Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w15 7/15 14—19 с.
  • «Сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывӑхарать»!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывӑхарать»!
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ХӐРУШЛА АСАП ВӐХӐЧӖН ПУҪЛАМӐШӖ
  • ТӖРӖСЛЕВ ТАТА СУД ВӐХӐЧӖ
  • СӐВАПЛИСЕМ ПАТШАЛӐХРА ҪУТАЛСА КАЙӖҪ
  • Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн тӑшманӗсене пӗтерет
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • «Каласамччӗ пире, ку хӑҫан пулӗ?»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • «Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче» Турра шанчӑклӑ тӑрса юлӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Ӳлӗмхи кӗнеке тӑрӑх, пире мӗнле пуласлӑх кӗтет?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
w15 7/15 14—19 с.
Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансен ҫемйи салтаксем храм хӳми айӗнчен шӑтӑк чавма пуҫланине сӑнаса тӑрать

«Сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывӑхарать»!

«Эсир пуҫӑра ҫӗклесе ҫӳлелле пӑхӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывӑхарать» (ЛУКА 21:28).

ЮРӐСЕМ: 49, 43

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Пирӗн эрӑри 66 ҫулта пулса иртнӗ событисем евӗрлӗ мӗнле событисем кӗҫех пулӗҫ?

  • «Аслӑ Вавилона» тӗп тунӑ хыҫҫӑн мӗнле тӗрӗслев вӑхӑчӗ пуҫланӗ?

  • Матфей 24:31-мӗшӗнче каланӑ пуҫтарас ӗҫ мӗнле ӗҫ вӑл?

1. Пирӗн эрӑри 66 ҫулта мӗнле ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

СӐМАХРАН, эсир пирӗн эрӑри 66 ҫулта Иерусалимра пурӑнакан христианин тейӗпӗр. Тавралла хумхануллӑ ӗҫсем пулса пыма тытӑнаҫҫӗ. Чи малтан Рим прокураторӗ Гессий Флор храмри пурлӑх хумалли вырӑнтан 17 талант укҫа туртса илет. Унтан, ҫакна пӗлсен, иудейсем тӳрех пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ. Вӗсем Иерусалимри Рим салтакӗсене вӗлереҫҫӗ те Рима пӑхӑнса тӑмӑпӑр тесе пӗлтереҫҫӗ. Рим хӑйне кӗттерсе тӑмасть. Ҫавӑнтанпа виҫӗ уйӑх та иртмест, Цестий Галл, Сирие тытса тӑма лартнӑ Рим пуҫлӑхӗ, ертсе пыракан 30 пинлӗ ҫар Иерусалим патне пырса ҫитет. Римлянсем Иерусалим таврашӗнчи вырӑнсене хӑвӑрт ярса илеҫҫӗ, вара чакса пыракан иудей пӑлхавҫисем храм территоринче пытанса лараҫҫӗ. Унтан Рим салтакӗсем храм хӳми айӗнчен шӑтӑк чавма пуҫлаҫҫӗ. Хулара пурте хӑраса-аптраса ӳкеҫҫӗ. Ҫаксене пурне те курса тӑнӑ чухне эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр?

2. Пирӗн эрӑри 66 ҫулта христиансен мӗн тумалла пулнӑ тата ҫавна тумашкӑн вӗсем валли мӗнле май уҫӑлнӑ?

2 Паллах ӗнтӗ, эсир Лука евангелист ҫырнӑ Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене аса илнӗ пулӑттӑр: «Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсассӑн, унӑн арканас вӑхӑчӗ ҫывӑхарнине пӗлӗр вара» (Лука 21:20). Анчах та Иисус ҫак асӑрхаттару тӗлӗшӗпе панӑ хушусене мӗнле тытса тӑмалла-ха? Вӑл каланӑ: «Иудейӑрисем ун чухне тусем хушшине тарччӑр; хуларисем хуларан тухчӑр; хула таврашӗнчисем хулана ан кӗччӗр» (Лука 21:21). Анчах та ҫавӑрса илнӗ хуларан мӗнле тухса тармалла-ха? Унтан кӗтмен ҫӗртен сирӗн куҫ умӗнче тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртет: Рим ҫарӗ чакма пуҫлать! Малтанах каласа хунӑ пекех, ҫав асаплӑ кунсен шучӗ «чакнӑ» (Матф. 24:22). Халӗ вара сирӗн валли Иисус мӗн хушнине тума май уҫӑлчӗ. Вӑхӑта сая ямасӑр эсир Иерусалимпа ун таврашӗнче пурӑнакан ытти шанчӑклӑ христиансемпе пӗрле Иордан юханшывӗн леш енчи тусем ҫине таратӑрa. Унтан, пирӗн эрӑри 70 ҫулта, Рим ҫарӗ Иерусалима таврӑнать те хулана аркатать. Анчах та эсир хӑрушсӑрлӑхра, мӗншӗн тесен Иисус мӗн хушнине итлерӗр.

3. Христиансен кӗҫех мӗнле лару-тӑрупа тӗл пулма тивӗ тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Кӗҫ-вӗҫ пирӗнпе те ҫавӑн пекки пулӗ. Иисус христиансене Иерусалима аркатӗҫ тесе кӑна асӑрхаттарман, ҫавӑн пекех вӑл «хӑрушла асап вӑхӑчӗ» сасартӑк пуҫланнӑ чухне мӗн пулса иртессине ӑнлантарса парас тесе ҫав пулас событисене пӗрремӗш ӗмӗрте пулса иртнӗ событисемпе танлаштарнӑ (Матф. 24:3, 21, 29). Телее, «имсӗр-сумсӑр ҫын» ҫав йывӑр вӑхӑта пурӑнса ирттерӗ. (Ӳлӗмхине 7:9, 13, 14 вуласа пар.) Библире ҫав пулас ӗҫсем ҫинчен мӗн каланипе пирӗн питӗ интересленмелле, мӗншӗн тесен пирӗн пурнӑҫ ҫавӑнтан килет. Ҫав пулас событисем пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрӗҫ? Айтӑр ҫавна пӑхса тухар.

ХӐРУШЛА АСАП ВӐХӐЧӖН ПУҪЛАМӐШӖ

4. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ мӗнрен пуҫланӗ тата ҫакӑ мӗнле пулса иртӗ?

4 Хӑрушла асап вӑхӑчӗ мӗнрен пуҫланӗ? Суя тӗнсене пурне те пӗтернинчен. Библире суя тӗнсем пирки «Аслӑ Вавилон — ҫӗр ҫинчи аскӑн хӗрарӑмсен... амӑшӗ» тенӗ (Ӳлӗм. 17:5—7). Мӗншӗн суя тӗне аскӑн хӗрарӑмпа танлаштарнӑ? Мӗншӗн тесен ҫав тӗнсен пуҫлӑхӗсем Турра шанчӑклӑ мар. Иисуса тата унӑн Патшалӑхне чунтан парӑнса пулӑшас вырӑнне вӗсем ҫынсен патшалӑхӗсем майлӑ тӑраҫҫӗ тата нумайрах власть илес тесе Туррӑн принципӗсене шута илмеҫҫӗ. Вӗсем пуҫҫапни, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пуҫҫапнипе танлаштарсан, таса мар (2 Кор. 11:2; Иак. 1:27; Ӳлӗм. 14:4). Ҫак аскӑн хӗрарӑм евӗрлӗ организацие кам пӗтерӗ? Кам «хӗрлӗ тискер кайӑкӑн» «вунӑ мӑйракине» пӗлтерет, ҫавсен чӗрине Иегова Турӑ «Хӑй ирӗкне пурӑнӑҫлантарас енне» сулӑнтарӗ. «Хӗрлӗ тискер кайӑк» Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине, «вунӑ мӑйрака» вара ҫав организацие пулӑшса тӑракан хальхи пур патшалӑха та пӗлтерет. (Ӳлӗмхине 17:3, 16—18 вуласа пар.)

5, 6. Мӗншӗн Аслӑ Вавилона тӗп туни суя тӗне тытса тӑракансене пурне те пӗтернине пӗлтермест теме пулать?

5 Аслӑ Вавилона тӗп тунӑ чухне суя тӗне тытса тӑракансене пурне те пӗтерӗҫ-и? Ҫук пулас. Ҫав вӑхӑт пирки Захария пророкла каланӑ. Унччен суя тӗнре пулнисем пирки вӑл акӑ мӗн ҫырнӑ: «Кашниех ҫапла калӗ: эпӗ пророк мар, эпӗ ҫӗр ӗҫлекен, эпӗ ачаранпах ҫӗр ӗҫлесе пурӑнатӑп, тейӗ. Ӑна: мӗншӗн-ха сан аллу ҫинче ҫӗвӗсем пур? тейӗҫ; вӑл ҫапла хуравласа калӗ: мӗншӗн тесен мана хама юратакансен килӗнче хӗненӗ» (Зах. 13:4—6). Апла пулсан, хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем те хӑйсен тӗнӗсенчен тунӗҫ те эпир тӗнсемпе пачах ҫыхӑнман тейӗҫ пулас.

6 Ҫав вӑхӑтра Турӑ халӑхӗпе мӗн пулӗ? Иисус ӑнлантарса парать: «Ҫав кунсен шучӗ чакман пулсассӑн, никам та ҫӑлӑнса юлаймӗччӗ; анчах ҫав кунсен шучӗ суйласа илнисемшӗн чакӗ» (Матф. 24:22). Пирӗн эрӑри 66 ҫулта асаплӑ кунсен шучӗ «чакнӑ» тесе эпир каланӑччӗ. Ҫакӑ «суйласа илнисене» — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене — хулапа ун таврашӗнчен тарма май панӑ. Ҫавӑн пекех хӑрушла асап вӑхӑчӗн малтанхи тапхӑрӗ те «суйласа илнисемшӗн чакӗ». Политика влаҫӗсене, «вунӑ мӑйракана», Турӑ халӑхне тӗп тума памӗҫ. Ун вырӑнне кӗске вӑхӑт хушши лӑпкӑ самана тӑрӗ.

ТӖРӖСЛЕВ ТАТА СУД ВӐХӐЧӖ

7, 8. Суя тӗнсене пӗтернӗ хыҫҫӑн мӗнле май пулӗ тата ҫавӑн чухне Турӑ халӑхӗ мӗнпе уйрӑлса тӑрӗ?

7 Суя тӗне пӗтернӗ хыҫҫӑн пирӗн чӗрере мӗн пурри уҫҫӑн палӑрӗ. Ҫавӑн чухне нумайӑшӗ «тусемпе, чул хысаксемпе» танлаштарнӑ ҫынсен организацийӗсенче ҫӑлӑнӑҫ шырӗ (Ӳлӗм. 6:15—17). Анчах та Турӑ халӑхӗ Иеговӑра хӳтлӗх шырӗ. Пӗрремӗш ӗмӗрте римлянсем чакнӑ хыҫҫӑн иудейсем пурте христиансем пулса тӑман. Ҫавӑн чухне христиансемшӗн Иисуса итлесе Иерусалимран тармалли вӑхӑт пулнӑ. Ҫавӑн пекех Аслӑ Вавилона тӗп тунӑ хыҫҫӑн нумайӑшӗ чӑн христиансем пулса тӑрасса кӗтме кирлӗ мар пирӗн. Ун чухне Туррӑн ӗҫлекенӗсен пурин те Иеговӑна юратнине тата Христосӑн тӑванӗсене пулӑшса тӑнине кӑтартма май пулӗ (Матф. 25:34—40).

8 Ҫав тӗрӗслев вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртессине эпир пӗтӗмпех пӗлместпӗр. Анчах та ун чухне пурнӑҫ ҫӑмӑлах мар пулассине тата хӑш-пӗр енчен ҫухатусем тӳсме тивессине эпир ӑнланатпӑр. Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансен ҫӑлӑнас тесе хӑйсен килӗсене хӑварма тата йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тивнӗ (Марк 13:15—18). Пире илес пулсан, эпир пурлӑх енчен ҫухату тӳсме хатӗр-и? Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе эпир пӗтӗм вӑя хурӑпӑр-ши? Шухӑшласа пӑхӑр-ха: ҫавӑн чухне эпир кӑна, Даниил пророк пек, ниме пӑхмасӑр Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр (Дан. 6:10, 11).

9, 10. а) Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Турӑ халӑхӗ мӗнле хыпар пӗлтерсе тӑрӗ? ӑ) Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсем ҫакна хирӗҫ мӗн тӑвас тейӗҫ?

9 Ҫавӑн чухне «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен... Ырӑ Хыпар» сармалли вӑхӑт мар пулӗ, мӗншӗн тесен кӗҫ-вӗҫ пӗтес вӑхӑт ҫитӗ (Матф. 24:14). Турӑ халӑхӗ пур ҫынна та пырса тивекен хаяр приговора пӗлтерсе тӑрӗ. Ҫав хыпар шутне, тен, Сатанан йӗркесӗр тӗнчине пӗтӗмпех тӗп тӑвӗҫ тесе калани те кӗрӗ. Библи ҫав хыпара пӑрлӑ ҫумӑрпа танлаштарса ҫапла калать: «Ҫынсем ҫине тӳперен талант пысӑкӑш пӑр ҫурӗ; пӑр ҫапнипе пулнӑ асапшӑн ҫынсем Турра хурларӗҫ: асапӗ питӗ хӑрушӑччӗ» (Ӳлӗм. 16:21).

10 Пирӗн тӑшмансем ҫак хаяр хыпара, паллах ӗнтӗ, илтӗҫ. Иегова пӗлтернипе Иезекииль пророк халӑхсен пӗрлешӗвӗ, Магогри Гог, мӗн тӑвассине ҫапла ӑнлантарса парать: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫав кун санӑн чӗрӳне каварлӑ шухӑш пырса кӗрӗ те, эсӗ усал ӗҫ тума шутласа хурӑн, калӑн вара: „эпӗ хӳмепе хӳтӗлемен ҫӗре хӑпарӑп, хуйхӑ-суйхӑсӑр, ним шухӑшсӑр пурӑнакансене тапӑнӑп — вӗсем пурте пӗр хӳтлӗхсӗр пурӑнаҫҫӗ, вӗсен сӑлӑп та, алӑк та ҫук“ тейӗн. Вара тапӑнӑн вӗсене, пурлӑх ҫаратӑн, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫӗнӗрен лартнӑ, ҫынсем пурӑнма пуҫланӑ ҫуртсем ҫине, халӑхсем хушшинчен пуҫтарнӑ, хуҫалӑх тытакан, суту-илӳ тӑвакан, ҫӗр тӑрринче пурӑнакан халӑх ҫине аллуна хурӑн» (Иез. 38:10—12). Турӑ халӑхӗ пуринчен те уйрӑлса тӑрать, ҫавӑнпа та ун пирки «ҫӗр тӑрринче пурӑнакан халӑх» тенӗ. Халӑхсем ҫакӑнпа ҫырлахса тӑрасшӑн пулмӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсем Иеговӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ӗҫлекенӗсем тата вӗсене пулӑшакансем ҫине тапӑнас тейӗҫ.

11. а) Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче мӗнле событи хыҫҫӑн мӗнле событи пуласси пирки пирӗн мӗн асра тытмалла? ӑ) Тӳпери паллӑсене курсан ҫынсем мӗн тӑвӗҫ?

11 Ҫав вӑхӑт ҫинчен шухӑшланӑ чухне Турӑ Сӑмахӗнче мӗнле событи хыҫҫӑн мӗнле событи пуласси пирки каламаннине асра тытмалла пирӗн. Тен, вӗсенчен хӑш-пӗрисем пӗр вӑхӑтрах пулса иртӗҫ. Ҫак тӗнче вӗҫленесси ҫинчен пророкла каланӑ чухне Иисус ҫапла палӑртнӑ: «Хӗвелпе уйӑх ҫинчи, ҫӑлтӑрсем ҫинчи пулӑмсем хӑрушӑ паллӑсем пулӗҫ. Ҫӗр ҫинчи халӑхсем хуйха ӳкӗҫ, ӑнран кайӗҫ. Тинӗс шавласа, кӗрлесе тӑрӗ. Тӳпери вӑй-хӑватсем кисренӗҫ. Ҫавӑнпа та, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем вилесле сехӗрленсе ӳкӗҫ. Вара тӳпери пӗлӗт ҫинче аслӑран та аслӑ мухтавпа тата хӑватпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ» (Лука 21:25—27, ҪХ; Марк 13:24—26 вуласа пар). Чӑнах та тӳпере ҫавӑн пек хӑрушӑ паллӑсем пулӗҫ-ши? Ҫакна вӑхӑт кӑтартса парӗ. Кирек мӗнле пулсан та, Туррӑн тӑшманӗсем ҫав паллӑсене курсан аптраса тӑрӗҫ те вилесле хӑраса ӳкӗҫ.

Христиансем хӑрушла асап вӑхӑтне пӗр хӑрамасӑр кӗтсе илеҫҫӗ тата ҫӑлӑнас пирки иккӗленмеҫҫӗ

Эпир ҫӑлӑнӑҫ ҫывӑх пулни пирки пӗр иккӗленмесӗр пуласлӑх ҫине шанчӑкпа пӑхӑпӑр! (12, 13 абзацсене пӑхӑр.)

12, 13. а) Иисус «аслӑ мухтавпа тата хӑватпа» килсен мӗн пулӗ? ӑ) Ҫав вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗн тӑвӗҫ?

12 Иисус «аслӑ мухтавпа тата хӑватпа» килсен мӗн пулӗ? Турра шанчӑклисем награда илӗҫ, ыттисене наказани парӗҫ (Матф. 24:46, 47, 50, 51; 25:19, 28—30). Матфей ҫырнӑ Евангели тӑрӑх, Иисус патшара ларнине кӑтартакан паллӑ сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарлӑхпа вӗҫленет. Унта Иисус каланӑ: «Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗнпур ангелӗпе пӗрле килсессӗн Хӑйӗн мухтавлӑ патша пуканӗ ҫине ларӗ, Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ; Вӑл вӗсене пӗр-пӗринчен кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ; сурӑхӗсене Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне тӑратӗ» (Матф. 25:31—33). Сурӑхсемпе тата качакасемпе мӗн пулӗ? Ҫав ытарлӑх ҫак сӑмахсемпе вӗҫленет: «Вӗсем [качакасем] вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ [«вӗсене ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ», ҪТ], сӑваплисем [сурӑхсем] ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ» (Матф. 25:46).

13 Качакасемпе танлаштарнӑ ҫынсем хӑйсене ӗмӗрлӗхех пӗтерессине ӑнланса илсен хӑйсене мӗнле тытӗҫ? Вӗсем «кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ» (Матф. 24:30). Ҫав вӑхӑтра Христосӑн тӑванӗсем тата вӗсен шанчӑклӑ юлташӗсем мӗн тӑвӗҫ? Иегова Турӑпа унӑн Ывӑлне хытӑ ӗненсе вӗсем Иисус каланӑ ҫак сӑмахсене тимлӗҫ: «Ҫаксем пула пуҫласан эсир пуҫӑра ҫӗклесе ҫӳлелле пӑхӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывӑхарать» (Лука 21:28). Эпир ҫӑлӑнӑҫ ҫывӑх пулни пирки пӗр иккӗленмесӗр пуласлӑх ҫине шанчӑкпа пӑхӑпӑр.

СӐВАПЛИСЕМ ПАТШАЛӐХРА ҪУТАЛСА КАЙӖҪ

14, 15. Магогри Гог тапӑннӑ хыҫҫӑн мӗнле пуҫтарас ӗҫ пуҫланӗ тата ҫакӑ мӗнле пулса иртӗ?

14 Турӑ халӑхӗ ҫине Магогри Гог тапӑннӑ хыҫҫӑн мӗн пулӗ? Ҫавӑн ҫинчен Матфейпа Марк ҫапла ҫыраҫҫӗ: «Вӑл [Этем Ывӑлӗ] Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те Хӑй суйласа илнисене тӗнченӗн тӑватӑ енчен — ҫӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпе хӗррине ҫитичченех — пуҫтарӗ» (Марк 13:27; Матф. 24:31). Ҫак пуҫтарас ӗҫ вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫине чи малтан пичет лартнӑ чухнехи вӑхӑтпа та, вӗсем ҫине юлашки хут яланлӑхах пичет лартнӑ чухнехи вӑхӑтпа та ҫыхӑнман (Матф. 13:37, 38). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫине хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланиччен кӑшт маларах юлашки хут яланлӑхах пичет лартӗҫ (Ӳлӗм. 7:1—4). Иисус хӑй суйласа илнисене пуҫтарӗ текен сӑмахсем святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем, хӑйсен пӗлӗтри наградине илсен пурнӑҫланӗҫ (1 Фес. 4:15—17; Ӳлӗм. 14:1). Ҫакӑ Магогри Гог тапӑннӑ хыҫҫӑн пулӗ (Иез. 38:11). Ҫавӑн чухне, Иисус каланӑ тӑрӑх, «сӑваплисем хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталса кайӗҫ» (Матф. 13:43)b.

15 Ҫакӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнисем хӑйсен ӳтлӗ кӗлеткипе тӳпене ҫӗкленӗҫ тенине пӗлтерет-и? Христиансен тӗнчинче нумайӑшӗ христиансем тӳпене ӳтлӗ кӗлеткепе ҫӗкленӗҫ тесе ӗненет, ҫавӑнпа та вӗсем Иисус тепӗр хут пурне те курӑнмалла таврӑнать тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Библире «Этем Ывӑлӗн палли» тӳпере курӑнӗ тата Иисус «пӗлӗтсем ҫинче» килӗ тесе каланӑ (Матф. 24:30). Ҫак икӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ ҫав событи курӑнмалла мар пулса иртессине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне «ӳтпе юн Турӑ Патшалӑхне кӗме пултараймаҫҫӗ». Ҫавӑнпа та кама пӗлӗте илӗҫ, ҫавсен чи малтан «трупа юлашкинчен кӑшкӑртнӑ чухне сасартӑк, пӗрре куҫ хупса иличчен, улшӑнса» тӑмаллаc. (1 Коринф 15:50—53 вуласа пар.) Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем пирки эпир вӗсем «тӳпене ҫӗкленӗҫ» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курмастпӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ христианствӑри суя вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ. Анчах та святой сывлӑшпа суйласа лартнисене, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисене, палӑртса хунӑ вӑхӑтра пӗлӗт ҫине пӗрле пуҫтарӗҫ.

16, 17. Пӗлӗтре Путекӗн туйӗ пуҫланиччен мӗн пулса иртмелле?

16 Ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинӗшне пурне те тӳпене пуҫтарсан, Путекӗн туйӗ валли юлашки хатӗрленӳсем пуҫланӗҫ (Ӳлӗм. 19:9). Анчах ҫак савӑнӑҫлӑ событи умӗн тата темскер пулмалла. Эпир астӑвасса, 144 000-чен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисене тӳпене илес умӗн кӑшт маларах Турӑ халӑхӗ ҫине Гог тапӑнӗ (Иез. 38:16). Ун чухне Туррӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсем пӗр хӳтлӗхсӗр тӑрса юлнӑ пек туйӑнӗ. Вӗсем Иосафат патша вӑхӑтӗнче панӑ ӳкӗте тытса тӑрӗҫ: «Хальхинче сирӗн ҫапӑҫмалла пулмасть; пырса вырӑнаҫӑр та тӑрӑр ҫавӑнта, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫӑлнине пӑхса тӑрӑр. Иуда, Иерусалим! ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр» (2 Ҫулс. 20:17). Пӗлӗтре вара мӗн пулса иртӗ? Ӳлӗмхине 17:14-мӗшӗнче каланӑ: «Вӗсем [Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсем] Путекпе вӑрҫӑ вӑрҫӗҫ, Путек вӗсене ҫӗнтерӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл — хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи, патшасенӗн Патши; тата Унпа пӗрле — чӗннисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем». Апла пулсан, Иисус хӑйпе пӗрле пӗлӗтре пуҫ пулса тытса тӑракан 144 000 патшипе Туррӑн ҫӗр ҫинчи халӑхне ҫӑлма тухӗ.

17 Ҫаксем пурте Армагеддон вӑрҫи патне илсе ҫитерӗҫ, ҫав вӑрҫӑра вара Иеговӑн сӑваплӑ ячӗ мухтава тухӗ (Ӳлӗм. 16:16). Ҫавӑн чухне качакасемпе танлаштарнӑ ҫынсене «ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ», вара ҫӗр пӗтӗм йӗркесӗрлӗхрен тасалӗ. Имсӗр-сумсӑр ҫын шутне кӗрекенсем Армагеддона пурӑнса ирттерӗҫ. Унтан вара Ӳлӗмхине кӗнекери кӑмӑла ҫӗклекен юлашки пайӗ пурнӑҫланӗ — Путекӗн туйӗ пуҫланӗ! (Ӳлӗм. 21:1—4.)d Армагеддона пурӑнса ирттернисем пурте Туррӑн пысӑк юратӑвне тата вӑл ырланине хӑйсем ҫинче туйса савӑнӗҫ. Ҫав туя эпир калама ҫук хытӑ кӗтетпӗр! (2 Петр 3:13 вуласа пар.)

18. Малтанах каласа хунӑ чуна хавхалантаракан событисем кӗҫех пулассине кӗтнӗ май пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?

18 Ҫак чуна хавхалантаракан событисем кӗҫех пулӗҫ. Ҫавӑнпа та пирӗн халӗ мӗн тумалла? Иегова пӗлтернипе Петр апостол ҫапла ҫырнӑ: «Ҫакӑ пӗтӗмпе ҫапла пӗтмелле пулсассӑн, сирӗн, Турӑ килес Куна кӗтсе ӗмӗтленсе тӑракансенӗн, Турра парӑнса мӗн тери таса пурӑнас пулать! [...] Эй савнӑ тӑванӑмсем, ӗнтӗ ҫавна кӗтсе тӑрса, Унӑн умне ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн, канӑҫлӑн пырса тӑма тӑрӑшӑр» (2 Петр 3:11, 12, 14). Апла пулсан, хамӑр пуҫҫапнине таса упрама, нимле суя тӗнпе те вараламасӑр пурӑнма тата тӑнӑҫлӑх Патшине, Иисус Христоса, пулӑшса тӑма ҫирӗп шут тытар!

a 2012 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» пӑхӑр, 24—26 страницӑсем.

b 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» пӑхӑр, 15—16 страницӑсем.

c Ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен ӳтлӗ кӗлеткисене ҫавӑн чухне пӗлӗте илмӗҫ (1 Кор. 15:48, 49). Тен, вӗсен кӗлеткисем Иисус кӗлетки ҫухалнӑ пекех ҫухалӗҫ.

d 44-мӗш Псаломра та ӗҫсем ҫав йӗркепе пулса пырӗҫ тесе палӑртнӑ: чи малтан Патша вӑрҫа тухать, унтан унӑн туйӗ пуҫланать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр