14-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
8-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн хӳтлӗх
Камшӑн ӗҫлессине суйласа илӗр
«Эпӗ тата манӑн кил-йышӑм — Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр» (ИИС. Н. 24:15, ҪТ).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Ҫак статьяра эпир мӗншӗн Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнине аса илетпӗр.
1. Чӑннипех телейлӗ пулас тесен пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн? (Исаия 48:17, 18).
ИЕГОВА пире питӗ хытӑ юратать. Вӑл пире халӗ те, пуласлӑхра та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн (Еккл. 3:12, 13). Турӑ ҫынсене тӗлӗнмелле пултарулӑхсем панӑ. Анчах та вӑл пире ытти ҫынсене ертсе пыма тата мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки йышӑну тума пултарулӑх паман (Еккл. 8:9; Иер. 10:23). Вӑл ҫакна пӗлет: чӑннипех те телейлӗ пулас тесен пирӗн уншӑн ӗҫлесе тӑмалла тата ӑна итлесе пурӑнмалла. (Исаия 48:17, 18 вуласа парӑр.)
2. Шуйттан пире мӗне ӗнентересшӗн тата Иегова унӑн суйине тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тесе мӗн тунӑ?
2 Шуйттан ҫынсене вӗсем Иеговӑсӑрах телейлӗ пулма пултараҫҫӗ тата вӗсене Турӑ ертсе пыни кирлӗ мар тесе ӗнентересшӗн (Пулт. 3:4, 5). Ҫак суяна тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тесе Иегова ҫынсене пӗр вӑхӑт хушши хӑйсене хӑйсем ертсе пыма ирӗк панӑ. Ҫынсем ертсе пыни ним лайӑххи патне те илсе пыманнине эпир курса тӑратпӑр. Библире вара нумай телейлӗ арҫынпа хӗрарӑм ҫинчен каланӑ. Вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлесе телейлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ. Иисус Христос вӗсенчен чи телейли пулнӑ. Ҫак статьяра эпир мӗншӗн Иисус Иеговӑшӑн ӗҫлессине суйласа илнине тата мӗншӗн Иегова эпир ӑна пуҫҫапнине тивӗҫлӗ пулнине пӑхса тухатпӑр. Юлашкинчен вара мӗншӗн эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнине аса илетпӗр.
МӖНШӖН ИИСУС ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕ ШУТ ТЫТНӐ?
3. Шуйттан Иисуса мӗн сӗннӗ тата Иисус мӗн суйласа илнӗ?
3 Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иисусӑн камшӑн ӗҫлемеллине суйласа илмелле пулнӑ. Вӑл шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Шуйттан ӑна тӗнчери мӗнпур патшалӑха сӗннӗ. Ҫавна илес тесен Иисусӑн Шуйттана пӗрре кӑна чӗркуҫленсе пуҫҫапмалла пулнӑ. Анчах Иисус ӑна каланӑ: «Кай ман патран, Шуйттан! Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: „Хӑвӑн Турруна, Иеговӑна, пуҫҫап, пӗр уншӑн кӑна ӗҫлесе тӑр“» (Матф. 4:8—10). Мӗншӗн Иисус Иеговӑшӑн ӗҫлессине суйласа илнӗ? Темиҫе сӑлтава пӑхса тухар.
4, 5. Мӗншӗн Иисус Иеговӑшӑн ӗҫлессине суйласа илнӗ?
4 Мӗншӗн Иисус Иеговӑшӑн ӗҫлессине суйласа илнӗ? Тӗп сӑлтав вӑл — Иисус хӑйӗн Ашшӗне питӗ хытӑ юратать (Иоанн 14:31). Ҫавӑн пекех вӑл ҫакна пӗлет: Иеговӑшӑн ӗҫлесси — пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул (Иоанн 8:28, 29; Ӳлӗм. 4:11). Иегова пурне те пурнӑҫ парнеленӗ, вӑл шанӑҫа тивӗҫлӗ тата уҫӑ кӑмӑллӑ (Пс. 32:4; 35:10; Иак. 1:17). Вӑл Иисуса яланах тӗрӗссине каланӑ тата ӑна нумай ырӑ парне панӑ (Иоанн 1:14). Шуйттан вара пачах Иегова пек мар: вӑл суеҫӗ, ҫӑткӑн, хӑйӗн ҫинчен кӑна шутлать тата вилӗм кӑна «парнелет» (Иоанн 8:44). Ҫавӑнпа Иисус нихӑҫан та Шуйттан пек пуласшӑн пулман тата Иеговӑна хирӗҫ каясси пирки нихӑҫан та шутламан (Флп. 2:5—8).
5 Тата мӗне пула Иисус Иеговӑшӑн ӗҫлессине суйласа илнӗ? Иисус хӑй шанчӑклӑ тӑрса юлни мӗнле усӑ парасси ҫинчен шухӑшланӑ (Евр. 12:2). Вӑл ҫакна пӗлнӗ: веҫех чӑтса ирттерсен вӑл Ашшӗн ятне мухтава кӑларӗ тата ҫылӑхпа вилӗме яланлӑхах пӗтерӗ.
МӖНШӖН ИЕГОВА ЭПИР ӐНА ПУҪҪАПНИНЕ ТИВӖҪЛӖ?
6, 7. Мӗншӗн нумайӑшӗ паян Иеговӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ тата мӗншӗн вӑл эпир ӑна пуҫҫапнине тивӗҫлӗ?
6 Нумайӑшӗ паян Иеговӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑн лайӑх енӗсене тата вӑл вӗсемшӗн мӗн чухлӗ ырӑ тунине пӗлмеҫҫӗ. Павел апостол Афинӑра ырӑ хыпар пӗлтернӗ ҫынсем те ҫавӑн пекех пулнӑ — вӗсем те Турра пӗлмен (Ап. ӗҫ. 17:19, 20, 30, 34).
7 Павел хӑйне итленӗ ҫынсене чӑн Турӑ «пурне те пурнӑҫ та, сывлӑш та, ыттине те парса тӑрать» тесе ӑнлантарса панӑ. Унтан тата: «Ӑна пула эпир пур, пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр», — тесе каланӑ. Пурне те Тунӑ Турӑ «пӗр ҫынран мӗнпур халӑха пултарнӑ» (Ап. ӗҫ. 17:25, 26, 28). Апла пулсан, пирӗн ӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла.
8. Иегова мӗн нихӑҫан та тумасть тата пире хытӑ юратнине вӑл мӗнле кӑтартать?
8 Пурне те Тунӑ Турӑ тата Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан пулнӑ май, Иегова пурне те хӑйӗншӗн вӑйпа ӗҫлеттерме пултарнӑ. Анчах та вӑл ҫакӑн пек нихӑҫан та тумасть. Ун вырӑнне Турӑ тӗрлӗ майпа хӑй пуррине тата пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартса тӑрать. Вӑл май килнӗ таран ытларах ҫын ӗмӗр-ӗмӗрепех хӑйӗн тусӗ пултӑр тет (1 Тим. 2:3, 4). Ҫавӑнпа Иегова пире ырӑ хыпара мӗнле сармаллине вӗрентет (Матф. 10:11—13; 28:19, 20). Вӑл йӗркеленӗ пухусенче вара эпир ӑна пуҫҫапма тата юратакан старейшинӑсенчен пулӑшу илме пултаратпӑр (Ап. ӗҫ. 20:28).
9. Иегова пур ҫынна та хытӑ юратни ӑҫтан курӑнать?
9 Иегова хӑйне ӗненмен ҫынсене те юратать. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: ӗмӗрсем хушши миллиард-миллиард ҫын Иеговӑна итлемен, вӗсем хӑйсем мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки йышӑнусем тунӑ. Ҫакна пӑхмасӑрах Иегова вӗсене мӗн кирлине пурне те парса тӑнӑ тата савӑнса пурӑнма май панӑ (Матф. 5:44, 45; Ап. ӗҫ. 14:16, 17). Ҫынсем туссемпе хутшӑнма, ҫемье ҫавӑрма, ачасем ҫуратма, ӗҫлеме пултараҫҫӗ (Пс. 126:3; Еккл. 2:24). Ҫакӑ пирӗн ҫӳлти Атте пур ҫынна та хытӑ юратнине уҫҫӑн кӑтартса парать (Тух. 34:6). Халӗ вара мӗншӗн эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнине тата вӑл ҫакӑншӑн пире мӗнле пилленине аса илер.
МӖНШӖН ЭПИР ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕ ШУТ ТЫТНӐ?
10. а) Мӗнле тӗп сӑлтава пула эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑ? (Матфей 22:37). ӑ) Иегова хӑвӑрпа тӳсӗмлӗ пулни ҫинчен каласа парӑр (Псалом 102:13, 14).
10 Мӗншӗн эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑ? Тӗп сӑлтав вӑл — эпир, Иисус пекех, Иеговӑна хытӑ юрататпӑр. (Матфей 22:37 вуласа парӑр.) Мӗн чухлӗ ытларах эпир унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен пӗлсе пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах пирӗн унпа ҫывӑхланса пырас килет. Сӑмахран, Иегова питӗ тӳсӗмлӗ. Израильтянсем хӑйне итлеме пӑрахнӑ чухне вӑл вӗсене: «Кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр», — тесе ӳкӗтленӗ (Иер. 18:11). Иегова эпир ҫитменлӗхлӗ пулнине — тӑпра ҫеҫ иккенне — астӑвать. (Псалом 102:13, 14 вуласа парӑр.) Унӑн тӳсӗмлӗхӗ ҫинчен тата ытти лайӑх енӗсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне сирӗн Иеговӑшӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлес килмест-и?
11. Тата мӗнле сӑлтавсене пула эпир Иеговӑшӑн ӗҫлетпӗр?
11 Иеговӑшӑн ӗҫлеме пире тата мӗн хавхалантарать? Эпир ҫакӑ пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул пулнине пӗлетпӗр (Матф. 4:10). Унсӑр пуҫне, Турӑшӑн ӗҫлени нумай усӑ панине те эпир пӗлетпӗр. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнипе эпир унӑн ятне мухтава кӑларатпӑр, Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе паратпӑр тата пирӗн ҫӳлти Аттен чӗрине савӑнтаратпӑр. Эпир халӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытсан, пирӗн уншӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлеме май пулать! (Иоанн 17:3).
12, 13. Джейнпа Пэм тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
12 Ачасем те Иеговӑна хытӑ юратма пултараҫҫӗ. Ҫак юрату вара ҫулсерен ӳссе пыма пултарать. Акӑ Джейнпа Пэмa пӗртӑвансен тӗслӗхӗ. Ҫак хӗрачасем Библи вӗренме пуҫланӑ чухне пӗри 11-те, тепри 10-ра пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ вӗсене: «Енчен те канмалли кунсенче пирӗнпе чиркӗве ҫӳретӗр пулсан, Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пултаратӑр», — тенӗ. Джейн ҫапла калать: «Эпӗ Библирен мӗн пӗлсе пыни мана хӳтӗлесе тӑнӑ. Шкулта вӗренекенсенчен нумайӑшӗ наркотик тутанса пӑхнӑ тата ар хутшӑнӑвне кӗнӗ. Эпӗ вара ҫак ӗҫсенчен пӑрӑнтӑм».
13 Темиҫе ҫултан ҫак хӗрачасем шыва кӗнӗ. Каярахпа вӗсем пионерсем пулса тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшне пӑхса пурӑннӑ. Унчченхине аса илсе Джейн ҫапла калать: «Иегова хӑйӗн тусӗсене нихӑҫан та хӑварманнине эпӗ хамӑн куҫпа куртӑм. 2 Тимофей 2:19-мӗшӗнче каланӑ пек, „Иегова хӑйӗннисене пӗлет“». Чӑнах та, Иегова хӑйне юратакансемшӗн тӑрӑшать.
14. Хамӑрӑн сӑмахсемпе тата ӗҫсемпе эпир Иеговӑн ырӑ ятне мӗнле хӳтӗлеме пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
14 Эпир ыттисем Иегова ҫинчен тӗрӗссине пӗлччӗр тетпӗр. Ҫакӑн пек тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, сирӗн ҫывӑх тус пур. Вӑл ырӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ тата хӗрхенекен ҫын. Анчах пӗррехинче эсир такам сирӗн тус пирки вӑл хаяр тата ултавҫӑ тенине илтетӗр. Вара эсир мӗн тӑватӑр? Эсир ун хутне кӗретӗр. Шуйттанпа ун майлисем те Иегова ҫинчен суя сӑмах сарса унӑн ырӑ ятне яма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та эпир ыттисене Турӑ ҫинчен тӗрӗссине каласа парса унӑн ырӑ ятне хӑюллӑн хӳтӗлетпӗр (Пс. 33:2; Ис. 43:10). Хамӑрӑн сӑмахсемпе тата ӗҫсемпе эпир Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесшӗн пулнине кӑтартатпӑр.
Эсир Иеговӑн ырӑ ятне хӳтӗлӗр-ши? (14-мӗш абзаца пӑхӑр)b
15. Павел апостол хӑйӗн пурнӑҫне улӑштарсан мӗнле пиллӗхсем илнӗ? (Филиппӑ 3:7, 8).
15 Иеговӑна савӑнтарас тата уншӑн ытларах ӗҫлес тесе эпир хамӑрӑн пурнӑҫа улӑштарма хатӗр. Сӑмахран, Павел апостол иудаизмра пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Анчах Христос хыҫҫӑн пырас тесе тата Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе вӑл веҫех хӑварма хатӗр пулнӑ (Гал. 1:14). Ҫавна пула вӑл Турӑшӑн нумай тума пултарнӑ тата унӑн Христоспа пӗрле тӳперен ертсе пыма май уҫӑлнӑ. Ҫакӑн пек пурнӑҫ ҫулне суйласа илнӗшӗн Павел нихӑҫан та ӳкӗнмен. Эпир те Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑшӑн нихӑҫан та ӳкӗнмӗпӗр. (Филиппӑ 3:7, 8 вуласа парӑр.)
16. Джулия тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
16 Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хуратпӑр пулсан, эпир халӗ те, пуласлӑхра та нумай пиллӗх илӗпӗр. Джу́лия ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Ача чухне вӑл чиркӳ хорӗнче юрланӑ. Вӑл питӗ хитре юрланӑ, вара опера юрӑҫи пулма вӗренме тытӑннӑ. Нумай вӑхӑт та иртмен, Джулия паллӑ юрӑҫӑ пулса тӑнӑ тата пысӑк концерт залӗсенче юрлама пуҫланӑ. Паллӑ шкулта юрлама вӗреннӗ чухнех пӗрле вӗренекен ӑна Турӑ ячӗ ҫинчен каласа панӑ. Кӗҫех Джулия эрнере икӗ хут Библи вӗреннӗ. Вӑхӑт иртсен вӑл карьера тӑвас вырӑнне хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллама шут тытнӑ. Ҫакӑн пек йышӑну тума ӑна ҫӑмӑл пулман. Джулия ҫапла каласа парать: «Нумайӑшӗ мана эсӗ ухмахла хӑтланатӑн тетчӗҫ». 30 ҫул каялла тунӑ йышӑну пирки вӑл халӗ мӗн шутлать? Вӑл ҫапла калать: «Халӗ ман чӗрере канӑҫлӑх. Пуласлӑхра вара Иегова ман пур кӑмӑла та ҫырлахтарӗ» (Пс. 145:16, ҪТ).
Иеговӑшӑн ӗҫлесси пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пулсан, эпир телейлӗ пулӑпӑр тата нумай пиллӗх илӗпӗр (16-мӗш абзаца пӑхӑр)c
ИЕГОВӐШӐН МАЛАЛЛА ТА ӖҪЛЕСЕ ТӐРӐР
17. Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт питӗ ҫывӑх пулни Иеговӑшӑн ӗҫлекен тата хальлӗхе уншӑн ӗҫлесе тӑман ҫынсемшӗн мӗне пӗлтерет?
17 Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывӑх. Павел апостол: «Тата „кӑштах ҫеҫ“, вара „килекенни килӗ, тӑхтаса тӑмӗ“», — тесе ҫырнӑ (Евр. 10:37). Ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? Пӗрремӗшӗнчен, хальлӗхе Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫламан ҫынсен ун енне тӑма вӑхӑт нумаях юлман (1 Кор. 7:29). Иккӗмӗшӗнчен, Иеговӑн ӗҫлекенӗсен хӗн-асапа тата «кӑштах ҫеҫ» тӳсмелле.
18. Иисуспа Иегова пирӗнтен мӗн кӗтеҫҫӗ?
18 Иисус ҫынсене хӑйӗн вӗренекенӗсем пулса тӑма тата хӑй хыҫҫӑн малалла та пыма хавхалантарнӑ (Матф. 16:24). Тен, эсир Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлетӗр. Питӗ лайӑх! Ан парӑнӑр! Хӑвӑр суйласа илнӗ ҫулпа малалла пымашкӑн вӑй хурӑр. Ҫак ҫулпа пыма ҫӑмӑлах мар. Анчах та ун ҫинче эсир халех телейлӗ пулатӑр тата нумай пиллӗх илетӗр (Пс. 34:27).
19. Джин тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
19 Хӑшӗ-пӗрисем Иеговӑшӑн ӗҫлени ҫухатусемпе кӑна ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Эсӗ ҫамрӑк пулсан, сана Иеговӑшӑн ӗҫлеме ытла йывӑр пек туйӑнма пултарать. Джин ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Пурнӑҫ айккинчен иртсе каять пек туйӑнатчӗ. Тантӑшсем вечеринкӑсенче вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттеретчӗҫ, хӗрпе каччӑ пек ҫӳретчӗҫ тата хаяр видеовӑйӑсем вылятчӗҫ. Эпӗ вара хамӑн вӑхӑта пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳресе тата ырӑ хыпар сарса ирттереттӗмччӗ». Ҫакӑн пек шухӑшлани Джин ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӑл малалла ҫапла каласа парать: «Эпӗ иккӗллӗ пурнӑҫпа пурӑнма пуҫларӑм. Малтан хама савӑнӑҫлӑ туяттӑмччӗ, анчах та ҫакӑ нумайлӑха тӑсӑлмарӗ. Эпӗ чӑннипех телейлӗ пулса тӑраймарӑм. Унтан эпӗ Библири чӑнлӑхсем ҫинчен, вӗсем мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм, вара Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлеме шут тытрӑм. Ҫавӑнтанпа Иегова манӑн пур кӗлӗ ҫине те хуравлать».
20. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?
20 Давид патша Иеговӑна мухтаса ҫапла юрланӑ: «Хӑвӑн картишӳнте пурӑнмашкӑн суйласа илнӗ, Хӑв патна ҫывӑхартнӑ ҫын телейлӗ» (Пс. 64:5). Иисус Навин вара ҫирӗппӗн ҫапла каланӑ: «Эпӗ тата манӑн кил-йышӑм — Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр» (Иис. Н. 24:15, ҪТ). Айтӑр эпир те Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма ҫирӗп шут тытар!
28-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тусӗсем пулар
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
b ӲКЕРЧӖК. Пӗр хӗрарӑм конгресс иртекен вырӑн патӗнчен иртсе пынӑ чухне чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсен ушкӑнӗ Иегова Свидетелӗсене хирӗҫ кӑшкӑрнине илтет. Каярахпа вӑл чӑннине пӗлес тесе стендпа тӑракан Свидетельсем патне пырать.
c ӲКЕРЧӖК ҪИНЧЕ. Джулия мӗнле йышӑну тунине кӑтартакан фотографисем (инсценировка): карьера тӑвас вырӑнне вӑл хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ.