Аудиоҫыртарусемпе мӗнле усӑ курмалла
1. Пичетленӗ публикацисемсӗр пуҫне эпир тата мӗнпе усӑ курма пултаратпӑр?
1 Нумайӑшне пирӗн сайта кӗрсе «чӑнлӑх сӑмахӗсене» вулама килӗшет (Еккл. 12:10). Анчах та эсир аудиоҫыртарусемпе усӑ куратӑр-и? Вӗсем пирӗн сайтри нумай информацие итлеме май параҫҫӗ. Аудиоҫыртарусем пире мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?
2. Эпир хамӑр тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле Библи вӗреннӗ чухне аудиоҫыртарусемпе мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?
2 Хамӑр тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле Библи вӗреннӗ чухне. Ҫул ҫинче пулнӑ чухне е кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне вӑхӑта усӑллӑрах ирттерес тесе эпир Библин, журналсен е ытти публикацисен аудиоҫыртарӑвӗсене итлеме пултаратпӑр (Эф. 5:15, 16). Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнине ирттернӗ чухне те вӑхӑтран вӑхӑта вӗсене итлеме пулать, итленӗ май вара хӑвӑрӑн публикаци тӑрӑх йӗрлесе пырӑр. Эпир лайӑхрах вулама вӗренесшӗн пулсан е урӑх чӗлхе вӗренетпӗр пулсан, хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне аудиоҫыртарусем уйрӑмах усӑллӑ пулӗҫ.
3. Пирӗн вырӑнта аудиоҫыртарусем камсемшӗн усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ?
3 Сӑваплӑ ӗҫре. Пирӗн участоксенчи хӑш-пӗр ҫынсем вулама вӑхӑт ҫук теҫҫӗ, анчах, тен, вӗсем аудиоҫыртарусене итлеме килӗшӗҫ. Хушӑран эпир урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынна тӗл пулма пултаратпӑр. Ырӑ хыпара хӑйӗн тӑван чӗлхипе илтни ӑна чӑнлӑха йышӑнма пулӑшӗ, тен (Ап. ӗҫ. 2:6—8). Хӑш-пӗр халӑхсенче итлеме пӗлни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӗслӗхрен, хмонг халӑх ҫыннисем ҫамрӑк ӑрусене хӑйсен халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫинчен сӑмах вӗҫҫӗн пӗлтерсе пыраҫҫӗ, вӗсем мӗн илтнине лайӑх астуса юлаҫҫӗ. Африкӑри нумай халӑх ӑса вӗрентекен калавсене итлеме юратать.
4. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне аудиоҫыртарусемпе мӗнле усӑ курма пулать?
4 Тен, эсир пурӑнакан вырӑнта ырӑ хыпар сарнӑ чухне кил хуҫине аудиоҫыртарӑва хӑйӗн тӑван чӗлхипе итлеттерни вырӑнлӑ пулӗ. Тен, кам та пулин аудиопубликацие электронлӑ почта урлӑ илес тейӗ. Е аудиопубликацие диск (CD) ҫине ҫырса интересленекене пама пулать, тепӗр чухне пичетленӗ публикаципе пӗрле те пама юрать. Сӑваплӑ ӗҫре эпир кама та пулин электронлӑ кӗнеке, брошюра, журнал е буклет (публикацин пур пайне те) патӑмӑр пулсан, ӑна отчета кӗртмелле. Аудиоҫыртарусемпе хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне те, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑх вӑрлӑхӗсене акнӑ чухне те усӑ курма пулать (1 Кор. 3:6).