Ытларикун, октябрӗн 28-мӗшӗ
[Иегова] сире... тӗреклентерӗ (1 Пётр 5:10).
Эпир Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑратпӑр пулин те, ытти ҫынсем пекех, йывӑрлӑхсем тӳсме тата чирлеме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Туррӑн халӑхне курайман ҫынсем пире хирӗҫ тӑма е хӗсӗрлеме пултараҫҫӗ. Иегова пире ҫавӑн пек йывӑрлӑхсенчен хӑтармасть пулин те, пире пулӑшма сӑмах парать (Ис. 41:10). Вӑл пулӑшнипе эпир савӑнӑҫлӑ пулма, тӗрӗс йышӑнусем тума тата питӗ йывӑр лару-тӑрусенче те ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Иегова пире канӑҫлӑх паратӑп тесе шантарать (Флп. 4:6, 7). Ҫав канӑҫлӑх вӑл — хамӑрпа Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене пула хамӑр туякан лӑпкӑлӑх. Ку вӑл «ҫынсем ӑнланма пултарайман канӑҫлӑх». Вӑл эпир шутланинчен те чаплӑрах. Тен, хӑвӑрӑн та ҫакӑн пекки пулнӑ: хӗрӳллӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн эсир сасартӑк хӑвӑра лӑпкӑ туйма пуҫланӑ. Шӑп ҫавӑ — Иегова паракан канӑҫлӑх. w24.01 20 с., 2 абз.; 21 с., 4 абз.
Юнкун, октябрӗн 29-мӗшӗ
Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм, Унӑн сӑваплӑ ятне аслӑла (Пс. 102:1).
Иеговӑна юратакансем ӑна чун-чӗререн мухтасшӑн. Давид патша ҫакна ӑнланнӑ: Иеговӑн ятне мухтани Турра хӑйне мухтанине пӗлтерет. Иегова ята илтсен эпир вӑл мӗнлерех Турӑ пулни ҫинчен, унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлатпӑр. Давид хӑйӗн Ашшӗн ятне хисепленӗ тата ӑна чун-чӗререн мухтасшӑн пулнӑ. Ҫак тӗлӗшрен левитсем те тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хурса Туррӑн ячӗ темӗнле мухтавран та аслӑ тесе каланӑ (Неем. 9:5). Паллах ӗнтӗ, хамӑра ҫакӑн пек кӗҫӗне хурса Иеговӑна чун-чӗререн мухтани унӑн чунне савӑнтарать. w24.02 9 с., 6 абз.
Кӗҫнерникун, октябрӗн 30-мӗшӗ
Эпир кирек мӗнле ҫитӗнӳ тусан та, айтӑр малалла та ҫав ҫулпах утар (Флп. 3:16).
Хӑвӑр пурнӑҫлама пултарайман тӗллеве пурнӑҫа кӗртеймесен Иегова сирӗн пирки япӑх шутлама пуҫламӗ (2 Кор. 8:12). Ӗҫ ӑнман чухне хӑвӑр мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шутлӑр. Хӑвӑр тунӑ ҫитӗнӳсене асра тытӑр. Библире: «Турӑ тӳрӗ, ҫавӑнпа та вӑл сирӗн ӗҫе... манмӗ», — тесе каланӑ (Евр. 6:10). Апла, сирӗн те хӑвӑр пурнӑҫланӑ тӗллевсене манмалла мар. Тӗслӗхрен, эсир хӑвӑрпа Иегова хушшинче ҫирӗп хутшӑнусем аталантарнӑ, Турӑ ҫинчен ыттисене каласа пама пуҫланӑ е шыва кӗнӗ. Унччен сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартса пурнӑҫланӑ пекех, халӗ те ҫаплах тӑвӑр. Иегова пулӑшнипе эсир хӑвӑр тӗллевсене пурнӑҫлама пултараятӑр. Тӗллеве пурнӑҫласа пынӑ май Иегова сире халех мӗнле пилленине тата пулӑшса тӑнине асӑрхама тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире савӑнӑҫ кӳрсе тӑрӗ (2 Кор. 4:7). Парӑнмасан, Иегова сире тата ытларах пиллӗх парӗ! (Гал. 6:9). w23.05 31 с., 16—18 абз.