Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w24 декабрь 8—13 с.
  • Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен мӗн тумалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен мӗн тумалла?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • «ЧӖРӖЛӖХ ҪӐКӐРӖ» ТАТА «МАНӐН КӖЛЕТКЕ» ТЕНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?
  • КӖЛЕТКЕПЕ ЮН ПИРКИ ИИСУС ТАТА ХӐҪАН КАЛАНӐ?
  • ИИСУС МӖН КАЛАНИ ПИРЕ МӖНЛЕ ПЫРСА ТИВЕТ?
  • Иисус ҫынсене тӗлӗнмелле майпа ҫӑкӑрпа тӑрантарнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Иисус — «пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ»
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисусӑн сӑмахӗсем нумайӑшне аптратса ӳкереҫҫӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Йышӑнусем тунӑ чухне эсӗ Иегова ҫине шанатӑн-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
w24 декабрь 8—13 с.

49-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

147-МӖШ ЮРӐ Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панӑ

Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен мӗн тумалла?

«Ывӑлне йышӑнаканӑн тата ӑна ӗненекенӗн кашнин ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илмелле» (ИОАНН 6:40).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иисусӑн каҫарттаракан парнине пула святой сывлӑшпа суйласа илнисене тата урӑх сурӑхсене мӗнле пуласлӑх кӗтет?

1. Хӑш-пӗр ҫынсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пирки мӗн шутлаҫҫӗ?

НУМАЙ ҫын ҫирӗп сывлӑхлӑ пулас тесе тата ытларах пурӑнас тесе усӑллӑ апат ҫиме тата физкультура тума тӑрӑшать. Ҫапах та вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑпӑр тесе шутламаҫҫӗ. Вӗсем ҫакӑн пекки пулма пултараймасть е ӗмӗрлӗх пурнӑҫ кирлӗ те мар теҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫынна ватлӑх тата унпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем кӑна кӗтеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Иисус ӗмӗрлӗх пурнӑҫ япӑх пулать тесе каламан. Унӑн сӑмахӗсене Иоанн 3:16 тата 5:24 сӑвӑ йӗркисенче вулама пулать.

2. Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкра ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пирки мӗн каланӑ? (Иоанн 6:39, 40).

2 Пӗррехинче Иисус пин-пин ҫынна тӗлӗнмелле майпа ҫӑкӑрпа тата пулӑпа тӑрантарнӑa. Халӑх питӗ тӗлӗннӗ. Анчах та Иисус тепӗр кунне мӗн калани вӗсене тата ытларах тӗлӗнтернӗ. Халӑх ун патне Галилея тинӗсӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Капернаума килсен, вӑл вӗсене вилнисем чӗрӗлсе тӑрса ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ тесе каланӑ. (Иоанн 6:39, 40 вуласа парӑр.) Хӑвӑрӑн вилнӗ туссемпе хурӑнташсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсем чӗрӗлсе тӑрса сирӗнпе пӗрле ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнма пултараҫҫӗ. Анчах та Иисуса итлекенсене вӑл Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкра малалла мӗн калани аптратса ӳкернӗ. Ҫав сӑмахсене паян та нумайӑшӗ ӑнланмаҫҫӗ. Иисус мӗн каланӑ-ха?

3. Иоанн 6:51-мӗшӗнче Иисус хӑй пирки мӗн каланӑ?

3 Иисус ҫынсене тӗлӗнмелле майпа тӑрантарсан вӗсем Иегова хӑйсен мӑн аслашшӗсене пушхирте манна парса тӑнине аса илнӗ. Ҫав ҫынсем Сӑваплӑ Ҫырура манна пирки «ҫӳлти ҫӑкӑр» тенине пӗлнӗ (Пс. 104:40; Иоанн 6:31). Иисус ҫакна шута илсе вӗсене питӗ кирлӗ япалана вӗрентес тенӗ. Маннӑна тӗлӗнмелле майпа Турӑ панӑ пулин те, ӑна ҫинӗ ҫынсем кайран пурпӗрех вилнӗ (Иоанн 6:49). Иисус вара хӑйӗн пирки тӳперен панӑ «чӑн ҫӑкӑр», «Турӑ ҫӑкӑрӗ» тата «пурнӑҫ ҫӑкӑрӗ» тенӗ (Иоанн 6:32, 33, 35). Иисуспа манна хушшинче пӗр пысӑк уйрӑмлӑх пулнӑ. Иисус: «Эпӗ — тӳперен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫак ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ», — тенӗ. (Иоанн 6:51 вуласа парӑр.) Иисуса итлекен еврейсем аптраса тӑнӑ. Вӗсем мӗнле майпа Иисус тӳперен аннӑ «ҫӑкӑр» пулма пултарать-ха тесе тата ҫак ҫӑкӑр Турӑ хӑйсен мӑн аслашшӗсене ҫитернӗ маннӑран мӗншӗн лайӑхрах-ши тесе шухӑшланӑ. Иисус вӗсене ҫакна ӑнланма пулӑшас тесе: «Ҫак ҫӑкӑр вӑл — манӑн кӗлетке», — тенӗ. Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ? Ҫак ыйту ҫине хуравне пирӗн пӗлмеллех. Мӗншӗн тесен эпир тата пирӗн ҫывӑх ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси ҫавӑнтан килет. Ҫавӑнпа та айтӑр Иисус мӗн каласшӑн пулнине пӗлер.

«ЧӖРӖЛӖХ ҪӐКӐРӖ» ТАТА «МАНӐН КӖЛЕТКЕ» ТЕНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

4. Мӗншӗн Иисусӑн сӑмахӗсем хӑш-пӗрисене аптратса ӳкернӗ?

4 Иисус ҫынсен ҫимелли ҫӑкӑр пирки «вӑл — манӑн кӗлетке, ӑна эпӗ ҫынсен пурнӑҫӗшӗн парӑп» тенине илтсен, хӑш-пӗрисем аптраса ӳкнӗ. Тен, вӗсем Иисус хӑйӗн кӗлеткине чӑннипех те ҫиме хистет тесе шутланӑ (Иоанн 6:52). Иисус малалла мӗн калани вӗсене тата хытӑрах аптратса ӳкернӗ. Вӑл: «Этем Ывӑлӗн кӗлеткине ҫимесен тата унӑн юнне ӗҫмесен, пурнӑҫ илеймӗр», — тенӗ (Иоанн 6:53).

5. Иисус ҫынсене хӑйӗн юнне чӑннипех те ӗҫме хистемен тесе мӗншӗн калама пулать?

5 Ной вӑхӑтӗнче Турӑ ҫынсене юн ӗҫме-ҫиме юрамасть тенӗ (Пулт. 9:3, 4). Израильтянсене закон панӑ чухне Иегова ҫакӑн пирки тепӗр хут каланӑ. Ҫак закона пӑсакан ҫынна вӗлермелле пулнӑ (Лев. 7:27). Иисус еврейсене Моисей законӗнче мӗн ҫырнине пурне те тытса тӑмалла тесе вӗрентнӗ (Матф. 5:17—19). Ҫавӑнпа та чӑннипех те хӑйӗн ӳтне ҫимелле тесе тата хӑйӗн юнне ӗҫмелле тесе вӑл ниепле те калама пултарайман. Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем ҫынсене тӗлӗнтернӗ пулин те, ҫапла каланипе вӑл «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ» илес тесен мӗн тумаллине кӑтартнӑ (Иоанн 6:54).

6. Иоанн 6:53-мӗшӗнче Иисус кӗлетке тата юн пирки сӑнарлӑн каланине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

6 Куратпӑр ӗнтӗ, Иисус кӗлетке тата юн пирки сӑнарлӑн каланӑ. Ҫак меслетпе вӑл унччен те усӑ курнӑ. Тӗслӗхрен, Самари хӗрарӑмӗпе калаҫнӑ чухне вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ парас шыва ӗҫекенӗн вара урӑх нихӑҫан та ӗҫес килмӗ. Эпӗ парас шыв ун ӑшӗнче ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан, тапса тӑракан ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ» (Иоанн 4:7, 14)b. Паллах ӗнтӗ, вӑл пӗр-пӗр ҫӑлкуҫран илнӗ шыв самаритянкӑна ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ тесе каласшӑн пулман. Ҫавӑн пекех Капернаумра халӑха вӗрентнӗ чухне те Иисус вӗсем чӑннипех те унӑн кӗлеткине ҫисен тата унӑн юнне ӗҫсен ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ тесе каламан.

КӖЛЕТКЕПЕ ЮН ПИРКИ ИИСУС ТАТА ХӐҪАН КАЛАНӐ?

7. Иоанн 6:53-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсене хӑшӗ-пӗрисем мӗнле ӑнлантарса параҫҫӗ?

7 Хӑш-пӗр тӗнсенче Иоанн 6:53-мӗшӗнче Иисус Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче мӗн тумаллине каланӑ тесе вӗрентеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл Ҫӳлхуҫан каҫхи апатне пуҫарса янӑ чухне те кӗлеткепе юн пирки асӑннӑ (Матф. 26:26—28). Ҫавӑнпа та вӗсем Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче пурин те ҫӑкӑр ҫимелле тата эрех ӗҫмелле теҫҫӗ. Анчах ҫакӑн пек шутлани тӗрӗс-ши? Ҫакӑ тӗрӗс пулнипе пулманнине пӗлмелле, мӗншӗн тесен пирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума кашни ҫул миллион-миллион ҫын пуҫтарӑнать. Айтӑр Иисус Иоанн 6:53-мӗшӗнче мӗн калани Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче мӗн каланинчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӑхса тухар.

8. Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкра мӗн ҫырса пани Ҫӳлхуҫан каҫхи апатӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? (Ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)

8 Малтан икӗ уйрӑмлӑха пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, Иоанн 6:53—56 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене Иисус ӑҫта тата хӑҫан каланӑ? Ку Галилейӑра пирӗн эрӑри 32-мӗш ҫулта пулнӑ. Ҫӳлхуҫан каҫхи апатне вара Иерусалимра ҫулталӑка яхӑн вӑхӑт иртсен пуҫарса янӑ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫак сӑмахсене кама каланӑ? Галилейӑри ҫынсем апат ҫиессишӗн ҫеҫ ҫуннӑ. Вӗсем Иегова ҫинчен тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлесшӗнех пулман (Иоанн 6:26). Ӑнланма йывӑр сӑмахсене илтсен, вӗсем тӳрех Иисуса итлеме пӑрахнӑ. Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем те ӑна пӑрахса кайнӑ (Иоанн 6:14, 36, 42, 60, 64, 66). Галилейӑра мӗн пулса иртнине пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта пӗрремӗш хут иртнӗ Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗпе танлаштарар. Унта Иисуспа пӗрле 11 шанчӑклӑ апостол пулнӑ. Вӗсем те Иисус мӗне вӗрентнине веҫех ӑнлансах кайман пулин те ӑна пӑрахса хӑварман. Галилейӑра Иисуса итленӗ ҫынсемпе танлаштарсан, унӑн шанчӑклӑ апостолӗсем Иисус Турӑ Ывӑлӗ, тӳперен килнӗскер, пулни пирки иккӗленмен (Матф. 16:16). Иисус вӗсене ҫапла та мухтаса илнӗ: «Эпӗ йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне эсир манпа пӗрле пултӑр» (Лука 22:28). Ҫак икӗ уйрӑмлӑх кӑна Иоанн 6:53-мӗшӗнчи сӑмахсем Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗпе ҫыхӑнманнине кӑтартать. Ҫак икӗ событи пӗр-пӗринчен тата мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӑхса тухар.

Ӳкерчӗксем: 1) Иисус нумай ҫынпа калаҫать, хӑшӗ-пӗрисем пӑшӑлтатаҫҫӗ, теприсем вара вӑл мӗн каланӑшӑн тарӑхаҫҫӗ; 2) Иисус Каҫхи апат уявне пуҫарса ярать, унпа юнашар шанчӑклӑ апостолсем.

Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкра Иисус Галилейӑра еврейсен пысӑк ушкӑнӗпе калаҫать (сулахай енче). Ҫулталӑка яхӑн иртсен вӑл Иерусалимра пысӑках мар ушкӑнпа — хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсемпе — калаҫать (сылтӑм енче) (8-мӗш абзаца пӑхӑр)


ИИСУС МӖН КАЛАНИ ПИРЕ МӖНЛЕ ПЫРСА ТИВЕТ?

9. Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче Иисус каланӑ сӑмахсем кама пырса тивнӗ?

9 Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче Иисус хӑйӗн апостолӗсене йӳҫӗтмен ҫӑкӑр панӑ та ҫакӑ ман кӗлеткене пӗлтерет тенӗ. Кайран вӗсене хӗрлӗ эрех парса, ҫакӑ «килӗшӳ юнне» пӗлтерет тесе каланӑ (Марк 14:22—25; Лука 22:20; 1 Кор. 11:24). Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫӗнӗ килӗшӗве Иегова сӑнарлӑ Израильпе тунӑ. Урӑхла каласан, пур ҫынпа та мар, пуласлӑхра Иисуспа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗнче ертсе пыракансемпе кӑна килӗшӳ тунӑ (Евр. 8:6, 10; 9:15). Паллах, ун чухне апостолсем веҫех ӑнлансах кайман. Анчах кӗҫех вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илнӗ те вӗсем Иисуспа пӗрле тӳпере пулас тесе ҫӗнӗ килӗшӳре тӑма пуҫланӑ (Иоанн 14:2, 3).

10. Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ Галилейӑра мӗн пулса иртнинчен тата мӗнпе уйрӑлса тӑрать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

10 Асӑрхӑр-ха, Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче Иисус каланӑ сӑмахсем «пӗчӗк кӗтӗве» кӑна пырса тивнӗ (Лука 12:32). Чи малтан ҫав ушкӑна Иисуспа ҫав каҫ пӗрле пулнӑ шанчӑклӑ апостолсем кӗнӗ. Вӗсем тата ҫав ушкӑна каярахпа кӗнӗ ҫынсем Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче ҫӑкӑр ҫиеҫҫӗ тата хӗрлӗ эрех ӗҫеҫҫӗ. Шӑп вӗсем валли тӳпере Иисуспа юнашар вырӑн хатӗрленӗ. Ку тата тепӗр уйрӑмлӑх. Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче Иисус каланӑ сӑмахсем унӑн вӗренекенӗсен пӗчӗк ушкӑнне кӑна пырса тивнӗ. Галилейӑра вӑл мӗн калани вара шутсӑр нумай ҫынна пырса тивнӗ.

Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче арҫын тӑван ҫӑкӑр тутанать.

Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе сахаллӑшӗ кӑна тутанать, Иисуса ӗненекенсем вара пурте ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ (10-мӗш абзаца пӑхӑр)


11. Галилейӑра Иисус пур ҫын та илме пултаракан пиллӗх пирки каланине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

11 Галилейӑра пирӗн эрӑри 32-мӗш ҫулта Иисуса итленӗ ҫынсенчен ытларахӑшӗ хӑйсене ҫӑкӑр ҫитерессе кӗтнӗ. Анчах та вӑл вӗсене апатран пӗлтерӗшлӗреххи ҫине, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ мӗн пама пултарасси ҫине, тимлеттернӗ. Иисус вилнисем юлашки кун чӗрӗлсе тӑрса ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ тенӗ. Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче мӗн каланипе танлаштарсан, ҫак сӑмахсем суйласа илнисене кӑна пырса тивмен. Урӑхла каласан, Галилейӑра Иисус пур ҫын та илме пултаракан пиллӗх пирки каланӑ. Ҫавӑнпа та вӑл: «Ҫак ҫӑкӑр вӑл — манӑн кӗлетке, ӑна эпӗ ҫынсен пурнӑҫӗшӗн парӑп», — тенӗ (Иоанн 6:51).

12. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен ҫыннӑн мӗн тумалла?

12 Галилейӑра Иисус мӗн калани ҫӗр ҫинче пурӑннӑ пур ҫын та ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗ тенине пӗлтерет-и? Ҫук. Ҫак ҫӑкӑра ҫиекен кӑна, Иисуса ӗненнине ӗҫпе кӑтартакан кӑна, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Христиан тӗнне тытса тӑракансенчен нумайӑшӗ Иисуса ӗненни тата ӑна хамӑрӑн Ҫӑлакан вырӑнне хуни ҫителӗклӗ теҫҫӗ (Иоанн 6:29). Анчах та шухӑшласа пӑхӑр-ха, Галилейӑра Иисуса итленӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ малтан ӑна ӗненнӗ, кайран вара ӑна пӑрахса кайнӑ. Мӗншӗн?

13. Иисусӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗ пулас тесен мӗн тумалла?

13 Иисус тӑрантарнӑ ҫынсенчен ытларахӑшӗ хӑйсене мӗн кирлине илессишӗн ҫеҫ ун хыҫҫӑн пынӑ. Вӗсем Иисусран мӗн кӗтнӗ-ха? Хӑйсене сыватасса, тӑрантарасса тата кӑмӑла каякан сӑмахсене каласса кӗтнӗ. Анчах та Иисус ҫӗр ҫине вӗсен кӑмӑлне ҫырлахтарассишӗн килмен. Вӑл ҫынсене хӑйӗн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем пулас тесен мӗн тумаллине вӗрентме килнӗ. Иисус вӗсене хӑйӗн патне килме чӗннӗ. Ҫакӑ вӗсен Иисуспа юнашар пулмаллине кӑна мар, ӑна итлемеллине тата вӑл мӗне вӗрентнине пурнӑҫласа тӑмаллине пӗлтернӗ (Иоанн 5:40; 6:44).

14. Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен пирӗн мӗн тумалла?

14 Иоанн 6:53-мӗшӗнче кӗлетке тата юн пирки асӑннӑ чухне Иисус хӑй парас текен парне пирки каланӑ. Ӑна итлекен еврейсен ҫав парнене ӗненмелле пулнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫав парнене пула кӑна ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пулать. Паян та ҫавӑн пекех (Иоанн 6:40). Ҫын ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тет пулсан, унӑн Иисусӑн каҫарттаракан парнине ӗненмелле. Ҫак пиллӗхе шутсӑр нумай ҫын илме пултарать (Эф. 1:7).

15, 16. Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкран эпир мӗне вӗренетпӗр?

15 Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑка пӑхса тухни мӗн тери усӑллӑ пулчӗ! Эпир Иисус ҫынсемшӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнине куртӑмӑр. Галилейӑра вӑл чирлисене сыватнӑ, ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа панӑ тата пурте тутӑ пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ (Лука 9:11; Иоанн 6:2, 11, 12). Чи кирли вара, Иисус хӑй пирки «пурнӑҫ ҫӑкӑрӗ» тесе вӗрентнӗ (Иоанн 6:35, 48).

16 Кама Иисус «урӑх сурӑхсем» тенӗ, ҫавсен Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑра тата эрехе тутанмалла мар (Иоанн 10:16). Анчах вӗсем, сӑнарлӑ каласан, «пурнӑҫ ҫӑкӑрне» ҫиеҫҫӗ. Ҫакна вӗсем Иисусӑн каҫарттаракан парнине ӗненнипе тӑваҫҫӗ (Иоанн 6:53). Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансем вара ҫӗнӗ килӗшӳре тӑнине тата тӳпере патшасем пулассине кӑтартаҫҫӗ. Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иисус хыҫҫӑн пыракансем пурте: святой сывлӑшпа суйласа илнисем те, урӑх сурӑхсем те — Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкран нумай япалана вӗренме пултараҫҫӗ. Ҫав сыпӑк пире Иисусӑн каҫарттаракан парнине ҫирӗп ӗненмеллине вӗрентет. Мӗншӗн тесен ӑна ӗненсен кӑна эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултаратпӑр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен мӗн тумалла?

  • Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкра Иисус мӗн калани (пирӗн эрӑри 32-мӗш ҫул) Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ вӑхӑтӗнче вӑл мӗн каланинчен (пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫул) мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

  • Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ вӑхӑтӗнче урӑх сурӑхсем ҫӑкӑрпа эрехе тутанмаҫҫӗ пулин те, Иоанн кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкӗ тӑрӑх, вӗсене мӗнле пиллӗх кӗтет?

150-МӖШ ЮРӐ Ҫӑлӑнмашкӑн Иеговӑна шыра

a Иоанн 6:5—35 сӑвӑ йӗркисене унчченхи статьяра сӳтсе явнӑ.

b Иисус асӑннӑ шыв ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарччӑр тесе Иегова унччен мӗн тунине тата халӗ мӗн туса тӑнине сӑнласа парать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр