Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 март 26—31 с.
  • Иеговӑн алли кӗске мар

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑн алли кӗске мар
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МОИСЕЙПА ТАТА ИЗРАИЛЬТЯНСЕМПЕ МӖН ПУЛСА ИРТНӖ?
  • УКҪА-ТЕНКӖ ҪИТСЕХ КАЙМАН ЧУХНЕ
  • ВАТЛӐХРА УКҪА-ТЕНКӖ ҪИТСЕ ПЫРӖ-И ТЕСЕ ШУХӐШЛАНӐ ЧУХНЕ
  • Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен юлашки сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Йышӑнусем тунӑ чухне эсӗ Иегова ҫине шанатӑн-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Иегова чӗрӗ Турӑ пулнине асра тытӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 март 26—31 с.

13-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

4-МӖШ ЮРӐ Иегова — манӑн Кӗтӳҫӗм

Иеговӑн алли кӗске мар

«Ҫӳлхуҫанӑн алли кӗске-им?» (ЙЫШ. 11:23).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Ҫак статья пире Иегова пирӗншӗн яланах тӑрӑшма пултарнине хытӑрах ӗненме пулӑшӗ.

1. Моисей израильтянсене Египетран илсе тухнӑ чухне Иеговӑна шаннине мӗнле кӑтартнӑ?

ЕВРЕЙСЕМ патне янӑ ҫырура хытӑ ӗненнӗ Туррӑн нумай ӗҫлекенӗ ҫинчен каланӑ. Вӗсенчен пӗри — Моисей (Евр. 3:2—5; 11:23—25). Ӗненнине пула вӑл израильтянсене Египетран илсе тухнӑ. Ӑна фараонпа унӑн вӑйлӑ ҫарӗ хӑратса ӳкермен. Иегова ҫине шанса Моисей халӑха Хӗрлӗ тинӗс урлӑ пушхире илсе кайнӑ (Евр. 11:27—29). Израильтянсенчен нумайӑшӗ Иегова хӑйсене пулӑшма пултарасси пирки иккӗленнӗ. Анчах та Моисей малалла та Иегова ҫине шаннӑ. Шанни ахалех пулман, мӗншӗн тесен Турӑ халӑх пушхирте вилсе ан пӗттӗр тесе вӗсене тӗлӗнмелле майпа шывпа апат парса тӑнӑ (Тух. 15:22—25; Пс. 77:23—25)a.

2. Мӗншӗн Турӑ Моисейран: «Ҫӳлхуҫанӑн алли кӗске-им?» — тесе ыйтнӑ? (Йыша шутлани 11:21—23).

2 Израильтянсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑка яхӑн вӑхӑт иртсен Иегова вӗсене аш паратӑп тенӗ. Моисей хытӑ ӗненнӗ пулин те Иегова пушхирте темиҫе миллион ҫынна мӗнле майпа ашпа тӑрантарма пултарнине ӑнланма пултарайман. Ҫавӑнпа Турӑ Моисейран: «Ҫӳлхуҫанӑн алли кӗске-им?» — тесе ыйтнӑ. (Йыша шутлани 11:21—23 вуласа парӑр.) Кунта «Ҫӳлхуҫанӑн алли» Туррӑн святой сывлӑшне — унӑн ӗҫ тӑвакан вӑйне пӗлтерет. Урӑхла каласан, Иегова Моисейран ҫапла ыйтнӑ теме пулать: «Эсӗ чӑнах та эпӗ хам мӗн каланине пурнӑҫлама пултараймастӑп тесе шутлатӑн-и?»

3. Моисейпа тата израильтянсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшлани мӗншӗн усӑллӑ пулма пултарать?

3 Иегова сирӗншӗн тата сирӗн ҫемьешӗн тӑрӑшма пултарасси пирки пӑшӑрханни сирӗн пулкаланӑ-и? Кирек мӗнле пулсан та, Моисейпа тата израильтянсемпе мӗн пулса иртнине пӑхса тухни пирӗншӗн усӑллӑ пулӗ. Эпир ҫакна пӗлӗпӗр: мӗншӗн вӗсем Иегова хӑйсене ҫимелли пама пултарасси пирки иккӗленме пуҫланӑ? Ҫавӑн пекех эпир Иеговӑн алли кӗске пулманнине хытӑрах ӗненме пулӑшакан Библири принципсене сӳтсе явӑпӑр.

МОИСЕЙПА ТАТА ИЗРАИЛЬТЯНСЕМПЕ МӖН ПУЛСА ИРТНӖ?

4. Мӗншӗн израильтянсенчен нумайӑшӗ хӑйсемшӗн Иегова тӑрӑшма пултарасси пирки иккӗленме пуҫланӑ?

4 Израильтянсемпе «тӗрлӗ халӑх ҫыннисем» пӗр вӑхӑт хушши ӗнтӗ пушхирпе Пама пулнӑ ҫӗр патнелле утнӑ (Тух. 12:38; Сак. аст. 8:15). Тӗрлӗ халӑх ҫыннисене манна йӑлӑхтарса ҫитернӗ те вӗсем урӑх апат ыйтма пуҫланӑ. Вара израильтянсем те ӳпкелешме тытӑннӑ. Вӗсем Египетра хӑйсен пулнӑ апачӗшӗн тунсӑхлама пуҫланӑ (Йыш. 11:4—6). Халӑх ӳпкелешнӗрен Моисей унӑн хӑйӗн вӗсене ашпа тӑрантармалла тесе шутланӑ. Анчах та ҫакна мӗнле тумаллине вӑл пӗлмен (Йыш. 11:13, 14).

5, 6. Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем нумай израильтянин ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр?

5 Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем хӑйсемшӗн Иегова мӗн тунине хакламан. Вӗсем ҫине пӑхса израильтянсем те ҫавӑн пекех шутлама пуҫланӑ. Ҫакӑн пекки пирӗнпе те пулса тухма пултарать. Пархатарсӑр ҫынсене хамӑр ҫине витӗм кӳме парсан, эпир те Иегова хамӑра мӗн панине хаклама пӑрахма пултаратпӑр. Эпир хамӑрӑн унччен мӗн пулнишӗн тунсӑхлама пултаратпӑр е ыттисене, вӗсен мӗн пурришӗн, кӗвӗҫме пултаратпӑр. Анчах эпир кирек мӗнле лару-тӑрура та хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма вӗренсен телейлӗрех пулӑпӑр.

6 Израильтянсен хӑйсене Иегова мӗн туса пама сӑмах панине асра тытмалла пулнӑ. Вӑл вӗсене эсир ҫӗнӗ киле — Пама пулнӑ ҫӗре ҫитсен, сирӗн веҫех пулать тесе каланӑ. Анчах та ҫак сӑмахсем пушхирте мар, Пама пулнӑ ҫӗрте пурӑннӑ чухне пурнӑҫланмалла пулнӑ. Пирӗн те ҫак тӗнчере мӗн ҫукки пирки хуйхӑрмалла мар. Ун вырӑнне пуласлӑхра Иегова паракан чаплӑ парнесем ҫинчен шухӑшлани лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех эпир Иегова ҫине шанма пулӑшакан Библири сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр.

7. Иеговӑн алли кӗске пулманни пирки эпир мӗншӗн иккӗленместпӗр?

7 «Ҫӳлхуҫанӑн алли кӗске-им?» Мӗншӗн Турӑ ҫак ыйтӑва панӑ? Турӑ Моисея хӑйӗн вӑйӗ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаттарасшӑн пулман пулас. Тен, вӑл ҫакна та кӑтартасшӑн пулнӑ: хӑйӗн ӗҫлекенӗсем кирек ӑҫта пулсан та, унӑн алли унта та ҫитет. Иегова ҫитме пултарайман вырӑн ҫук. Вӑл израильтянсене вӗҫӗ-хӗррисӗр пушхирте те ашпа тӑрантарма пултарнӑ. Иегова вӗсене «хӑватлӑ аллӑма тӑсса» пулӑшӑп тенӗ (Тух. 6:6). Ҫавӑнпа та йывӑр лару-тӑрӑва лексен, айтӑр Иегова пирӗншӗн тӑрӑшма пултарнине асра тытар. Мӗншӗн тесен Иегова пирӗнтен аякра мар, пире пулӑшмашкӑн унӑн аллине тӑсмалла ҫеҫ (Пс. 137:6, 7).

8. Израильтянсем пушхирте тунӑ йӑнӑша пирӗн те тӑвас мар тесен мӗн тумалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

8 Кӗҫех Иегова хӑй мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна тунӑ — вӑл хӑйӗн халӑхне питӗ нумай путене панӑ. Анчах та израильтянсем ҫак тӗлӗнмелле ӗҫшӗн Турра тав туман. Вӗсем ҫӑткӑнланса путенесене пӗр чарӑнмасӑр кун ҫурӑ пуҫтарнӑ. Иегова ҫилленсе кайнӑ та хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшакан, «пилне чарайман халӑха» наказани панӑ (Йыш. 11:31—34). Ҫак тӗслӗх пире питӗ кирлӗ япалана вӗрентет. Пирӗн те ҫӑткӑн пулса тӑрасран асӑрханмалла. Эпир пуян-и, чухӑн-и — айтӑр Иеговӑпа тата Иисуспа туслӑха ҫирӗплетсе чи малтан «тӳпере пурлӑх пухар» (Матф. 6:19, 20; Лука 16:9). Вара Турӑ пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине веҫех парӗ.

Израильтянсем пушхирте ҫӗрле питӗ нумай путене пуҫтараҫҫӗ.

Израильтянсем пушхирте мӗнле япӑх енсене кӑтартнӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? (8-мӗш абзаца пӑхӑр)


9. Мӗн пирки пирӗн иккӗленмелле мар?

9 Иегова паян та пире хӑватлӑ аллипе пулӑшса тӑрать. Апла пулсан, пирӗн апат е укҫа-тенкӗ ҫитменнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем нихӑҫан та пулмаҫҫӗ теме пулать-и? Ҫук, ку апла марb. Анчах Иегова яланах юнашар пулать. Вӑл пире кирек мӗнле йывӑрлӑхра та пулӑшӗ. Турра шаннине эпир ҫак икӗ лару-тӑрура кӑтартма пултаратпӑр: 1) укҫа-тенкӗ ҫитсех кайман чухне тата 2) ватлӑхра укҫа-тенкӗ ҫитсе пырӗ-и тесе шухӑшланӑ чухне. Айтӑр ҫак лару-тӑрусене пӑхса тухар.

УКҪА-ТЕНКӖ ҪИТСЕХ КАЙМАН ЧУХНЕ

10. Эпир укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр?

10 Ҫак тӗнчен вӗҫӗ ҫывхарса пынӑҫемӗн экономика тӗлӗшӗнчен лару-тӑру, тен, япӑхланса пырӗ. Власть улшӑнни, вӑрҫӑсем, ҫутҫанталӑк инкекӗсем е ҫӗнӗ пандемисем пулма пултарӗҫ. Ҫаксене пула пирӗн кӗтмен ҫӗртен тӑкаксем пулма пултараҫҫӗ, эпир хамӑрӑн ӗҫе, пурлӑха е кил-ҫурта ҫухатма пултаратпӑр. Тен, ҫемьене тӑрантарса усрамашкӑн ҫӗнӗ ӗҫ шырама е урӑх ҫӗршыва куҫса кайма тивет. Йышӑнусем тунӑ чухне Иеговӑна шаннине мӗнле кӑтартма пулать?

11. Укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме мӗн пулӑшӗ? (Лука 12:29—31).

11 Пӗрремӗшӗнчен, хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен Иеговӑна каласа парӑр (Ытар. 16:3). Тӗрӗс йышӑнусем тумашкӑн ӑслӑлӑх ыйтӑр тата хӑвӑр лару-тӑрура ытлашши пӑшӑрханас мар тесе лӑпкӑлӑх ыйтӑр. (Лука 12:29—31 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пулӑш тесе ҫине тӑрсах кӗлтӑвӑр (1 Тим. 6:7, 8). Пирӗн jw.org сайтра укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшакан статьясемпе видеосем нумай. Эсир унта нумайӑшне пулӑшнӑ канашсене тупма пултаратӑр.

12. Ҫемьешӗн мӗн кирлӗрех пулнине шута илмешкӗн христианинӑн хӑйне мӗнле ыйтусем памалла?

12 Хӑш-пӗрисем килтен аякра ӗҫлеме килӗшнӗ, анчах та каярахпа хӑйсем ӑссӑрла йышӑну тунине ӑнланса илнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе кӗриччен унта мӗн чухлӗ укҫа тӳлесси ҫинчен кӑна мар, ҫак ӗҫ хӑвӑра тата хӑвӑрӑн ҫемьене Иеговӑпа ҫывӑхланма чӑрмантармӗ-и тесе шухӑшласа пӑхӑр (Лука 14:28). Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Эпӗ аякра пулни манӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ? Эпӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме, ырӑ хыпар сарма тата пухури тӑвансемпе вӑхӑт ирттерме пултарӑп-и?» Сирӗн ачасем пур пулсан, хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Эпӗ ҫемьепе пӗрле пулмасан ачасене „Иегова каланӑ пек тӳрлетсе, вӗрентсе пӑхса“ ӳстерме пултарӑп-и?» (Эф. 6:4). Йышӑнусем тунӑ чухне Библие ӗненмен хурӑнташсемпе туссем мӗн каланине мар, Иегова мӗн шутланине шута илӗрc. Азири пӗр ҫӗршывра пурӑнакан То́ни ятлӑ арҫын тӑвана темиҫе интереслӗ ӗҫ сӗннӗ. Анчах та ӗҫлеме ют ҫӗршыва каймалла пулнӑ. Турра кӗлтусан тата арӑмӗпе канашласа илсен вӑл ниҫта та каяс темен. Ун вырӑнне вӗсем укҫапа перекетлӗрех усӑ курма шут тытнӑ. Унчченхине аса илсе Тони ҫапла калать: «Урӑх ҫӗршыва кайманшӑн эпӗ савӑнатӑп. Эпӗ темиҫе ҫынна чӑнлӑха йышӑнма пулӑшрӑм. Манӑн ывӑлпа хӗр Иеговӑна юратаҫҫӗ. Пирӗн ҫемье ҫакна ӑнланса илчӗ: эпир Матфей 6:33-мӗшӗнчи сӑмахсене тытса тӑрсан, Иегова пирӗншӗн тӑрӑшатех».

ВАТЛӐХРА УКҪА-ТЕНКӖ ҪИТСЕ ПЫРӖ-И ТЕСЕ ШУХӐШЛАНӐ ЧУХНЕ

13. Ватлӑхра пурӑнмалӑх укҫа пултӑр тесен эпир халех мӗн тума пултаратпӑр?

13 Ватӑлса ҫитсен пирӗн укҫа ҫитсе пырӗ-и тесе халех пӑшӑрханма пултаратпӑр. Ҫак тӗлӗшрен те Иеговӑна шаннине мӗнле кӑтартма пулать? Библи пире пуласлӑх ҫинчен шутлама тата тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантарать (Ытар. 6:6—11). Май пур пулсан, укҫана пухса пыни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Укҫа чӑнах та хӑш-пӗр енчен хӳтӗлет (Еккл. 7:12). Анчах та укҫа ӗҫлесе илесси пирӗн пурнӑҫра пӗрремӗш вырӑнта пулмалла мар.

14. Еврейсем 13:5-мӗшӗ пуласлӑх пирки ытлашши пӑшӑрханасран мӗнле пулӑшать?

14 Иисус хӑйӗн пӗр ытарӑшӗнче ҫакна палӑртнӑ: ҫын «Турӑ куҫӗ умӗнче пуян пулас» вырӑнне укҫа пухать пулсан, вӑл ӑссӑрла хӑтланать (Лука 12:16—21). Пӗр ҫын та хӑйӗнпе ыран мӗн пулассине пӗлмест (Ытар. 23:4, 5; Иак. 4:13—15). Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене тата тепӗр йывӑрлӑх ҫинчен каланӑ — пирӗн хамӑрӑн пӗтӗм пурлӑха хӑварма хатӗр пулмалла (Лука 14:33). Пӗрремӗш ӗмӗрте Иудейӑри христиансем хӑйсен пӗтӗм пурлӑхне ҫухатнӑ чухне савӑнӑҫа ҫухатман (Евр. 10:34). Хальхи вӑхӑтра тӑвансенчен нумайӑшӗ политикӑна хутшӑнманран ӗҫ ҫухатнӑ (Ӳлӗм. 13:16, 17). Ҫирӗп пулма вӗсене мӗн пулӑшнӑ? Вӗсем Иегова сӑмах панине пурнӑҫласса ҫирӗп ӗненнӗ. Турӑ хӑй ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана нихӑҫан та пӑрахмӑп тата сана нихӑҫан та хӑвармӑп». (Еврейсем 13:5 вуласа парӑр.) Эппин, эпир пуласлӑх ҫинчен шухӑшлатпӑр, хамӑртан мӗн килнине тӑватпӑр, ыттине вара Иеговӑн аллине паратпӑр. Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухакан лару-тӑрусенче те Иегова пирӗншӗн тӑрӑшасса эпир шанатпӑр.

15. Христиансен хӑйсен ачисенчен мӗн кӗтмелле тата мӗн кӗтмелле мар? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

15 Хӑш-пӗр культурӑсенче ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсене укҫа-тенкӗпе ачисем пулӑшасса кӗтеҫҫӗ. Библире вара ашшӗ-амӑшӗсен ачисемшӗн тӑрӑшмалла тенӗ (2 Кор. 12:14). Паллах ӗнтӗ, ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшне пулӑшу кирлӗ пулсан, ачисенчен нумайӑшӗ вӗсене хаваспах пулӑшаҫҫӗ (1 Тим. 5:4). Анчах та Иеговӑна ӗненекен ашшӗ-амӑшӗшӗн чӑн-чӑн телей вӑл — хӑйсене ватлӑхра ачисем укҫа-тенкӗпе пулӑшни мар, ачисем Иеговӑн тусӗсем пулса тӑни (3 Иоанн 4).

Пӗр мӑшӑр хӑйсен хӗрӗпе тата унӑн упӑшкипе интернет урлӑ ҫыхӑнса калаҫать. Хӗрӗ те, унӑн упӑшки те строительсен жилетне тӑхӑннӑ.

Пуласлӑх ҫинчен шухӑшлакан мӑшӑрсем Библири принципсене шута илсе йышӑнусем тӑваҫҫӗ (15-мӗш абзаца пӑхӑр)d


16. Ачисем ҫитӗнсе ҫитсен укҫа ӗҫлесе илме пултарччӑр тесе ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ? (Эфес 4:28).

16 Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсем ҫитӗнсе ҫитсен хӑйсене хӑйсем мӗн кирлипе тивӗҫтерме пултарччӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Хӑвӑр тӗслӗхпе вӗсене Иеговӑна шанма тата мӗн пӗчӗкренех тӑрӑшса ӗҫлеме вӗрентӗр (Ытар. 29:21; Эфес 4:28 вуласа парӑр). Ачӑрсем шкула кайсан, вӗсене лайӑх вӗренме хавхалантарӑр. Эсир Библи тӗпчетӗр тата унӑн принципӗсемпе усӑ куратӑр пулсан, ачасене мӗнле пӗлӳ илесси пирки йышӑну тума пулӑшма пултаратӑр. Сирӗн тӗллев — вӗсене хӑйсене мӗн кирлипе тивӗҫтерме вӗрентесси кӑна мар, ырӑ хыпар сарас ӗҫе юратма вӗрентесси те, тен, пионер пулса ӗҫлеме пулӑшасси те.

17. Пирӗн мӗн ҫинчен нихӑҫан та манса каймалла мар?

17 Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем вӑл вӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтересси пирки иккӗленмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Туррӑн вӗсене пулӑшма вӑй та, кӑмӑл та пур. Ҫак тӗнчен вӗҫӗ ҫывхарса пынӑҫемӗн Турӑ ҫине пирӗн тата ытларах шанмалла. Кирек мӗн пулса тухсан та, айтӑр яланах ҫакна асра тытар: Иегова пирӗншӗн тӑрӑшма тата мӗн кирлипе тивӗҫтерме пултарать, мӗншӗн тесен унӑн хӑватлӑ алли кӗске мар.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Моисейпа тата израильтянсемпе мӗн пулса иртни пире мӗне вӗрентет?

  • Укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, Иегова ҫине шаннине мӗнле кӑтартма пулать?

  • Ватлӑхра укҫа-тенкӗ ҫитсе пырӗ-и тесе шухӑшланӑ чухне мӗне шута илмелле?

150-МӖШ ЮРӐ Ҫӑлӑнмашкӑн Иеговӑна шыра

a 2023 ҫулхи октябрьте тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр.

b 2014 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) «Вопросы читателей» статьяна пӑхӑр.

c 2014 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Никам та икӗ хуҫашӑн ӗҫлесе тӑма пултараймасть» статьяна пӑхӑр.

d ӲКЕРЧӖК. Иеговӑна ӗненекен ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен хӗрӗпе интернет урлӑ калаҫаҫҫӗ. Хӗрӗпе упӑшки Патшалӑх залне тунӑ ҫӗртре пулӑшаҫҫӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр