Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
Тухӑр
Кӗрӗр
Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Паян

Юнкун, сентябрӗн 10-мӗшӗ

Хам ирӗкпе тумасан та, ҫав-ҫавах манӑн ӑна тумалла, мӗншӗн тесен ҫакӑ мана шанса панӑ ӗҫ (1 Кор. 9:17).

Тен, сире кӗлтунӑ чухне хӑвӑрӑн сӑмахсем чӗререн тухмаҫҫӗ пек туйӑнать. Е ырӑ хыпар сарасса та, ҫавна тумалла пулнӑран ҫеҫ тӑватӑр. Иегова хӑвӑра святой сывлӑш пама пӑрахнӑ тесе ан шутлӑр. Эпир ҫылӑхлӑ ҫынсем, ҫавӑнпа пирӗн туйӑмсем час-часах тата хӑвӑртах улшӑнма пултараҫҫӗ. Хӑвӑрӑн хастарлӑх сӳнме пуҫларӗ пулсан, Павел апостолӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӑл пур тӗлӗшрен те Иисус пек пулма тӑрӑшнӑ пулин те, хӑйӗн хӑш-пӗр чухне Иеговӑшӑн ӗҫлес кӑмӑл пулас ҫуккине те ӑнланнӑ. Ҫав-ҫавах Павел хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тӑвас килнӗ чухне те, тӑвас килмен чухне те тума ҫирӗп шут тытнӑ. Ҫавӑн пекех эсир те, йышӑну тумалла чухне ҫылӑхлӑ туйӑмсем хыҫҫӑн ан кайӑр. Тӗрӗссине тӑвас килмест пулсан та, ҫавна тума ҫирӗп шут тытӑр. Тӗрӗссине туса тӑратӑр пулсан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн сирӗн кӑмӑл-туйӑм та улшӑнӗ (1 Кор. 9:16). w24.03 11—12 с., 12, 13 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Кӗҫнерникун, сентябрӗн 11-мӗшӗ

Ҫак арҫын тӑвансене хӑйсене юратнине кӑтартӑр (2 Кор. 8:24).

Эпир тӑвансене юратнине кӑтартас тесе вӗсемпе туслашма тата вӑхӑта пӗрле ирттерме пултаратпӑр (2 Кор. 6:11—13). Пирӗн пухура тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пулма пултараҫҫӗ, характерсем те пирӗн тӗрлӗрен. Тӑвансен лайӑх енӗсем ҫинчен ытларах шутласан эпир вӗсене хытӑрах юратӑпӑр. Вӗсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшнӑ чухне эпир вӗсене юратнине кӑтартатпӑр. Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче пӗр-пӗрне юратни уйрӑмах кирлӗ пулӗ. Ҫавӑн чухне Иегова пире мӗнле хӳтӗлӗ? Мидо-Перси ҫарӗ авалхи Вавилон ҫине тапӑнсан Иегова хӑйӗн халӑхне ҫапла тума хушнӑ: «Кай, халӑхӑм, килне [«шалти пӳлӗмсене», ҪТ] кӗр, хӑв хыҫҫӑн алӑкна питӗрсе ил, ҫилӗ иртсе кайиччен пытан самантлӑха» (Ис. 26:20). Пысӑк хӗн-асап пуҫлансан пирӗн те ҫавнах тума тивӗ пулӗ. w23.07 6—7 с., 14—16 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Эрнекун, сентябрӗн 12-мӗшӗ

Ҫак тӗнчен сцени улшӑнса пырать (1 Кор. 7:31).

Эпир хамӑрӑнни ҫинче тӑманнине пурин те курса тӑмалла. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Ыттисем ман пирки вӑл хӑйӗнни ҫинче тӑмасть, ҫемҫе кӑмӑллӑ тесе шутлаҫҫӗ-и? Е ман пирки кутӑн та тӳрккес теҫҫӗ-и? Эпӗ ыттисене итлетӗп-и тата, вырӑнлӑ пулсан, вӗсем мӗн каланине шута илетӗп-и?» Мӗн чухлӗ сахалрах эпир хамӑрӑнни ҫинче тӑратпӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах Иеговӑпа Иисусран тӗслӗх илетпӗр. Пурнӑҫри лару-тӑру улшӑнсан та пирӗн хамӑрӑнни ҫинче тӑмалла мар. Улшӑнусене пула кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, эпир йывӑр чирлесе ӳкме пултаратпӑр. Экономикӑпа тата политикӑпа ҫыхӑннӑ улшӑнусем те пирӗн пурнӑҫа самаях йывӑрлатса яма пултараҫҫӗ (Еккл. 9:11). Унсӑр пуҫне, организацире хамӑр туса тӑракан тивӗҫсем те улшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн чухне те пире ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пире тӑватӑ утӑм пулӑшӗ: 1) лару-тӑру улшӑннине йышӑнӑр, 2) малалла пӑхӑр, 3) лайӑххи ҫинчен шухӑшлӑр, 4) ыттисене пулӑшӑр. w23.07 21—22 с., 7, 8 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр