Ыйтусен рамки
◼ Иегова Свидетелӗсен ҫырса илнӗ докладсен копийӗсене, пичетленисене е кассетӑпа диск ҫине ҫырнисене, салатма юрать-и?
Библи тӑрӑх тунӑ докладсем пире ҫирӗплетеҫҫӗ тата хавхалантараҫҫӗ (Апост. ӗҫ. 15:32). Ҫавӑнпа та, пирӗн хавхалантаракан шухӑшсене докладсене илтмен ҫынсене, паллах, каласа парас килет. Пирӗн вӑхӑтра кирек мӗнле информацие те ҫӑмӑллӑнах ҫырса илме тата салатма пулать. Ҫырса илнӗ докладсене хӑшӗ-пӗрисем нумай пухнӑ, вӗсен шутӗнче темиҫе ҫул каялла тунисем. Вара ҫак докладсене вӗсем ырӑ шухӑшпах хӑйсен тусӗсене итлеме параҫҫӗ е вӗсен копине туса параҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем тата веб-сайтсем уҫаҫҫӗ те кирек кам та ҫак сайтсенчен докладсене хӑйне валли ҫырса илме пултарччӑр тесе вӗсене унта вырнаҫтараҫҫӗ.
Докладсене хӑйне валли е килйышӗнчисене валли ҫырса илнинче ним япӑххи те ҫук. Унсӑр пуҫне, пухури тӑвансем мӗнле те пулин сӑлтава пула тӗлпулусене ҫӳреймеҫҫӗ пулсан, старейшинӑсем ҫавсем валли докладсене ҫырса илессине йӗркелеме пултараҫҫӗ. Анчах та витӗмлӗ сӑлтавсене пула докладсен копийӗсене, хут ҫине ҫырнисене е кассетӑпа диск ҫине ҫырнисене, ыттисене вӑхӑтлӑха е яланлӑха пама пирӗн тивӗҫ ҫук.
Докладсене пухӑва мӗн кирлине шута илсе тунӑран, пире кам та пулин доклад итлеме пачӗ пулсан, эпир унти шухӑшсене тӗрӗс мар ӑнланма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен ҫав доклада мӗнле лару-тӑрусенче тунине пӗлместпӗр. Унсӑр пуҫне тата ҫав доклада кам тата хӑҫан тунӑ, ҫавӑн пекех унти информаци тӗрӗс-и, вӑл чӑнлӑха паян мӗнле ӑнланнипе килӗшӳллӗ-и, ҫавна тӗрӗслеме йывӑр (Лука 1:1—4). Докладсен копийӗсене, хут ҫине ҫырнисене е кассетӑпа диск ҫине ҫырнисене, ыттисене пани ытларах доклад тӑвакан ҫине тимлеттерме пултарать (1 Кор. 3:5—7).
Парса тӑмалли апата тӗрӗс те ырӑ ӑслӑ чура кирлӗ чухлӗ парса тӑма тӑрӑшса ӗҫлет тата ҫакна вӑл «вӑхӑтра» тӑвать (Лука 12:42). Ҫак апат шутне Иегова Свидетелӗсен вырӑнти пухӑвӗсенче тунӑ докладсем тата ятарласа уҫнӑ www.pr2711.com веб-сайта вырнаҫтарнӑ аудиоҫырусем кӗреҫҫӗ. Тӗрӗс те ырӑ ӑслӑ чура тата унӑн Ертсе пыракан совечӗ хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме пире мӗн кирлине парса тӑрасса эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр (Апост. ӗҫ. 16:4, 5).