Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Паян

Юнкун, октябрӗн 29-мӗшӗ

Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм, Унӑн сӑваплӑ ятне аслӑла (Пс. 102:1).

Иеговӑна юратакансем ӑна чун-чӗререн мухтасшӑн. Давид патша ҫакна ӑнланнӑ: Иеговӑн ятне мухтани Турра хӑйне мухтанине пӗлтерет. Иегова ята илтсен эпир вӑл мӗнлерех Турӑ пулни ҫинчен, унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлатпӑр. Давид хӑйӗн Ашшӗн ятне хисепленӗ тата ӑна чун-чӗререн мухтасшӑн пулнӑ. Ҫак тӗлӗшрен левитсем те тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хурса Туррӑн ячӗ темӗнле мухтавран та аслӑ тесе каланӑ (Неем. 9:5). Паллах ӗнтӗ, хамӑра ҫакӑн пек кӗҫӗне хурса Иеговӑна чун-чӗререн мухтани унӑн чунне савӑнтарать. w24.02 9 с., 6 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Кӗҫнерникун, октябрӗн 30-мӗшӗ

Эпир кирек мӗнле ҫитӗнӳ тусан та, айтӑр малалла та ҫав ҫулпах утар (Флп. 3:16).

Хӑвӑр пурнӑҫлама пултарайман тӗллеве пурнӑҫа кӗртеймесен Иегова сирӗн пирки япӑх шутлама пуҫламӗ (2 Кор. 8:12). Ӗҫ ӑнман чухне хӑвӑр мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шутлӑр. Хӑвӑр тунӑ ҫитӗнӳсене асра тытӑр. Библире: «Турӑ тӳрӗ, ҫавӑнпа та вӑл сирӗн ӗҫе... манмӗ», — тесе каланӑ (Евр. 6:10). Апла, сирӗн те хӑвӑр пурнӑҫланӑ тӗллевсене манмалла мар. Тӗслӗхрен, эсир хӑвӑрпа Иегова хушшинче ҫирӗп хутшӑнусем аталантарнӑ, Турӑ ҫинчен ыттисене каласа пама пуҫланӑ е шыва кӗнӗ. Унччен сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартса пурнӑҫланӑ пекех, халӗ те ҫаплах тӑвӑр. Иегова пулӑшнипе эсир хӑвӑр тӗллевсене пурнӑҫлама пултараятӑр. Тӗллеве пурнӑҫласа пынӑ май Иегова сире халех мӗнле пилленине тата пулӑшса тӑнине асӑрхама тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире савӑнӑҫ кӳрсе тӑрӗ (2 Кор. 4:7). Парӑнмасан, Иегова сире тата ытларах пиллӗх парӗ! (Гал. 6:9). w23.05 31 с., 16—18 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Эрнекун, октябрӗн 31-мӗшӗ

Эсир мана юратнӑран тата эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен Атте хӑй те сире юратать (Иоанн 16:27).

Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юрататӑп тата ырлатӑп тесе шантарма юратать. Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова Иисус пирки «манӑн юратнӑ Ывӑлӑм, эпӗ ӑна ырлатӑп» тесе икӗ хутчен каланӑ (Матф. 3:17; 17:5). Сирӗн те Иеговӑран ҫавӑн пек ӑшӑ сӑмахсене илтес килет-и? Паян вӑл пирӗнпе куҫа-куҫӑн мар, Библи урлӑ калаҫать. Евангелисенче Иисусӑн сӑмахӗсене вуланӑ чухне эпир Иегова хамӑра ырлани пирки шантаракан сӑмахсене «илтме» пултаратпӑр. Иисус хӑйне яланах Ашшӗ пек тытнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсен ҫитменлӗхсем пулнӑ, ҫав-ҫавах вӗсем Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Иисус вӗсем пирки ырласа калаҫнӑ тата мухтанӑ. Ҫавӑнпа та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн калани пирки вуланӑ чухне, эпир ҫак сӑмахсенех Иегова пире калать тесе шутлама пултаратпӑр (Иоанн 15:9, 15). Йывӑрлӑх сиксе тухни Иегова пире пӑрахнине пӗлтермест. Йывӑрлӑхсем эпир Иеговӑна мӗн тери хытӑ юратнине тата шаннине кӑтартма май параҫҫӗ (Иак. 1:12). w24.03 28 с., 10, 11 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр