Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 7/15 10—16 с.
  • «Эпӗ... куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Эпӗ... куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИИСУС КУҪРАН ВӖҪЕРТМЕСТ
  • ХЫПАРҪӐ ҪУЛА ТАСАТАТЬ
  • СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ЛАРТНИСЕНЕ ТӖРӖСЛЕНИ ТАТА ТАСАТНИ
  • ВЫРМА ВӐХӐЧӖ ПУҪЛАННӐ ХЫҪҪӐН МӖН ПУЛСА ИРТЕТ?
  • ПИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ
  • «Сӑваплисем... хӗвел пек ҫутӑлса кайӗҫ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
  • Тулӑпа пукра ҫинчен калакан ытарӑш
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
  • «Санӑн Патшалӑху килтӗр»
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Пирӗн ҫулпуҫӑн паянхи ӗҫӗсем
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 7/15 10—16 с.

«Эпӗ... куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп»

«Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп» (МАТФ. 28:20).

ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВ ПАРӐР:

  • Мӗншӗн эпир пӗрремӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи кунчченех ҫӗр ҫинче яланах святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пулнӑ тесе калама пултаратпӑр?

  • Иисус 1914 ҫулта мӗн тӗрӗслеме пуҫланӑ?

  • Иисус тулӑпа пукра ҫинчен каласа панӑ ытарӑшри мӗнле событисен пуласлӑхра пулмалла?

1. а) Тулӑпа пукра ҫинчен калакан ытарӑша каласа парӑр. ӑ) Ҫак ытарӑшӑн пӗлтерӗшне Иисус мӗнле ӑнлантарса панӑ?

ИИСУСӐН Патшалӑх ҫинчен калакан ытарӑшӗсенчен пӗринче ырӑ вӑрлӑх, тулӑ, акакан ҫӗр ӗҫченӗ тата ырӑ вӑрлӑх хушшине пукра акакан тӑшман ҫинчен каланӑ. Пукра тулӑ хушшинче чашласа ӳсме пуҫлать, анчах та ҫӗр ӗҫченӗ чурисене калать: «Ан тивӗр, выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр». Вырма вӑхӑтӗнче пукрана пӗтереҫҫӗ те тулла пухса хураҫҫӗ. Иисус хӑй ҫак ытарӑша ӑнлантарса панӑ. (Матфей 13:24—30, 37—43 вуласа пар.) Ҫак ытарӑш мӗн уҫса парать?

2. а) Ҫӗр ӗҫченӗн уйӗнче пулса иртекен ӗҫсем мӗн кӑтартса параҫҫӗ? ӑ) Ытарӑшӑн хӑш пайне эпир сӳтсе явӑпӑр?

2 Ҫӗр ӗҫченӗн уйӗнче пулса иртекен ӗҫсем Иисус ҫынсем хушшинчен пӗтӗм «тулла» — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене, хӑйӗн Патшалӑхӗнче хӑйӗнпе пӗрле патшара ларасскерсене — мӗнле тата хӑҫан пухассине кӑтартса параҫҫӗ. Акма пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче пуҫланӑ. Пухса кӗртесси святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑтӗнче ҫӗр ҫинче пурӑнакансем, ҫине юлашки хут тата яланлӑхах пичет лартсан, ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсене пӗлӗте илсен вӗҫленӗ (Матф. 24:31; Ӳлӗм. 7:1—4). Ту тӑрринчи сӑнаса тӑмалли вырӑн тавралла курма май панӑ пекех, ҫак ытарӑш пире пӗр 2 000 ҫул хушшинче пулса иртнӗ событисем мӗнле аталанса пынине лайӑхрах ӑнланма пулӑшать. Ҫавна пула пирӗн куҫ умне Патшалӑхпа ҫыхӑннӑ мӗнле событисем тухса тӑраҫҫӗ? Ытарӑшра акнипе, ӳснипе тата вырмапа ҫыхӑннӑ вӑхӑт ҫинчен каланӑ. Ҫак статьяра, тӗпрен илсен, вырма вӑхӑчӗ ҫинчен каланӑa.

ИИСУС КУҪРАН ВӖҪЕРТМЕСТ

3. а) Пӗрремӗш ӗмӗр хыҫҫӑн тӗнчере лару-тӑру мӗнле аталанса пынӑ? ӑ) Матфей 13:28-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, мӗнле ыйту тата ҫавна кам панӑ? (Асӑрхаттарӑва та пӑхӑр.)

3 Пирӗн эрӑри II ӗмӗр пуҫламӑшӗнче «пукра... палӑрнӑ» — суя христиансем уйра, урӑхла каласан, тӗнчере палӑра пуҫланӑ (Матф. 13:26). Тӑваттӑмӗш ӗмӗр тӗлнелле пукрапа танлаштарнӑ христиансем святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен чылай нумайрах пулса тӑнӑ. Ытарӑшра чурасем хуҫинчен пукрана ҫумлама ирӗк парсам тесе ыйтнине аса илӗр-хаb (Матф. 13:28). Хуҫи мӗн тесе хуравланӑ?

4. а) Хуҫан, Иисусӑн, хуравӗ мӗн кӑтартса парать? ӑ) Тулӑпа танлаштарнӑ христиансем хӑҫан палӑрма пуҫланӑ?

4 Тулӑпа пукра ҫинчен Иисус ҫапла каланӑ: «Ан тивӗр, выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр». Ҫакӑ пӗрремӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи кунчченех тулӑпа танлаштарнӑ, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫӗр ҫинче яланах пулнине кӑтартса парать. Ҫакна Иисус каярахпа хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ сӑмахсем те ҫирӗплетсе параҫҫӗ: «Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп» (Матф. 28:20). Апла пулсан, христиансен кулленех, пӗтес вӑхӑтченех Иисусӑн хӳтлӗхӗнче пулмалла пулнӑ. Анчах та вӗсем хушшинче пукрапа танлаштарнӑ христиансем вӑйлӑ хунаса кайнӑран ҫав тапхӑр хушшинче тулӑ класӗ шутне кам-кам кӗнине эпир тӗп-тӗрӗс калама пултараймастпӑр. Анчах та вырма вӑхӑчӗ пуҫланиччен пӗр 30 ҫул маларах тулӑ класӗ палӑрма пуҫланӑ. Ҫакӑ мӗнле пулса иртнӗ?

ХЫПАРҪӐ ҪУЛА ТАСАТАТЬ

5. Малахия пророкла калани пӗрремӗш ӗмӗрте мӗнле пурнӑҫланнӑ?

5 Иисус пукрапа тулӑ ҫинчен калакан ытарӑша илсе париччен темиҫе ӗмӗр маларах Иегова Малахия пророка Иисус ытарӑшӗнче палӑрса тӑракан событисем ҫинчен пророкла калама хавхалантарнӑ. (Малахия 3:1—4 вуласа пар.) Шыва кӗртекен Иоанн «ҫула хатӗрлесе», е тасатса, хуракан хыпарҫӑ пулнӑ (Матф. 11:10, 11). Вӑл пирӗн эрӑри 29-мӗш ҫулта килсен, Израиль халӑхне суд тумалли вӑхӑт ҫывхарнӑ. Иисус иккӗмӗш хыпарҫӑ пулнӑ. Вӑл Иерусалимри храма икӗ хут тасатнӑ: пӗрремӗш хут хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗн пуҫламӑшӗнче, иккӗмӗш хут — сӑваплӑ ӗҫӗн вӗҫӗнче (Матф. 21:12, 13; Иоанн 2:14—17). Апла пулсан, Иисусӑн тасатас ӗҫӗ пӗр вӑхӑт хушши пынӑ.

6. а) Малахия пророкла калани мӗнле майпа анлӑн пурнӑҫланса пырать? ӑ) Иисус мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши сӑнарлӑ храма, урӑхла каласан, Турӑ хунӑ пуҫҫапмалли йӗркене, тӗрӗсленӗ?

6 Малахия пророкла калани мӗнле майпа анлӑн пурнӑҫланса пырать? 1914 ҫулччен темиҫе вун ҫул маларах Ч. Т. Расселлпа унӑн ҫывӑх юлташӗсем Шыва Кӗртекен Иоанн тунӑ ӗҫех туса тӑнӑ. Ҫак кирлӗ ӗҫ шутне вӗсем Библири чӑнлӑха ҫӗнӗрен уҫса пани кӗнӗ. Библи Тӗпчекенсем Христосӑн каҫарттаракан парнин чӑн пӗлтерӗшӗ ҫинчен каланӑ, вутлӑ тамӑк ҫинчен калакан суяна тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ тата суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ ҫывхарса килни ҫинчен пӗлтернӗ. Анчах та вӑл вӑхӑтра хӑйсем пирки Христос хыҫҫӑн пыракансем текен тӗн ушкӑнӗсем нумай пулнӑ. Ҫавӑнпа кирлӗ ыйту ҫине хурав памалла пулнӑ: ҫав ушкӑнсем хушшинче хӑшӗ тулӑ пулнӑ? Ҫак ыйтӑва татса парас тесе Иисус 1914 ҫулта сӑнарлӑ храма, урӑхла каласан, Турӑ хунӑ пуҫҫапмалли йӗркене, тӗрӗслеме пуҫланӑ. Ҫак тӗрӗслев тата тасатас ӗҫ пӗр вӑхӑт хушши — 1914-мӗш ҫултан пуҫласа 1919 ҫул пуҫламӑшӗччен — пынӑc.

СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ЛАРТНИСЕНЕ ТӖРӖСЛЕНИ ТАТА ТАСАТНИ

7. Иисус 1914 ҫулта тӗрӗслеме пуҫласан мӗн асӑрханӑ?

7 Тӗрӗслеме пуҫласан Иисус мӗн асӑрханӑ? Вӑл хастарлӑ Библи Тӗпчекенсен пӗчӗк ушкӑнне, ырӑ хыпара пикенсе сарас тесе 30 ҫул ытла хӑйсен вӑйӗпе укҫи-тенкине парса тӑраканскерсене, курнӑd. Иисуспа ангелсем пысӑках мар, ҫапах та ҫирӗп тулӑ пучахӗсене, Сатанан пукри вӗсене пусса илейменнине кура мӗн тери савӑннӑ пулӗ! Ҫав-ҫавах «Левий ывӑлӗсене», урӑхла каласан, святой сывлӑшпа суйласа лартнисене тасатмалла пулнӑ (Мал. 3:2, 3; 1 Петр 4:17). Мӗншӗн?

8. 1914 ҫул хыҫҫӑн мӗн пулса иртнӗ?

8 Библи Тӗпчекенсенчен хӑш-пӗрисем 1914 ҫул вӗҫнелле пӗлӗте кайманшӑн хуйха ӳкнӗ. 1915-мӗшпе 1916-мӗш ҫулсенче организацие тулашӗнчен хирӗҫ тӑнине пула ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн хӑвӑртлӑхӗ чакнӑ. Ҫитменнине тата, 1916-мӗш ҫулта Расселл тӑван вилнӗ хыҫҫӑн органазацире хирӗҫ тӑракансем тупӑннӑ. Хурал башнин, Библин тата трактатсен обществин ҫичӗ директорӗнчен тӑваттӑшӗ Рутерфорд тӑвана ертсе пырас ӗҫе шанса парас тесе тунӑ йышӑнӑва хирӗҫ тӑнӑ. Вӗсем тӑвансене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе яма хӑтланса пӑхнӑ, анчах та 1917 ҫулхи августра Вефильрен тухса кайнӑ. Ҫакӑ чӑннипех тасатни пулнӑ! Ҫавӑн пекех Библи Тӗпчекенсенчен хӑш-пӗрисем ҫынсенчен хӑранӑран Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ. Анчах та вӗсенчен нумайӑшӗ Турӑ умӗнче таса пулас тесе улшӑнусем тума хатӗр пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иисус вӗсене тулӑ, чӑн христиансем, вырӑнне хунӑ, суя христиансене пурне те, ҫав шутрах христиан тӗнчин чиркӗвӗсене ҫӳрекенсене те, сирсе янӑ (Мал. 3:5; 2 Тим. 2:19). Малалла мӗн пулса иртнӗ? Ҫавна пӗлес тесе тулӑпа пукра ҫинчен калакан ытарӑша тепӗр хут пӑхса тухар.

ВЫРМА ВӐХӐЧӖ ПУҪЛАННӐ ХЫҪҪӐН МӖН ПУЛСА ИРТЕТ?

9, 10. а) Вырма вӑхӑчӗ тӗлӗшӗнчен эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр? ӑ) Вырма вӑхӑчӗ мӗнпе пуҫланнӑ?

9 «Вырма вӑхӑчӗ — тӗнче вӗҫӗ»,— тенӗ Иисус (Матф. 13:39). Вырма вӑхӑчӗ 1914 ҫулта пуҫланнӑ. Ҫав тапхӑрта пулмалли пилӗк событие, Иисус малтанах каласа хунӑскерсене, пӑхса тухӑпӑр.

10 Пӗрремӗшӗ — пукрана пухасси. Иисус калать: «Вырнӑ чухне выракансене калӑп эпӗ: малтан пукрине пухӑр... ӑна кӗлтенӗн-кӗлтенӗн ҫыхӑр». 1914 ҫул хыҫҫӑн ангелсем пукрапа танлаштарнӑ христиансене святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ «Патшалӑх ачисенчен» уйӑрса илсе пӗрле пухма пуҫланӑ (Матф. 13:30, 38, 41).

11. Чӑн христиансем суя христиансенчен халӗ те мӗнпе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ?

11 Ҫав пухас ӗҫ малалла пынӑ май тулӑпа пукра хушшинчи уйрӑмлӑх ытларах та ытларах палӑрма пуҫланӑ (Ӳлӗм. 18:1, 4). 1919 ҫул тӗлнелле Аслӑ Вавилон ӳкни, урӑхла каласан, чӑн христиансем ун витӗмӗнчен ирӗке тухни, уҫӑмлӑ курӑннӑ. Чӑн христиансем суя христиансенчен уйрӑмах мӗнпе уйӑрӑлса тӑнӑ? Ырӑ хыпар сарассипе. Библи Тӗпчекенсен хушшинче ертсе пырас ӗҫе кам хӑй ҫине илнӗ, ҫавсем Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫе пухура кашнин хутшӑнма кирлине ятарласа палӑртма пуҫланӑ. Сӑмахран, 1919 ҫулта кӑларнӑ «Кама ӗҫ шанса панӑ» брошюрӑра (акӑл.) святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене пурне те килтен киле ырӑ хыпар сарса ҫӳреме хавхалантарнӑ. Унта каланӑ: «Ӗҫ пире пысӑк пек туйӑнать, анчах вӑл — Ҫӳлхуҫан ӗҫӗ, ун вӑйӗпе эпир ӑна туса ҫитерӗпӗр. Сире ҫав ӗҫе хутшӑнма май панипе чыс тунӑ». Ҫакна мӗнле йышӑннӑ? «Хурал башнинче» 1922 ҫулта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтран пуҫласа Библи Тӗпчекенсем ырӑ хыпар сарас ӗҫре ытларах вӑй хума пуҫланӑ. Кӗҫех килтен киле ырӑ хыпар сарасси ҫав шанчӑклӑ христиансене уйӑрса илмелли паллӑ пулса тӑнӑ, халӗ те вӗсене ҫавӑн тӑрӑх палласа илеҫҫӗ.

12. Тулла хӑҫан пухма пуҫланӑ?

12 Иккӗмӗшӗ — тулла пухса хурасси. Иисус хӑйӗн ангелӗсене хушать: «Туллине вара ман кӗлете пухса хурӑр» (Матф. 13:30). 1919 ҫултанпа святой сывлӑшпа суйласа лартнисене христиансен тасатнӑ пухӑвне пухма пуҫланӑ. Анчах та ҫав святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем, ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑтра ҫӗр ҫинче пурӑнакансем, пирки мӗн калама пулать? Вӗсене пӗтӗмпех пухса хурасси вӗсем пӗлӗте кайсан пурнӑҫланӗ (Дан. 7:18, 21, 22, 27).

13. Хальхи вӑхӑтри аскӑн хӗрарӑмӑн, урӑхла каласан, Аслӑ Вавилонӑн, ҫав шутрах христиан тӗнчин шухӑш-кӑмӑлӗ ҫинчен Ӳлӗмхине 18:7-мӗшӗнче мӗн каланӑ?

13 Виҫҫӗмӗшӗ — йӗни-макӑрни тата шӑл шатӑртаттарни. Ангелсем пукрана кӗлтенӗн-кӗлтенӗн ҫыхса пуҫтарнӑ хыҫҫӑн мӗн пулса иртет? Пукрапа танлаштарнисем пирки Иисус калать: «Унта [«вӗсен», ҪТ] йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ» (Матф. 13:42). Ҫакӑн пекки халӗ пулса пырать-и? Ҫук. Хальхи вӑхӑтра христиан тӗнчи, аскӑн хӗрарӑмӑн пайӗ пулнӑ май, унчченхи пекех хӑйӗн пирки ҫапла калать: «Эпӗ патшара ларатӑп, эпӗ — тӑлӑх арӑм мар, хуйхӑ курмӑп!» (Ӳлӗм. 18:7.) Чӑнах та, христиан тӗнчи хӑйӗн пирки пысӑк власть тытса тӑратӑп, политика ертӳҫисенчен ҫӳлерех ҫӗкленсе патшара ларатӑп тесе шутлать. Хальхи вӑхӑтра сӑнарлӑ пукра йӗрет-макӑрать мар, вӗҫкӗнленет. Анчах та кӗҫех лару-тӑру улшӑнӗ.

14. а) Суя христиансем хӑҫан тата мӗншӗн «шӑлне шатӑртаттарӗҫ»? ӑ) Матфей 13:42-мӗшне ҫӗнӗлле ӑнланни Псалом 111:10-мӗшпе мӗнле килӗшсе тӑрать? (Асӑрхаттарӑва пӑхӑр.)

14 Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче, суя тӗнӗн организацийӗсене пурне те тӗп тунӑ хыҫҫӑн, вӗсем майлӑ пулнисем хӳтлӗх шырама чупӗҫ, анчах та хӑрушсӑр вырӑн тупаймӗҫ (Лука 23:30; Ӳлӗм. 6:15—17). Унтан вӗсем, ҫӑлӑнма май ҫуккине ӑнланса илсен, ним тума аптраса йӗрӗҫ те тарӑхса кайса «шӑлне шатӑртаттарӗҫ». Иисус хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫинчен пророкла каланӑ тӑрӑх, ҫав сӗмсӗр самантра вӗсем аптраса ӳкнипе «кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ»e (Матф. 24:30; Ӳлӗм. 1:7).

15. Пукрапа мӗн пулӗ тата ҫакӑ хӑҫан пулӗ?

15 Тӑваттӑмӗшӗ — вут-ҫулӑмлӑ кӑмакана пӑрахни. Пукра кӗлтисемпе мӗн пулӗ? Ангелсем «вӗсене вут-ҫулӑмлӑ кӑмакана пӑрахӗҫ» (Матф. 13:42). Ҫакӑ вӑл вӗсене пӗтӗмпех пӗтернине пӗлтерет. Апла пулсан, суя тӗн майлӑ пулнисене хӑрушла асап вӑхӑчӗн юлашки тапхӑрӗнче — Армагеддонра — тӗп тӑвӗҫ (Мал. 4:1).

16, 17. а) Иисус хӑйӗн ытарӑшӗнче мӗнле юлашки событи ҫинчен асӑннӑ? ӑ) Мӗншӗн эпир ҫав событи пуласлӑхра пулать тесе шутлатпӑр?

16 Пиллӗкмӗшӗ — ҫуталса кайни. Иисус хӑйӗн пророкла сӑмахӗсене ҫапла вӗҫлет: «Ҫавӑн чухне сӑваплисем хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталса кайӗҫ» (Матф. 13:43). Ҫакӑ хӑҫан тата ӑҫта пулса иртӗ? Ҫак сӑмахсен малашне пурнӑҫланмалла-ха. Иисус халӗ ҫӗр ҫинче тӑвакан ӗҫ ҫинчен мар, пуласлӑхра пӗлӗтре пулса иртекен событи ҫинчен пророкла каланӑf. Ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тума май паракан икӗ сӑлтава пӑхса тухӑпӑр.

17 Пӗрремӗшӗнчен, «хӑҫан» ҫакӑ пулса иртӗ. Иисус каланӑ: «Ҫавӑн чухне сӑваплисем... ҫуталса кайӗҫ». «Ҫавӑн чухне» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ ҫакӑн умӗн маларах Иисус асӑннӑ событи ҫине, пукрана «вут-ҫулӑмлӑ кӑмакана» пӑрахни ҫине, кӑтартать пулас. Ҫакӑ хӑрушла асап вӑхӑчӗн юлашки тапхӑрӗнче пулса иртет. Ҫавӑнпа та святой сывлӑшпа суйласа лартнисен пуласлӑхра «ҫуталса каймалла». Иккӗмӗшӗнчен, «ӑҫта» ҫакӑ пулса иртӗ. Иисус каланӑ тӑрӑх, сӑваплисем «Патшалӑхра» ҫуталса кайӗҫ. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансем — хӑрушла асап вӑхӑчӗн пуҫламӑшӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансем — ҫине пурин ҫине те юлашки хут тата яланлӑхах пичет лартӗҫ ӗнтӗ. Унтан, Иисус хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫинчен пророкла каланӑ тӑрӑх, вӗсене пӗлӗте пуҫтарӗҫ (Матф. 24:31). Унта вӗсем «хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче» ҫуталса кайӗҫ, вара Армагеддон вӑрҫи хыҫҫӑнах вӗсем «Путек туйӑнче» Иисусӑн савӑнӑҫлӑ ҫураҫнӑ хӗрӗ пулса тӑрса унпа мӑшӑрланӗҫ (Ӳлӗм. 19:6—9, ҪХ).

ПИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ

18, 19. Мӗншӗн Иисус тулӑпа пукра ҫинчен каланӑ ытарӑша ӑнланни пире хамӑра усӑ парать?

18 Ҫак ытарӑш уҫса паракан событисене пӑхса тухни пире виҫӗ енчен усӑ парать. Пӗрремӗшӗнчен, ҫав ытарӑш пире Иегова мӗншӗн халӗ те йӗркесӗр ҫынсене пӗтерменнине ӑнланма пулӑшать. Вӑл «ырӑлӑх панӑ савӑтсене» — «тулла» — хатӗрлес тесе «ҫилӗ савӑчӗсене» тӳссе тӑрать (Рим 9:22—24). Иккӗмӗшӗнчен, ҫӳлти Аттене тата хытӑрах ӗненме пулӑшать. Пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑ май пирӗн тӑшмансем пире хирӗҫ хаяррӑн кӗрешме пуҫлӗҫ, «анчах... ҫӗнтереймӗҫ». (Иеремия 1:19 вуласа пар.) Ӗмӗрсем хушши Иегова тулӑ класне хӳтӗлесе тӑнӑ, ҫавӑнпа та пирӗн ҫӳлти Аттемӗр Иисуспа ангелсем урлӑ килес кунсенче те «куллен» пирӗнпе пӗрле пулӗ (Матф. 28:20).

19 Виҫҫӗмӗшӗнчен, ҫак ытарӑш пире тулла уйӑрса илме май парать. Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ? Хӑш христиансене тулӑпа танлаштарма пулнине пӗлни Иисус юлашки кунсем ҫинчен пророкла каланинче ҫӗкленӗ ыйтӑвӑн хуравне пӗлме пулӑшать. Вӑл ыйтнӑ: «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл?» (Матф. 24:45.) Ҫак ыйту ҫине тепӗр икӗ статья туллин хурав парӗ.

a 2 абзац: Ытарӑшӑн ытти пайӗсене аса илес тесе эпир сире 2010 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» журналти «Сӑваплисем... хӗвел пек ҫутӑлса кайӗҫ» статьяна пӑхса тухма сӗнетпӗр.

b 3 абзац: Иисус апостолӗсем вилнӗ пулнӑ, святой сывлӑшпа суйласа лартнисене, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисене, вара чура пек мар, тулӑ пек кӑтартнӑ, ҫавӑнпа та ангелсене ҫав чурасемпе сӑнласа пани вырӑнлӑ теме пулать. Ҫак ытарӑшра малалла ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, выракансем — ангелсем тенӗ (Матф. 13:39).

c 6 абзац: Ҫакӑ ҫӗнӗлле ӑнлантарса пани. Унччен эпир Иисус тӗрӗслев ӗҫне 1918 ҫулта ирттернӗ тесе шутланӑ.

d 7 абзац: Библи Тӗпчекенсем 1910 ҫултан пуҫласа 1914 ҫулччен 4 000 000 яхӑн кӗнеке, 200 000 000 ытла трактатсемпе брошюрӑсем салатнӑ.

e 14 абзац: Ҫакӑ Матфей 13:42-мӗшне ҫӗнӗлле ӑнлантарса пани. Унччен пирӗн публикацисенче суя христиансем вун-вун ҫул хушши йӗреҫҫӗ, макӑраҫҫӗ тата шӑлне шатӑртаттараҫҫӗ, мӗншӗн тесен «Патшалӑх ачисем» вӗсене «усал ачисем» тесе питлеҫҫӗ тесе каланӑ пулнӑ (Матф. 13:38). Анчах ҫакна палӑртмалла: шӑл шатӑртаттарасси тӗп тӑвассипе ҫыхӑннӑ (Пс. 111:10).

f 16 абзац: Даниил 12:3-мӗшӗнче «Ӑсчахсем [святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем] тӳпери ҫутӑ пек... ялкӑшса тӑрӗҫ» тенӗ. Ҫӗр ҫинче вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑннипе ялкӑшса тӑраҫҫӗ. Анчах та Матфей 13:43-мӗш сӑвӑ йӗрки вӗсем ҫӳлти Патшлӑхра ҫуталса каяс вӑхӑт ҫине кӑтартса тӑрать. Унччен эпир ҫак икӗ сӑвӑ йӗрки пӗр ӗҫпе — ырӑ хыпар сарассипе — ҫыхӑннӑ тесе шутланӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр