Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • es25
  • Июль

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Июль
  • Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ытларикун, июлӗн 1-мӗшӗ
  • Юнкун, июлӗн 2-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, июлӗн 3-мӗшӗ
  • Эрнекун, июлӗн 4-мӗшӗ
  • Шӑматкун, июлӗн 5-мӗшӗ
  • Вырсарникун, июлӗн 6-мӗшӗ
  • Тунтикун, июлӗн 7-мӗшӗ
  • Ытларикун, июлӗн 8-мӗшӗ
  • Юнкун, июлӗн 9-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, июлӗн 10-мӗшӗ
  • Эрнекун, июлӗн 11-мӗшӗ
  • Шӑматкун, июлӗн 12-мӗшӗ
  • Вырсарникун, июлӗн 13-мӗшӗ
  • Тунтикун, июлӗн 14-мӗшӗ
  • Ытларикун, июлӗн 15-мӗшӗ
  • Юнкун, июлӗн 16-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, июлӗн 17-мӗшӗ
  • Эрнекун, июлӗн 18-мӗшӗ
  • Шӑматкун, июлӗн 19-мӗшӗ
  • Вырсарникун, июлӗн 20-мӗшӗ
  • Тунтикун, июлӗн 21-мӗшӗ
  • Ытларикун, июлӗн 22-мӗшӗ
  • Юнкун, июлӗн 23-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, июлӗн 24-мӗшӗ
  • Эрнекун, июлӗн 25-мӗшӗ
  • Шӑматкун, июлӗн 26-мӗшӗ
  • Вырсарникун, июлӗн 27-мӗшӗ
  • Тунтикун, июлӗн 28-мӗшӗ
  • Ытларикун, июлӗн 29-мӗшӗ
  • Юнкун, июлӗн 30-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, июлӗн 31-мӗшӗ
Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
es25

Июль

Ытларикун, июлӗн 1-мӗшӗ

Вӑл ырӑ ӗҫсем туса... ҫынсене сыватса ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳрен[ӗ] (Ап. ӗҫ. 10:38).

Иисусӑн сӑмахӗсенчен тата унӑн ӗҫӗсенчен, ҫав шутрах тӗлӗнмелле ӗҫӗсенчен те, вӑл пур енчен те Ашшӗ пек шухӑшлани тата туйни курӑннӑ (Иоанн 14:9). Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иисуспа унӑн Ашшӗ пире питӗ хытӑ юратаҫҫӗ. Ҫынсене вӑйлӑ юратнӑран Иисус хӗн куракансене пулӑшас тесе хӑйӗн тӗлӗнмелле хӑвачӗпе усӑ курнӑ. Пӗррехинче икӗ суккӑр ҫын унран йӑлӑнса пулӑшу ыйтнӑ (Матф. 20:30—34). Иисус вӗсене «шелленӗрен» сыватнӑ. «Шелленӗрен» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ питӗ хытӑ хӗрхеннине, шалти ҫав тери вӑйлӑ туйӑма пӗлтерет. Шӑп ҫапла хытӑ хӗрхеннинчен Иисусӑн юратӑвӗ курӑннӑ. Тата шӑп хӗрхеннине пула вӑл выҫӑ ҫынсене тӑрантарнӑ, тилҫеллӗ ҫынна сыватнӑ (Матф. 15:32; Марк 1:41). Питӗ хытӑ хӗрхенекен Иегова Турӑ тата унӑн Ывӑлӗ пире чунтан-вартан юратни пирки тата эпир асапланнине курсан вӗсен чунӗ ыратни пирки пирӗн иккӗленмелле мар (Лука 1:78; 1 Пётр 5:7). Вӗсем хӑйсем этемлӗхе пур йывӑрлӑхран та хӑтарасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ! w23.04 3 с., 4, 5 абз.

Юнкун, июлӗн 2-мӗшӗ

Эй Ҫӳлхуҫана юратакансем, усала курайми пулӑр! Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн чунӗсене сыхлать; вӗсене йӗркесӗр ҫын аллинчен хӑтарать (Пс. 96:10).

Шуйттан тӗнчинче сарӑлнӑ тӗрӗс мар шухӑшсене вулас тата итлес мар тесен хамӑртан мӗн килнине веҫех тумалла. Хамӑр ӑс-тӑна усӑллӑ шухӑшсемпе тултарас тесен Библие вуласа тӗпчемелле. Унсӑр пуҫне, эпир тӗлпулусене ҫӳренипе тата ырӑ хыпар сарнипе хамӑр ӑс-тӑна хӳтӗлетпӗр. Иегова вара пире хамӑр тӳссе ирттерме пултарайманнинчен ытларах тӳсме памӗ тесе сӑмах парать (1 Кор. 10:12, 13). Ҫак йывӑр юлашки кунсенче Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен пирӗн пурин те нихҫанхинчен те ытларах кӗлтумалла. Вӑл эпир хамӑр чӗрере мӗн пуррине уҫса парасса кӗтет (Пс. 61:9). Иегова мӗн тунишӗн пуриншӗн те ӑна мухтӑр тата тав тӑвӑр. Ырӑ хыпар сармашкӑн Иеговӑран хӑюлӑх ыйтӑр. Йывӑрлӑхсемпе е илӗртӳсемпе тӗл пулсан унран пулӑшу ыйтӑр. Иеговӑна тӑтӑшах кӗлтума сире никам та, нимӗн те ан чӑрмантартӑр. w23.05 7 с., 17, 18 абз.

Кӗҫнерникун, июлӗн 3-мӗшӗ

Айтӑр пӗр-пӗринпе тимлӗ пулар. ...Пӗр-пӗрне хавхалантарар (Евр. 10:24, 25).

Мӗншӗн эпир тӗлпулусене ҫӳретпӗр? Пирӗн тӗп тӗллев — Иеговӑна мухтасси (Пс. 25:12; 110:1). Унсӑр пуҫне, эпир ҫак йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне хавхалантарас тесе те тӗлпулусене ҫӳретпӗр (1 Фес. 5:11). Комментарисем панӑ чухне эпир ҫак икӗ тӗллеве те пурнӑҫлатпӑр. Анчах комментарисем пама пире мӗн чӑрмантарма пултарать? Сӑмахран, эпир хӑрама пултаратпӑр е эпир питӗ хуравласшӑн, анчах та пирӗнтен кашнинчех ыйтмасан та пултараҫҫӗ. Ун пек чухне пире мӗн пулӑшма пултарать? Павел апостол: «Пӗр-пӗрне хавхалантарар», — тесе канаш панӑ. Пирӗн кӗске комментарисенче те эпир хытӑ ӗненни курӑнать пулсан, вӗсем тӑвансене хавхалантарма пултараҫҫӗ. Ҫакна ӑнланни пире хӑюллӑрах алӑ ҫӗклеме пулӑшать. Алӑ ҫӗклесен пирӗнтен кашнинчех ыйтмаҫҫӗ пулсан вара эпир ыттисен хуравлама май пурришӗн савӑнма пултаратпӑр (1 Пётр 3:8). w23.04 20 с., 1—3 абз.

Эрнекун, июлӗн 4-мӗшӗ

Иерусалима кайччӑр, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне... туччӑр (Езд. 1:3).

Патша хушу кӑларнӑ! 70 ҫула яхӑн Вавилон тыткӑнӗнче пурӑннӑ хыҫҫӑн еврейсен каялла Израиле таврӑнма май уҫӑлнӑ (Езд. 1:2—4). Иегова ҫеҫ ҫапла тума пултарнӑ. Вавилон тыткӑна илнӗ ҫынсене ирӗке яманпа пӗрех (Ис. 14:4, 16, 17). Анчах Вавилон империйӗ арканнӑ та ҫӗнӗ пуҫлӑх еврейсене тӑван ҫӗршывне таврӑнма ирӗк панӑ. Кашни еврейӗн, уйрӑмах ҫемье пуҫӗсен, суйласа илмелле пулнӑ: Вавилонран тухса каймалла-и е унтах юлмалла-и? Йышӑну тума ҫӑмӑл пулман. Нумайӑшӗ ватӑ пулнине пула вӑрӑм ҫула тухма хӑранӑ. Еврейсенчен ытларахӑшӗ Вавилонра ҫуралнӑ пулнӑ тата вӗсем урӑх ҫӗрте пурӑнса курман. Вӗсем Израиле тӑван ҫӗршыв тесе шутламан, вӑл вӗсемшӗн ашшӗсен ҫӗрӗ ҫеҫ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр еврейсем Вавилонра пуйса кайнӑ пулас. Вӗсен хӑйсен хӑтлӑ килӗсемпе тупӑшлӑ ӗҫӗсене хӑварса пӗлмен ҫӗре куҫса каяс килмен пулӗ. w23.05 14 с., 1, 2 абз.

Шӑматкун, июлӗн 5-мӗшӗ

Хатӗр пулӑр (Матф. 24:44).

Турӑ Сӑмахӗ пире чӑтӑмлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма тата ыттисене юратма малалла та вӗренсе пыма хавхалантарать. Лука 21:19-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Чӑтӑмлӑ пулнипе эсир хӑвӑр пурнӑҫа ҫӑлса хӑваратӑр». Колоссӑ 3:12-мӗшӗнче: «Чун-чӗререн хӗрхенӗр», — тенӗ. 1 Фессалоника 4:9, 10 сӑвӑ йӗркисенче вара ҫапла ҫырса хунӑ: «Пӗр-пӗрне юратма сире Турӑ хӑй вӗрентнӗ. [...] Анчах та эпир сире, тӑвансем, тата ытларах юратма ӳкӗтлетпӗр». Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ҫак лайӑх енсене кӑтартнӑ ӗнтӗ. Ҫапах та вӗсен ҫак тӗлӗшрен малалла та лайӑхланмалла пулнӑ. Пирӗн те ҫавнах тумалла. Ҫакна тума мӗн пулӑшӗ? Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ҫак лайӑх енсене мӗнле кӑтартнине тӗпчӗр. Кайран вара эсир вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑр. Ҫапла туса пысӑк хӗн-асапа чӑтса ирттерме хӑвӑр хатӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслеме пултарӑр. Вара пысӑк хӗн-асап пуҫланнӑ тӗле эсир йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме вӗренсе ҫитӗр тата малалла та чӑтӑмлӑ пулма ҫирӗп шут тытӑр. w23.07 3 с., 4, 8 абз.

Вырсарникун, июлӗн 6-мӗшӗ

Унта аслӑ ҫул пулӗ, ҫав ҫӳрекен ҫула сӑваплӑ ҫул тейӗҫ (Ис. 35:8).

Пире святой сывлӑшпа суйласа илнӗ-и е эпир «урӑх сурӑхсем» шутне кӗретпӗр-и, пирӗн пурин те «сӑваплӑ ҫулпа» пымалла (Иоанн 10:16). Ҫак ҫул пире халӗ те, пуласлӑхра та, Турӑ Патшалӑхӗ рай туса хурсан, Иеговӑна пуҫҫапма пулӑшать. 1919 ҫултан пуҫласа миллион-миллион арҫын, хӗрарӑм тата ача Аслӑ Вавилонран, суя тӗн империйӗнчен, тухса ҫак ҫул ҫине тӑнӑ. Иегова Вавилонран тухнӑ еврейсен ҫулӗ ҫинче чӑрмавсем ан пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ (Ис. 57:14). Хальхи вӑхӑтри «сӑваплӑ ҫул» пирки вара мӗн калама пулать? Аслӑ Вавилонран илсе тухакан ҫула Иегова темиҫе ӗмӗр хушши, 1919 ҫулччен, хатӗрленӗ. Ҫавна тума вӑл хӑйне хисепленӗ хӑш-пӗр арҫынсемпе усӑ курнӑ. (Исаия 40:3 танлаштарӑр.) Вӗсем ҫав питӗ кирлӗ ӗҫе тунине пула каярахпа таса чӗреллӗ ҫынсем Аслӑ Вавилонран тухса Иеговӑна унӑн халӑхӗпе пӗрле тӗрӗс пуҫҫапма пултарнӑ. w23.05 15—16 с., 8, 9 абз.

Тунтикун, июлӗн 7-мӗшӗ

Ҫӳлхуҫашӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрӑр; Унӑн умне юрласа, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра пырӑр! (Пс. 99:2).

Иегова пире хӑйӗншӗн савӑнса тата пӗтӗм чун-чӗререн ӗҫлеччӗр тет (2 Кор. 9:7). Сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама пирӗн кӑмӑл ҫук пулсан, апла вӑй та хумалла мар-и? Павел апостолӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ хамӑн кӗлеткене хыттӑн йӗркене кӗртетӗп, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп» (1 Кор. 9:25—27, сноска). Павелӑн хӑйӗнчен Турӑ мӗн кӗтнине тума кӑмӑл пулман чухне те вӑл ҫавна ҫине тӑрсах тунӑ. Иегова Павел сӑваплӑ ӗҫре мӗн тунишӗн савӑннӑ-и? Паллах, савӑннӑ. Турӑ ӑна вӑй хунишӗн пилленӗ те (2 Тим. 4:7, 8). Павел тӗслӗхӗ мӗн кӑтартать? Тӗллеве пурнӑҫлама кӑмӑл ҫук чухне те вӑй хуратпӑр пулсан, Иегова савӑнать, мӗншӗн тесен вӑл ҫакна пӗлет: пире пӗр-пӗр ӗҫе тума килӗшмест пулин те, эпир ӑна Иеговӑна юратнӑран тӑватпӑр. Иегова Павел апостола вӑй хунӑшӑн пилленӗ пекех, пире те пиллӗ (Пс. 125:5). Пиллӗхсем илсен вара малалла вӑй хума кӑмӑл ҫуралма пултарать. w23.05 29 с., 9, 10 абз.

Ытларикун, июлӗн 8-мӗшӗ

Иеговӑн кунӗ... кил[ӗ] (1 Фес. 5:2).

Иеговӑн кунӗнче ҫӑлӑнас ҫуккисене Павел апостол ҫывӑракан ҫынсемпе танлаштарнӑ. Вӗсем таврара мӗн пулса иртнине пӗлмеҫҫӗ, вӑхӑт мӗнле шунине те сисмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пӗлтерӗшлӗ событисене асӑрхамаҫҫӗ те, хӑнк та тумаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫынсем ытларахӑшӗ, сӑнарлӑ каласан, ҫывӑраҫҫӗ (Рим 11:8). Вӗсем эпир юлашки кунсенче пурӑннине кӑтартакан паллӑсене курмаҫҫӗ тата кӗҫ-вӗҫ пысӑк хӗн-асап пуҫланасса ӗненмеҫҫӗ (2 Пётр 3:3, 4). Эпир вара халӗ нихҫанхинчен те ытларах сыхӑ тӑмаллине ӑнланатпӑр (1 Фес. 5:6). Ҫавӑнпа пирӗн лӑпкӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫакӑ пире тӗнчери ӗҫсене хутшӑнасран сыхлӗ. Пире политикӑпа тата халӑх пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хутшӑнма, пӗр-пӗр ене тӑма хистеме пултараҫҫӗ. Иеговӑн кунӗ ҫывхарса пынӑҫемӗн вара пире тата ытларах хӗсӗҫ. Апла пулин те, пирӗн мӗн хуравламалли пирки пӑшӑрханмалла мар. Туррӑн сывлӑшӗ пире лӑпкӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ пулма тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ (Лука 12:11, 12). w23.06 10 с., 6, 7 абз.

Юнкун, июлӗн 9-мӗшӗ

Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! асна илсемччӗ мана, тепре анчах вӑй парсамччӗ мана (Тӳр. 16:28).

Самсон ята илтсен эсир мӗн ҫинчен шутлатӑр? Тен, эсир Туррӑн тӗлӗнмелле вӑйлӑ ӗҫлекенӗ ҫинчен аса илетӗр. Вӑл чӑнах та питӗ хӑватлӑ пулнӑ, анчах та пӗррехинче вӑл тӗрӗс мар йышӑну тунӑ. Ҫавна пула унӑн нумай йывӑрлӑх курма тивнӗ. Апла пулин те, Иегова Самсон пирки хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа та пире вӗрентес тесе Турӑ унӑн тӗслӗхне Библире ҫырса хума хавхалантарнӑ. Иегова хӑйӗн суйласа илнӗ халӑхне, Израиле, пулӑшас тесе Самсон урлӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ. Самсон вилнӗ хыҫҫӑн ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен Иегова Павел апостола хытӑ ӗненнӗ ҫынсен ячӗсем шутне Самсона та кӗртме хавхалантарнӑ (Евр. 11:32—34). Самсон ҫӑмӑл мар лару-тӑрура та Иегова ҫине шаннӑ. Эпир Самсонран вӗренме пултаратпӑр тата унӑн тӗслӗхӗ пире хавхалантарма пултарать. w23.09 2 с., 1, 2 абз.

Кӗҫнерникун, июлӗн 10-мӗшӗ

Турӑран пулӑшу ыйтӑр (Флп. 4:6).

Иеговӑна час-часах кӗлтуса хамӑрӑн пӗтӗм пӑшӑрханусене каласа пани чӑтӑмлӑрах пулма пулӑшать (1 Фес. 5:17). Тен, хальлӗхе сирӗн пысӑк йывӑрлӑхсем ҫук. Ҫапах та хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Эпӗ кулянса, аптраса ӳкнӗ чухне е мӗн тумаллине пӗлмен чухне Иеговӑран пулӑшу ыйтатӑп-и?» Сирӗн кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Иеговӑна кӗлтӑвасси йӑлана кӗрет пулсан, пысӑк йывӑрлӑх йӑтӑнса ансан та эсир пӗр шутласа тӑмасӑр унран пулӑшу ыйтӑр, вӑл сире хӑҫан тата мӗнле пулӑшмаллине пӗлни пирки пӗртте иккӗленмӗр (Пс. 26:1, 3). Эпир халех йывӑрлӑхсенче Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлатпӑр пулсан, пысӑк хӗн-асапа та чӑтса ирттеретпӗр пулӗ (Рим 5:3). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Нумай тӑван каланӑ тӑрӑх, пӗр-пӗр йывӑрлӑха чӑтса ирттерсен, теприне чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Ҫавна пула вӗсем Иегова юнашар пулнине тата ялан пулӑшма хатӗр пулнине хытӑрах ӗненнӗ. Ӗненӳ вара вӗсене ытти йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттерме пулӑшнӑ (Иак. 1:2—4). w23.07 3 с., 7, 8 абз.

Эрнекун, июлӗн 11-мӗшӗ

Эпӗ саншӑн ҫакна та тӑвӑп (Пулт. 19:21).

Иегова хӑйне кӗҫӗне хунӑран тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран хӑйӗнни ҫинче тӑмасть. Тӗслӗхрен, Иегова Содомри йӗркесӗр ҫынсене пӗтересшӗн пулнӑ чухне хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Вӑл ангелсене тӳрӗ Лот патне ярса ӑна ту ҫине тарма хушнӑ. Анчах та Лот хӑраса ӳкнӗ, ҫавӑнпа та Иеговӑна йӑлӑнса ҫемйипе пӗрле Сигора, Турӑ пӗтерме шутланӑ пӗчӗк хулана, тарма ирӗк пама ыйтнӑ. Лота Иегова хӑй мӗнле каланӑ, ҫапла тума хушма пултарнӑ. Апла пулин те, вӑл Лота Сигор хулине тарма чарман, ҫав хулана та пӗтермен (Пулт. 19:18—22). Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен Иегова Ниневи ҫыннисене хӗрхеннине кӑтартнӑ. Вӑл вӗсене те, вӗсен хулине те пӗтересшӗн пулнӑ. Ҫавӑн пирки пӗлтермешкӗн Иона пророка янӑ пулнӑ. Анчах та Ниневи ҫыннисем ӳкӗннӗ, ҫавӑнпа та Иегова вӗсене хӗрхенсе хулана пӗтермен (Иона 3:1, 10; 4:10, 11). w23.07 21 с., 5 абз.

Шӑматкун, июлӗн 12-мӗшӗ

[Иоаса] вӗлернӗ... Ӑна Давид хулинче, анчах патша тупӑклӑхне мар, урӑх ҫӗрте пытарнӑ (2 Ҫул. 24:25).

Иоас тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Иоас тарӑн тымар яман йывӑҫ евӗр пулнӑ. Вӑл хӑй тӗллӗн тӑрайман, ӑна тӗкӗлемелле пулнӑ. Иоас, хӑйне тӗреклетсе тӑракан Иодай вилсе кайсан тата Иеговӑран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсен витӗмне лексен, Турра шанчӑклӑ тӑрса юлайман. Унӑн тӗслӗхӗнчен ҫакӑ курӑнать: Турӑран хамӑр хӑрасси килтисен тата пухури тӑвансен лайӑх витӗмӗнчен килмелле мар. Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑрас тесен пирӗн Иеговӑна хытӑрах юратмалла тата хисеплемелле. Ҫавна тумашкӑн вара тӑтӑшах Библи тӗпчемелле, мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла тата кӗлтумалла (Иер. 17:7, 8; Кол. 2:6, 7). Иегова пирӗнтен нумай ыйтмасть. Вӑл хамӑртан мӗн кӗтни пирки Екклесиаст 12:13-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Турӑран хӑра, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑн: унта этеме кирли йӑлтах пур». Турӑран хӑратпӑр пулсан, пуласлӑхра кирек мӗн сиксе тухсан та эпир Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха нимӗн те аркатаймӗ. w23.06 19 с., 17—19 абз.

Вырсарникун, июлӗн 13-мӗшӗ

Акӑ эпӗ пӗтӗмпех ҫӗнӗ тӑватӑп! (Ӳлӗм. 21:5).

Паянхи сӑвӑ йӗрки ҫапла пуҫланать: «Престол ҫинче лараканӗ ҫапла каларӗ» (Ӳлӗм. 21:5а). Иегова хӑй каланӑ сӑмахсене Ӳлӗмхи кӗнекере виҫӗ вырӑнта ҫеҫ илсе панӑ. Ҫакӑ вӗсенчен пӗри. Апла пулсан, ангел мар, чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус та мар, Иегова хӑй шантарса калать. Ҫакӑ малалла каланӑ сӑмахсене тата хытӑрах ӗненме пулӑшать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен Иегова — «суйма пултарайман» Турӑ (Тит 1:2). Ҫапла майпа, 5-мӗш сӑвӑ йӗркинчи малтанхи сӑмахсем Ӳлӗмхи 21:5, 6 сӑвӑ йӗркисене шанма юранине кӑтартса параҫҫӗ. «Акӑ эпӗ пӗтӗмпех ҫӗнӗ тӑватӑп» текен сӑмахсене тӗплӗнрех пӑхса тухар. «Акӑ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахне «пӑх» е «итле» тесе те куҫарма пулать. Ҫак сӑмах Ӳлӗмхи кӗнекере нумай хутчен тӗл пулать. Тата асӑрхӑр-ха, Иегова «ҫӗнӗ тӑвӑп» тесе мар, «ҫӗнӗ тӑватӑп» тесе каланӑ. Вӑл пулас улшӑнусем ҫинчен халех пулса иртнӗ пек калать. Апла, хӑй сӑмах панисем пурнӑҫланасси пирки унӑн пӗр иккӗленӳ те ҫук (Ис. 46:10). w23.11 3—4 с., 7, 8 абз.

Тунтикун, июлӗн 14-мӗшӗ

Вӑл тухнӑ та татӑлсах макӑрнӑ (Матф. 26:75).

Пётр апостол вӑхӑтран вӑхӑта йӑнӑшсем тунӑ. Акӑ темиҫе тӗслӗх. Иисус хӑйӗн асап курма тата вилме тивӗ, ҫапла вара пророкла калани пурнӑҫланӗ тесен, Пётр ӑна хирӗҫлеме пуҫланӑ (Марк 8:31—33). Пётр та, ытти апостолсем те хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки пӗрре анчах мар тавлашнӑ (Марк 9:33, 34). Ҫынсем Иисуса арестлеме килсен, Пётр шутласа тӑмасӑр хӗҫ туртса кӑларса пӗр ҫыннӑн хӑлхине касса татнӑ (Иоанн 18:10). Ҫав каҫах Пётр хӑраса ӳкнӗ те, Иисус хӑйӗн ҫывӑх тусӗ пулнӑ пулин те, ӑна пӗлместӗп тесе виҫӗ хутчен те каланӑ (Марк 14:66—72). Ҫавӑн хыҫҫӑн Пётр татӑлсах макӑрнӑ. Анчах Иисус хӑйӗн апостолӗ ҫине ал сулман. Хӑйне Пётр халӗ те юратнине вӑл пӗлнӗ тата ҫавна кӑтартма май панӑ. Чӗрӗлсе тӑрсан Иисус Пётра курӑнса: «Манӑн сурӑхӑмсене пӑх», — тенӗ. Лешӗ вара хаваспах ҫавна тума килӗшнӗ (Иоанн 21:15—17). Аллӑмӗш кун уявӗнче Иерусалимра Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫине святой сывлӑш пӗрремӗш хут аннӑ чухне Пётр та вӗсем хушшинче пулнӑ. w23.09 21—22 с., 6, 7 абз.

Ытларикун, июлӗн 15-мӗшӗ

Манӑн сурӑхӑмсене пӑх (Иоанн 21:16).

Пётр апостол старейшинӑсене: «Туррӑн кӗтӗвне пӑхӑр», — тенӗ (1 Пётр 5:1—4). Хаклӑ старейшина, эсӗ тӑвансене юратнине тата вӗсемшӗн тӑрӑшасшӑн пулнине эпир пӗлетпӗр. Анчах та вӑхӑтран вӑхӑта эсӗ, тен, ӗҫсем нумай пулнӑран е хытӑ ывӑнса ҫитнӗрен тивӗҫсене урӑх туса тӑраймастӑн тесе шутлатӑн. Ун пек пулсан мӗн тумалла? Хӑвна мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен Иеговӑна каласа пар. Пётр ҫапла ҫырнӑ: «Кам ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑрать, ҫавӑ Турӑ паракан вӑй ҫине шанса ӗҫлесе тӑтӑр» (1 Пётр 4:11). Тӑвансем тӳсекен йывӑрлӑхсем, тен, ҫӗнӗ тӗнчере ҫеҫ пӗтӗҫ. Ҫакна асра тыт: тӑвансем валли хӑв мӗн тума пултарайманнине «аслӑ кӗтӳҫӗ», Иисус Христос, тума пултарать. Хӑш-пӗр япаласене вӑл халех тӑвӗ, теприсене вара — пуласлӑхра. Турӑ старейшинӑсенчен кӗтессе те, вӗсем тӑвансене юратасса, вӗсемшӗн тӑрӑшасса тата вӗсене лайӑх тӗслӗх кӑтартасса ҫеҫ кӗтет. w23.09 29—30 с., 13, 14 абз.

Юнкун, июлӗн 16-мӗшӗ

Ӑслисен шухӑшӗсем ним усӑсӑр пулнине Иегова пӗлет (1 Кор. 3:20).

Пирӗн Иеговӑн законӗсене пӑхӑнман ҫынсен шухӑшӗсене сирсе ямалла. Эпир ҫак тӗнчери ҫынсем шухӑшланӑ пек шухӑшлама пуҫласан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иеговӑна та, унӑн нормисене те манса кайма пултаратпӑр (1 Кор. 3:19). Ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайма час-часах хистет. Пергамри тата Фиатирӑри хӑш-пӗр христиансем аскӑнланса тата йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннӑ ҫынсен витӗмне лекнӗ. Иисус ҫав икӗ пухӑва тӳррӗн канаш панӑ, мӗншӗн тесен вӗсем христиансем аскӑнланса пурӑнни ҫине куҫ хупнӑ (Ӳлӗм. 2:14, 20). Хальхи вӑхӑтра эпир тӗрлӗ тӗрӗс мар шухӑшсем илтетпӗр. Хурӑнташсем тата паллакан ҫынсем пире хамӑра ирӗклӗрех тытма хистеме пултараҫҫӗ тата Иеговӑн пӗр-пӗр законне пӑссан нимех те мар тесе ӗнентересшӗн. Сӑмахран, вӗсем хамӑрӑн кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайнинчен ним япӑххи те ҫук, Библири нормӑсем кивелнӗ теме пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне эпир Иегова панӑ хушусем ҫителӗксӗр тесе шутлама пултаратпӑр. Пирӗн Библире мӗн ҫырнинчен иртме кӑмӑл та ҫуралма пултарать (1 Кор. 4:6). w23.07 16 с., 10, 11 абз.

Кӗҫнерникун, июлӗн 17-мӗшӗ

Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет (Ытар. 17:17).

Марийӑна, Иисусӑн амӑшне, Иеговӑн ирӗкне тумашкӑн вӑй кирлӗ пулнӑ. Вӑл качча кайман хӗрарӑм пулнӑ пулин те, Гавриил ангел ӑна йывӑр ҫын пулса тӑрӑн тесе каланӑ. Хӑйне мӗн тери пысӑк тивӗҫ шанса панине ӑнланса илсен вӑл мӗн туйни ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха. Мария пӗр ача та пӑхса ӳстермен, унӑн вара Мессия пулса тӑрас арҫын ачашӑн тӑрӑшмалла пулнӑ. Унсӑр пуҫне, унӑн хӑйӗн каччипе, Иосифпа, калаҫса хӑй арҫынпа ҫывӑрса курман ҫӗртенех мӗнле майпа йывӑр ҫын пулса тӑнине ӑнлантарса памалла пулнӑ (Лука 1:26—33). Мария ӑҫтан вӑй илнӗ? Вӑл ыттисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Сӑмахран, Мария хӑйне шанса панӑ ӗҫ ҫинчен Гавриила ытларах каласа пама ыйтнӑ (Лука 1:34). Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл «Иудейӑри сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ хулана» хӑйӗн Елизавета хурӑнташӗ патне кайнӑ. Елизавета Марийӑна мухтанӑ та святой сывлӑш хавхалантарнипе унӑн пулас ывӑлӗ ҫинчен пророкла сӑмахсем каланӑ (Лука 1:39—45). Мария Иегова «хӑйӗн аллипе хӑватлӑ ӗҫсем турӗ» тесе каланӑ (Лука 1:46—51). Иегова Марийӑна Гавриил тата Елизавета урлӑ тӗреклетнӗ. w23.10 14—15 с., 10—12 абз.

Эрнекун, июлӗн 18-мӗшӗ

[Иисус] пире хӑйӗн Туррин тата Ашшӗн патшисемпе священникӗсем тунӑ (Ӳлӗм. 1:6).

144 000 святой сывлӑшпа суйласа илнӗ Христосӑн вӗренекенӗ унпа пӗрле пӗлӗтре священниксем пулӗҫ (Ӳлӗм. 14:1). Вӗсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнех Турӑ вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илсе ывӑллӑха илет. Сӑваплӑ чатӑрӑн сӑваплӑ пӳлӗмӗ ҫак ятарлӑ хутшӑнусене сӑнласа парать (Рим 8:15—17). Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗм Иегова пурӑнакан пӗлӗте пӗлтерет. Сӑваплӑ пӳлӗме сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмрен уйӑракан «чаршав» вара Иисусӑн кӗлеткине сӑнласа парать. Ҫын пулнӑ чухне вӑл пӗлӗте кайма пултарайман. Хӑйӗн кӗлеткине ҫынсемшӗн парнене кӳрсен Иисус пӗлӗте хӑпарнӑ та святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене пӗлӗте кайма ҫул уҫса панӑ. Пӗлӗтри наградӑна илес тесен вӗсен те хӑйсен кӗлеткисене хӑвармалла (Евр. 10:19, 20; 1 Кор. 15:50). w23.10 28 с., 13 абз.

Шӑматкун, июлӗн 19-мӗшӗ

Гедеон... ҫинчен каласа памашкӑн мана вӑхӑт та ҫитеймӗ (Евр. 11:32).

Ефремлянсем Гедеона айӑплама пуҫласан вӑл вӗсемпе йӑвашшӑн калаҫнӑ (Тӳр. 8:1—3). Вӑл тарӑхса та кайман. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ — ефремлянсем ӳпкелешнине итлесе пӗтернӗ те вӗсемпе ыррӑн калаҫнӑ. Вара лешӗсем лӑпланнӑ. Ӑслӑ-тӑнлӑ старейшинӑсем, Гедеон пекех, хӑйсене тиркекенсене тимлӗ итлеҫҫӗ тата вӗсене йӑвашшӑн хуравлаҫҫӗ (Иак. 3:13). Ҫапла вӗсем пухура килӗшӳ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Гедеон мадиансене ҫӗнтерсен халӑх ӑна чысласшӑн пулнӑ, вӑл вара ҫав лару-тӑрура Иегова ҫине тимлеттернӗ (Тӳр. 8:22, 23). Старейшинӑсем Гедеонран тӗслӗх илсе мӗн тума пултараҫҫӗ? Вӗсем мӗн те пулин питӗ лайӑх тӑваҫҫӗ пулсан, вӗсен ҫакӑншӑн яланах Иеговӑна мухтава кӑлармалла (1 Кор. 4:6, 7). Сӑмахран, кам та пулин старейшинӑна пухура лайӑх вӗрентнӗшӗн мухтать. Вара старейшина ҫав ҫынна эпир пурте Турӑ Сӑмахӗнчен пӗлӳ илетпӗр тата пире Туррӑн организацийӗ вӗрентсе тӑрать теме пултарать. Унсӑр пуҫне, старейшинӑн хушӑран ҫакӑн ҫинчен те шутласа пӑхмалла: вӑл хӑйӗн ҫине ытлашши тимлеттермест-и? w23.06 4 с., 7, 8 абз.

Вырсарникун, июлӗн 20-мӗшӗ

Сирӗн шухӑшӑр — Манӑн шухӑшӑм мар (Ис. 55:8).

Кӗлӗре хамӑр мӗн ыйтнине Иегова памарӗ пулсан хамӑра ҫакӑн пек ыйту пама пулать: «Эпӗ тӗрӗсси ҫинчен кӗлтӑватӑп-и?» Час-часах эпир пире мӗн кирлине хамӑрах пӗлетпӗр тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах Иегова хамӑра мӗн кирлине лайӑхрах пӗлет. Вӑл йывӑрлӑха хамӑр шутланинчен те лайӑхрах татса пама пултарать. Хӑш-пӗр чухне вара эпир мӗн ыйтни Туррӑн ирӗкӗпе пачах килӗшсе тӑмасть (1 Иоанн 5:14). Тӗслӗхрен, ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачи чӑнлӑхра тӑрса юлтӑр тесе кӗлтӑваҫҫӗ. Ҫапла ыйтнинче ним япӑххи те ҫук пек туйӑнма пултарать. Анчах та Иегова никама та хӑйӗншӗн вӑйпах ӗҫлеттермест. Вӑл эпир пурте, ҫав шутрах ачасем те, уншӑн ӗҫлессе те хамӑрӑн ҫавна тума кӑмӑл пулнӑран ӗҫлеччӗр тет (Сак. аст. 10:12, 13; 30:19, 20). Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗ ачин чӗрине хускатмашкӑн мӗн тумаллине курма пулӑшсам тесе кӗлтусан, лайӑхрах пулать. Вара вӗсем хӑйсен ывӑлне е хӗрне Иеговӑна юратма тата унӑн тусӗ пулса тӑма пулӑшӗҫ (Ытар. 22:6; Эф. 6:4). w23.11 21 с., 5 абз.; 23 с., 12 абз.

Тунтикун, июлӗн 21-мӗшӗ

Пӗр-пӗрне йӑпатӑр (1 Фес. 4:18).

Мӗншӗн йӑпатни — юратнине кӑтартмалли лайӑх май? Пӗр Библи справочникӗнче каланӑ тӑрӑх, «йӑпатмалла» тесе куҫарнӑ сӑмах кам пысӑк йывӑрлӑх тӳсет, ҫавӑнпа юнашар пулмаллине пӗлтерет. Хуйха ӳкнӗ тӑвана йӑпатнӑ чухне эпир ӑна вӑй кӗртсе малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшатпӑр. Тӑвансем хуйхӑрнӑ чухне вӗсемпе кашнинчех юнашар пулнипе эпир вӗсене юратнине кӑтартатпӑр (2 Кор. 7:6, 7, 13). Йӑпатни хӗрхеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Хӗрхенекен ҫын ыттисене чун ыратӑвне пусарма пулӑшас тесе вӗсене йӑпатма тӑрӑшать. Апла пулсан, эпир хӗрхеннӗрен ыттисене йӑпататпӑр. Ҫакна Иеговӑн тӗслӗхӗ ҫирӗплетсе парать. Библире ун пирки «хӗрхенӳ Ашшӗ тата йӑпату Турри» тенӗ (2 Кор. 1:3). w23.11 9—10 с., 8—10 абз.

Ытларикун, июлӗн 22-мӗшӗ

Хӗн-асап курнӑ чухне те савӑнар (Рим 5:3).

Кашни христианин йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатех. Айтӑр Павел апостолӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Фессалоникӑри тӑвансене вӑл ҫапла каланӑ: «Пирӗн хӗн-асап курмалла пулать тесе эпир сире хӑвӑр патра пулнӑ чухнех калаттӑмӑрччӗ. Ҫапла пулса тухрӗ те, кӑна хӑвӑр та пӗлетӗр» (1 Фес. 3:4). Коринфри христиансем патне вара вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Пире шутсӑр йывӑр пулчӗ, ҫавна эпир хамӑр вӑйпа чӑтса ирттереймен пулӑттӑмӑр. Эпир хамӑр чӗрӗ юласса та шанманччӗ» (2 Кор. 1:8; 11:23—27). Христианинӑн ҫулӗ ҫинче тӗрлӗ йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ (2 Тим. 3:12). Эсир Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма шут тытсан, тен, тусусемпе хурӑнташусем хӑйсене сирӗнпе хаяррӑн тытма пуҫланӑ. Суймасӑр-улталамасӑр пурӑннине пула, тен, ӗҫре те сирӗн йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ (Евр. 13:18). Хӑвӑр шанчӑк ҫинчен ыттисене каласа панине пула, тен, влаҫсем те сире хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Кирек мӗнле хӗн-асап тӳснӗ чухне те, Павел каланӑ тӑрӑх, пирӗн савӑнмалла. w23.12 10—11 с., 9, 10 абз.

Юнкун, июлӗн 23-мӗшӗ

Эсир мана инкек кӳтӗр (Пулт. 34:30, ҪТ).

Иаковӑн нумай йывӑрлӑх пулнӑ. Унӑн икӗ ывӑлӗ, Симеонпа Левий, хӑйсен ҫемйин ятне те, Иеговӑн ятне те янӑ. Унсӑр пуҫне, Иаковӑн юратнӑ арӑмӗ, Рахиль, иккӗмӗш ачине ҫуратнӑ чухне вилсе кайнӑ. Юлашкинчен вара, ватлӑх кунӗсенче, Иаковӑн выҫлӑх алхаснине пула Египета куҫса кайма тивнӗ (Пулт. 35:16—19; 37:28; 45:9—11, 28). Ҫаксене пурне те пӑхмасӑрах Иаков Иеговӑна та, вӑл хӑй панӑ сӑмаха тытасса та ӗненме пӑрахман. Иегова вара ӑна хӑй ырланине шантарсах тӑнӑ. Тӗслӗхрен, Иегова Иаковӑн пурлӑхне хушсах тӑнӑ. Иаков Иосифпа тепре тӗл пулсан, Иеговӑна ҫав тери пархатарлӑ пулнӑ пулӗ, вӑл нумай ҫул хушши хӑйӗн ывӑлӗ вилнӗ тесе шутланӑ вӗт! Иакова ҫак йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме мӗн пулӑшнӑ? Иеговӑпа хӑй хушшинчи ҫирӗп туслӑх (Пулт. 30:43; 32:9, 10; 46:28—30). Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха хаклатпӑр пулсан, эпир те кӗтмен ҫӗртен йӑтӑнса аннӑ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пултарӑпӑр. w23.04 15 с., 6, 7 абз.

Кӗҫнерникун, июлӗн 24-мӗшӗ

Ҫӳлхуҫа — манӑн Кӗтӳҫӗм; эпӗ ҫитменни мӗнне пӗлмӗп (Пс. 22:1).

22-мӗш Псалом вӑл — юрӑ. Унти сӑмахсенчен Давид хӑйне Иегова юратнине, хӑйӗншӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнине ҫирӗп шанни курӑнать. Вӑл хӑйӗнпе Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусем пирки калать тата Иеговӑна «манӑн Кӗтӳҫӗм» тет. Давид Иеговӑна шаннӑран хӑйне ертсе пыма ирӗк парать тата хӑйне кӑтартнӑ ҫулпа пынӑ май хӑйне хӑрушсӑрлӑхра туять. Давид хӑйне Иегова яланах, пурнӑҫӗ тӑршшӗпех, юратасса пӗлнӗ. Ҫавӑн пирки пӗртте иккӗленмен. Мӗншӗн? Давид хӑйӗншӗн Иегова тӑрӑшнине тата мӗн кирлине кашни кун парса тӑнине курнӑ. Вӑл Иегова хӑйӗн тусӗ пулнине тата хӑйне Турӑ ырланине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл иккӗленмен: кирек мӗн пулса тухсан та, Иегова уншӑн малалла та тӑрӑшӗ. Давид хӑйне Иегова ҫепӗҫҫӗн юратнине пӗлсе тӑнӑран телейлӗ пулнӑ, ытлашши пӑшӑрханса ҫӳремен (Пс. 15:11). w24.01 29 с., 12, 13 абз.

Эрнекун, июлӗн 25-мӗшӗ

Ҫак тӗнче пӗтичченех эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле пулӑп (Матф. 28:20).

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пӗтнӗ хыҫҫӑн Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нумай ҫӗршывра ирӗклӗн ырӑ хыпар сарма пултарнӑ. Ҫавна пула нумайӑшӗ Иегова ҫинчен пӗлнӗ. Халӗ вара Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар пӗтӗм тӗнчипех сарӑлать. Хальхи вӑхӑтра Ертсе пыракан советри тӑвансем хӑйсене Христоса ертсе пыма параҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем парса тӑракан хушусенче Иеговӑн тата Иисусӑн шухӑшӗсем курӑнччӑр теҫҫӗ. Ертсе пыракан советри тӑвансем район тата пухури старейшинӑсем урлӑ хушусем параҫҫӗ. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ старейшинӑсене — тӗрӗссипе каласан, пухури пур старейшинӑна та — Христос хӑйӗн «сылтӑм аллинче» тытса тӑрать (Ӳлӗм. 2:1). Паллах, ҫав арҫын тӑвансем ҫылӑхлӑ пулнӑран вӑхӑтран вӑхӑта йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ. Моисей та, Иисус Навин та, апостолсем те йӑнӑшсем тукаланӑ (Йыш. 20:12; Иис. Н. 9:14, 15; Рим 3:23). Ҫав-ҫавах Христос шанчӑклӑ чурана тата старейшинӑсене ыррӑн ертсе пырать, ҫакна вӑл малалла та тӑвӗ. Ҫавӑнпа та вӑл яваплӑ арҫын тӑвансем урлӑ парса тӑракан хушусене эпир пӗр иккӗленмесӗр итлетпӗр. w24.02 23 с., 13, 14 абз.

Шӑматкун, июлӗн 26-мӗшӗ

Турӑран тӗслӗх илӗр, мӗншӗн тесен эсир унӑн юратнӑ ачисем (Эф. 5:1).

Иегова ҫинчен каланӑ чухне хамӑр ӑна пархатарлӑ пулнине тата питӗ хытӑ юратнине кӑтартатпӑр пулсан, унӑн чӗрине савӑнтарма пултаратпӑр. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ҫакна асра тытатпӑр: пирӗн тӗп тӗллев — ҫынсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасси. Эпир ҫынсене ҫӳлти Атте ҫине хамӑр пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшасшӑн (Иак. 4:8). Библире Иегова пирки мӗн ҫырнине ҫынсене кӑтартма пире питӗ килӗшет. Унта унӑн юратӑвӗ, тӗрӗслӗхӗ, ӑслӑлӑхӗ, вӑйӗ тата ытти лайӑх енӗсем ҫинчен каланӑ. Ҫавӑн пекех, кулленхи пурнӑҫра Иеговӑран тӗслӗх илме тӑрӑшнипе эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр тата савӑнтаратпӑр. Таврари ҫынсем эпир ҫак усал тӗнчери ҫынсенчен уйрӑлса тӑнине асӑрхаса, тен, мӗншӗн ҫапла пулнине ыйтса пӗлесшӗн пулаҫҫӗ (Матф. 5:14—16). Ун чухне вара пирӗн мӗншӗн хамӑра ун пек е кун пек тытнине ӑнлантарса пама май уҫӑлать. Ҫапла майпа тӳркӑмӑллӑ ҫынсен Туррӑн тусӗ пулма кӑмӑл ҫуралӗ. Эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата кулленхи пурнӑҫра Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр пулсан, унӑн чӗрине савӑнтаратпӑр (1 Тим. 2:3, 4). w24.02 10 с., 7 абз.

Вырсарникун, июлӗн 27-мӗшӗ

Вӑл... хавхалантарма кӑна мар... питлеме те пултарать (Тит 1:9).

Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑрас тесен санӑн тӗрлӗ ӗҫсем тума вӗренмелле. Вӗсем сана пухури тивӗҫсене туса тӑма, хӑвна та, хӑвӑн ҫемйӳне те мӗн кирлипе тивӗҫтерме май паракан ӗҫ тупма тата ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшӗҫ. Сӑмахран, лайӑх вулама тата лайӑх ҫырма вӗрен. Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ Сӑмахне кашни кун вулакан тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлакан ҫын телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пулӗ (Пс. 1:1—3). Кашни кун Библи вулани сана Иегова пек шухӑшлама пулӑшӗ. Вара йышӑнусем тунӑ чухне хӑв шутланӑ пек тӑвас вырӑнне Библири принципсене шута илӗн (Ытар. 1:3, 4). Унсӑр пуҫне, арҫын тӑвансен пухури тӑвансене вӗрентсе тӑмалла тата Библи тӑрӑх канаш памалла. Эсӗ вулама, ҫырма лайӑх пӗлетӗн пулсан, хӑвӑн тӗллӗн хатӗрленӗ комментарисемпе тата докладсемпе ыттисен ӗненӗвне ҫирӗплетме пултарӑн. Унсӑр пуҫне, эсӗ усӑллӑ шухӑшсене ҫырса пыма пултарӑн, вӗсем сана хӑвӑн ӗненӗве ҫирӗплетме тата ыттисене тӗреклетме пулӑшӗҫ. w23.12 26—27 с., 9—11 абз.

Тунтикун, июлӗн 28-мӗшӗ

Сирӗнпе пӗрлӗхре тӑраканни тӗнчепе пӗрлӗхре тӑраканнинчен хӑватлӑрах (1 Иоанн 4:4).

Хӑраса ӳкнӗ чухне Иегова пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлӑр. Шуйттан пулмасан пурнӑҫ мӗн тери лайӑх пулассине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. 2014 ҫулхи регион конгресӗнчи пӗр инсценировкӑра ашшӗ хӑйӗн килтисемпе 2 Тимофей 3:1—5 сӑвӑ йӗркисенче рай пирки каланӑ пулсан унта мӗнле сӑмахсем пулма пултарнине сӳтсе явнӑ: «Ҫӗнӗ тӗнчере телейлӗ вӑхӑтсем ҫитӗҫ. Ҫынсем ыттисемшӗн тӑрӑшакан, чӑнлӑха юратакан, Турра мухтава кӑларакан, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнакан, пархатарлӑ, чунтан парӑннӑ, ыттисене юратакан, ыттисемпе килӗштерекен, ыттисем ҫинчен ыррине калакан, хӑйсене чарма пӗлекен, ӑшӑ кӑмӑллӑ, ырра юратакан, шанчӑклӑ, хӑйсенни ҫинче тӑман, хӑйсене кӗҫӗне хуракан, савӑнса-киленсе пурӑнма юратас вырӑнне Турра юратакан тата ӑна чун-чӗререн парӑнса пурӑнакан пулӗҫ. Ҫавӑн пек ҫынсемпе туслаш». Эсир ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫ мӗнле пулассине килтисемпе е туссемпе сӳтсе яватӑр-и? w24.01 6 с., 13, 14 абз.

Ытларикун, июлӗн 29-мӗшӗ

Эпӗ сана ырлатӑп (Лука 3:22).

Иегова хӑйӗн халӑхне ырлани пирки эпир иккӗленместпӗр. Библире: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать», — тесе ҫырнӑ (Пс. 149:4). Анчах та хӑш-пӗрисем кулянса: «Иегова мана ырлать-ши?» — тесе шутлама пултараҫҫӗ. Библире асӑннӑ Туррӑн шанчӑклӑ хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем те вӑл хӑйсене ырлани пирки иккӗленнӗ (1 Пат. 1:6—10; Иов 29:2, 4; Пс. 50:13). Иегова ҫитменлӗхлӗ ҫынсене те ырлама пултарни Библирен уҫҫӑн курӑнать. Турӑ ырлатӑр тесен мӗн тумалла? Иисус Христоса ӗненме пуҫламалла тата шыва кӗмелле (Иоанн 3:16). Ҫакӑ эпир хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнсе Турра унӑн ирӗкне тума сӑмах панине кӑтартать (Ап. ӗҫ. 2:38; 3:19). Эпир Турӑпа ҫывӑхланас тесе ҫак утӑмсене тунӑ чухне вӑл питӗ савӑнать. Хамӑр сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр пулсан, Иегова пире ырлать тата хӑйӗн ҫывӑх тусӗ тесе шутлать (Пс. 24:14). w24.03 26 с., 1, 2 абз.

Юнкун, июлӗн 30-мӗшӗ

Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр (Ап. ӗҫ. 4:20).

Влаҫсем пире ырӑ хыпар сарма чараҫҫӗ пулсан та, эпир Иисусӑн вӗренекенӗсенчен тӗслӗх илсе малалла та ҫак ӗҫе тума пултаратпӑр. Иегова хамӑра ырӑ хыпар сарма пулӑшасси пирки пирӗн иккӗленмелле мар. Ҫавӑнпа та кӗлӗре хӑюлӑхпа ӑслӑлӑх ыйтӑр. Унсӑр пуҫне, йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Пирӗнтен нумайӑшӗ тӗрлӗ чирпе, ҫав шутрах эмоцисемпе ҫыхӑннӑ чирсемпе, асапланать. Хӑшӗ-пӗрисем ҫывӑх ҫын вилнишӗн хуйхӑраҫҫӗ. Теприсен ҫемьере лару-тӑру лайӑхах мар. Хӗсӗрленине е урӑх йывӑрлӑхсене пула асапланакансем те сахал мар. Ҫутҫанталӑк инкекӗсене, пандемийӑсене, вӑрҫӑсене пула ҫак йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме тата йывӑртарах. Хӑвӑр чӗрӗрте мӗн пуррине веҫех Иеговӑна уҫса парӑр. Хӑвӑрӑн мӗн тӳсме тивнине ӑна ҫывӑх туса каласа панӑ пек каласа парӑр. Ан иккӗленӗр: Иегова сире пулӑшатех! (Пс. 36:3, 5). Тӑтӑшах кӗлтуни пире «хуйхӑ тӳснӗ чухне чӑтӑмлӑ» пулма пулӑшать (Рим 12:12). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен мӗнле йывӑрлӑхсем пуррине пӗлет. Библире вӑл «вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтет» тенӗ (Пс. 144:18, 19). w23.05 5—6 с., 12—15 абз.

Кӗҫнерникун, июлӗн 31-мӗшӗ

Пӗрмаях Ҫӳлхуҫана мӗн юрӑхлӑ пулнине пӗлме тӑрӑшӑр (Эф. 5:10).

Пӗлтерӗшлӗ йышӑну тӑвас умӗн «Иеговӑн ирӗкне ӑнланма» тӑрӑшмалла, кайран вара унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн тумалла (Эф. 5:17). Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлас тесен мӗн тумалла? Хамӑр лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ Библири принципсене шырамалла. Вӗсемпе усӑ курсан эпир тӗрӗс йышӑну тӑватпӑр пулӗ. Пирӗн тӑшман, Шуйттан, пире ҫак тӗнчери ӗҫсене пуҫӗпех путарасшӑн, Турӑ валли пирӗн вӑхӑт ан юлтӑр тет (1 Иоанн 5:19). Христианин укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илесси, пӗлӳ илесси е карьера тӑвасси Иеговӑшӑн ӗҫленинчен пӗлтерӗшлӗрех тесе шутлама пултарать. Ҫапла пулсан, вӑл ҫак тӗнчери ҫынсем пек шутлама пуҫланӑ эппин. Паллах, маларах асӑннӑ ӗҫсем япӑхах мар, анчах та вӗсем пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пулмалла мар. w24.03 24 с., 16, 17 абз.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр