Ытларикун, июлӗн 29-мӗшӗ
Эпӗ сана ырлатӑп (Лука 3:22).
Иегова хӑйӗн халӑхне ырлани пирки эпир иккӗленместпӗр. Библире: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать», — тесе ҫырнӑ (Пс. 149:4). Анчах та хӑш-пӗрисем кулянса: «Иегова мана ырлать-ши?» — тесе шутлама пултараҫҫӗ. Библире асӑннӑ Туррӑн шанчӑклӑ хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем те вӑл хӑйсене ырлани пирки иккӗленнӗ (1 Пат. 1:6—10; Иов 29:2, 4; Пс. 50:13). Иегова ҫитменлӗхлӗ ҫынсене те ырлама пултарни Библирен уҫҫӑн курӑнать. Турӑ ырлатӑр тесен мӗн тумалла? Иисус Христоса ӗненме пуҫламалла тата шыва кӗмелле (Иоанн 3:16). Ҫакӑ эпир хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнсе Турра унӑн ирӗкне тума сӑмах панине кӑтартать (Ап. ӗҫ. 2:38; 3:19). Эпир Турӑпа ҫывӑхланас тесе ҫак утӑмсене тунӑ чухне вӑл питӗ савӑнать. Хамӑр сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр пулсан, Иегова пире ырлать тата хӑйӗн ҫывӑх тусӗ тесе шутлать (Пс. 24:14). w24.03 26 с., 1, 2 абз.
Юнкун, июлӗн 30-мӗшӗ
Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр (Ап. ӗҫ. 4:20).
Влаҫсем пире ырӑ хыпар сарма чараҫҫӗ пулсан та, эпир Иисусӑн вӗренекенӗсенчен тӗслӗх илсе малалла та ҫак ӗҫе тума пултаратпӑр. Иегова хамӑра ырӑ хыпар сарма пулӑшасси пирки пирӗн иккӗленмелле мар. Ҫавӑнпа та кӗлӗре хӑюлӑхпа ӑслӑлӑх ыйтӑр. Унсӑр пуҫне, йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Пирӗнтен нумайӑшӗ тӗрлӗ чирпе, ҫав шутрах эмоцисемпе ҫыхӑннӑ чирсемпе, асапланать. Хӑшӗ-пӗрисем ҫывӑх ҫын вилнишӗн хуйхӑраҫҫӗ. Теприсен ҫемьере лару-тӑру лайӑхах мар. Хӗсӗрленине е урӑх йывӑрлӑхсене пула асапланакансем те сахал мар. Ҫутҫанталӑк инкекӗсене, пандемийӑсене, вӑрҫӑсене пула ҫак йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме тата йывӑртарах. Хӑвӑр чӗрӗрте мӗн пуррине веҫех Иеговӑна уҫса парӑр. Хӑвӑрӑн мӗн тӳсме тивнине ӑна ҫывӑх туса каласа панӑ пек каласа парӑр. Ан иккӗленӗр: Иегова сире пулӑшатех! (Пс. 36:3, 5). Тӑтӑшах кӗлтуни пире «хуйхӑ тӳснӗ чухне чӑтӑмлӑ» пулма пулӑшать (Рим 12:12). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен мӗнле йывӑрлӑхсем пуррине пӗлет. Библире вӑл «вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтет» тенӗ (Пс. 144:18, 19). w23.05 5—6 с., 12—15 абз.
Кӗҫнерникун, июлӗн 31-мӗшӗ
Пӗрмаях Ҫӳлхуҫана мӗн юрӑхлӑ пулнине пӗлме тӑрӑшӑр (Эф. 5:10).
Пӗлтерӗшлӗ йышӑну тӑвас умӗн «Иеговӑн ирӗкне ӑнланма» тӑрӑшмалла, кайран вара унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн тумалла (Эф. 5:17). Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлас тесен мӗн тумалла? Хамӑр лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ Библири принципсене шырамалла. Вӗсемпе усӑ курсан эпир тӗрӗс йышӑну тӑватпӑр пулӗ. Пирӗн тӑшман, Шуйттан, пире ҫак тӗнчери ӗҫсене пуҫӗпех путарасшӑн, Турӑ валли пирӗн вӑхӑт ан юлтӑр тет (1 Иоанн 5:19). Христианин укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илесси, пӗлӳ илесси е карьера тӑвасси Иеговӑшӑн ӗҫленинчен пӗлтерӗшлӗрех тесе шутлама пултарать. Ҫапла пулсан, вӑл ҫак тӗнчери ҫынсем пек шутлама пуҫланӑ эппин. Паллах, маларах асӑннӑ ӗҫсем япӑхах мар, анчах та вӗсем пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пулмалла мар. w24.03 24 с., 16, 17 абз.