8-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
130-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне каҫарӑр
Иеговӑран каҫарма вӗренӗр
«Иегова сире пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарнӑ пекех, эсир те ҫаплах каҫарӑр» (КОЛ. 3:13).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Хамӑра кӳрентернӗ ҫынна каҫарма пире мӗн пулӑшӗ?
1, 2. а) Уйрӑмах хӑҫан каҫарма йывӑр пулма пултарать? ӑ) Дени́з каҫарнине мӗнле кӑтартнӑ?
СИРЕ ыттисене каҫарма йывӑр-и? Пирӗнтен нумайӑшне ҫакна тума ҫӑмӑл мар, уйрӑмах кам та пулин сӑмахпа е ӗҫпе пирӗн чуна хытӑ ыраттарчӗ пулсан. Анчах та эпир чуна ыраттаракан туйӑмсенчен хӑтӑлма пултаратпӑр тата каҫарма вӗренме пултаратпӑр. Дени́зa ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Вӑл питӗ йывӑр лару-тӑрура та каҫарма пултарнӑ. 2017 ҫулта Дениз хӑйӗн ҫемйипе Иегова Свидетелӗсен тӗп управленине экскурсине кайнӑ. Каялла таврӑннӑ чухне вӗсем аварине лекнӗ: тепӗр машинӑн водителӗ хӑйӗн машинине тытса чарайманран вӗсен машинипе пырса ҫапӑннӑ. Дениз тӑнне ҫухатнӑ. Тӑна кӗрсен вӑл хӑйӗн ачисем самаях аманни ҫинчен тата Бра́йан ятлӑ упӑшки вилни ҫинчен пӗлнӗ. Ҫав вӑхӑта аса илсе Дениз ҫапла калать: «Ҫак инкек мана хуҫсах антарчӗ». Каярахпа Дениз леш водителӗ ӳсӗр пулманни ҫинчен тата тимлӗхе ҫухатманни ҫинчен пӗлнӗ. Инкек ӑнсӑртран пулса тухнӑ. Ҫав-ҫавах Денизӑн чунӗ хытӑ ыратнӑ, ҫавӑнпа та вӑл Иеговӑран чун канӑҫлӑхне пама ыйтнӑ.
2 Вӗсемпе пырса ҫапӑннӑ водителе, вӑл Денизӑн упӑшкине вӗлерессе те усал шухӑшпа вӗлермен тесе айӑпланӑ. Суд водитель пирки вӑл айӑплӑ тесе йышӑну тунӑ пулсан, водитель тӗрмене лекме пултарнӑ. Анчах та суд Дениза ҫак приговор мӗнле пуласси эсӗ мӗн калассинчен килӗ тенӗ. Дениз ҫапла калать: «Эпӗ хама манӑн сурана уҫса ун ҫине пӗр витре тӑвар тӑкнӑ пек туйрӑм, мӗншӗн тесен ҫав йывӑр самантсене тепӗр хут тӳссе ирттернӗ пек туйӑнчӗ». Темиҫе эрнерен Дениз суд залӗнче ларнӑ. Ӑна сӑмах калама ирӗк парсан, вӑл мӗн каланӑ-ши? Дениз ҫав ҫынна каҫарма ыйтнӑb. Вӑл каласа пӗтерсен судья йӗрсе янӑ. Судья ҫапла каланӑ: «Эпӗ 25 ҫул хушши судья пулса ӗҫлетӗп, анчах та ҫакӑн пеккине нихӑҫан та курман: вилнӗ ҫыннӑн ҫемйи айӑплӑ ҫыншӑн нихӑҫан та хута кӗмен. Эпӗ ҫак залра юратни ҫинчен, каҫарни ҫинчен калаҫнине пӗрре те илтмен».
3. Каҫарма Дениза мӗн пулӑшнӑ?
3 Каҫарма Дениза мӗн пулӑшнӑ? Вӑл Иегова мӗнле каҫарни ҫинчен шухӑшланӑ (Мих. 7:18). Иегова хамӑра каҫарнӑшӑн пархатарлӑ пулни пире те ыттисене каҫарма хавхалантарӗ.
4. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет? (Эфес 4:32).
4 Иегова пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарать. Вӑл пирӗнтен те ҫапла каҫарасса кӗтет. (Эфес 4:32 вуласа парӑр.) Хамӑрӑн чуна ыраттарнӑ ҫынсене те пирӗн каҫарма хатӗр пулмалла (Пс. 86:5, ҪТ; Лука 17:4). Каҫарма питӗ йывӑр чухне те ҫавна тума пире мӗн пулӑшӗ? Айтӑр виҫӗ утӑма пӑхса тухар.
ХӐВӐРӐН ТУЙӐМСЕНЕ АН ПУСАРӐР
5. Ытарӑшсем 12:18-мӗшӗ тӑрӑх, пире кам та пулин кӳрентерсен эпир хамӑра мӗнле туйма пултаратпӑр?
5 Кам та пулин, уйрӑмах ҫывӑх тус е килтисенчен пӗри, сӑмахпа е ӗҫпе пирӗн чуна питӗ хытӑ ыраттарма пултарать (Пс. 54:13—15). Хушӑран чӑтма ҫук йывӑр пулма пултарать — хамӑра ҫӗҫӗпе чикнӗ пек туйма пултаратпӑр. (Ытарӑшсем 12:18 вуласа парӑр.) Туйӑмсене пусарса хамӑра ним пулман пек тытма пулать, анчах та хамӑра ҫавӑн пек тытни ҫӗҫҫе суранран кӑларманнипе пӗрех. Ҫавӑн пекех эпир хамӑрӑн туйӑмсене пусаратпӑр пулсан, чун ыратни хӑйне хӑех иртсе каясса пирӗн кӗтмелле мар.
6. Пире кӳрентернӗ чухне эпир хамӑра мӗнле тытма пултаратпӑр?
6 Кам та пулин пире кӳрентерсен эпир тӳрех тарӑхса кайма пултаратпӑр. Библи тарӑхни яланах япӑх тесе каламасть. Анчах та вӑл пире ҫак туйӑма хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр тесе асӑрхаттарать (Пс. 4:5; Эф. 4:26). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен туйӑмсем час-часах ӗҫсем патне илсе ҫитереҫҫӗ, тарӑхни вара ытларах чухне япӑххи патне илсе ҫитерет (Иак. 1:20). Асра тытӑр: тарӑхса кайни тата тарӑхса ҫӳрени — пӗр япалах мар. Тарӑхса кайни вӑл — туйӑм, анчах та тарӑхса ҫӳремелле-и, тарӑхса ҫӳремелле мар-и эпир хамӑр суйласа илетпӗр.
Тарӑхса кайни вӑл — туйӑм, анчах та тарӑхса ҫӳремелле-и, тарӑхса ҫӳремелле мар-и эпир хамӑр суйласа илетпӗр.
7. Ыттисем пирӗн чӗрене ыраттарнӑ чухне пирӗн мӗнле туйӑмсем ҫуралма пултараҫҫӗ?
7 Ыттисем пирӗн чӗрене ыраттарнӑ чухне тарӑхнисӗр пуҫне пирӗн урӑх туйӑмсем те ҫуралма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Энн ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла каласа парать: «Эпӗ пӗчӗккӗ чухне атте аннерен уйрӑлчӗ те мана пӑхакан хӗрарӑма качча илчӗ. Эпӗ хама пӑрахса кайнӑ пек туяттӑмччӗ. Вӗсен ачасем ҫуралсан, эпӗ хам пирки никама та кирлӗ мар тесе шутлама пуҫларӑм, ҫак шухӑшпах ӳсрӗм». Джордже́т ятлӑ хӗрарӑм тӑван упӑшки аскӑн ӗҫ туса хӑйне улталанине пӗлсен хӑй мӗн туйнине аса илет: «Эпир унпа ача чухнех туслӑ пулнӑ. Пӗрле пионерсем пулса ӗҫленӗ. Ман чӗре ҫурӑлса тухасла ырататчӗ». Юлашкинчен вӗсем уйрӑлнӑ. Нао́ми ятлӑ хӗрарӑм тӑван вара ҫапла каласа парать: «Упӑшка ман чӗрене ҫакӑн пек ыраттарма пултарать тесе эпӗ нихӑҫан та шутламан. Вӑл мана порнографи вӑрттӑн пӑхни ҫинчен каларӗ. Ҫак хыпар мана ҫапсах антарчӗ. Эпӗ хама сутнӑ пек туйрӑм».
8. а) Ыттисене каҫарма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур? ӑ) Ыттисене каҫарни хамӑра мӗнле усӑ парать? («Кам та пулин сирӗн чӗрене хытӑ ыраттарчӗ пулсан» рамкӑна пӑхӑр.)
8 Ҫынсем хӑйсене пирӗнпе мӗнле тытасси ҫине эпир витӗм кӳме пултараймастпӑр. Анчах та вӗсемпе хамӑра мӗнле тытасси хамӑртан килет. Ыттисем пире кӳрентернӗ чухне хамӑр мӗн тума пултарнинчен чи лайӑххи вӑл — вӗсене каҫарасси. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир Иеговӑна юрататпӑр, вӑл вара пирӗнтен ыттисене каҫарасса кӗтет. Эпир тарӑхса ҫӳретпӗр пулсан, каҫармастпӑр пулсан, ӑссӑрла ӗҫсем тума пултаратпӑр тата, тен, хамӑрӑн сывлӑха та сиен кӳрӗпӗр (Ытар. 14:17, 29, 30). Кристи́н ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Тарӑхса-кӳренсе ҫӳренӗ чухне эпӗ сахалрах йӑл кулатӑп, ытларах чухне усӑллӑ мар апат ҫиетӗп, япӑх ҫывӑратӑп, туйӑмсене тытса чарма мана йывӑртарах. Ҫакна пула вара упӑшкапа та, ытти ҫынсемпе те килӗштерсе пурӑнма йывӑр».
9. Мӗншӗн кӳренсе ҫӳреме пӑрахмалла?
9 Пире кӳрентернӗ ҫын каҫару ыйтмасть пулсан, ҫакӑ чуна питӗ ыраттарма пултарать. Ҫавах та чун суранне сиплеме пулать. Мӗнле майпа? Упӑшки аскӑн ӗҫ туса улталанӑ Джорджет ҫапла калать: «Упӑшка ҫине тарӑхса-кӳренсе ҫӳреме пӑрахмашкӑн мана вӑхӑт кирлӗ пулчӗ. Анчах ҫавна тусан эпӗ чунра тӗлӗнмелле канӑҫлӑх туйрӑм». Кӳренме пӑрахсан эпир япӑх туйӑмсене хамӑра сиен кӳме памастпӑр. Ҫавӑн пекех эпир хамӑра хамӑр парне парнелеме пултаратпӑр: унчченхине манса кайса каллех савӑнса пурӑнма пултаратпӑр (Ытар. 11:17). Калӑпӑр, эсир ҫавӑн пек тумаллине ӑнланатӑр, анчах хальлӗхе каҫарма хатӗр мар. Ҫакӑн пек чухне мӗн тумалла?
ТАРӐХСА-КӲРЕНСЕ ҪӲРЕМЕ ПӐРАХӐР
10. Чун суранӗсене сиплемешкӗн мӗншӗн пирӗн хамӑра вӑхӑт памалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
10 Тарӑхса-кӳренсе ҫӳреме пӑрахма пире мӗн пулӑшӗ? Хӑвӑра вӑхӑт парӑр. Тӗслӗхрен, ҫынна йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн сипленме тата каллех ура ҫине тӑма вӑхӑт кирлӗ. Чун суранӗсем пирки те ҫавнах калама пулать: вӗсене те сиплеме вӑхӑт кирлӗ, вара хӑвӑра кӳрентернӗ ҫынна чун-чӗререн каҫарма ҫӑмӑлтарах пулӗ (Еккл. 3:3; 1 Пётр 1:22).
Ҫынна йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн сипленме тата каллех ура ҫине тӑма вӑхӑт кирлӗ. Чун суранӗсене те сиплеме вӑхӑт кирлӗ (10-мӗш абзаца пӑхӑр)
11. Кӗлтуни сире ыттисене каҫарма мӗнле пулӑшма пултарать?
11 Иеговӑна кӗлтӑвӑр, унран хӑвӑра кӳрентернӗ ҫынна каҫарма пулӑшма ыйтӑрc. Маларах асӑннӑ Энн кӗлтуни хӑйне мӗнле пулӑшни ҫинчен акӑ мӗн каласа парать: «Эпир ҫемьере пурте хамӑра тӗрӗс мар тытнӑшӑн эпӗ Иеговӑран каҫару ыйтаттӑм. Кайран эпӗ аттепе унӑн арӑмӗ патне ҫыру ҫырса ятӑм, эпӗ сире каҫаратӑп тесе ҫыртӑм». Энн ҫавна тума ҫӑмӑлах пулмарӗ тет. Анчах малалла вӑл ҫапла калать: «Эпӗ Иеговӑран тӗслӗх илме тӑрӑшнине пула, тен, аттепе унӑн арӑмӗ манӑн Турӑ ҫинчен ытларах пӗлес тейӗҫ».
12. Мӗншӗн хамӑрӑн туйӑмсене шанас вырӑнне Иеговӑна шанмалла? (Ытарӑшсем 3:5, 6).
12 Хӑвӑрӑн туйӑмсене шанас вырӑнне Иеговӑна шанӑр. (Ытарӑшсем 3:5, 6 вуласа парӑр.) Пирӗншӗн мӗн лайӑх пулнине Иегова хамӑртан лайӑхрах пӗлет (Ис. 55:8, 9). Ҫавӑнпа та вӑл хамӑра мӗн сиен кӳме пултарать, ҫавна нихӑҫан та тума ыйтмӗ. Эппин, вӑл пире ыттисене каҫарма ыйтать пулсан, ҫакӑ хамӑрах усӑ парӗ (Пс. 39:5; Ис. 48:17, 18). Анчах та хамӑрӑн туйӑмсем хыҫҫӑн кайсан эпир нихӑҫан та каҫараймӑпӑр (Ытар. 14:12; Иер. 17:9). Маларах асӑннӑ Наоми ҫапла калать: «Порнографи пӑхнӑшӑн малтан упӑшкана пӗртте каҫарас килместчӗ. Ҫакна тума манӑн право пур тесе те шутлаттӑм. Вӑл мана мӗнле хӗн кӑтартнине манса кайса манӑн чуна каллех ыраттарасран хӑраттӑмччӗ. Иегова манӑн туйӑмсене ӑнланать тесе хама ӗнентереттӗмччӗ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: Иегова манӑн туйӑмсене ӑнланать пулсан та, вӗсем тӗрӗс тесе шутламасан та пултарать. Кӳренсе ҫӳреме пӑрахмашкӑн мана вӑхӑт кирлине Иегова пӗлет, ҫапах та вӑл манран ыттисене каҫарасса кӗтет»d.
ЯПӐХ ТУЙӐМСЕНЕ ЛАЙӐХХИСЕМПЕ УЛӐШТАРӐР
13. Рим 12:18—21 сӑвӑ йӗркисем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?
13 Кама та пулин каҫарни вӑл мӗн пулса иртни ҫинчен урӑх калаҫмӑпӑр тесе шутласа хуни кӑна мар. Пирӗн тӗллев — хамӑра кӳрентернӗ ҫынпа мирлешесси, уйрӑмах вӑл пухури тӑван пулсан (Матф. 5:23, 24). Ҫавӑнпа та эпир тарӑхас вырӑнне хӗрхенме, кӳренес вырӑнне вара каҫарма тӑрӑшатпӑр (Рим 12:18—21 вуласа парӑр; 1 Пётр 3:9). Ҫакна тума пире мӗн пулӑшӗ?
14. Пирӗн мӗн тума тӑрӑшмалла тата мӗншӗн?
14 Хамӑра кӳрентернӗ ҫын ҫине пирӗн Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшмалла. Турӑ ҫынсен лайӑх енӗсене курма тӑрӑшать (2 Ҫул. 16:9; Пс. 129:3). Ялан тенӗ пекех, эпир мӗн шыратпӑр, ҫавна тупатпӑр та. Ыттисенче лайӑххине курма тӑрӑшсан, вӗсене каҫарма ҫӑмӑлрах. Джа́ррод ятлӑ арҫын тӑван ҫапла калать: «Хампа тӑван хушшинче пӗр-пӗрне ӑнланманни сиксе тухсан эпӗ тӳрех тӑванӑн нумай-нумай лайӑх енӗ ҫинчен аса илме тӑрӑшатӑп. Ҫакӑ мана ӑна каҫарма пулӑшать».
15. Мӗншӗн ҫынна эсир ӑна каҫарни ҫинчен каламалла?
15 Ҫынна хӑвӑр ӑна каҫарни ҫинчен те каламалла. Мӗншӗн? Наоми акӑ мӗн калать: «Пӗррехинче упӑшка манран: „Эсӗ мана каҫартӑн-и?“ — тесе ыйтрӗ. Хуравлама ҫӑвара уҫрӑм, анчах та ним те калаймарӑм. Ҫавӑн чухне эпӗ ӑна чӑннипех каҫарманнине ӑнланса илтӗм. Вӑхӑт иртсен эпӗ ҫак питӗ кирлӗ виҫӗ сӑмаха: „Эпӗ сана каҫаратӑп“, — тесе калама пултартӑм. Ҫакна илтсен упӑшкан куҫӗсем шывланчӗҫ. Пире иксӗмӗре те ҫав тери ҫӑмӑл пулса кайрӗ, ҫакна эпӗ кӗтмен те. Халӗ эпӗ упӑшкана каллех шанатӑп тата эпир унпа — чи лайӑх туссем».
16. Каҫарни ҫинчен эсир мӗн пӗлтӗр?
16 Ыттисене каҫарма пире йывӑр пулма пултарать. Апла пулин те, Иегова пирӗнтен пӗр-пӗрне каҫарасса кӗтет (Кол. 3:13). Ҫак статьяра эпир каҫарма мӗн пулӑшма пултарнине сӳтсе яврӑмӑр: пирӗн хамӑрӑн туйӑмсене пусармалла мар, анчах та тарӑхса-кӳренсе ҫӳреме пӑрахмалла. Вара эпир япӑх туйӑмсене лайӑххисемпе улӑштарма пултарӑпӑр. («Каҫарма пулӑшакан виҫӗ утӑм» рамкӑна пӑхӑр.)
КАҪАРНИ МӖНЛЕ УСӐ ПАНИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР
17. Ыттисене каҫарни мӗнле усӑ парать?
17 Ыттисене каҫарма пирӗн сӑлтавсем нумай. Акӑ вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем. Пӗрремӗшӗнчен, ыттисене каҫарнипе эпир пирӗн ҫӳлти Аттене, Иеговӑна, савӑнтаратпӑр. Каҫарас тӗлӗшрен вӑл чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать (Лука 6:36). Иккӗмӗшӗнчен, ыттисене каҫарнипе эпир Иегова пире хӗрхенсе каҫарнӑшӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр (Матф. 6:12). Виҫҫӗмӗшӗнчен вара, ыттисене каҫарни хамӑрӑн сывлӑх ҫине те, хамӑрпа ыттисем хушшинчи хутшӑнусем ҫине те лайӑх витӗм кӳрет.
18, 19. Каҫарни ҫыннӑн пурнӑҫне мӗнле улӑштарма пултарать?
18 Ыттисене каҫарсан эпир пач кӗтмен пиллӗхсем илме пултаратпӑр. Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Дениза аса илер. Вӑл каҫарсан мӗн пулса иртнӗ? Авари тунӑ водитель суд хыҫҫӑн хӑй ҫине ал хума шутласа хунӑ пулнӑ. Дениз ҫакна пӗлмен, анчах та вӑл каҫарни ҫав арҫыннӑн чӗрине хытах пырса тивнӗ, вара вӑл Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ.
19 Хӑш-пӗр чухне ыттисене каҫарма ҫав тери йывӑр пек туйӑнма пултарать. Анчах та каҫарсан, ҫакӑ пирӗн пурнӑҫри чи телейлӗ самант пулса тӑма пултарать (Матф. 5:7). Ҫавӑнпа айтӑр Иегова каҫарнӑ пек каҫарма тӑрӑшар!
125-МӖШ ЮРӐ «Хӗрхенекенсем телейлӗ»
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
b Ҫакӑн пек лару-тӑрусенче кашни христианин мӗн тумалли пирки хӑй йышӑну тӑвать.
c jw.org сайтра «Прощайте друг друга», «Оставь обиду» тата «Каллех туссем» юрӑ-кӗвӗллӗ видеосем пӑхӑр.
d Порнографи пӑхнипе упӑшка ҫылӑх тӑвать пулин те тата арӑмӗн чӗрине ыраттарать пулин те, Библи арӑмне ҫавӑншӑн упӑшкинчен уйрӑлма ирӗк памасть.