Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 7/15 3—9 с.
  • «Каласамччӗ пире, ку хӑҫан пулӗ?»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Каласамччӗ пире, ку хӑҫан пулӗ?»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ХӐРУШЛА АСАП ВӐХӐЧӖ ХӐҪАН ПУЛҪЛАНАТЬ?
  • ИИСУС СУРӐХСЕНЕ ТАТА КАЧАКАСЕНЕ ХӐҪАН СУД ТӐВАТЬ?
  • ИИСУС ХӐҪАН КИЛЕТ?
  • Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн тӑшманӗсене пӗтерет
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • «Сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывӑхарать»!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • «Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче» Турра шанчӑклӑ тӑрса юлӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Христосӑн тӑванӗсене пулӑшӑр, шанчӑклӑ пулӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 7/15 3—9 с.

«Каласамччӗ пире, ку хӑҫан пулӗ?»

«Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ?» (МАТФ. 24:3.)

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иисус хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫинчен пророкла калани икӗ хут пурнӑҫланни хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пур?

  • Сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарӑш ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине пире мӗнле пӑхма пулӑшать?

  • Матфей 24-мӗш тата 25-мӗш сыпӑксенче Иисусӑн хӑй килесси ҫинчен калакан сӑмахӗсем хӑш вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ?

1. Апостолсем пекех, эпир мӗн пӗлесшӗн?

ИИСУСӐН ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ӗҫӗ вӗҫленсе пынӑ, унӑн вӗренекенӗсем вара хӑйсене малашне мӗн кӗтнине пӗлесшӗн пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл виличчен темиҫе кун маларах тӑватӑ апостол ӑна ҫакӑн пек ыйту панӑ: «Ку хӑҫан пулӗ? тата Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ?» (Матф. 24:3; Марк 13:3.) Ҫакӑн ҫине Иисус анлӑн пророкла каласа хуравланӑ. Ҫавна Матфей 24-мӗш тата 25-мӗш сыпӑксенче ҫырса панӑ. Ҫав пророкла каланинче Иисус нумай пысӑк событисем ҫинчен малтанах каласа хунӑ. Унӑн сӑмахӗсем пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен эпир те малашне мӗн пулассине пӗлесшӗн.

2. а) Нумай ҫул хушши эпир мӗне лайӑхрах ӑнланма тӑрӑшрӑмӑр? ӑ) Эпир мӗнле виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр?

2 Нумай ҫул хушши Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Иисус юлашки кунсем ҫинчен пророкла каланине кӗлтуса тӗпченӗ. Иисусӑн сӑмахӗсем хӑҫан пурнӑҫланассине вӗсем лайӑхрах ӑнланасшӑн пулнӑ. Ҫавна эпир лайӑхрах ӑнланма пуҫланине кӑтартас тесе айтӑр виҫӗ ыйту пӑхса тухар. Вӗсенче кашнинче «хӑҫан» сӑмах пур. «Хӑрушла асап вӑхӑчӗ» хӑҫан пуҫланать? Иисус «сурӑхсене» тата «качакасене» хӑҫан суд тӑвать? Иисус хӑҫан килет? (Матф. 24:21; 25:31—33.)

ХӐРУШЛА АСАП ВӐХӐЧӖ ХӐҪАН ПУЛҪЛАНАТЬ?

3. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫинчен эпир унччен мӗнле шухӑшланӑ?

3 Пӗр вӑхӑт хушши эпир хӑрушла асап вӑхӑчӗ 1914 ҫулта, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи тытӑнсан, пуҫланнӑ тата святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисен, пур халӑхсене те ырӑ хыпар пӗлтерме май пултӑр тесе Иегова 1918 ҫулта, вӑрҫӑ вӗҫленсен, «ҫав кунсен шутне... чакарнӑ» тесе шутланӑ (Матф. 24:21, 22). Ырӑ хыпар калас ӗҫ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Сатанан патшалӑхӗ тӗп пулӗ тесе шутланӑ эпир. Ҫапла вара хӑрушла асап вӑхӑчӗн виҫӗ тапхӑр пур тесе шутланӑ: унӑн 1914 ҫулта пуҫланмалла, 1918 ҫултан пуҫласа пӗр вӑхӑтлӑха чарӑнмалла тата Армагеддонра вӗҫленмелле пулнӑ.

4. Иисус пророкла калани ҫинчен эпир мӗн ӑнлантӑмӑр?

4 Анчах та малалла тӗпченӗ май эпир Иисус юлашки кунсем ҫинчен пророкла калани икӗ хут пурнӑҫланмаллине ӑнлантӑмӑр (Матф. 24:4—22). Пӗрремӗш хут вӑл пирӗн эрӑри I ӗмӗрте Иудейӑра пурнӑҫланнӑ, ҫавӑн пекех унӑн хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе пурнӑҫланмалла. Ҫавӑнпа та пирӗн ҫав пророкла каланин ытти пайӗсене мӗнле ӑнланнине улӑштарма кирлӗ пулнӑa.

5. а) 1914 ҫулта мӗнле йывӑр тапхӑр пуҫланнӑ? ӑ) Ҫав йывӑр тапхӑра I ӗмӗрти мӗнле тапхӑрпа танлаштарма пулать?

5 Ҫавӑн пекех эпир хӑрушла асап вӑхӑчӗн пӗрремӗш пайӗ 1914 ҫулта пуҫланманнине ӑнланса илтӗмӗр. Мӗншӗн ун чухне пуҫланман теме пулать? Мӗншӗн тесен, Библире пророкла калани тӑрӑх, хӑрушла асап вӑхӑчӗ халӑхсем хушшинчи вӑрҫӑпа мар, суя тӗн ҫине тапӑннипе пуҫланать. Апла пулсан, 1914 ҫулта пуҫланнӑ событисем хӑрушла асап вӑхӑчӗн пуҫламӑшӗ мар, «асапсен пуҫламӗшӗ кӑна-ха» (Матф. 24:8). Ҫав «асапсене» Иерусалимпа Иудейӑра пирӗн эрӑри 33 ҫултан пуҫласа 66 ҫулччен пулса иртнӗ ӗҫсемпе танлаштарма пулать.

6. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ хӑҫан пуҫланнине эпир мӗнле пӗлӗпӗр?

6 Хӑрушла асап вӑхӑчӗ хӑҫан пуҫланнине эпир мӗнле пӗлӗпӗр? Иисус пророкла каланӑ: «Даниил пророк каланӑ пек, сӑваплӑ вырӑнта йӗрӗх ларнине курсассӑн,— вулакан ӑнлантӑр,— Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр» (Матф. 24:15, 16). Ҫакӑ пӗрремӗш хут пирӗн эрӑри 66 ҫулта «сӑваплӑ вырӑнта йӗрӗх» ларсан, Рим ҫарӗ («йӗрӗх») Иерусалимпа унӑн храмӗ (иудейсемшӗн сӑваплӑ шутланакан вырӑн) ҫине тапӑнсан пурнӑҫланнӑ. Ҫак пророкла калани иккӗмӗш хут тата анлӑрах пурнӑҫланӗ. Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ (хальхи вӑхӑтри «йӗрӗх») христиан тӗнчи (хӑйсене христиансем теекенсемшӗн сӑваплӑ шутланаканскер) ҫине тата Аслӑ Вавилонӑн ытти пайӗсем ҫине тапӑнӗ. Ҫавӑн пек тапӑнни ҫинченех Ӳлӗмхине 17:16—18-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ. Аслӑ Вавилон ҫине тапӑннипе хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланать.

7. а) Пӗрремӗш ӗмӗрте «ӳт» мӗнле ҫӑлӑнса юлнӑ? ӑ) Пуласлӑхра мӗн пулса иртӗ?

7 Иисус ҫакӑн пек те пророкла каланӑ: «Ҫав кунсен шучӗ... чакӗ». Пӗрремӗш хут ҫакӑ пирӗн эрӑри 66 ҫулта, Рим ҫарӗ хӑй тапӑннине «чакарсан», пурнӑҫланнӑ. Вара святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем хӑйсен «ӳтне» (ҪТ), е пурнӑҫне, ҫӑлас тесе Иерусалимпа Иудейӑран тарнӑ. (Матфей 24:21, 22 вуласа пар; Мал. 3:17.) Апла пулсан, ҫывхарса килекен хӑрушла асап вӑхӑтӗнче эпир мӗн кӗтме пултаратпӑр? Суя тӗнпе пӗрле чӑн тӗне пӗтме парас мар тесе Иегова Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ тапӑннине «чакарӗ». Ҫакна пула Турӑ халӑхӗ ҫӑлӑнса юлӗ.

8. а) Хӑрушла асап вӑхӑчӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ хыҫҫӑн мӗнле событисем пулса иртӗҫ? ӑ) 144 000-шӗнчен юлашкийӗ хӑйӗн пӗлӗтри наградине хӑҫан илет пулас? (Асӑрхаттарӑва пӑхӑр.)

8 Хӑрушла асап вӑхӑчӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн мӗн пулса иртет? Иисус сӑмахӗсем тӑрӑх, Армагеддон пуҫланиччен пӗр тапхӑр иртмелле. Ҫав вӑхӑтра мӗнле событисем пулса иртӗҫ? Хуравне Иезекииль 38:14—16 тата Матфей 24:29—31 ҫырса хунӑ. (Вуласа пар.)b Ҫавӑн хыҫҫӑн Армагеддон — хӑрушла асап вӑхӑчӗн юлашки пайӗ, пирӗн эрӑри 70 ҫулта Иерусалима тӗп тунипе пӗр килекен пай — пуҫланӗ (Мал. 4:1). Хӑрушла асап вӑхӑчӗн чи юлашки пайӗ — Армагеддон — «халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман» событи пулӗ (Матф. 24:21). Вӑл вӗҫленсен Христосӑн Пин ҫулхи патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫлӗ.

9. Иисус хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫинчен пророкла калани Иеговӑн халӑхӗ ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

9 Ҫак пророкла калани пире вӑй парса тӑрать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл пире, хӑрушла асап вӑхӑтӗнче кирек мӗн пулсан та, Иеговӑн халӑхӗ, пӗтӗмӗшле илсен, ҫӑлӑнса юлӗ тесе шантарать (Ӳлӗм. 7:9, 14). Анчах та пуринчен ытла пире Иегова Армагеддонра хӑйӗн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларасси тата хӑйӗн святой ятне сӑваплӑ тӑвасси савӑнтарать (Пс. 82:19; Иез. 38:23).

ИИСУС СУРӐХСЕНЕ ТАТА КАЧАКАСЕНЕ ХӐҪАН СУД ТӐВАТЬ?

10. Сурӑхсемпе качакасене суд тӑвас вӑхӑт пирки эпир унччен мӗн шутланӑ?

10 Халӗ вара Иисус пророкла каланин тепӗр пайӗ — сурӑхсемпе качакасене суд туни ҫинчен калакан ытарӑш — хӑҫан пурнӑҫланассине пӑхса тухар (Матф. 25:31—46). Унччен эпир ҫынсене суд туса сурӑхсемпе качакасем ҫине уйӑрасси 1914 ҫултан пуҫласа юлашки кунсем вӗҫлениччен пырӗ тесе шутланӑ. Эпир кам Патшалӑх хыпарне йышӑнмасть тата хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланиччен вилет, ҫавсем качакасем пек — вилӗмрен чӗрӗлмелли шанчӑксӑр — вилеҫҫӗ тесе шутланӑ.

11. Мӗншӗн Иисус ҫынсене суд туса качакасемпе сурӑхсем ҫине уйӑрма 1914 ҫулта пуҫлама пултарайман?

11 1995 ҫулта «Хурал башнинче» Матфей 25:31-мӗш сӑвӑ йӗркине ҫӗнӗлле ӑнлантарса панӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗнпур ангелӗпе пӗрле килсессӗн Хӑйӗн мухтавлӑ патша пуканӗ [«Хӑйӗн чаплӑ престолӗ», ҪХ] ҫине ларӗ». «Хурал башнинче» ҫапла палӑртнӑ пулнӑ: Иисус 1914 ҫулта Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса тӑнӑ, анчах та вӑл «пур халӑхсен» Судйи пек «Хӑйӗн чаплӑ престолӗ» ҫине ларман. (Матф. 25:32; Даниил 7:17 танлаштарса пӑхӑр.) Анчах та сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарӑшра, тӗпрен илсен, Иисуса Судья пек сӑнласа панӑ. (Матфей 25:31—34, 41, 46 вуласа пар.) Иисус 1914 ҫулта пур халӑхсен Судйи пек ӗҫлеме пуҫламан пирки вӑл ун чухне ҫынсене суд туса сурӑхсемпе качакасем ҫине уйӑрма пуҫлама пултарайманc. Апла пулсан, Иисус пур халӑха та суд тума хӑҫан пуҫлӗ?

12. а) Хӑҫан Иисус хӑйне пур халӑхсен Судйи пек пӗрремӗш хут кӑтартӗ? ӑ) Матфей 24:30, 31 тата Матфей 25:31—33, 46-мӗш сӑвӑ йӗркисенче мӗнле событисем ҫинчен каланӑ?

12 Иисус юлашки кунсем ҫинчен пророкла калани тӑрӑх, суя тӗне тӗп тунӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйне пур халӑхсен Судйи пек пӗрремӗш хут кӑтартӗ. Ҫав вӑхӑтра пулакан хӑш-пӗр событисем ҫинчен Матфей 24:30, 31-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса кӑтартнӑ тесе 8-мӗш абзацра палӑртнӑччӗ. Ҫак сӑвӑ йӗркисене тӗпченӗ май вӗсенче Иисус каласа хунӑ событисем сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарӑшра каланисемпе пӗр пек пулнине асӑрхама пултаратӑр. Сӑмахран, Этем Ывӑлӗ мухтавӗпе тата ангелӗсемпе килӗ; пур халӑхсемпе ӑрусене пуҫтарӗҫ; камсене сурӑхсем вырӑнне хурӗҫ, ҫавсем пуҫӗсене ҫӗклӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ» илӗҫd. Камсем пирки качакасем тейӗҫ, ҫавсем «кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ», мӗншӗн тесен хӑйсене ӗмӗрлӗхех пӗтерессине ӑнланса илӗҫ (Матф. 25:31—33, 46).

13. ӑ) Хӑҫан Иисус ҫынсене суд туса сурӑхсемпе качакасем ҫине уйӑрма пуҫлӗ? ӑ) Ҫакна ӑнланни пире хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫ ҫине мӗнле пӑхма хавхалантарать?

13 Апла пулсан, эпир мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пултаратпӑр? Иисус хӑрушла асап вӑхӑтӗнче килсен халӑхсене пурне те суд туса сурӑхсемпе качакасем ҫине уйӑрӗ. Унтан Армагеддонра — хӑрушла асап вӑхӑчӗн юлашки пайӗнче — качакасемпе танлаштарнӑ ҫынсене ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ. Ҫакна ӑнланни пире сӑваплӑ ӗҫ ҫине мӗнле пӑхма хавхалантарать? Вӑл пире ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ кирлӗ пулнине курма пулӑшать. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланман-ха, ҫавӑнпа та ҫынсен хӑйсен шухӑшӗсене улӑштарма тата «чӗрӗлӗхе илсе» каякан ансӑр ҫулпа утма пуҫлама вӑхӑт пур (Матф. 7:13, 14). Паллах ӗнтӗ, ҫынсем паян хӑйсене сурӑхсем пек е качакасем пек тытма пултараҫҫӗ. Ҫапах та пирӗн ҫакна асра тытмалла: хӑшӗ сурӑх, хӑшӗ качака пулнине хӑрушла асап вӑхӑтӗнче кӑна палӑртса хурса татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Ҫавӑнпа та нумайрах та нумайрах ҫыннӑн Патшалӑх хыпарне йышӑнма май пултӑр тесе пирӗн малалла та ҫав хыпара пӗлтерсе тӑмалла.

ИИСУС ХӐҪАН КИЛЕТ?

14, 15. Библири мӗнле тӑватӑ сӑвӑ йӗрки Христос пуласлӑхра Судья пек килессине кӑтартать?

14 Иисус пророкла каланине малалла пӑхса тухни ытти пысӑк событисем хӑҫан пулассине эпир мӗнле ӑнланнине улӑштарма кирлине кӑтартса памасть-и? Ҫак ыйту ҫине пророкла калани хӑех хурав пама пулӑшать.

15 Матфей 24:29—25:46-мӗш сӑвӑ йӗркисенче пророкла каланинче Иисус пуринчен ытла юлашки кунсенче тата пулас хӑрушла асап вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртесси ҫине кӑтартать. Кунта Иисус хӑй килесси пирки сакӑр хут асӑнатьe. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫинчен вӑл калать: «Пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ». «Ҫӳлхуҫӑр хӑш сехетре килессе пӗлместӗр». «Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ». Сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарӑшра Иисус калать: «Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе... килсессӗн» (Матф. 24:30, 42, 44; 25:31). Ҫак тӑватӑ сӑвӑ йӗрки кашнийӗ Христос пуласлӑхра Судья пек килессипе ҫыхӑннӑ. Иисусӑн пророкла каланинче вӑл килесси ҫинчен тата тӑватӑ ҫӗрте ӑҫта каланӑ?

16. Библире тата хӑш вырӑнта Иисус килесси ҫинчен асӑннӑ?

16 Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура ҫинчен каланӑ май Иисус палӑртнӑ: «Хуҫи пынӑ [«килнӗ», ҪТ] ҫӗре чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑрать пулсассӑн, вӑл телейлӗ». Хӗрсем ҫинчен калакан ытарӑшра Иисус каланӑ: «Вӗсем сутӑн илме кайсассӑн, кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ [«килнӗ», ҪТ]». Талантсем ҫинчен калакан ытарӑшра Иисус каланӑ: «Пайтах вӑхӑт иртсессӗн ҫав чурасен хуҫи таврӑнать [«килет», ҪС]». Ҫав ытарӑшрах хуҫи калать: «Киле таврӑнсассӑн [«килсен», ҪС] эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм» (Матф. 24:46; 25:10, 19, 27). Иисус килни ҫинчен калакан ҫак тӑватӑ сӑвӑ йӗрки хӑш вӑхӑт ҫине кӑтартса тӑрать?

17. Матфей 24:46-мӗшӗнче Христос килни ҫинчен калани пирки эпир мӗн шутланӑ?

17 Унччен эпир хамӑр публикацисенче юлашки тӑватӑ сӑвӑ йӗрки Иисус 1918 ҫулта килнипе ҫыхӑннӑ тесе палӑртнӑччӗ. Сӑмахран, Иисус «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» ҫинчен каланине илер. (Матфей 24:45—47 вуласа пар.) Эпир 46-мӗш сӑвӑ йӗркинче «пыни» вӑл Иисус 1918 ҫулта святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене тӗрӗслеме килнипе ҫыхӑннӑ тата чурана Хуҫан пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑма 1919 ҫулта суйласа лартнӑ тесе шутланӑ (Мал. 3:1). Анчах та Иисус пророкла каланине малалла пӑхса тухнӑ май ҫав пророкла сӑмахсенчи хӑш-пӗр событисем хӑҫан пурнӑҫланассине эпир унччен мӗнле ӑнланнине улӑштарма кирли курӑнать. Мӗншӗн?

18. Иисус пророкла каланине пӗтӗмӗшле илсен, эпир вӑл килесси пирки мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пултаратпӑр?

18 Матфей 24:46-мӗш умӗнчи сӑвӑ йӗркисенче «килекен» тата «килессе» текен сӑмахсемпе усӑ курнӑ чухне ҫакӑ кашнинче Иисус хӑрушла асап вӑхӑтӗнче приговор йышӑнма тата суд тума килесси ҫине кӑтартса тӑрать (Матф. 24:30, 42, 44). Ҫавӑн пекех Матфей 25:31-мӗшӗнче Иисус килни ҫав пулас суд вӑхӑчӗпе ҫыхӑннине эпир 12-мӗш абзацра пӑхса тухрӑмӑр. Ҫавӑнпа та Матфей 24:46, 47-мӗшӗсенче Иисус хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑма шанчӑклӑ чурана суйласа лартма пыни ҫинчен калани те пуласлӑхра, хӑрушла асап вӑхӑтӗнче, килнипе ҫыхӑннӑ тесе пӗтӗмлетӳ туни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗf. Тӗрӗссипе каласан, Иисус пророкла каланине пӗтӗмӗшле илсен, вӑл килни ҫинчен калакан Библири сакӑр сӑвӑ йӗрки пуласлӑхра, хӑрушла асап вӑхӑтӗнче пулса иртекен суд ҫине кӑтартса тӑрать.

19. Ҫак статьяра эпир мӗнле ҫӗнӗ япаласем ҫинчен пӗлтӗмӗр тата тепӗр статьясем мӗнле ыйтусем ҫине хурав парӗҫ?

19 Апла пулсан, эпир мӗн пӗлтӗмӗр-ха? Статья пуҫламӑшӗнче эпир виҫӗ ыйту хускатрӑмӑр, вӗсенче виҫҫӗшӗнче те «хӑҫан» сӑмах пур. Малтан эпир хӑрушла асап вӑхӑчӗ 1914 ҫулта пуҫланманнине, вӑл Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ Аслӑ Вавилон ҫине тапӑннипе пуҫланассине пӑхса тухрӑмӑр. Унтан Иисус суд туса сурӑхсене качакасенчен уйӑрасси мӗншӗн 1914 ҫулта пуҫланманнине, ҫакӑ хӑрушла асап вӑхӑтӗнче пулассине аса илтӗмӗр. Юлашкинчен вара эпир мӗншӗн Иисус шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тума 1919 ҫулта килменнине, ҫавна вӑл хӑрушла асап вӑхӑтӗнче тӑвассине пӑхса тухрӑмӑр. Эппин, «хӑҫан» текен ыйту ҫине панӑ виҫӗ хуравӗ те пӗр пулас вӑхӑтпа — хӑрушла асап вӑхӑчӗпе — ҫыхӑннӑ. Ҫакӑ эпир шанчӑклӑ чура ҫинчен калакан ытарӑша унччен мӗнле ӑнланни тӗлӗшӗнчен тата мӗн те пулин улӑштарма кирлине кӑтартса парать-и? Тата ҫакӑ Иисусӑн ҫак пӗтес вӑхӑтра пурнӑҫланса пыракан ытти ытарӑшӗсем ҫинчен эпир мӗнле ӑнланни ҫине витӗм кӳрет-и? Ҫак кирлӗ ыйтусене тепӗр статьясенче сӳтсе явӑпӑр.

a 4 абзац: Нумайрах пӗлес тесе «Сторожевая башня» журналсене пӑхӑр: 1994 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче тухнӑскере, 8—21 страницӑсем тата 1999 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тухнӑскере, 8—20 страницӑсем.

b 8 абзац: Ҫак сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ событисенчен пӗри вӑл — суйласа илнисене пуҫтарасси (Матф. 24:31). Ҫавӑнпа та святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем — хӑрушла асап вӑхӑчӗн пуҫламӑш тапхӑрӗ пуҫланнӑ чухне те ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем — пурте Армагеддон вӑрҫи пуҫланиччен пӗр-пӗр самантра пӗлӗте кайӗҫ пулас. Ҫакӑ 1990 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти 30-мӗш страницӑри «Вопросы читателей» рубрикӑра мӗн каланине тата тӗрӗсрех ӑнлантарса парать.

c 11 абзац: 1995 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти 18—28-мӗш страницӑсене пӑхӑр.

d 12 абзац: Лука 21:28-мӗшне пӑхӑр.

e 15 абзац: «Килни» тата «таврӑнни» сӑмахсене э́рхомай текен грек глаголӗнчен куҫарнӑ.

f 18 абзац: Матфей 24:46-мӗшӗнче «пынӑ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ Матфей 24:30, 42, 44-мӗшӗсенче «килекен» тата «килӗ» текен грек глаголӗн формиех.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр