Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w23 ноябрь 2—7 с.
  • Иегова ҫӗр ҫинче рай пулать тесе сӑмах парать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иегова ҫӗр ҫинче рай пулать тесе сӑмах парать
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВА МӖН ТУМА СӐМАХ ПАРАТЬ?
  • ИЕГОВА ҪИРӖПЛЕТӲСЕМ ИЛСЕ ПАРАТЬ
  • «АКӐ ПУРНЕ ТЕ ҪӖНӖ ТӐВАТӐП»
  • «ҪАК СӐМАХСЕМ — ЧӐН, ТӖРӖС». «ПУЛСА ҪИТРӖ!»
  • «ЭПӖ — АЛЬФА ТАТА ОМЕГА»
  • ИЕГОВА ХӐЙӖН СӐМАХНЕ ТЫТАССА ХЫТӐРАХ ШАНАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
  • Турӑ ҫынсем валли мӗн туса парасшӑн?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Турӑ ҫӗр пирки мӗн тума шухӑшласа хунӑ?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • «Райра тӗл пуличчен!»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫлатех!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
w23 ноябрь 2—7 с.

46-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова ҫӗр ҫинче рай пулать тесе сӑмах парать

«Ҫӗр ҫинче пиллӗх илекенсене чӑнлӑх Турри ячӗпе пиллеччӗр» (ИС. 65:16).

3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх

ҪАК СТАТЬЯРАa

1. Исаия пророк израильтянсене мӗн кӑтартса парасшӑн пулнӑ?

ИСАИЯ пророк Иегова пирки «чӑнлӑх Турри» тенӗ (Ис. 65:16). «Чӑнлӑх» (сӑмахран сӑмаха «аминь») тесе куҫарнӑ сӑмах «ҫапла пултӑр» е «тӗрӗс» тенине пӗлтерет. Библире «аминь» сӑмахпа Иегова тата Иисус хӑйсем панӑ сӑмаха пурнӑҫласса ҫирӗплетсе парас тесе час-часах усӑ курнӑ. Ҫапла каласа Исаия израильтянсене Иегова ҫине шанма юранине тата вӑл хӑй панӑ сӑмаха яланах пурнӑҫланине кӑтартасшӑн пулнӑ.

2. Мӗншӗн эпир Турӑ хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса шанма пултаратпӑр? Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?

2 Эпир Турӑ хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса шанма пултаратпӑр-и? Исаия ҫак сӑмахсене ҫырнӑранпа 800 ҫула яхӑн иртсен Павел апостол мӗншӗн Турӑ хӑй панӑ сӑмаха тытасса шанма юранине ӑнлантарса панӑ. Вӑл: «Турӑ суяс ҫук»,— тесе ҫырнӑ (Евр. 6:18). Пӗр ҫӑлкуҫранах ӗҫмелли шыв та, тӑварлӑ шыв та юхма пултарайман пекех, Иегова, чӑнлӑх Турри, суйма пултараймасть. Апла, вӑл мӗн каланине пурне те шанма пулать. Ку статьяра эпир ҫак ыйтусене сӳтсе явӑпӑр: Иегова пире мӗнле пурнӑҫ туса пама сӑмах парать? вӑл хӑйӗн сӑмахне тытасса мӗн ҫирӗплетсе парать?

ИЕГОВА МӖН ТУМА СӐМАХ ПАРАТЬ?

3. а) Туррӑн пур ӗҫлекенне те мӗнле пророкла сӑмахсем килӗшеҫҫӗ? (Ӳлӗмхи 21:3, 4). ӑ) Ҫак сӑмахсене илтсен хӑш-пӗрисем мӗн калаҫҫӗ?

3 Эпир Туррӑн пур ӗҫлекенне те килӗшекен пророкла сӑмахсене сӳтсе явӑпӑр. (Ӳлӗмхи 21:3, 4 вуласа парӑр.) Иегова «вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук» тесе шантарать. Райри пурнӑҫ мӗнле пулассине кӑтартас тесе эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫак сӑмахсене час-часах вуласа паратпӑр. Ҫынсем вӗсене илтсен ытларах чухне мӗн хуравлаҫҫӗ? Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем: «Ҫакӑ юмах-халап ҫеҫ»,— тесе калаҫҫӗ.

4. а) Иегова мӗн-мӗн маларах пӗлнӗ? ӑ) Сӑмах панисӗр пуҫне Иегова тата мӗн тунӑ?

4 Эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсене Ӳлӗмхи кӗнекери пророкла сӑмахсене вуласа парасса Иегова, паллах, пӗлнӗ. Вӑл нумайӑшне ҫак сӑмахсене ӗненме йывӑр пуласса та пӗлсе тӑнӑ (Ис. 42:9; 60:2; 2 Кор. 4:3, 4). Ӳлӗмхи 21:3, 4 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса кӑтартнӑ пурнӑҫ чӑнах та пуласса эпир ыттисене те, хамӑра та мӗнле ӗнентерме пултаратпӑр? Иегова сӑмах панӑ кӑна мар, вӑл хӑйне шанма пулӑшакан ҫирӗплетӳсем те илсе панӑ. Мӗнле ҫирӗплетӳсем пирки сӑмах пырать?

ИЕГОВА ҪИРӖПЛЕТӲСЕМ ИЛСЕ ПАРАТЬ

5. Иегова хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса шанма мӗнле сӑвӑ йӗркисем пулӑшаҫҫӗ?

5 Иегова хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса шанма Ӳлӗмхи 21:5, 6 сӑвӑ йӗркисем пулӑшаҫҫӗ. Ҫав сӑмахсене вӑл ҫӗр ҫинче рай тума сӑмах панӑ хыҫҫӑнах каланӑ. «Патша пуканӗ ҫинче Лараканӗ каларӗ: акӑ пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп, терӗ. Унтан мана каларӗ: ҫырса хур, ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс, терӗ. Мана тата каларӗ: пулса ҫитрӗ! Эпӗ — Альфа тата Омега, Пуҫламӑшӗ тата Вӗҫӗ».

6. Ӳлӗмхи 21:5, 6 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем Турӑ хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса хытӑрах шанма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

6 Ҫак сӑвӑ йӗркисем Турӑ хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса хытӑрах шанма пулӑшаҫҫӗ. «Апогей Откровения» кӗнекере вӗсем пирки акӑ мӗн каланӑ: «Ҫакна Иегова хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене пулас пиллӗхсене пама шантаракан документ ҫине ал пуснипе танлаштарма пулать»b. Ӳлӗмхи 21:3, 4 сӑвӑ йӗркисем — Турӑ сӑмах пани. Тепӗр икӗ сӑвӑ йӗрки вара — Турӑ ал пусни теме пулать. Вӑл Туррӑн сӑмахӗсем чӑн пулнине ҫирӗплетсе парать. Айтӑр 5-мӗшпе 6-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене тӗплӗнрех пӑхса тухар.

7. Мӗншӗн 5-мӗш сӑвӑ йӗркинчи малтанхи сӑмахсем питӗ пӗлтерӗшлӗ?

7 5-мӗш сӑвӑ йӗрки ҫапла пуҫланать: «Патша пуканӗ ҫинче Лараканӗ каларӗ» (Ӳлӗм. 21:5а). Иегова хӑй каланӑ сӑмахсене Ӳлӗмхи кӗнекере виҫӗ вырӑнта ҫеҫ илсе панӑ. Ҫакӑ вӗсенчен пӗри. Апла пулсан, ангел мар, чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус та мар, Иегова хӑй шантарса калать. Ҫакӑ малалла каланӑ сӑмахсене тата хытӑрах ӗненме пулӑшать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен Иегова — «суйма пултарайман» Турӑ (Тит 1:2). Ҫапла майпа, 5-мӗш сӑвӑ йӗркинчи малтанхи сӑмахсем Ӳлӗмхи 21:5, 6 сӑвӑ йӗркисене шанма юранине кӑтартса параҫҫӗ.

«АКӐ ПУРНЕ ТЕ ҪӖНӖ ТӐВАТӐП»

8. Иегова хӑй сӑмах панисем пурнӑҫланассине мӗнле палӑртса калать? (Исаия 46:10).

8 Халӗ «акӑ пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп» текен сӑмахсене тӗплӗнрех пӑхса тухар (Ӳлӗм. 21:5). «Акӑ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахне «пӑх» е «итле» тесе те куҫарма пулать. Ҫак сӑмах Ӳлӗмхи кӗнекере нумай хутчен тӗл пулать. Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, ҫак сӑмахпа малалла мӗн ҫырнине тимлӗрех вулама хавхалантарас тесе усӑ курнӑ. Малалла мӗн каланӑ вара? Асӑрхӑр-ха, Иегова «ҫӗнӗ тӑвӑп» тесе мар, «ҫӗнӗ тӑватӑп» тесе каланӑ. Вӑл пулас улшӑнусем ҫинчен халех пулса иртнӗ пек калать. Апла, хӑй сӑмах панисем пурнӑҫланасси пирки унӑн пӗр иккӗленӳ те ҫук. (Исаия 46:10 вуласа парӑр.)

9. а) Иегова «пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп» тени мӗне пӗлтерет? ӑ) Хальхи «тӳпепе» тата «ҫӗрпе» мӗн пулӗ?

9 Иегова «пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп» тени мӗне пӗлтерет? Вӑл хӑш-пӗр япаласене урӑххисемпе ылмаштарӗ, теприсене — ҫӗнетӗ. Иегова мӗне ылмаштарӗ? Ӳлӗмхи 21:1-мӗшӗнче: «Ӗлӗкхи тӳпепе ӗлӗкхи ҫӗр иртсе кайнӑ»,— тесе ҫырнӑ. «Ӗлӗкхи тӳпе» Шуйттанпа демонсен витӗмне лекнӗ правительствӑсене пӗлтерет (Матф. 4:8, 9; 1 Иоанн 5:19). Библире «ҫӗр» тени ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсене пӗлтерме пултарать (1 Ҫулс. 16:31; Пс. 65:4). Апла, «ӗлӗкхи ҫӗр» халӗ пурӑнакан усал ҫынсене пӗлтерет. Иегова хальхи «тӳпене» тата «ҫӗре» тӳрлетмӗ те, лайӑхлатмӗ те, вӑл вӗсене тӗппипех пӗтерӗ. Вӗсен вырӑнне «ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр» тӑвӗ. Ҫакӑ вара ҫӗнӗ правительство тӳрӗ ҫынсене ертсе пырассине пӗлтерет.

10. Иегова мӗне ҫӗнетӗ?

10 Анчах та Иегова веҫех ылмаштармӗ. Сӑмахран, ҫӗрпе ҫынсене урӑх ҫӗрпе тата урӑх ҫынсемпе ылмаштарас вырӑнне вӑл вӗсене тӳрлетӗ те пӗр ҫитменлӗхсӗр туса хурӗ (Ӳлӗм. 21:5). Исаия пророк каланӑ тӑрӑх, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ Эдем пахчи пекех илемлӗ пулса тӑрӗ. Пирӗнтен кашни вара сывалса пынине, вӑй кӗрсе пынине туйӗ. Уксаххисем, суккӑррисем, илтмен ҫынсем сып-сывӑ пулса тӑрӗҫ. Вилнисем те чӗрӗлсе тӑрӗҫ! (Ис. 25:8; 35:1—7).

«ҪАК СӐМАХСЕМ — ЧӐН, ТӖРӖС». «ПУЛСА ҪИТРӖ!»

11. Иегова Иоана мӗн тума хушнӑ тата мӗншӗн?

11 Хӑйне шанма хавхалантарас тесе Иегова тата мӗн каланӑ? Вӑл Иоана: «Ҫырса хур, ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс»,— тенӗ (Ӳлӗм. 21:5). Иегова ҫырса хума ҫеҫ хушман, ҫавна мӗншӗн тумаллине те каланӑ. Вӑл: «Ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс»,— тенӗ. Иоанн Иеговӑн хушӑвне итленишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр, мӗншӗн тесен ҫавна пула эпир Иегова ҫӗре рай тума сӑмах пани ҫинчен пӗлетпӗр тата хамӑра кӗтекен чаплӑ пуласлӑх ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр.

12. Мӗншӗн Иегова «пулса ҫитрӗ!» тенӗ?

12 Малалла Турӑ мӗн каланӑ? «Пулса ҫитрӗ!» (Ӳлӗм. 21:6). Иегова пулас рай пирки вӑл халех ҫитнӗ пек калать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ӑна хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн никам та, нимӗн те чӑрмантараймасть. Малалла Иегова хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлассине ӗненме пулӑшакан тата пӗр япала калать.

«ЭПӖ — АЛЬФА ТАТА ОМЕГА»

13. Мӗншӗн Иегова «Эпӗ — Альфа тата Омега» тенӗ?

13 Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Ӳлӗмхи кӗнекере Иегова хӑй калаҫни ҫинчен виҫӗ вырӑнта ҫырса панӑ (Ӳлӗм. 1:8; 21:5, 6; 22:13). Виҫӗ хутӗнче те вӑл: «Эпӗ — Альфа тата Омега»,— тенӗ. Альфа — грек алфавитӗнчи пӗрремӗш саспалли, омега — юлашки. «Альфа тата Омега» тенипе Иегова хӑй пӗр-пӗр ӗҫе тума пикенсен ҫавна туса ҫитернине кӑтартса парать.

Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫланине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) «Альфа»: Адампа Ева Эдем пахчинче; 2) пӑлхав мӗн патне илсе ҫитерни: усал ангел пулса тӑнӑ Шуйттан, ватӑлса кайнӑ Адампа Ева, Вавилон башни, ҫӑва, салтаксем, танк, ҫар самолёчӗсем, сывлӑша варалакан заводсем, пӑлханакан халӑх. Тепӗр икӗ ӳкерчӗк ҫинче Иеговӑн ирӗкӗ майӗпен пурнӑҫланса пынине кӑтартнӑ: Иисус асап юпи ҫинче (тӳлесе илме панӑ парнене пани) тата ӗлӗк-авал пурӑннӑ тата халӗ пурӑнакан Иеговӑн ӗҫлекенӗсем (Адампа Евӑн Турра шанчӑклӑ ачисем); 3) «Омега»: ҫынсем ҫӗр ҫинчи райра пӗрле савӑнса ӗҫлеҫҫӗ.

Иегова мӗн те пулин тума пуҫласан, ҫавна яланах туса ҫитерет (14, 17 абзацсене пӑхӑр)

14. а) Хӑҫан Иегова, сӑнарлӑ каласан, «Альфа» тенӗ тата хӑҫан «Омега» тейӗ? ӑ) Пултарни 2:1—3 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем мӗн пирки шантараҫҫӗ?

14 Адампа Евӑна тунӑ хыҫҫӑн Турӑ ҫӗрпе этемлӗх пирки хӑй мӗн шутласа хунине пӗлтернӗ. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Турӑ вӗсене пилленӗ, Турӑ вӗсене каланӑ: хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» (Пулт. 1:28). Ҫавӑн чухне Иегова, сӑнарлӑ каласан, «Альфа» тенӗ. Вӑл хӑй мӗн шутласа хунине уҫҫӑн палӑртнӑ: Адампа Евӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр, Турра итлекен ачисем ҫӗре тултарӗҫ, ӑна рай тӑвӗҫ. Ҫакӑ пурнӑҫлансан Иегова, сӑнарлӑ каласан, «Омега» тейӗ. Тӳпепе ҫӗре туса пӗтерсенех Иегова хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлассине ҫирӗплетсе панӑ. Ҫакӑн пирки Пултарни 2:1—3 (вуласа парӑр) сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ. Унта Иегова ҫиччӗмӗш куна сӑваплӑ тунӑ тесе каланӑ. Ҫапла вӑл хӑй мӗн шутласа хунине ҫав кун вӗҫнелле пурнӑҫа кӗртӗ тесе шантарнӑ.

15. Мӗншӗн Шуйттана пула Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлаймасть пек туйӑнма пултарнӑ?

15 Адампа Ева Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ, вара ҫылӑхпа вилӗм вӗсен ачисем ҫине те куҫнӑ (Рим 5:12). Ҫакӑ Турӑ хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлас ҫуккине, е, урӑхла каласан, ҫӗр нихӑҫан та Турра итлекен пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсемпе тулас ҫуккине, пӗлтернӗ-и? Нивушлӗ Шуйттана пула Турӑ «Омега» тесе калаймӗ? Тен, Шуйттан Иегова халӗ нимӗн те тӑваймӗ тенӗ. Вӑл ҫапла шутлама пултарнӑ: «Турӑ мӗн те пулин тӑвасса та, Адампа Евӑна пӗтерсе пӗр ҫитменлӗхсӗр тепӗр мӑшӑра тума пултарать». Анчах та Турӑ ҫапла тунӑ пулсан, Шуйттан ӑна суеҫӗ тесе айӑплама пултарӗччӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Пултарни 1:28-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, Иегова Адампа Евӑна вӗсен тӑхӑмӗсем ҫӗре тултарӗҫ тенӗ.

16. Мӗншӗн Шуйттан Иеговӑна вӑл хӑй мӗн пуҫланине туса пӗтереймест тесе айӑплама пултарӑп теме пултарнӑ?

16 Шуйттан ҫапла та шутлама пултарнӑ: «Иегова Адампа Евӑна ача ҫуратма ирӗк парсан та, вӗсен ачисем нихӑҫан та пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑмӗҫ» (Еккл. 7:20; Рим 3:23). Вара Шуйттан Иеговӑна вӑл хӑй мӗн тума пуҫланине туса ҫитереймест тесе айӑплама пултарӗччӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Шуйттан шутланӑ пек пулнӑ пулсан, Турӑ хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлайман пулӗччӗ — ҫӗре пӗр ҫитменлӗхсӗр те хӑйне итлекен ҫынсемпе тултарайман пулӗччӗ.

17. Шуйттанпа пӗрремӗш ҫынсем Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ пулин те, Иегова мӗн тунӑ? Ҫакӑ пӗтӗмпех мӗнпе вӗҫленӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

17 Анчах та Иегова Шуйттан шутланӑ пек туман (Пс. 91:6). Вӑл Адампа Евӑна ача ҫуратма ирӗк панӑ. Ҫавӑнпа Шуйттан Турра суеҫӗ тесе айӑплайман. Вӑл Иегова хӑй мӗн тума пуҫланине туса ҫитереймест тесе те калайман, мӗншӗн тесен Иегова «вӑрлӑх» тухтӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑрлӑхӑн Адампа Евӑн Турра итлесе пурӑнакан ачисене ҫӑлмашкӑн хӑйӗн пурнӑҫне парне пек памалла пулнӑ (Пулт. 3:15; 22:18). Шуйттан Иегова ҫынсемшӗн ҫавӑн пек пысӑк парне парасса шутламан та. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫынсене ҫав тери хытӑ юратни Иеговӑна ҫав утӑма тума хавхалантарнӑ (Матф. 20:28; Иоанн 3:16). Шуйттан вара юрату мӗн иккенне пӗлмест, вӑл хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шутлать. Тӳлесе илме панӑ парне мӗн парать-ши? Христос пин ҫул ертсе пынӑ хыҫҫӑн Адампа Евӑн Турра итлекен те пӗр ҫитменлӗхсӗр ачисем ҫӗр ҫинчи райра пурӑнӗҫ. Веҫех Турӑ шутласа хунӑ пекех пулӗ. Вара Иегова, сӑнарлӑ каласан, «Омега» тейӗ.

ИЕГОВА ХӐЙӖН СӐМАХНЕ ТЫТАССА ХЫТӐРАХ ШАНАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

18. Иегова ҫӗре рай туса хурасси пирки мӗншӗн эпир иккӗленместпӗр? («Мӗнле виҫӗ сӑлтава пула Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасса шанма пулать?» рамкӑна та пӑхӑр.)

18 Ҫак статьяра эпир Иегова пӗтӗм ҫӗре рай тӑвассине мӗншӗн шанма юранине сӳтсе яврӑмӑр. Пӗрремӗшӗнчен, Иегова ҫавна тума хӑй сӑмах парать. Ӳлӗмхи кӗнекере ҫапла ҫырнӑ: «Патша пуканӗ ҫинче Лараканӗ каларӗ: акӑ пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп». Иеговӑн хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама ӑслӑлӑх та, вӑй та, кӑмӑл та пур. Иккӗмӗшӗнчен, Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасси пирки пӗртте иккӗленмест, ҫавӑнпа хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫланӑ пек калать. Вӑл «ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс» тата «пулса ҫитрӗ!» тенӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова мӗн те пулин тума пуҫласан, ҫавна яланах туса ҫитерет. Вӑл: «Эпӗ — Альфа тата Омега»,— тет вӗт. Иегова Шуйттан суеҫӗ пулнине тата тем пек тӑрӑшсан та Иеговӑна хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама чӑрмантарма пултарайманнине ҫирӗплетсе парӗ.

Мӗнле виҫӗ сӑлтава пула Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасса шанма пулать?

Йӑлтӑртатса тӑракан патша пуканӗ. Вӑл Иеговӑна сӑнласа парать.
  • «Патша пуканӗ ҫинче Лараканӗ каларӗ: акӑ пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп» (Ӳлӗм. 21:5)

Иоанн апостол пергамент ҫинче ҫырать.
  • «Унтан мана каларӗ: ҫырса хур, ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс, терӗ. Мана тата каларӗ: пулса ҫитрӗ!» (Ӳлӗм. 21:5, 6)

Грек алфавитӗнчи альфа тата омега саспаллисем.
  • «Эпӗ — Альфа тата Омега» (Ӳлӗм. 21:6)

19. Ҫынна Турӑ пӗтӗм ҫӗре рай тӑвассине ӗненме йывӑр пулсан мӗн тума пулать?

19 Ҫакна асра тытӑр: ырӑ хыпар сарнӑ чухне ыттисене Иегова сӑмах панисем ҫинчен каласа панӑ чухне эсир хӑвӑр та Турра хытӑрах шанма пуҫлатӑр. Енчен те ҫынна Ӳлӗмхи 21:4-мӗшне вуласа панӑ хыҫҫӑн вӑл: «Ҫакӑ юмах-халап ҫеҫ»,— тет пулсан, мӗн тумалла? 5-мӗшпе 6-мӗш сӑвӑ йӗркисене вуласа ӑнлантарса пама пулать. Иегова хӑй шутласа хунине пурнӑҫлассине ҫирӗплетсе панине кӑтартӑр. Вӑл ҫав сӑмахсем айӗнче хӑй ал пуснӑ теме пулать вӗт (Ис. 65:16).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иегова ҫӗр ҫинче рай тума хӑй сӑмах пани пире мӗн пирки шантарать?

  • Иегова хӑй шутласа хунине пурнӑҫлассине унӑн мӗнле сӑмахӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ?

  • Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасса хытӑрах шанас тесен мӗн тумалла?

145-МӖШ ЮРӐ Турӑ пама пулнӑ рай

a Ҫак статьяра эпир пӗтӗм ҫӗр рай пулассине Иегова мӗнле ҫирӗплетсе панине пӑхса тухӑпӑр. Ҫак ҫирӗплетӳсене ыттисене каласа панӑ чухне кашнинчех эпир хамӑр та Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасса хытӑрах шанма пуҫлатпӑр.

b «Откровение: его грандиозный апогей близок!» кӗнекери 303-мӗш страницӑри 8-мӗшпе 9-мӗш абзацсене пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр