Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
Тухӑр
Кӗрӗр
Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Паян

Кӗҫнерникун, сентябрӗн 11-мӗшӗ

Ҫак арҫын тӑвансене хӑйсене юратнине кӑтартӑр (2 Кор. 8:24).

Эпир тӑвансене юратнине кӑтартас тесе вӗсемпе туслашма тата вӑхӑта пӗрле ирттерме пултаратпӑр (2 Кор. 6:11—13). Пирӗн пухура тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пулма пултараҫҫӗ, характерсем те пирӗн тӗрлӗрен. Тӑвансен лайӑх енӗсем ҫинчен ытларах шутласан эпир вӗсене хытӑрах юратӑпӑр. Вӗсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшнӑ чухне эпир вӗсене юратнине кӑтартатпӑр. Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче пӗр-пӗрне юратни уйрӑмах кирлӗ пулӗ. Ҫавӑн чухне Иегова пире мӗнле хӳтӗлӗ? Мидо-Перси ҫарӗ авалхи Вавилон ҫине тапӑнсан Иегова хӑйӗн халӑхне ҫапла тума хушнӑ: «Кай, халӑхӑм, килне [«шалти пӳлӗмсене», ҪТ] кӗр, хӑв хыҫҫӑн алӑкна питӗрсе ил, ҫилӗ иртсе кайиччен пытан самантлӑха» (Ис. 26:20). Пысӑк хӗн-асап пуҫлансан пирӗн те ҫавнах тума тивӗ пулӗ. w23.07 6—7 с., 14—16 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Эрнекун, сентябрӗн 12-мӗшӗ

Ҫак тӗнчен сцени улшӑнса пырать (1 Кор. 7:31).

Эпир хамӑрӑнни ҫинче тӑманнине пурин те курса тӑмалла. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Ыттисем ман пирки вӑл хӑйӗнни ҫинче тӑмасть, ҫемҫе кӑмӑллӑ тесе шутлаҫҫӗ-и? Е ман пирки кутӑн та тӳрккес теҫҫӗ-и? Эпӗ ыттисене итлетӗп-и тата, вырӑнлӑ пулсан, вӗсем мӗн каланине шута илетӗп-и?» Мӗн чухлӗ сахалрах эпир хамӑрӑнни ҫинче тӑратпӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах Иеговӑпа Иисусран тӗслӗх илетпӗр. Пурнӑҫри лару-тӑру улшӑнсан та пирӗн хамӑрӑнни ҫинче тӑмалла мар. Улшӑнусене пула кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, эпир йывӑр чирлесе ӳкме пултаратпӑр. Экономикӑпа тата политикӑпа ҫыхӑннӑ улшӑнусем те пирӗн пурнӑҫа самаях йывӑрлатса яма пултараҫҫӗ (Еккл. 9:11). Унсӑр пуҫне, организацире хамӑр туса тӑракан тивӗҫсем те улшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн чухне те пире ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пире тӑватӑ утӑм пулӑшӗ: 1) лару-тӑру улшӑннине йышӑнӑр, 2) малалла пӑхӑр, 3) лайӑххи ҫинчен шухӑшлӑр, 4) ыттисене пулӑшӑр. w23.07 21—22 с., 7, 8 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Шӑматкун, сентябрӗн 13-мӗшӗ

Эсӗ Турӑшӑн хаклӑ ҫын (Дан. 9:23, ҪТ).

Даниила тӑван килӗнчен уйӑрса аякри Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ чухне вӑл ҫап-ҫамрӑк пулнӑ. Унта ӑна тӳрех асӑрханӑ, мӗншӗн тесен вӑл «ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен пӗр кӑлтӑксӑр, хитре сӑн-питлӗ» пулнӑ тата ятлӑ-сумлӑ ҫемьерен тухнӑ. Ҫавӑнпа ӑна патша керменӗнче ӗҫлесе тӑма хатӗрлеме пуҫланӑ (Дан. 1:3, 4, 6; 1 Пат. 16:7). Даниил Иеговӑна юрама чун-чӗререн тӑрӑшнӑ, ҫавӑншӑн Иегова ӑна юратнӑ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Даниил 20 ҫулсенче кӑна пулнӑ, ҫапах та ӑна Иегова хӑйӗншӗн вун-вун ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ Нойпа тата Иовпа пӗр шая тӑратнӑ (Пулт. 5:32; 6:9, 10; Иов 42:16, 17; Иез. 14:14). Даниил нумай пурӑннӑ тата унӑн пурнӑҫӗнче тем те пулнӑ, Иегова вара ӑна нихӑҫан та юратма пӑрахман (Дан. 10:11, 19). w23.08 2 с., 1, 2 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр