Итлӗр те ӑнланса илӗр
«Мана пурсӑр та итлӗр те ӑнланса илӗр» (МАРК 7:14).
1, 2. Мӗншӗн Иисуса итлекенсенчен нумайӑшӗ унӑн сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнланман?
СӐМАХРАН, ҫын хӑйне тепри мӗн те пулин каланине итлет тейӗпӗр. Вӑл хӑйӗнпе мӗнле сасӑпа калаҫнине те туйма пултарать. Анчах та вӑл хӑй илтекен сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнланмасть пулсан, ҫакӑнтан мӗн усси пултӑр? (1 Кор. 14:9.) Иисуса та пин-пин ҫын итленӗ. Вӑл вӗсемпе вӗсем ӑнланма пултаракан чӗлхепе те калаҫнӑ. Анчах та вӗсенчен пурте унӑн сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнланнӑ теме ҫук. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус хӑйне итлесе тӑракансене ҫапла каланӑ: «Мана пурсӑр та итлӗр те ӑнланса илӗр» (Марк 7:14).
2 Мӗншӗн нумайӑшӗ Иисус мӗн каланине ӑнланма пултарайман? Хӑш-пӗрисен малтанах япӑх шухӑшласа хурасси пулнӑ, ҫавӑн пекех вӗсен кӑмӑл туртӑмӗ те тӗрӗс мар пулнӑ. Иисус ҫавӑн пек ҫынсене каланӑ: «Эсир хӑвӑр йӑлӑра тытасшӑн Турӑ хушнине пӑрахни лайӑх-и вӑл?» (Марк 7:9.) Тӗрӗссипе каласан, ҫав ҫынсем унӑн сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнланасшӑн та пулман. Вӗсен хӑйсен йӑлисене тата шухӑшӗсене улӑштарас килмен. Ҫав ҫынсем хӑлхипе илтнӗ, анчах та чӗрипе ӑнланайман. (Матфей 13:13—15 вуласа пар.) Иисус вӗрентӗвӗсенчен ӑса вӗренме пирӗн кӑмӑл пуррипе ҫуккине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр?
ИИСУСӐН ВӖРЕНТӖВӖСЕНЧЕН МӖНЛЕ УСӐ ИЛМЕЛЛЕ
3. Мӗншӗн Иисусӑн вӗренекенӗсем унӑн сӑмахӗсене ӑнланма пултарнӑ?
3 Иисусӑн хӑйсене кӗҫӗне хуракан вӗренекенӗсенчен пирӗн тӗслӗх илмелле. Вӑл вӗсене каланӑ: «Сирӗн куҫӑрсем телейлӗ — вӗсем кураҫҫӗ; хӑлхӑрсем те телейлӗ — вӗсем илтеҫҫӗ» (Матф. 13:16). Мӗншӗн вӗсем ыттисем ӑнланма пултарайманнине ӑнланма пултарнӑ? Вӗсем виҫӗ утӑм тунӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем ыйтусем панӑ тата Иисусӑн сӑмахӗсен чӑн пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшнӑ (Матф. 13:36; Марк 7:17). Иккӗмӗшӗнчен, хӑйсен чӗри ӑшне унччен хунӑ пӗлӳ ҫумне ҫӗннисене хушса вӗсем хӑйсен пӗлӗвне тарӑнлатасшӑн пулнӑ. (Матфей 13:11, 12 вуласа пар.) Виҫҫӗмӗшӗнчен, вӗсем мӗн пӗлнине хӑйсен пурнӑҫӗнче кӑна мар тытса тӑнӑ, ҫавӑн пекех ҫав пӗлӳсемпе ыттисене пулӑшас тесе те усӑ курнӑ (Матф. 13:51, 52).
4. Иисусӑн тӗслӗхӗсене ӑнланас тесен пирӗн мӗнле виҫӗ утӑм тумалла?
4 Иисусӑн тӗслӗхӗсене ӑнланас тетпӗр пулсан, пирӗн те, унӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем пекех, виҫӗ утӑм тумалла. Чи малтан Иисусӑн сӑмахӗсене вӗренме, вӗсем ҫинчен шухӑшлама, тӗпчеме тата вырӑнлӑ ыйтусем пама пирӗн хаваспах вӑхӑт уйӑрмалла. Ҫапла эпир пӗлӳ илӗпӗр (Ытар. 2:4, 5). Унтан ҫак пӗлӳ эпир унччен мӗн пӗлнипе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине тата пире хамӑра мӗнле усӑ пама пултарнине курма тӑрӑшмалла пирӗн. Ҫапла эпир ӑнланма пуҫлӑпӑр (Ытар. 2:2, 3, ҪТ). Юлашкинчен, пирӗн хамӑр мӗн пӗлнине хамӑр пурнӑҫра тытса тӑмалла. Ҫакӑнтан пирӗн ӑслӑлӑх курӑнса тӑрӗ (Ытар. 2:6, 7).
5. Тӗслӗхпе усӑ курса пӗлӳ, ӑнлану тата ӑслӑлӑх пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑнине кӑтартса парӑр.
5 Пӗлӳ, ӑнлану тата ӑслӑлӑх пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ? Ҫакна пӗр тӗслӗхпе кӑтартса пама пулать. Сӑмахран, эсир ҫул варринче тӑратӑр, сирӗн ҫине вара автобус вирхӗнсе килет тейӗпӗр. Чи малтан эсир ку автобус пулнине куратӑр. Ҫакна пӗлӳ теме пулать. Унтан эсир ҫакӑнта тӑрса юлсан сире автобус пырса ҫапма пултарнине тавҫӑрса илетӗр. Ку вӑл — ӑнлану. Ҫавӑнпа эсир айккинелле сикетӗр. Ку вӑл — ӑслӑлӑх. Ахальтен мар Библи пире «чипер ӑстӑнлӑ» пулма, урӑхла каласан, пурнӑҫра усӑ паракан ӑслӑлӑха упрама ӳкӗтлет, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек ӑслӑлӑх пирӗн пурнӑҫа ҫӑлса хӑварма пултарать (Ытар. 3:21, 22; 1 Тим. 4:16).
6. Иисус илсе панӑ ҫичӗ тӗслӗхе пӑхса тухнӑ май эпир мӗнле тӑватӑ ыйту парӑпӑр? (Рамкӑна пӑхӑр.)
6 Ҫак тата тепӗр статьяра эпир Иисус илсе панӑ ҫичӗ тӗслӗхе пӑхса тухӑпӑр. Ҫавна тӑвас тесе эпир ҫакӑн пек ыйтусем парӑпӑр: ҫак тӗслӗх мӗне пӗлтерет? (Ҫакӑ пире пӗлӳ илме пулӑшать.) Мӗншӗн Иисус ҫав тӗслӗхе илсе панӑ? (Ҫапла эпир ӑнланма пуҫлатпӑр.) Ҫак пӗлӳсем пире тата ыттисене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? (Ку вӑл — ӑслӑлӑх.) Юлашкинчен, ҫакӑ пире Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать?
САРӐ ПӐРӐҪ ПӖРЧИ
7. Сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи ҫинчен калакан тӗслӗх мӗне пӗлтерет?
7 (Матфей 13:31, 32 вуласа пар.) Иисусӑн сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи ҫинчен калакан тӗслӗхӗ мӗне пӗлтерет? Сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи эпир калакан Патшалӑх хыпарне те, христиансен пухӑвне те пӗлтерет. Христиансен пухӑвӗ пирӗн эрӑри 33 ҫулта йӗркеленсе кайнӑ чухне, «ытти вӑрӑсенчен пуринчен те» пӗчӗк сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пекех, питӗ пӗчӗк пулнӑ. Анчах та темиҫе вунӑ ҫул хушшинче пуху хӑвӑрт ӳссе кайнӑ. Ҫакӑн пек ӳсӗм пуласси пирки ӗмӗтленме те пултарайман (Кол. 1:23). Ҫавӑн пек ӳссе пыни усӑ панӑ, мӗншӗн тесен, Иисус каланӑ тӑрӑх, «вӗҫен кайӑксем... унӑн турачӗсем хушшине йӑва» ҫавӑрма пултарнӑ. Ҫак кайӑксем христиансен пухӑвӗнче сӑнарлӑ апат, урӑхла каласан, Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене, чун канӑҫлӑхне тата хӳтлӗх тупакан тӳркӑмӑллӑ ҫынсене пӗлтереҫҫӗ. (Иезекииль 17:23 танлаштарӑр.)
8. Мӗншӗн Иисус сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе панӑ?
8 Мӗншӗн Иисус ҫак тӗслӗхе илсе панӑ? Вӑл сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи тӗлӗнмелле ӳссе пыни ҫинчен каласа панипе Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле ӳссе пынине, хӳтлӗх мӗнле парса тӑнине тата пур чӑрмава та мӗнле ҫӗнтерсе пынине кӑтартса панӑ. Христиансен пухӑвӗ 1914 ҫултанпа мӗнле ӳссе пыни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет! (Ис. 60:22.) Ҫав пухури ҫынсем Иеговӑпа ҫывӑхланмашкӑн пулӑшу илсе тӑраҫҫӗ (Ытар. 2:7; Ис. 32:1, 2). Пуху ӳссех пырать, ҫавна вара никам та, нимӗн те чарса лартма пултараймасть (Ис. 54:17).
9. а) Сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи ҫинчен калакан тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? ӑ) Ҫакӑ пире Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать?
9 Сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи ҫинчен калакан тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Тен, эпир пурӑнакан вырӑнта Свидетельсем сахал е ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем тӳрех курӑнмаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах Патшалӑх ӗҫӗ пур чӑрмава та ҫӗнтерме пултарнине асра тытатпӑр пулсан, ҫакӑ пире чӑтӑмлӑ пулма вӑй парӗ. Сӑмахран, Эдвин Скиннер арҫын тӑван 1926 ҫулта Индие килсен, унта Свидетельсен пӗчӗк ушкӑнӗ кӑна пулнӑ. Чи малтанах ӳсӗмсем палӑрсах кайман, ырӑ хыпар сарас ӗҫ «аран-аран» пырать тесе пӗлтернӗ. Анчах та вӑл ырӑ хыпара малалла сарнӑ, вара Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар пысӑк чӑрмавсене мӗнле ҫӗнтерсе пынине курнӑ. Халӗ Индире 37 000 ытла хастарлӑ Свидетель, 2013 ҫулта Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне 108 000 ытла ҫын пынӑ. Патшалӑх ӗҫӗ тӗлӗнмелле сарӑлса пынине кӑтартакан тепӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. Скиннер тӑван Индие килнӗ ҫулах ырӑ хыпар сарас ӗҫ Замбире те пуҫланнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак ҫӗршывра ырӑ хыпара 170 000 ытла хыпарҫӑ сарать, Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне вара 2013 ҫулта 763 915 ҫын пынӑ. Ҫакӑ вӑл Замбире пурӑнакансенчен кашни 18-мӗшӗ пынине пӗлтерет. Чӑнах та, тӗлӗнмелле ӳсӗм!
КӐВАС ЧУСТИ
10. Иисусӑн кӑвас чусти ҫинчен калакан тӗслӗхӗ мӗне пӗлтерет?
10 (Матфей 13:33 вуласа пар.) Иисусӑн кӑвас чусти ҫинчен калакан тӗслӗхӗ мӗне пӗлтерет? Ҫак тӗслӗх Патшалӑх ҫинчен калакан хыпарпа тата ҫак хыпар ҫынсен пурнӑҫне мӗнле улӑштарнипе ҫыхӑннӑ. «Пӗтӗм чуста» ҫӗр ҫинчи пур халӑха та пӗлтерет, йӳҫни вара ырӑ хыпара каласа ҫӳренине пула Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар мӗнле сарӑлса пынине сӑнласа парать. Сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗ мӗнле ӳснине тӳрех курма пулать, чуста йӳҫни вара чи малтан курӑнсах каймасть. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫеҫ вӑл мӗнле витӗм кӳни палӑрма пуҫлать.
11. Мӗншӗн Иисус кӑвас чусти ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе панӑ?
11 Мӗншӗн Иисус ҫак тӗслӗхе илсе панӑ? Патшалӑх ҫинчен калакан хыпарӑн «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине» ҫитме тата ҫынсен чӗринче пысӑк улшӑнусем тума хӑват пуррине кӑтартса панӑ Иисус (Ап. ӗҫ. 1:8). Чи малтан ҫав улшӑнусем курӑнсах каймаҫҫӗ, анчах та вӗсем пурпӗр пулса пыраҫҫӗ. Пур вырӑнта та нумай ҫын Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара йышӑнать те ҫав хӑватлӑ хыпара хӑйсенче улшӑну тума ирӗк парать (Рим 12:2; Эф. 4:22, 23).
12, 13. Иисусӑн тӗслӗхӗнчи кӑвас чусти пекех, Патшалӑх хыпарне сарас ӗҫ мӗнле сарӑлса пынине кӑтартакан тӗслӗхсене илсе парӑр.
12 Ырӑ хыпар сарни ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳнине час-часах вӗсем ырӑ хыпара пӗрремӗш хут илтнӗ хыҫҫӑн ҫулсем иртсен ҫеҫ курма пулать. Сӑмахран, Францпа Маргит, 1982 ҫулта Бразилири филиалра ӗҫленӗскерсем (хальхи вӑхӑтра вӗсем урӑх филиалра ӗҫлеҫҫӗ), пысӑках мар хулара ырӑ хыпар сарнӑ. Вӗсем Библи вӗренме пуҫланӑ ҫынсем хушшинче амӑшӗпе унӑн тӑватӑ ачи пулнӑ. Аслӑ ывӑлӗ, ун чухне 12 ҫул тултарнӑскер, питӗ вӑтанчӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗренме пуҫлас умӗн час-часах пытанасшӑн пулнӑ. Ҫав мӑшӑра сӑваплӑ ӗҫе урӑх майпа тума ыйтнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫак Библи вӗренӗвне малалла ирттерме пултарайман. Анчах та тепӗр 25 ҫултан вӗсен ҫак хулара пулма тӳр килнӗ. Мӗн курнӑ-ши вӗсем унта? Пухура 69 хыпарҫӑ пулнӑ, вӗсенчен 13-шӗ тулли пионер пулса ӗҫленӗ тата тӗлпулусем ҫӗнӗ Патшалӑх залӗнче иртнӗ. Ҫав вӑтанчӑк арҫын ачапа мӗн пулнӑ? Халӗ вӑл старейшинӑсен совечӗн координаторӗ пулса ӗҫлет! Иисусӑн тӗслӗхӗнчи кӑвас чусти пекех, Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар сарӑлнӑ та нумай ҫыннӑн пурнӑҫне улӑштарнӑ. Ҫакӑ вара ҫав мӑшӑра пысӑк савӑнӑҫ панӑ!
13 Патшалӑх ҫинчен калакан хыпарӑн ҫынсене улӑштарма хӑват пурри уйрӑмах пирӗн тӑвансем ырӑ хыпара ирӗклӗн сарма пултарайман ҫӗршывсенче курӑнса тӑрать. Ҫавӑн пек ҫӗршывсенче ырӑ хыпар мӗн таран анлӑ сарӑлнине пӗлсен, эпир час-часах тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетпӗр. Сӑмахран, Кубӑна илер. Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара унта 1910 ҫулта илтнӗ, Расселл тӑван вара ҫак ҫӗршыва 1913 ҫулта кайса килнӗ. Анчах чи малтан ӳсӗм вӑраххӑн пынӑ. Халӗ Кубӑра ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ? Унта ырӑ хыпара 96 000 ытла хыпарҫӑ сарать, Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявӗнче 2013 ҫулта 229 726 ҫын пулнӑ, урӑхла каласан, ҫав утрав ҫинче пурӑнакансенчен кашни 48-мӗшӗ. Ырӑ хыпара сарма чарман ҫӗршывсенче те Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар унти Свидетельсемшӗн ҫитме пултарайман пек туйӑнакан вырӑнсене те ҫитме пултаратьa (Еккл. 8:7; 11:5).
14, 15. а) Кӑвас чусти ҫинчен калакан тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? ӑ) Ҫакӑ пире Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать?
14 Иисусӑн кӑвас чусти ҫинчен калакан тӗслӗхӗнчен эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? Иисус каланӑ тӗслӗхӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен шухӑшланӑ май эпир ҫакна ӑнланатпӑр: Патшалӑх хыпарне халӗ те илтмен миллион-миллион ҫын мӗнле ӑна илтӗ-ши тесе пирӗн ытлашши пӑшӑрханма кирлӗ мар. Иегова пурне те пӗлет, пурне те хӑй аллинче тытса тӑрать. Анчах та пирӗн мӗн тумалла? Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Ирхине вӑрлӑхна ак, каҫхине те аллуна канӑҫлӑх ан пар, мӗншӗн тесессӗн эсӗ пӗри е тепӗри ӑнӑҫлӑрах пулассине е иккӗшӗ те пӗр пекех аван пулассине пӗлместӗн» (Еккл. 11:6). Ҫавӑн пекех ырӑ хыпар сарас ӗҫ ӑнӑҫлӑ пултӑр тесе пирӗн кӗлтума манмалла мар — уйрӑмах ҫав ӗҫе тума чаракан ҫӗршывсенче (Эф. 6:18—20).
15 Эпир саракан ырӑ хыпар мӗнле усӑ пани тӳрех курӑнмасан та, пирӗн пурпӗр хуйхӑрмалла мар. Пирӗн нихӑҫан та «ҫакӑ куна... пули-пулмискер» темелле мар (Зах. 4:10). Юлашкинчен кӑтартусем питӗ пысӑк, эпир кӗтнинчен те ытларах пулма пултарӗҫ! (Пс. 39:6; Зах. 4:7.)
ҪУЛ ҪӲРЕКЕН КУПСА ТАТА ПЫТАРНӐ МУЛ
16. Иисусӑн ҫул ҫӳрекен купса ҫинчен калакан тӗслӗхӗ тата пытарнӑ мул ҫинчен калакан тӗслӗхӗ мӗне пӗлтереҫҫӗ?
16 (Матфей 13:44—46 вуласа пар.) Иисусӑн ҫул ҫӳрекен купса ҫинчен тата пытарнӑ мул ҫинчен калакан тӗслӗхӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра хӑш-пӗр купсасем чи лайӑх ӗнчӗсене туянас тесе Инди океанӗ патне ҫитиех ҫӳренӗ. «Пӗр хаклӑ ӗнчӗ» Патшалӑх ҫинчен калакан хаклӑ чӑнлӑха, купса вара ҫав чӑнлӑха кирек ӑҫта та шыракан ырӑ чӗреллӗ ҫынсене пӗлтерет. Ҫав ӗнчӗ мӗн тери паха пулнине ӑнланса илсен, купса ӑна туянас тесе хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне тӳрех сутса янӑ. Ҫавӑн пекех Иисус хирте ӗҫлекен ҫын пытарнӑ мул тупни ҫинчен те каласа панӑ. Купсапа танлаштарсан, ҫав ҫын мул шыраман. Анчах та вӑл, купса пекех, ҫав мула туянас тесе хӑйӗн «мӗнпур пурлӑхне» сутса янӑ.
17. Мӗншӗн Иисус ҫул ҫӳрекен купса ҫинчен тата пытарнӑ мул ҫинчен калакан тӗслӗхсене илсе панӑ?
17 Мӗншӗн Иисус ҫак икӗ тӗслӗхе илсе панӑ? Ҫакӑнпа Иисус ҫынсем чӑнлӑха тӗрлӗ майпа тупма пултарнине кӑтартса панӑ. Пӗрисем чӑнлӑха тупас тесе нумай вӑй хураҫҫӗ. Теприсем чӑнлӑха шыраман пулин те, ӑна ҫав-ҫавах тупаҫҫӗ — тен, ун ҫинчен вӗсене кам та пулин каласа панӑ. Кирек мӗнле пулсан та, ҫак икӗ тӗслӗхре калакан ҫынсенчен кашни чӑнлӑх мӗн тери хаклӑ пулнине ӑнланса илнӗ те ӑна туянас тесе нумайӑшне пама хатӗр пулнӑ.
18. а) Ҫак икӗ тӗслӗхрен эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? ӑ) Ҫакӑ пире Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать?
18 Ҫак икӗ тӗслӗхрен эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? (Матф. 6:19—21.) Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ чӑнлӑх ҫине ҫав ҫынсем пӑхнӑ пекех пӑхатӑп-и? Эпӗ чӑнлӑха хаклӑ мул вырӑнне хуратӑп-и? Ӑна туянас тесе эпӗ нумайӑшне пама хатӗр-и е ытти япаласемшӗн, калӑпӑр, кулленхи ӗҫсемшӗн чӑрманса ҫӳретӗп-и?» (Матф. 6:22—24, 33; Лука 5:27, 28; Флп. 3:8.) Эпир чӑнлӑха чӑннипех юрататпӑр пулсан, ӑна хамӑр пурнӑҫра мала хурас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвӑпӑр.
19. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
19 Патшалӑх ҫинчен калакан ҫак тӗслӗхсене итленине тата чӑннипех ӑнланнине кӑтартса тӑрар. Ҫакна асра тытар: ҫавна тӑвас тесен пирӗн вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланнисӗр пуҫне вӗсенчен мӗне вӗреннине те тытса тӑмалла. Тепӗр статьяра эпир тата виҫӗ тӗслӗх пӑхса тухӑпӑр та вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине курӑпӑр.
a Ҫавӑн пекки Аргентинӑра (2001 ҫулхи «Ежегодник», 186-мӗш страница), Хӗвел тухӑҫ Германире (1999 ҫулхи «Ежегодник», 83-мӗш страница), Папуа — Ҫӗнӗ Гвинейӑра (2005 ҫулхи «Ежегодник», 63-мӗш страница) тата Робинзон-Крузо утравӗнче (2000 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня», 9-мӗш страница) пулнӑ.