме шут тытнишӗн хаклать

    «Эй ывӑлӑм! санӑн чӗрӳ ӑслӑ пулсассӑн, манӑн чӗрем те савӑнӗ» (Ытар. 23:15).

    «Сирӗн пурнӑҫра укҫана юратасси ан пултӑр, хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнӑр, мӗншӗн тесен вӑл хӑй ҫапла каланӑ: „Эпӗ сана нихӑҫан та пӑрахмӑп тата сана нихӑҫан та хӑвармӑп“» (Евр. 13:5).

  • Иегова эсӗ хӑйӗншӗн мӗн тунине хаклать

    «Кашнийӗн аллинче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура парне пултӑр» (Сак. аст. 16:17).

    «Турӑ тӳрӗ, ҫавӑнпа та вӑл сирӗн ӗҫе тата эсир ун ятне юратнине — эсир сӑваплӑ ҫынсене унччен те, халӗ те мӗнле пулӑшса тӑнине — манмӗ» (Евр. 6:10).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иегова пире кашнине асӑрханине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

  • Унччен тунӑ йышӑнусем тӗрӗс пулни пирки иккӗленетӗр пулсан мӗн тумалла?

  • Иеговӑна хӑвӑр кирлех-ши тесе шутлатӑр пулсан мӗн тумалла?

111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем

a ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ҫак статьяра ҫын хӑйне Иегова юратни пирки тата хӑй тунӑ йышӑнусем тӗрӗс пулни пирки иккӗленни ҫинчен сӑмах пырать. Кунта Иеговӑна тата вӑл сӑмах панисене ӗненсех кайманнипе ҫыхӑннӑ иккӗленӳсем пирки сӑмах пымасть.

b Иегова Давида суйласа илнӗ чухне лешӗ миҫере пулнине Библире каламан пулин те, вӑл яш ача пулнӑ пулас. (2011 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) 29-мӗш страницӑри 2-мӗш абзаца пӑхӑр).

c ӲКЕРЧӖК. Хӑйӗн ыйтӑвӗ ҫине Иегова мӗнле хуравланине пӗлес тесе ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван Библи тӗпчет.

d ӲКЕРЧӖК. Ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе арҫын тӑван кантӑк ҫӑвать. Ӗҫленӗ чухне вӑл хӑй райра пурӑннине куҫ умне кӑларса тӑратать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр