20-МӖШ УРОК
Юлашкинчен лайӑх пӗтӗмлетӳ ту
Екклесиаст 12:13, 14
ТӖЛЛЕВ. Санӑн юлашки сӑмахсем итлекенсене докладран мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнма хавхалантарччӑр.
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Доклад вӗҫӗнчи сӑмахсене темӑпа ҫыхӑнтар. Итлекенсене темӑна аса илтер те тӗп шухӑшсене тепӗр хут кала.
Мӗн пӗлнине тытса тӑма хавхалантар. Итлекенсене мӗн тумаллине тата мӗншӗн ҫапла тумаллине ӑнлантарса пар. Чун-чӗререн тата ӗнентерӳллӗн калаҫ.
Кӗскен пӗтӗмлетсе кала. Ҫӗнӗ шухӑшсем ан кала. Нумай сӑмах каламасӑр мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнма хавхалантар.