12-МӖШ УРОК
Ӑшшӑн калаҫ
1 Фессалоника 2:7, 8
ТӖЛЛЕВ. Сана итлекенсем эсӗ вӗсене юратнине тата пулӑшасшӑн пулнине туйччӑр.
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Итлекенсем ҫинчен шутла. Хатӗрленнӗ чухне итлекенсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине аса ил. Вӗсем мӗн туйни ҫинчен шутласа пӑх.
Сӑмахсене лайӑх шутласа кала. Йӑпатма, ҫирӗплетме тата хавхалантарма тӑрӑш. Ыттисене кӳрентерме пултаракан сӑмахсемпе усӑ курасран асӑрхан. Урӑх тӗне тытса тӑракансем пирки е вӗсем мӗне чун-чӗререн ӗненни пирки тиркесе ан калаҫ.
Итлекенсемпе чун-чӗререн интересленнине кӑтарт. Хӑвӑн сассупа тата вырӑнлӑ ал хусканӑвӗсемпе вӗсене чӗререн пулӑшасшӑн пулнине кӑтарт. Ҫакӑ пит-куҫра та курӑнса тӑтӑр. Час-часах йӑл кул.