Вырсарникун, июлӗн 27-мӗшӗ
Вӑл... хавхалантарма кӑна мар... питлеме те пултарать (Тит 1:9).
Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑрас тесен санӑн тӗрлӗ ӗҫсем тума вӗренмелле. Вӗсем сана пухури тивӗҫсене туса тӑма, хӑвна та, хӑвӑн ҫемйӳне те мӗн кирлипе тивӗҫтерме май паракан ӗҫ тупма тата ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшӗҫ. Сӑмахран, лайӑх вулама тата лайӑх ҫырма вӗрен. Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ Сӑмахне кашни кун вулакан тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлакан ҫын телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пулӗ (Пс. 1:1—3). Кашни кун Библи вулани сана Иегова пек шухӑшлама пулӑшӗ. Вара йышӑнусем тунӑ чухне хӑв шутланӑ пек тӑвас вырӑнне Библири принципсене шута илӗн (Ытар. 1:3, 4). Унсӑр пуҫне, арҫын тӑвансен пухури тӑвансене вӗрентсе тӑмалла тата Библи тӑрӑх канаш памалла. Эсӗ вулама, ҫырма лайӑх пӗлетӗн пулсан, хӑвӑн тӗллӗн хатӗрленӗ комментарисемпе тата докладсемпе ыттисен ӗненӗвне ҫирӗплетме пултарӑн. Унсӑр пуҫне, эсӗ усӑллӑ шухӑшсене ҫырса пыма пултарӑн, вӗсем сана хӑвӑн ӗненӗве ҫирӗплетме тата ыттисене тӗреклетме пулӑшӗҫ. w23.12 26—27 с., 9—11 абз.
Тунтикун, июлӗн 28-мӗшӗ
Сирӗнпе пӗрлӗхре тӑраканни тӗнчепе пӗрлӗхре тӑраканнинчен хӑватлӑрах (1 Иоанн 4:4).
Хӑраса ӳкнӗ чухне Иегова пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлӑр. Шуйттан пулмасан пурнӑҫ мӗн тери лайӑх пулассине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. 2014 ҫулхи регион конгресӗнчи пӗр инсценировкӑра ашшӗ хӑйӗн килтисемпе 2 Тимофей 3:1—5 сӑвӑ йӗркисенче рай пирки каланӑ пулсан унта мӗнле сӑмахсем пулма пултарнине сӳтсе явнӑ: «Ҫӗнӗ тӗнчере телейлӗ вӑхӑтсем ҫитӗҫ. Ҫынсем ыттисемшӗн тӑрӑшакан, чӑнлӑха юратакан, Турра мухтава кӑларакан, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнакан, пархатарлӑ, чунтан парӑннӑ, ыттисене юратакан, ыттисемпе килӗштерекен, ыттисем ҫинчен ыррине калакан, хӑйсене чарма пӗлекен, ӑшӑ кӑмӑллӑ, ырра юратакан, шанчӑклӑ, хӑйсенни ҫинче тӑман, хӑйсене кӗҫӗне хуракан, савӑнса-киленсе пурӑнма юратас вырӑнне Турра юратакан тата ӑна чун-чӗререн парӑнса пурӑнакан пулӗҫ. Ҫавӑн пек ҫынсемпе туслаш». Эсир ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫ мӗнле пулассине килтисемпе е туссемпе сӳтсе яватӑр-и? w24.01 6 с., 13, 14 абз.
Ытларикун, июлӗн 29-мӗшӗ
Эпӗ сана ырлатӑп (Лука 3:22).
Иегова хӑйӗн халӑхне ырлани пирки эпир иккӗленместпӗр. Библире: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать», — тесе ҫырнӑ (Пс. 149:4). Анчах та хӑш-пӗрисем кулянса: «Иегова мана ырлать-ши?» — тесе шутлама пултараҫҫӗ. Библире асӑннӑ Туррӑн шанчӑклӑ хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем те вӑл хӑйсене ырлани пирки иккӗленнӗ (1 Пат. 1:6—10; Иов 29:2, 4; Пс. 50:13). Иегова ҫитменлӗхлӗ ҫынсене те ырлама пултарни Библирен уҫҫӑн курӑнать. Турӑ ырлатӑр тесен мӗн тумалла? Иисус Христоса ӗненме пуҫламалла тата шыва кӗмелле (Иоанн 3:16). Ҫакӑ эпир хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнсе Турра унӑн ирӗкне тума сӑмах панине кӑтартать (Ап. ӗҫ. 2:38; 3:19). Эпир Турӑпа ҫывӑхланас тесе ҫак утӑмсене тунӑ чухне вӑл питӗ савӑнать. Хамӑр сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр пулсан, Иегова пире ырлать тата хӑйӗн ҫывӑх тусӗ тесе шутлать (Пс. 24:14). w24.03 26 с., 1, 2 абз.